Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗн сайтӗнче Саккунлӑх тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх енӗпе ӗҫлекен комисси ертӳҫин Игорь Иголкинӑн ҫырӑвне ӗнер пичетленӗ. Унта сӑмах муниципалитет служащийӗсен шалӑвне ӳстересси пирки пырать. Хула пуҫлӑхӗ тата депутатсем ҫапла шухӑшланине палӑртнӑ унта. Асӑннӑ категорие кӗрекен тӳре-шаран шалӑвӗ пӗчӗкки пирки нарӑсӑн 14-мӗшӗнче шӑрҫаланӑ ҫырӑва Игорь Иголкин (вӑл — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ) Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне ӑсатнӑ. Политика вӑййине тӗшмӗртекенсем ҫак ҫырӑва провокаци тесе хаклаҫҫӗ. Олег Николаев пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫине чакарма хирӗҫ пулнине, вӑрҫӑ ветеранӗсене республика хыснинчен Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне 25-шер пин тенкӗ пама йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтерчӗ-ха. Социаллӑ пурнӑҫ енчен халӑхӑн сахал хӳтлӗхлӗ пайне пулӑшма тӑрӑшнӑ вӑхӑтра тӳре-шара шалу ӳстерме ыйтни, чӑн та, тӗлӗнмелле пек туйӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() xn--b1aecn3adibka9mra.xn--p1ai сайтри сӑн Юлашки вӑхӑтра Китайран Чӑваш Ене 90 ҫын килнӗ. Вӗсене халӗ тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Хальлӗхе республикӑра коронавируспа чирленӗ тӗслӗх ҫук. Ют ҫӗршывран килнӗ ҫак ҫынсене больничный ҫырса панӑ, хваттертен тухма сӗнмен. Кун пирки Сывлӑх сыхавӗн надзорӗ пӗлтерет. Аса илтерер: унччен Чӑваш Ене Китайран 22 ҫын килнӗччӗ, вӗсене Кӳкеҫри инфекци пульницине вырнаҫтарнӑччӗ. Вӗсем короновируспа чирлӗ пулни палӑрман. Пульницӑра выртакан ҫак ҫынсен карантинӗ нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Enc.cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ 1992-1994 тата 1996-1998-мӗш ҫулсенче Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ пулнӑ Владимир Данилов ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вӑл — историк, истори наукисен кандидачӗ, профессор. 1946 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Ҫӑлпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче, СССР Наукӑсен академийӗн истори институчӗн аспирантуринче вӗреннӗ. И.Н. Ульянова ячӗллӗ ЧПУра ассистент, аслӑ преподаватель, доцент пулса тӑрӑшнӑ. 1990-1991 ҫулсенче Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗн Наука, информатика, халӑх вӗренӗвӗн комиссийӗн председателӗ, 1991-1992 ҫулсенче Чӑваш ССР Министрсен Совечӗн председателӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Владимир Данилов 100-е яхӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗн, ҫав шутра монографисемпе вӗренӳ кӗнекисен, авторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() https://favoritenikolaev.com сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр хули 35,7 млн тенкӗ перекетлессишӗн 71,4 млн тенкӗ тӳлеме хатӗр. Ҫакӑн пирки «Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ. Хула аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ҫав конкурсра подрядчик организацине палӑртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ организаци хулари ҫутӑ перекетлес тата энергетика тухӑҫлӑхне ӳстерес енӗпе ҫине тӑрӗ. Хальхи вӑхӑтра хулара 125 Вт тата 250 Вт урамри 2 842 ҫутӑ лампи вырнаҫтарнӑ. Подрядчикӑн вӗсене 35 Вт, 65 Вт, 100 Вт, 120 Вт лампӑсемпе ылмаштармалла. Пӗлтӗр Улатӑр хулинчи урамри лампӑсем 2,2 миллиард Квт ҫунтарнӑ. Подрядчик лампӑсене улӑштарнӑ хыҫҫӑн ултӑ ҫул хушшинче ресурссен 50 процентне перекетлеме палӑртнӑ. Ҫапла вара улатӑрсем шухӑшланӑ тӑрӑх, урамри ҫутӑшӑн укҫа-тенкӗ тӑкакласси ултӑ ҫулта 35 млн 736 пин тенкӗ таран чакмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() rg.ru сайтри сӑн Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Ҫӗрпӳри полицие 49 ҫулти арҫын пулӑшу ыйтма пынӑ. Арҫын каланӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, банкӑн хӑрушсӑрлӑх ӗҫченӗ-мӗн. Палламан ҫын каланӑ тӑрӑх, ултавҫӑсем ҫак ҫыннӑн кредит карточкинчен 160 пин тенкӗ сӑптӑрма хӑтланаҫҫӗ. Укҫана ҫухатасран банкомата кайса илмелле-мӗн, «управ ячейкине» хумалла имӗш. Ҫӗрпӳ арҫынни ӑна ӗненсе ҫапла тунӑ та, лешӗ каланӑ телефон номерӗ ҫине куҫарнӑ. Кайран ҫав ҫын тата 55 пин куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ, унтан – 10 пин тенкӗ. Ҫапла майпа арҫын ултавҫа 215 пин тенкӗ куҫарса панӑ, вӗсенчен 205 пинӗ – кредит. Арҫынна тепӗр кун карточка патне банка пыма хушнӑ. Унта ҫитсен ҫеҫ вӑл ултавҫа аллине лекнине ӑнланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() youtube.com сайтри сӑн Прокуратура шкулсемпе ача пахчисене пӗрмаях тӗрӗслесе тӑрать. Яланах тенӗ пекех ведомство йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртать. ЧР прокуратури хальхинче Красноармейски районӗнчи ача пахчисене тӗрӗсленӗ. Пӗр ача пахчинче пахалӑхне тата хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермен рис тата хура тул кӗрпи тупнӑ. Пӗтӗмпе – 50 килограмм. Тӗрӗслев хыҫҫӑн кӗрпесене тӗрӗс мар упранӑшӑн, туяннӑ чухне йӗркене пӑснӑшӑн должноҫри сӑпат тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна чи пӗчӗк ӗҫ укҫинчен 10-20 хут ытларах штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Владимир Михайлов тунӑ сӑн Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Арбитраж сучӗ «Чӑваш пичечӗ» акционерсен уҫӑ обществи тӗлӗшпе тӑратнӑ тавӑҫа пӑхса тухнӑ. Суд пӗтӗмлетӗвӗ ҫапларах: организаци – панкрут. Ҫавна май ултӑ уйӑхлӑха конкурс производстви уҫнӑ. Арбитраж судне Федераци налук службин Чӑваш Енри управленийӗ Арбитраж судне 2018 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче тавӑҫ тӑратнӑ, «Чӑваш пичетне» панкрута кӑларма ыйтнӑ. Тавӑҫ требованийӗсен сумми 2 168 296,43 тенкӗпе танлашнӑ. Халӗ Арбитраж сучӗ конкурс управляющине палӑртнӑ, унчченхи ертӳҫе ӗҫрен сирнӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр Арбитраж сучӗ «Ҫырӑнтару Чӑваш пичечӗ» тулли мар яваплӑ обществӑна панкрут тесе йышӑннӑ, кредиторсен умӗнче 2 миллион ытла тенкӗ парӑм пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев регионти Общество палатин элчисемпе тӗл пулнӑ. Олег Алексеевич ҫӗнӗ орган – Социаллӑ проектсен центрне - йӗркелеме сӗннӗ. Ҫӗнӗ центр республикӑри Общество палати ҫумӗнче пулӗ, хастар ҫынсен пуҫарӑвӗсене пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе ӗҫлӗ. Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, Социаллӑ проектсен центрӗн республика ертӳлӗхӗпе тата правительствипе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлемелле, муниципалитетсене те явӑҫтармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() humoraf.ru сайтри сӑн Кӑҫал Республика кунӗ Шупашкарта тата Хӗрлӗ Чутай районӗнче иртесси пирки эпир сайтра хыпарланӑччӗ. Уяв ҫитмен-ха, ҫапах влаҫрисем ҫитес ҫул праҫнике хӑш муниципалитетра ирттересси пирки шутлама тытӑннӑ. Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хуласемпе ял-саласем заявкӑсене пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пама пултарӗҫ. Конкурсра ҫӗнтернӗ муниципалитета уяв тӗлне хӑтлӑх кӗртмешкӗн 10 миллион тенкӗ уйӑрса параҫҫӗ. Ку укҫапа общество инфратытӑмне аталантарӗҫ. Аса илтерер: кӑҫал Чӑваш автономине йӗркеленнӗренпе 100 ҫитет, уява ҫакӑнпа та ҫыхӑнтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти 10-мш вӑтам шкулӑн 11-мӗш класӗнче вӗренекен Вадим Анисимов Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн портречӗллӗ пулнӑ. Сӑнӳкерчӗке ҫӗршыв ертӳҫи алӑ пусса панӑ. Шкул ачи 2020 ҫул пуҫламӑшӗнче ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин патне ҫыру шӑрҫаланӑ. Унта вӑл Путина тата тӑван ҫӗршыва питӗ хисеплесе хакланине палӑртнӑ. Президентӑн автографӗллӗ портрета илесшӗн тесе пӗлтернӗ. Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тӗп федераци инспекторӗ Геннадий Федоров шкул ачине Владимир Путин портретне тыттарнӑ. Тӗп инспекторӑн аппаратне Вадима амӑшӗпе чӗннӗ. Вадим амӑшӗ Путин портрертне курӑнмалла вырӑна ҫакма шантарнӑ. Вадим Анисимов патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ енӗпе аслӑ пӗлӳ илме палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ивник, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Архипов Дмитрий Архипович, «Константинопольти чӑвашсем» очерка ҫырнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи фронтра пуҫне хунӑ. | ||
| Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |