Статистика
Чӑваш Енре миллионерсен йышӗ пысӑкланнӑ. Вӗсен тупӑшӗ 100 миллион таранах ҫитнӗ. Ҫакна Налук служби пӗлтӗрхи деклараци компанине малтанлӑха ҫирӗплетнӗ кӑтартусемпе калама пулать. Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗ тӗлне 1517 ҫын 1 миллион ытла тенкӗ ӗҫлесе илнине пӗлтернӗ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 1,5 хут нумайрах. 10-100 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ ҫынсен йышӗ 20 процент ӳснӗ. Пӗтӗмпе вӗсем — 18-ӑн. Тепӗр ҫын ҫулталӑкне 500 миллион тенкӗ таран тупӑш тунине кӑтартнӑ. Ҫынсем тупӑшӗ пирки отчет тӑратас кӑтарту та ӳснӗ. Кӑҫал 120 ытла деклараци тӑратнӑ ӗнтӗ. Ку, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, нумайрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
2016 ҫулта коррупципе должноҫри 25 ҫын ҫакланса суд умӗнче явап тытнӑ. Пӗлтӗр патшалӑх тата муниципалитет служащийӗсем антикоррупциллӗ требованисене пӑснӑ 271 тӗслӗхе шута илнӗ. Нумаях пулмасть коррупцие хирӗҫ кӗрешекен координаци комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Пӗлтӗр коррупци преступленийӗсем кӳнӗ тӑкак 294 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Унӑн 45,8 процентне ҫеҫ хыснана тавӑрма май килнӗ. Кӑҫал коррупци преступленийӗсем 30,7 миллион тенкӗ тӑкак кӳнӗ. Вӗсен 99,7 процентне хыснана тавӑрнӑ. Пӗлтӗр патшалӑх органӗсем 142 служащи тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсенчен 118-шӗ саккуна пӑсни палӑрнӑ. Муниципалитет органӗсенче вара 153 служащи коррупципе ҫакланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Раҫҫейре урӑ регионсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Доклада Федараци Канашӗнче вуланӑ. Экспертсем регионти ҫынсем мӗн чухлӗ эрех-сӑра ӗҫнине хакланӑ. Танлаштарӑма «Урӑ Раҫҫей» проект тата Общество палати ҫумӗнчи экспертпа аналитика центрӗ хатӗрленӗ. Регионсенчи ҫынсем мӗн чухлӗ эрех ӗҫнине мӗнле хакланӑ-ха? Эрех ӗҫсе наркӑмӑшланнӑ тӗслӗхсене, ӳсӗрле тунӑ преступленисене шута илнӗ. Чӑваш Ен 32-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пӗтӗмпе списокра — 85 регион. Пирӗн республика, 2015 ҫулпа танлаштарсан, ҫӳлерех хӑпарнӑ. Пӗлтӗр вӑл 72-мӗш вырӑнта пулнӑ. Чечня Республики, Ингушети, Дагестан, Магадан, Чукотка, Коми ҫыннисем ыттисенчен сахалрах эрех ӗҫеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чӑваш Енре ВИЧ-инфекциллисен йышӗ ӳснӗ. Пӗлтӗр, 2016 ҫулпа танлаштарсан, ку чирпе 77 ҫын ытларах чирленӗ. Пӗлтӗр республикӑра ВИЧ-инфекциллӗ 281 ҫынна шута илнӗ. 2015 ҫулта вара кунашкаллисен йышӗ 204 ҫын пулнӑ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, ку чир ытларах ар ҫыхӑнӑвӗ урлӑ ерет. Анчах психотроплӑ япаласене венӑна шприцпа янӑ чухне ВИЧ ертекен йышланнине те палӑртмалла. Ку кӑтарту 2011 ҫултанпа 17,1 процентран 33,9 процент таран ӳснӗ. Роспотребнадзор 2017 ҫул тӗлне республикӑра 100 пин ҫынран 145-шӗ ВИЧпе чирлине палӑртнӑ. Ку чирпе чирлисене Канаш хулинче, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Канаш, Шӑмӑршӑ, Елчӗк районӗсенче нумай шута илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Раҫҫейре чи таса регионсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. «Раҫҫей хаҫачӗ» унта Чӑваш Ен лайӑх енчен палӑрнине пӗлтерет. Танлаштарӑма тӗплӗн хатӗрленӗ. Малтан регионсенчи атмосферӑна, шыва, тӑпрана, биоресурссене тишкернӗ. Влаҫ тата общество экологи ыйтӑвӗсемпе мӗнле ӗҫленине те хакланӑ. Пӗтӗмпе кашни региона 21 пунктпа тишкернӗ. Тамбов облаҫӗ, Алтай тӑрӑхӗ, Чӑваш Ен танлаштарӑмра малти йӗркесене йышӑннӑ. Мускав, Питӗр хулисем, Белгород, Тӗмен, Чӗмпӗр облаҫӗсем, Чукотка та малтисен йышне кӗнӗ.Экологи тӗлӗшӗнчен чи япӑх 10 регионсен списокне Иркутск, Курган, Ленинград, Мускав, Ӗренпур, Свердловск, Тверь, Чӗлепи облаҫӗсем, Еврей автономи округӗ, Бурят Республики лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫул ҫинче ачасемпе ҫыхӑннӑ 15 авари пулнӑ. Вӗсенче ҫул ҫитмен 15 шӑпӑрлан шар курнӑ. Ачасемпе ҫыхӑннӑ аварисем ытларах эрнекун тата шӑматкун пулаҫҫӗ. Ытларах чухне ҫуран ҫӳрекен шӑпӑрлансем машина айне лекеҫҫӗ. Кунашкал тӗслӗх 10 хутчен пулнӑ. Виҫӗ тӗслӗхре ачасем ятарлӑ вырӑнта каҫнӑ чухне суранланнӑ. Икӗ шӑпӑрлан ҫине ҫуртсен картишӗнче машина кӗрсе кайнӑ. Тӑватӑ тӗслӗхре шӑпӑрлансем хӑйсем ҫул-йӗр правилисене пӑснӑ. Виҫӗ шӑпӑрлан каҫма юраман вырӑнта аманнӑ. Пӗр тӗслӗхре шкул ачи тӑвайккинчен ярӑнса ансан машина кустӑрми айне лекнӗ. Пилӗк тӗслӗхре ача пассажир вырӑнӗнче ларнӑ чухне шар курнӑ. Виҫӗ водитель тӗпренчӗкне ятарлӑ ларкӑчсӑр илсе ҫӳрени ҫиеле тухнӑ. Ҫавна май ача аварире суранланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Укҫа шыв пек каять Чӑваш Енре пурӑнакансен номиналлӑ тупӑшӗ кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче ҫулталӑк каяллахинчен 2,8 процент хушӑннӑ. Ҫапах та алӑра юлакан укҫана потребитель карҫинкки ҫине куҫарса шутласан вӑл 2,7 процент пӗчӗкленнӗ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗпе танлаштарсан та тупӑш самай хӗсӗннӗ. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсен тупри кӑҫалхи кӑрлачра 2016 ҫулхи ҫав уйӑхринчен 45,6 процент пӗчӗкленнӗ. Тупӑшӑн самай пайне ҫынсем тавар туянма тата тӗрлӗ пулӑшушӑн тӳлеме тӑкаклаҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе ҫемье хыснине кӗнин 91,6 проценчӗ тӑкакланать. Вӑтамран илсен, тупӑшӑн 2,9 процентне ҫеҫ пухса пыраяҫҫӗ. Ют ҫӗршыври валютӑна туянма кӗсьери укҫан 1,2 процентне уйӑраяҫҫӗ. Чӑвашстатра шухӑшланӑ тӑрӑх, тӑкак пайӗ тупӑшран 8,1 процент иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Раҫҫейре чи ырӑ кӑмӑллӑ хуласен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Унта ҫынсем Пӗтӗм Раҫҫейри марафона хутшӑннине шута илнӗ. Акцие Раҫҫейри Общество палати, Волонтер центрӗсен ассоциацийӗ, Роспатриотцентр, Раҫҫейри тӗнче фончӗ йӗркеленӗ. Ӑна ҫынсене ырӑ ӗҫ тӑвас ӗҫе ытларах хутшӑнтарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Ҫӗршыври «Ырӑ ӗҫсен марафонӗ» акцие пӗтӗмлетнипе килӗшӳллӗн, Шупашкар танлаштарӑмра пӗрремӗш теҫеткене кӗнӗ. Малти йӗркене Якутск йышӑннӑ, унтан — Мускав. Питӗр виҫҫӗмӗш вырӑна лекнӗ. Пӗрремӗш теҫеткене Шупашкарсӑр пуҫне Новочеркасск, Чӗмпӗр, Омск, Вологда, Екатеринбург кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чӑвашстат республикӑра патшалӑх тытӑмӗнче ӗҫлекен ҫынсен ӗҫ укҫине шутланӑ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑҫал вӗсен вӑтам ӗҫ укҫи 13 процент ӳснӗ. 2016 ҫулта саккун кӑларакансем вӑтамран 48 пин те 700 тенкӗ илнӗ. Пӗлтӗр патшалӑх тытӑмӗнче вӑй хуракансем вӑтамран 32 пин те 200 тенкӗ илнӗ. Ӗҫ тӑвакан влаҫ ӗҫченӗсене 33 пин те 200 тенкӗ шалу тӳленӗ. Суд приставӗсем тата прокуратура ӗҫченӗсем — чи сахал ӗҫ укҫи илекенсем. Ку кӑтарту, Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр 27 пин те 100 тенкӗпе танлашнӑ. Муниципалитет служащийӗсен шалӑвӗ 1,3 процент ҫеҫ ӳснӗ. Вӗсем вӑтамран 22 пин те 200 тенкӗ илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
ЧР ШӖМӗ «Хӗҫ-пӑшал» оперативлӑ профилактика мероприятине пӗтӗмлетнӗ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче вӗҫленнӗ. Йӗрке хуралҫисем 11 ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак тапхӑрта 100 яхӑн пӑшал, тӗрлӗ калибрлӑ 2000 яхӑн боеприпас туртса илнӗ. Пӑшалпа, боеприпассемпе ҫыхӑннӑ йӗркене пӑснӑшӑн 50 ҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. 40 ҫулти арҫын хӑйӗн хваттерӗнче револьвер упранӑ. Вӑл ӑна хӑйех ӑсталанӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Куншӑн вӑл йӗплӗ пралук леш енче 4 ҫул таран ларма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |