Республикӑра
![]() profile.ru сайтри сӑн Канашра пурӑнакан 53 ҫулти арҫын ултавҫӑсен аллине лексе пысӑк укҫа ҫухатнӑ. Хӑй каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗнче ун патне палламан ҫын шӑнкаравланӑ. Хайхи хӗрарӑм валютӑсен курсӗ улшӑннипе тупӑш тума сӗннӗ. Вӑл Канаш арҫыннине брокер счечӗ ҫине 250 доллар хума сӗннӗ, ку вара итленӗ. Арҫын харпӑр кабинетра счет мӗнле улшӑннине сӑнаса тӑнӑ. Кайран ӑна тата нумайрах укҫа хума сӗннӗ. Унӑн укҫи пулман, ултӑ банка кайса 3,2 миллион тенкӗ кредит илнӗ. Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче хайхискер счет ҫинчен укҫа ҫухалнине курнӑ. Ҫавӑн чухне тин вӑл ултавҫӑсене серепине лекнине ӑнланнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ултавҫӑсем — Чӑваш Ен тулашӗнчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() spb.aif.ru сайтри сӑн Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче пӗр арҫын шар курнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 40 ҫулти арҫын кӑкӑрӗ тӗлӗнчен суранлатнӑ. Ӗҫ-пуҫ ҫапларах пулса иртнӗ: нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫакскер Алманчӑ ялӗнче пурӑнакан тӑванӗсем патӗнче хӑнара пулнӑ. Шӑматкун – мунча кунӗ, вӗсем те рехетленме шутланӑ. Хайхи арҫын мунчара ҫапӑннӑ хыҫҫӑн юр ҫинче уҫӑлма шутланӑ – кӗрт ӑшне сикнӗ те арматура ҫине тӑрӑннӑ. Арҫын юр айӗнче арматура пулнине пӗлмен ҫав. Ӑна, кӑкӑр тӗлӗнчен суранланнӑскере, Патӑрьел районӗн пульницине илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() iz.ru сайтри сӑн Етӗрне районӗнчи Кивӗ Тинкеш ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхне тӗрмене хупмасӑр 2 ҫул та 1 уйӑхлӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ – 1 ҫул. Хальлӗхе суд приговорӗ вӑя кӗмен-ха. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑх ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса ют пурлӑха хӑйне илнӗшӗн айӑпланӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакскер официаллӑ документсенче администрацире тунӑ пандус пирки суя суммӑсем кӑтартнӑ. Ял тӑрӑхӗн хыснинчен кун валли 15 пин тенкӗ уйӑрнӑ, анчах пуҫлӑх ҫакна хӑйӗн тӗллевӗпе тӑкакланӑ. Экс-пуҫлӑх судра хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ӗнер каҫхине «Атӑл» М-7 ҫул ҫинче, 656-мӗш ҫухрӑмӗнче, «Лада-Гранта» ВАЗ-2110 машинӑпа ҫапӑннӑ. Пӗрремӗш машина водителӗ авари вырӑнӗнчен тарса ҫӳренӗ. Анчах нумайлӑха тарайман вӑл – ӑна кӗҫех Кӳкеҫре тупнӑ. Хайхискер машинипе юр ӑшне тӑрӑнса ларнӑ, малти пайӗ ҫинче аварие лекнӗ вырӑнсем пулнӑ. 41 ҫулти водителӗн тармалли сӑлтавӗ тата пулнӑ иккен: вӑл руль умне ӳсӗрле ларнӑ. ШӖМ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын унччен те машинӑпа ӳсӗрле ҫӳренӗшӗн явап тытнӑ. Халӗ ӑна уголовлӑ майпа явап тытма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫат редакцийӗ йӗркелекен «Ҫулталӑк ҫынни» конкурс ҫӗнтерӳҫи паллӑ. Тупӑшӑва хутшӑннӑ 11 кандидатран чи нумай сасӑ пухса «Ҫулталӑк ҫынни — 2019» хисеплӗ ята Кзыл Чишмари ветеринари участокӗн заведующийӗ Халимулла Хамматов тивӗҫнӗ. Хыпара район администрацийӗн сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ. Хаҫат редакцийӗ ҫӗнтерӳҫӗне чун-чӗререн саламланине, пурнӑҫра ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу суннине пӗлтернӗ. Ӑна нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче районти культурӑпа кану центрӗнче Чӑваш автономине туса хунӑранпа 100 ҫул, Аслӑ Ҫӗнтерӗве 75 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятире чыслӗҫ. Хаҫат редакцийӗ конкурса хутшӑннӑ ытти кандитата, ҫавӑн пекех вӗсемшӗн сасӑланӑ ҫынсене те тав тунине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Елчӗк районӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ 10 ветеран пурӑнать. Вӗсенчен чи асли — Тихон Табаков. Вӑл 100 ҫул тултарнӑ. Тихон Табаков тӑван ялӗнчи чиркӳре чан ҫапса пурӑннӑ, колхозра ӗҫленӗ, кӑҫатӑ йӑваланӑ. Юбиляра Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин ҫуралнӑ кунпа саламланӑ. Хитре сӑмахсем каласа хавхалантарнӑ. Ватӑ ҫын балаллайка тытнӑ, «Катюша» юрра янӑратнӑ. Тихон Табакова 1942 ҫулта ҫар ретне илнӗ. Вӑл минометчик пулнӑ. Мина ҫывӑхра ӳкни, анчах вӑл ҫурӑлманнипе Елчӗк чӑвашӗ сывӑ юлнӑ. Воронеж патӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ вӑл. Ветеран мӑнукӗсен ачисемпе савӑнса пурӑнать. Юбилейпе саламлама пынӑ район пуҫлӑхне вӑл кӑмӑлтан тав тунӑ. Пурне те 100 ҫула ҫитме суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Лиза Алерт" сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 23 ҫулти Сергеев Владимир Сергеевич нарӑсӑн 4-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Вӑл – чирлӗ, ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ. Каччӑ ҫав кунранпа киле килмен. Амӑшӗ кулянать. Ара, унччен вӑл кун пек нумайлӑха ниҫта та кайман. Владимирӑн телефонӗ сӳннӗ, ҫавӑнпа геолокаципе ӑна тупма ҫук. Амӑшӗ ывӑлӗ ӑҫта кайма пултарни пирки нумай пуҫ ватнӑ. Вӑл шутланӑ тӑрӑх, Владимир Шупашкара кайма пултарнӑ. Каччӑ 182 сантиметр ҫӳллӗш, тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑ, ҫӳҫӗ хура, куҫӗ симӗс. Ӑна янахӗ ҫинчи суран йӗрӗпе те паласа илме пулать. Владимир куҫ тӗлне пулсан 8(800) 700-54-52 е 112 номерпе шӑнкӑравлӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев районсемпе хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе канашлу ирттернӗ. Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче ку лару пирки кӗскен ҫеҫ хыпарланӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, «Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Ҫырӑвӗнче палӑртнӑ наци проекчӗсене тата задачӑсене пурнӑҫламалли ыйтусене, ҫавӑн пекех республикӑн муниципалитет пӗрлӗхӗсен территорийӗсене комплекслӑн аталантарассипе ҫыхӑннӑ ытти темӑна сӳтсе явнӑ». Паянах Олег Николаев Чӑваш Республикин Элтеперӗ ҫумӗнчи потребительсен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн ларӑвне ирттернӗ. Унта транспорт ыйтӑвне те сӳтсе явнӑ. Олег Николаев Шупашкарта пӗрлехи проездной тумаллине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() unian.net сайтри сӑн ЧР ШӖМӗн наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен управленин оперуполномоченнӑйӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна должноҫӗпе усӑ курнӑшӑн, юраман препаратсене сутма тӑнӑшӑн айӑпласшӑн. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче Шупашкарта пӗлӗшӗ урлӑ 300 пин тенкӗпе усӑ курма юраман япаласем, 1 килограмм ытла, сутма хӑтланнӑ. Хайхискер хӗрарӑм патне киле укҫа илме пынӑ. 50 пин тенкӗ илсен арҫын лӑпланман – наручниксемпе усӑ курса татах ыйтнӑ. Оперуполномоченнӑя халӗ тытса чарнӑ. Вӑл следовательсене каласа кӑтартма килӗшмен. Халӗ ӑна шалти ӗҫсен органӗсенчен ӗҫрен кӑларас, дисциплинарлӑ майпа явап тыттарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() myslo.ru сайтри сӑн 52 ҫулти водитель пӗр кунхине Кӳкеҫре машинӑпа пынӑ, анчах хӑйӗн ҫумӗнче документсем пулман. Шӑпах ҫавӑн чухне ӑна ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсем чарнӑ. Водитель саккунпа килӗшӳллӗн штраф тӳлесшӗн пулман – инспектора сӗтев сӗннӗ. Хайхискер патруль машинин панелӗ ҫине 500 тенкӗ хунӑ. Анчах ҫакӑ мӗнпе вӗҫленессине арҫын чухламан пуль - ку суда илсе ҫитернӗ. 52 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Унӑн сӗтев панӑшӑн судра явап тытма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ивник, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Архипов Дмитрий Архипович, «Константинопольти чӑвашсем» очерка ҫырнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи фронтра пуҫне хунӑ. | ||
| Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |