Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансене лӑплантарасшӑн. Республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хушнипе тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче «Чувашия без паники» (чӑв. Пӑлханман Чӑваш Ен) ушкӑн йӗркеленӗ. Вӑл https://vk.com/bezpaniki21 адреспа вырнаҫнӑ. Унта коронавируспа ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ хыпара пӗлтернипе пӗрех лавккасенче апат-ҫимӗҫ ҫуккине ҫакӑнта https://vk.com/topic-181162659_40661223 хыпарлама пулать; кирлӗ эмел тавраш ҫуккине кунта https://vk.com/topic-181162659_40661235 систермелле; лавккасенче апат-ҫимӗҫ ҫуккине https://vk.com/topic-181162659_40661349 ҫакӑнта пӗлтермелле. Асӑннӑ ушкӑнра мӗнпур информацие тӗплӗн тӗрӗслеме тата тивӗҫлӗ инстанцие ҫитерме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() osnmedia.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрмар районӗнчи Пӑртас ялӗнче выльӑхӑн урнӑ чирне тупса палӑртнӑ. Асӑннӑ территорире ҫавна май паянтан карантин тесе йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнче тискер чӗрчунсен урнӑ чирне тупса палӑртнине Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Ҫавна май унта та карантин тесе йышӑннӑччӗ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑччӗ. Элӗк районӗнчи Кармал ялӗнче чӗрчунсен урнӑ чирне тупса палӑртнӑ. Каранти тесе йышӑннӑ тӑрӑхра йытӑсемпе кушаксен куравне йӗркелеме, чӗрчунсене зоопарка илсе каймашкӑн тытма, килти выльӑх-чӗрлӗхе сутма, кушаксемпе йытӑсене ял территорийӗнчен илсе тухма юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Александр Робота Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен службин Чӑваш Енри управленийӗн учрежденийӗсенче медицина маскисем ҫӗлеме тытӑнӗҫ. Кун пирки асӑннӑ управлени пуҫлӑхӗ Александр Робота пӗлтернӗ. Вӑл республикӑн Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевпа тӗл пулнӑ. Унта енсем управленин производстви пирки калаҫнӑ. Ведомствӑна пӑхӑнакан учрежденисенче ҫӗвӗ производстви, тимӗр-тӑмӑртан япала туса кӑларасси, йывӑҫ-чус тирпейлесси тата ял хуҫалӑхӗ вӑйлӑ аталаннӑ. «Пирӗн 2500 гектар ытла ҫӗр пур. Пахчаҫимӗҫпе, сысна ашӗпе, сӗтпе эпир хамӑра тивӗҫтеретпӗр. Ҫӗрулмие тата ытти пахчаҫимӗҫе кӑҫал Мари Эла та ӑсатрӑмӑр», – каласа кӑтартнӑ Александр Робота. «Раҫҫей Правительстви хушнипе пирӗн тытӑм медицина маскисем хатӗрлеме тытӑнчӗ. Эпир те унта хутшӑнӑпӑр», — тенӗ Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен службин Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() myslo.ru сайтри сӑн Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 21 сехет ҫурӑра Вӑрнар районӗнчи Нурӑсра ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗ ҫул хӗрринче, общество чарӑнӑвӗнчен инҫех маар, ача пушмаксӑр чупнине асӑрханӑ. Вӑл чарӑннӑ. Ӳсӗр амӑшӗ ачине пӑхса ӗлкӗреймен-мӗн. Хӗрарӑм Нурӑса Елчӗк районӗнчен килнӗ, анчах каялла каяйман. Ҫул-йӗрпе патруль службин аслӑ инспекторӗ Андрей Траков ӳсӗр хӗрарӑма пулӑшнӑ. Вӑл ӑна ачипе служба машинине лартнӑ та ҫывӑхри пульницӑна илсе ҫитернӗ, унта вӗсене тухтӑрсем пӑхнӑ. Халӗ ачан сывлӑхӗпе пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Ку ҫемье пирки информацие ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен органсене пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Атӑл леш енчи ача пахчине подрядчикӗн пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнчех туса пӗтермелле палнӑ. Анчах вӑл паян, пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, ҫеҫ уҫӑлнӑ. Сосновкӑри «Лукоморье» ача пахчинче 150 шӑпӑрлан валли вырӑн хатӗрленӗ. Унта пилӗк ушкӑн пулӗ: пӗри – ясли. Ҫавӑн пекех унта музыка тата вӑй-хал культурин занятийӗсене ирттермелли пӳлӗмсем, бассейн, методпӳлӗм, логопед пӳлӗмӗ, апатлану тата медицина блокӗсем пулӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ Сосновкӑра ача пахчи пуласса тахҫанах кӗтнӗ, халӗ вӗсем куншӑн савӑннӑ. Паян унта черет ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Шупашкарта FM-хумсем ҫинче «Радио Книга» (чӑв. «Радио Кӗнеке») радиостанци ӗҫлесе кайнӑ. Вӑл лицензие 2016 ҫулхи ҫуллах илнӗ. Радио эфирӗнче кӗске калавсем, кӗнекери сыпӑксене вулаҫҫӗ. Кӗнекесем, авторсем, сӑнарсем, ӗҫ-пуҫ ӑҫта пулса иртни пирки каласа кӑтартакан кӗске программӑсем те пур. Радио ӗҫченӗсем итлекенсене кӗнекесемпе ҫывӑхрах паллаштарасшӑн, кӗнекесем вулани кӑсӑклӑ ӗҫ пулнине кӑтартасшӑн. Эфира тухакан кӑларӑмсене юрӑ-кӗвӗпе илемлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ульяна Балесникова архивӗнчи сӑн Чӑваш Енре чиперккесем конкурса хатӗрленеҫҫӗ. Кӗҫех «Чӑваш Ен мисӗ» иртӗ. Кастинг пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пулӗ. Кӑҫал «Чӑваш Ен мисӗ» конкурс 25-мӗш хут йӗркеленӗ. Унта 170 сантиметртан ҫӳллерех, 15-24 ҫулсенчи хӗрсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗлтӗр республика шайӗнче иртнӗ ҫак конкурсра Ульяна Балясникова ҫӗнтернӗ. Вӑл кӑҫал конкурса хутшӑнакан чиперккесене мӗн сӗнет-ха? Кастинг умӗн каҫхине спа-процедурӑсем тумалла, ӑшӑ ванна кӗмӗлле, маска сӗрмелле. Ирхине вара лайӑх кӑмӑлпа вӑранатӑр, вӑй кӗнине туятӑр. Тата Ульяна кастинга шӑккалат илме сӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Олег Николаев Чӑваш Енри вӑрҫӑ ветеранӗсене кашнине 100-шер пин тенкӗ парӗҫ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалласа Раҫҫей Президенчӗ вӗсене 75-шер пин тенкӗ пама йышӑннӑччӗ-ха. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та ӗнер хушу кӑларнӑ. Асӑннӑ документра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, ветерансене республика хыснинчен 25-шер пин тенкӗ парӗҫ. Ҫапла вара вӗсене пӗр хутчен 100-шер пин тенкӗ тивӗҫӗ. Раҫҫей Федерацийӗн уйрӑм категорири гражданӗсене пӗр хутчен тӳлев парасси ҫинчен калакан хушу Чӑваш Енре пурӑнакансене пырса тивет. Ҫав йышра — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин инваличӗсем тата вӑрҫа хутшӑннисем, «Блокадӑри Ленинградра пурӑннисем» палла тивӗҫнисем, концлагерьсенче нушаланнӑ ҫул ҫитмен ҫамрӑксем тата ытти хӑш-пӗр категорири ҫынсем. Тӳлеве ҫу уйӑхӗнче куҫарса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mos.ru сайтри сӑн Ӗнер, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Тӑвай районӗнче пурӑнакан хӗрарӑма васкавлӑ медпулӑшу машинипе пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хайхискер уксуспа наркӑмӑшланнӑ. 52 ҫулти хӗрарӑм уксуса ятарласа ӗҫмен-мӗн. Вӑл ӑна урӑх шӗвекпе арпаштарса янӑ. Юрать, ку инкекпе вӗҫленмен. Хӗрарӑма васкавлӑ медпулӑшу пульницӑна илсе ҫитерсен тухтӑрсем ӑна вӑхӑтра пулӑшу панӑ. Ҫакӑ 52 ҫулти хӗрарӑмӑн пурнӑҫне ҫӑлма май панӑ та ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Хӗрлӗ Чутайӗнчи сӑнӳкерчӗк Николай Дроздов профессор, паллӑ телеертӳҫӗ Чӑваш Ене килнӗ. Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вӑл Хӗрлӗ Чутай районӗнче, ӗнер Патӑрьел районӗнче пулнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнче «Патриотизм как основа духовно – нравственного воспитания молодежи и укрепления единства народов России» (чӑв. Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхне ҫирӗплетессинче тата ҫамрӑксене ӑс-хакӑл воспитанийӗ парассинче патриотизм никӗс пулса тӑни) пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Николай Дроздов унта хутшӑннӑ. Патӑрьел районӗнче Алексей Кокель художникӑн музей-ҫуртне юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен уҫнӑ. Художник ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнине халалласа Турхан ялӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ. Унта та Николай Дроздов хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ивник, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Архипов Дмитрий Архипович, «Константинопольти чӑвашсем» очерка ҫырнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи фронтра пуҫне хунӑ. | ||
| Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |