Статистика
Чӑвашстат кӑҫалхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхӗсенчи демографи лару-тӑрӑвне пӗтӗмлетнӗ. Кӑтарту савӑнтараканниех мар. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре кӑҫал ҫур ҫулта, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 1444 ача сахалрах ҫуралнӑ. Вилекенсен йышӗ вара пысӑкланнӑ. Пӗлтӗрхи кӑтартуран 202 ҫын нумайрах. Ҫапла майпа вилекенсен йышӗ ҫуралакансен хисепӗнчен 18 процент нумайрах пулнӑ. Пирӗн республикӑра ҫынсем ытларах юн ҫаврӑнӑшӗн чирӗсене пула пурнӑҫран уйрӑлаҫҫӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — усал шыҫӑ. Ҫавӑн пекех ҫынсем апат ирӗлтерекен, сывлав тытӑмӗсен чирӗсемпе аптӑраса вилеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнче ачана хура ҫӗлен сӑхни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Ҫулла пуҫланнӑранпа 11 ҫын шар курнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ — ачасем. Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗ тӗлне ҫичӗ ҫын — Сӗнтӗрвӑрри, Красноармейски, Вӑрнар, Шупашкар районӗсенче пурӑнаканскерсем — пульницӑра сипленет. Ҫӗнӗ Шупашкарти ача та, вӑл 12 ҫулта, пульницӑра выртать. Ӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнче асламӑшӗ патӗнче каннӑ чухне ҫӗлен сӑхнӑ. Палӑртмалла: Чӑваш Енре наркӑмӑшлӑ ҫӗленсен пӗр тӗсӗ ҫеҫ — хура ҫӗлен — анлӑ сарӑлнӑ. Ҫавӑнпа питӗ асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чӑваш Енри пуян ҫемьесем те пуян мар тесе пӗтӗмлетме хистет аяларах илсе кӑтартакан статистика. Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви ҫумӗнчи Финанс министерстви ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнче пурӑнакан пуянсен пурнӑҫ шайне черетлӗ хутчен хакланӑ. Чӑваш Енри пуян ҫемьесен уйӑхри тупӑш виҫи 288 пин тенкӗпе танлашнӑ. Уйрӑмах пуяннисен 1 проценчӗн тупӑшӗ кӑҫалхи ҫур ҫулта 651 пин тенкӗпе танлашнӑ. Чӑваш Енре ку хисеп — 288 пин тенкӗ. Пирӗн республикӑринчен те сахалтарах тупӑш курнӑ регион федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пӗрре кӑна. Вӑл — Мӑкшӑ Республики. Унти тупӑшлӑ ҫемьесем уйӑхсерен вӑтамран 277 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Тутарстанра пурӑнакан пайталлӑ ҫемьесем кӑҫалхи ҫур ҫулта уйӑхсерен вӑтамран 720 пин тенкӗ тупӑш курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Шупашкар экологи тӗлӗшӗнчен чи таса регионсен йышне кӗнӗ. Пирӗн хула ТОП-10 списока лекнӗ. Танлаштарӑма Domofond.ru специалисчӗсем хатӗрленӗ. Вӗсем 100 пысӑк хулара пурӑнакан ҫынсен хушшинче ыйтӑм ирттернӗ. Унта 258 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. «Манӑн районта ешӗллӗх нумай тата сывлӑш таса» предложение 10 балпа хаклама ыйтнӑ. Шупашкарта ыйтӑма 1214 ҫын хутшӑннӑ. Шупашкар хули 7,3 балл пухнӑ. Ҫапла майпа вӑл танлаштарӑмра пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ. Чи малти 5 вырӑна Сочи, Армавир, Севастополь, Ставрополь хулисем те кӗнӗ. Братск, Новокузнецк, Чӗлепи, Волгоград тата Махачкала чи юлашки йӗркесене лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Валерий Филимонов спикер Тӗрлӗ шайри тӳре-шарана Раҫҫейри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче асӑнни тӑрӑх «Медиалогия» компани рейтинг вӗҫӗмех хатӗрлет. Ҫу уйӑхӗнче чӑваш парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов ака уйӑхӗнчинчен 7 йӗрке чакнӑ. Ака уйӑхӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи пуш уйӑхӗнчинчен 8 утӑм чакнӑ. Танлаштарӑмра Питӗр спикерӗ Вячеслав Макаров, Мускаври Алексей Шапошников тата Крымри Владимир Константинов малти вырӑнсене йышӑннӑ. Чи сахал асӑнаканни — Мари Элти Юрий Минаков. Маларах Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев нарӑс уйӑхӗнче 2 йӗрке ҫухатнине пӗлтернӗччӗ. Малтан вӑл 34-мӗш йӗркере пулнӑ тенӗччӗ вӑл хыпарта. Ун чухне МИХсем пуринчен ытла Мускав мэрне Сергей Собянина, Мускав облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрне Андрей Воробьева тата Тутарстан ертӳҫине Рустам Минниханова асӑннине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чӑваш Енри ӗҫсӗрлӗх центрӗсенче шутра тӑракан ӗҫсӗр ҫынсем республикӑри предприяти-организацисемшӗн куҫ шӑрҫи евӗр паха. Чӑннипе мӗнлине калаймӑпӑр та, анчах статистикӑна ӗненсен ҫавӑн пек пулса тухать. Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнчи цифрӑсене илсе панӑ. Ӗҫсӗр тесе шута илнисем пирӗн республикӑра — 4,7 пин ҫын. Ҫав вӑхӑтрах ӗҫ вырӑнӗсем пур тесе 17,6 пин ваканси кӑтартнӑ. Ку вӑл, тепӗр хутчен палӑртар, — официаллӑ статистика. Тӗрӗссипе, ваканси кӑтартнисем хушшинче урам шӑлакансем, сутуҫӑсем, тата ыттисем те кирлӗ. Урӑх профессиллӗ ҫынсем ун пек ӗҫе каясшӑнах маррине ӑнланма пулать. Статистикӑна ӗненсен, ӗҫсӗр ҫынсем Муркаш, Комсомольски тата Ҫӗрпӳ районӗсенче сахал. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
«Симӗс патруль» Пӗтӗм Раҫҫейри общество организацийӗ регионсен тасалӑхне тишкернӗ. Хальхинче вӗсем ҫуркуннехи кӑтартусене шута илнӗ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республика чи таса регионсен танлаштарӑмне кӗнӗ. Чӑваш Ен чи таса пилӗк регион йышне лекнине палӑртма кӑмӑллӑ. Малти вырӑна кам йышӑннӑ-ха? Тамбов облаҫӗ. 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене Алтай крайӗпе Алтай Республики пайланӑ. Чӑваш Ен — 4-мӗш вырӑнта. Малти 10 регион йышне Чӗмпӗр, Белгород облаҫӗсем, Мускав, Питӗр хулисем, Ростов тата Курск облаҫӗсем лекнӗ. Аутсайдерсен йышӗнче — Курган, Иркутск облаҫӗсем, Бурят Республики, Севастополь хули, Ӗренпур, Мускав облаҫӗсем тата Ленинградпа Свердловск, Челепи облаҫӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Политика тата экономика коммуникацийӗсен агентстви регион пуҫлӑхӗсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «вӑйлӑ витӗмлӗ» пуҫлӑхсен йышӗнчех юлнӑ-ха, анчах темиҫе йӗрке аяларах аннӑ. Ака уйӑхӗнче Михаил Игнатьев 31-мӗш вырӑнта пулнӑ. Халӗ — 39-мӗш вырӑнта. Ҫапла вӑл 8 йӗрке аннӑ. Ҫакна Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ара, ку должноҫа Элтепер ӑна хӑй лартма шухӑшланӑ вӗт. Танлаштарӑмра унчченхи пекех Мускав мэрӗ Сергей Собянин, Чечня Республикин пуҫлӑхӗ Рамзан Кадыров малти йӗркесене йышӑннӑ. Тутарстан президенчӗ Рустам Минниханов вара пиллӗкмӗш йӗркене аннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Тӗмен облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Владимир Якушев йышӑннӑ. Юлашки йӗркесенче — Иваново облаҫӗн тата Еврей автономи округӗн ертӳҫисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чӑваш Ен инвестици енчен илӗртӳллӗ регион шутланать. Ҫакна паян Питӗрте иртекен пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗнче пӗлтернӗ. Инвестици енчен илӗртӳллисен наци танлаштарӑмӗнче пирӗн республика унчченхи ҫул улттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ пулсан, халӗ вӑл — иккӗмӗш. Стратегилле пуҫарусем енӗпе ӗҫлекен агентствӑн тӗп директорӗ Светлана Чупшева Чӑваш Ен ку танлаштарӑмра мӗнпур кӑтартупа лайӑх енпе палӑрнине асӑнса хӑварнӑ. Ҫӗршыври 85 регион хушшинче пирӗн тӑрӑх 2-мӗш вырӑн йышӑннинче усламҫӑсене пусахламанни те пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртаҫҫӗ. Ку шухӑша Сколково шкулӗн президенчӗ Андрей Шаронов пӗлтернӗ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев усламҫӑсене питех те хакланине тата вӗсене аталанма май туса панине асӑнса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чӑваш Енре килекенсемпе кунтан каякансене республикӑн статистика органӗ кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхпа шутласа пӑхнӑ та, ют урӑх ҫӗре каякансем пирӗн тӑрӑха килекенсенчен ытлараххи палӑрнӑ. Миграци енчен ҫапла вара пирӗн тӑрӑхра кӑҫалхи кӑрлач–ака уйӑхӗсенче 758 ҫын сахалланнӑ. Малтанласа шутланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енрен 4 977 ҫын кайнӑ, региона 4 219-ӑн килнӗ. Урӑх ҫӗре кайнисенчен питӗ пысӑк пайӗ, 470 ҫын, ҫӗршывӑмӑрӑн урӑх регионне ҫул тытнӑ. Ытти ҫӗршыва 277-ӗн кайнӑ. Пирӗн тӑрӑха килнӗ 4219 ҫынтан 3268-шӗ — урӑх регионсенчен, 951-шӗ — ытти ҫӗршывран. Хулара пурӑнакансен йышӗ 594 ҫын хушӑннӑ. Ялтисен йышӗ 1352 ҫын чакнӑ. Елчӗк, Патӑрьел, Етӗрне районӗсенчен ытларах куҫса каяҫҫӗ. Ҫынсенчен ытларахӑшӗ Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене тата Шупашкар районӗсене куҫса килеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |