Республикӑра
![]() Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн Чӑваш Енре 16 ҫулти каччӑна виҫӗ эрне шыраҫҫӗ. Вӑл хӑй вӗренекен заведенийӗн общежитийӗнчен тухса кайнӑ та каялла таврӑнман. Нелюбовский Дмитрий Владиленовича юлашки хутчен нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче курнӑ. Вӑл 12 сехет ҫурӑра Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗн общежитийӗнчен тухса кайнӑ. Вӑл таврӑнман, Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫамрӑка Следстви комитечӗн ӗҫченӗсем, полици, нимеҫӗсем, Росгварди шыраҫҫӗ. Дмитрий 168 сантиметр ҫӳллӗш, ырхан кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ ҫутӑрах, куҫӗ кӑвак. Общежитирен кайнӑ чухне калпак, кӑвак куртка, хура шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() uznayvse.ru сайтри сӑн «Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе – 100 ҫул» асӑнмалӑх медале чи малтан виҫӗ ҫын тивӗҫнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев ку медальпе СССР Халӑх артисткине Вера Кузьминана, Варнава митрополита тата «Промтрактор» АУО ветеранне Иван Долгушина чысланӑ. Олег Алексеевич медальпе камсене чысласси пирки Хушу алӑ пуснӑ. Списокра – 52 ҫын. Вӗсен йышӗнче – тӳре-шара, спортсменсем, политиксем, тухтӑрсем, пысӑк предприяти ертӳҫисем, пултарулӑхра палӑрнӑ ҫынсем… Ҫак йышра Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ пулнӑ Николай Федоров та пур. Ҫавӑн пекех, Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, ку медале 1994 ҫултанпа Министрсен Кабинечӗн председателӗ пулнӑ ҫынсене парӗҫ. ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев ку списокра ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Игорь Николаев Чӑваш Енри тата тепӗр муниципалитет пуҫлӑхӗ ӗҫрен кайнӑ. Хӑйӗн кӑмӑлӗпе. Кун пирки район администрацийӗсен сайчӗсенчи хыпарсенче ӗнентереҫҫӗ. Ҫемҫе пукана, аса илтерер, иртнӗ эрнере Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров пушатнӑччӗ. Ку эрнере Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Игорь Николаев ҫавӑн пек тӑвас тенӗ. Вӑл та хӑйне тивӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени шӑрҫаланӑ. Унӑн ыйтӑвне Ҫӗрпӳ районӗнчи депутатсем ӗнер черетсӗр лару пухсах тишкернӗ. Вӗсем Игорь Николаев кӑмӑлне тивӗҫтерме йышӑннӑ. Ҫӗнӗ пуҫлӑха палӑртиччен район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине Алла Волчкова тытса пырӗ. Вӑл — район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, вӗренӳ тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kdm69.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «О дополнительных мерах, направленных на привлечение молодежи к работе в системе государственного управления» (чӑв. Патшалӑх управленийӗн тытӑмӗнче ӗҫлеме ҫамрӑксене явӑҫтарма хушма мерӑсем йышӑнасси ҫинчен) хушу кӑларнӑ. Опытлӑ та хӑйсен ӗҫӗнчи профессионалсемпе пӗрлех ҫӗнӗлле ӗҫлекен ҫамрӑксем кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Чӑваш Ен граждан службине ӗҫе вырнаҫакансен йышӗ 2015 ҫултанпа 30 процентран 23 процент таран чакнӑ. Патшалӑх органӗсенче ҫамрӑксене практика тухма майсем йӗркеллӗ туса паманнине, практикӑна ячӗшӗн ирттернине асӑрханӑ. Малашне ҫулсерен Карьера кунӗсем ирттерме палӑртнӑ. Кӑҫал вӑл ака уйӑхӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни 2 сехетре Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче пурӑнакан 53 ҫулти арҫыннӑн килӗнче пушар тухнӑ. Кил хуҫи малтан ҫулӑма хӑй тӗллӗн сӳнтерме хӑтланнӑ, анчах вӑйӗ ҫитеймен. Пушарпа кӗрешсе вӑл аллине пӗҫертсе янӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Ҫулӑм унӑн ҫуртне йӑлтах тӗп тунӑ. Пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатӗҫ. Ӗнер каҫхине, 7 сехетре, Ҫӗнӗ Шупашкарти Пионер урамӗнче те пушар пулнӑ. Унта хуҫасӑр йывӑҫ хуралтӑ ҫуннӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма часах сӳнтернӗ. Каласа хӑварар: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 184 пушар тухнӑ. Вӗсенче 9 ҫын вилнӗ, 15-ӗн аманнӑ. Пушарта 33 ҫынна ҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chelife.ru сайтри сӑн Тӗнчере коронавирус сарӑлнине пула Шупашкарта та массӑллӑ мероприятисем ирттерме тӑрӑшмаҫҫӗ. Ҫак сӑлтава пулах «Крым ҫуркунни» митинг-концерт та иртмӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулмаллаччӗ. Крым Раҫҫейпе пӗрлешнӗренпе 6 ҫул ҫитет. Ҫак ятпа иртекен уявсене Раҫҫейри хӑш-пӗр реионта та йӗркелемӗҫ. Палӑртса хӑварар: Чӑваш Енре коронавируспа чирлене тӗслӗх пулман-ха. Республикӑри эпидемиологи лару-тӑрӑвне ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви тата Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ сӑнаса тӑраҫҫӗ. Аса илтерер: Раҫҫейре коронавируспа чирленӗ тӗслӗхсем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри такси мӗн тӗслӗ пулассине халӑхпа татса парӗҫ. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин сайтӗнче ҫакӑн пирки ыйтӑм йӗркеленӗ. Унта пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен хутшӑнма пулать. Таксине пӗр тӗслӗ тӑвас ыйтӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ертсе пынипе ирттернӗ канашлусенчен пӗринче хускатнӑ. Потребительсен прави пирки калаҫнӑ май пӗр тӗслӗ таксис пулсан ҫынсене меллине палӑртнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви ыйтӑм йӗркеленӗ. Пӗрремӗшӗнчен, такси пӗр тӗслӗ пулмалли пирки мӗнле шухӑшланине пӗлтерме май пур. Иккӗмӗшӗнчен, мӗнле тӗсли аваннине палӑртма. Сарӑ, шурӑ, шурӑпа сарӑ тӗссем кӑтартнӑ ыйтӑмра. Ҫынсем хӑйсем те сӗнме пултараҫҫӗ. Сасӑлава хальлӗхе хутшӑннисенчен 69 проценчӗ такси тӗсне пӗр пеклетнине хирӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ru.sputnik.md сӑн Чӑваш Ери пӗр колонире айӑпне каҫарттаракан хӗрарӑма киле отпуска янӑ. Ахальтен мар – ҫитӗнӳсем тунӑшӑн. Ҫак хӗрарӑм айӑпланнӑ хӗрарӑмсен хушшинче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «А ну-ка девушки» пултарулӑх конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Ҫакӑншӑн ӑна киле 12 кунлӑха яма йышӑннӑ. Хӗрарӑм хӑй Тутарстанран. Хӗрарӑм патне ашшӗ килнӗ. Тӗлпулура савӑнӑҫ куҫҫулӗсӗр пулман. Ашшӗ хӗрне киле илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() iz.ru сайтри сӑн Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ЧР Аслӑ сучӗ Олег Ладыков тӗлӗшпе кӑларнӑ приговора ҫемҫетнӗ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, Ладыков-кӗҫӗнни айӑплав срокне пӗтӗмӗшле режимлӑ колонире мар, колони-поселенире ирттерӗ. Срока вара ҫаплипех, 3 ҫул та 9 уйӑх, хӑварнӑ. Аса илтерер: кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче Муркаш районӗн сучӗ Олег Ладыков ҫул ҫинчи аваришӗн айӑплӑ тесе йышӑннӑ, пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫул ҫурӑлӑха ӑсатнӑ. Полицейские ҫапнӑшӑн та айӑплӑ пулнине кура срок ҫумне тепӗр 3 уйӑх хушнӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн руль умне 3 ҫул ларма юрамӗ. Олег Ладыковӑн аварире шар курнӑ ҫынна 500 пин тенкӗ тӳлемелле. Тата вакат тытса укҫа тӑкакланӑшӑн ҫав ҫынна 100 пин тенкӗ парса саплаштармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() tulskaya-pravda.ru сӑнӳкерчӗкӗ Хуҫасӑр йытӑсем чупса ҫӳрени пирки тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче пӑшӑрханса ҫырнине час-часах курма пулать. Тепӗр тесен, те хуҫаллӑ вӗсем, те хуҫасӑр. Ирӗклӗн ҫӳрекенскерсем иртен-ҫурен сехрине, уйрӑмах ачасенне, хӑпартаҫҫӗ. Республикӑн патшалӑх ветеринари службин ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Викторов паян иртнӗ Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хуҫасӑр йытӑсене приютсене вырнаҫтарасси, сиплесси, стерилизацилесси, маркӑласси уҫӑмланӗ. Стерилизациленӗ хыҫҫӑн вӗсене хӑйсем унччен чупса ҫӳренӗ вырӑна кайса яма юрӗ. Республика территорийӗнче хуҫасӑр йытӑсем кӑна 1,8 пине яхӑн тесе каланӑ паянхи ларура. Кашни районтах приют уҫасшӑн мар. Темиҫе районпа пӗрлехи приютсем йӗркелесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ивник, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Архипов Дмитрий Архипович, «Константинопольти чӑвашсем» очерка ҫырнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи фронтра пуҫне хунӑ. | ||
| Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |