Республикӑра
![]() Чӑваш Енре малашне халӑх дружинин штабӗ ӗҫлӗ. Хушӑва паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Халӑх дружинин хастарӗсем общество йӗркине тӗрӗслесе тӑрӗҫ. Вӗсем тӗнче тетелӗнче ачасемпе ҫӑмрӑксен сывлӑхне сиен кӳме пултаракан информацисене тупса палӑртӗҫ. Кунсӑр пуҫне хастарсем япӑх тата правӑна пӑсакан информацисемпе кӗрешӗҫ. Хушу алӑ пуснӑ кунран вӑя кӗрет. Эппин, халӑх дружинин штабӗн хастарӗсем паянтан ӗҫлеме пуҫлӗҫ. |
Республикӑра
![]() Кӑҫал республикӑра миҫе пӑши тытма юрать? 24 чӗрчуна пеме ирек панӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Михал Игнатьев алӑ пуснӑ. Кӑҫалхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче шутланӑ тӑрӑх, пирӗн республикӑра 1386 пӑши пурӑнать. Ҫакна шута илсе кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫитес ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗччен сунарҫӑсене 24 пӑшие тытма ирӗк панӑ. Ытларахӑшне, 6-шне, Йӗпреҫ районӗнче тытма юрать. Вӗсенчен 5-шӗ – 1 ҫултан аслӑраххисем, пӗри – ҫулталӑкран кӗҫӗнреххи. Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 24 пӑшие тытни ҫак чӗрчун тӗсне пысӑк сиен кӳмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫак кунсенче Шупашкарта «Туризм мисне» палӑртнӑ. Конкурса ҫӗршыври тӗрлӗ кӗтесри 28 пике хутшӑннӑ. Тамбовран, Барнаултан, Тобольскран, Пермьрен, Чӗмпӗртен, Владивостокран тата ытти тӑрӑхран килсе ҫитнӗ. ӗЧӑваш Ен чысне виҫ хӗр хӳтӗленӗ: Екатерина Орендеева, Юлия Денисова тата Диана Михайлова. «Бикини мисӗ» номинацире Волгоградри Виолетта Милованова мала тухнӑ, «Интеллект мисӗ» Астраханьти Татьяна Милютина пулнӑ. Димитровградри Алена Сидорова – «Пултарулӑх мисӗ». Барнаулти Мирослава Квашнина «Чи лайӑх наци костюмӗ» номинацире мала тухнӑ. Екатеринбургри Анастасия Каунова иккӗмӗш вице-мисс ятне тивӗҫнӗ. Волгоградри Виолетта Милованова пӗрремӗш вице-мисс ятне илнӗ. Илемпе пултарулӑх конкурсӗнче Тутарстанри Камилла Хусаиновӑна ҫитекенни пулман. Вӑл – «Туризм мисӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Етӗрнери «Сӑрҫи» вӑй-хал культурипе спорт комплексне вӑхӑтлӑха хупнӑ. Приставсем унӑн алӑкӗ ҫине пичет ҫапнӑ. Спорт комплексӗ Ростехнадзорӑн Сӑрҫи управленине 2017 ҫулхи отчета тӑратман-мӗн. Суд ларӑвӗнче «Сӑрҫи» вӑй-хал культурипе спорт комплексӗ хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ҫапах унӑн административлӑ майпа явап тытма тиветех. Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче суд приставӗсем комплекса 5 талӑклӑха хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри темимҫе районта кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртни пирки сайтра хыпарласах тӑнӑччӗ. Икӗ районта грипа пӗтермешкӗн укҫа-тенкӗ, 300 пин тенкӗ ытла, уйӑрнӑ. Распоряжение Чӑваш Ен премьер-министрӗ Иван Моторин утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Документпа килӗшӳллӗн, Комсомольски районне – 179,6 пин, Патӑрьел районне 138,7 пин тенкӗ лекӗ. Укҫана ЧР Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен уйӑрса панӑ. Аса илтерер: Комсомольски, Патӑрьел, Ҫӗрпӳ, Хӗрлӗ Чутай, Йӗпреҫ районӗсенче кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнӑ. Грипп тупнӑ ялсенче чӑхсене пуҫтараҫҫӗ. Пӗр килограмшӑн 55 тенкӗ те 60 пус параҫҫӗ, 10 ҫӑмарташӑн 29 тенкӗ те 70 пус тӳлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шӑмӑршӑ районӗнчи Энтриел ялӗнче пурӑнакан 78 ҫулти арҫын утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ирхине яланхиллех вӑрмана тухса утнӑ. Вӑрман ял пуҫӗнченех пуҫланнӑ. Арҫын кӗсье телефонне пӗрле илнӗ. Тепӗртакран тӑванӗсен сехри хӑпнӑ. Ара, лешӗ шӑнкӑравласан та тытман. Ватӑскере полицейскисем, ҫӑлавҫӑсем, нимеҫӗсем (волонтерсем) шырама кайнӑ. Чалдон ятлӑ йытӑ пулӑшнипе арҫынна тепӗр кун ирхине тупнӑ. Вӑл ялтан 5 ҫухрӑмра пулнӑ. Ватӑскер кӗсье телефонне ҫухатнӑ-мӗн. Вӑл вӑрманта шывсӑр тата апатсӑр пӗр талӑк пулнӑ. Арҫын ывӑннӑ, ҫапах тухтӑрсем унӑн сывлӑхӗ хавшанине палӑртман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин патшалӑх автоиспекцийӗн ӗҫченӗсене сакӑр «Лада Гранта» тата тӑватӑ «Лада Веста» машинӑсен уҫҫине панӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн официаллӑ сайтӗнче хыпарланӑ. Уҫӑсене ҪҪХПИ ӗҫченӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хӑй Михаил Васильевич тыттарнӑ. Элтепер автомобиль паркне ҫӗнетни ҫул-йӗр хуралҫисене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерме пулӑшасса шаннине пӗлтернӗ. Аса илтерер: Чӑваш халӑх сай чӗ Чӑваш Ене пушар сӳнтермелли машинӑсем килни пирки те пӗлтернӗччӗ. <s></s> Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Малашне «Яндекс. Такси» такси операторӗпе ЧР Транспорт министерстви килӗштерсе ӗҫлӗҫ. Ӗнер ку тӗлӗшпе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Тӗп тӗллев – пассажирсене илсе ҫӳренӗ чухне хӑрушсӑрлӑха тата пахалӑха пысӑклатасси. Ҫакна Владимир Иванов министр пӗлтернӗ. Ведомство такси операторне водительсем пирки хыпарласа тӑрӗ: вӗсен пассажирсене илсе ҫӳреме ирӗк пур-и? Ҫапла майпа «Яндекс. Такси» сервиспа пассажирсене илсе ҫӳреме ирӗк пур водительсем ҫеҫ усӑ курайӗҫ. Транспорт министерстви кунашкал килӗшӗве ытти такси операторӗпе те алӑ пусма хатӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче пурӑнакан Виктор Николаевич Солдатов ӑс-тӑн енчен хавшакрах, ӑна медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ. Вӑл хӑй ӑҫта пулнине йӗркеллӗ ӑнланмасть. 64 ҫулти арҫын вырсарникун килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Ӑна «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ. Арҫын 165 сантиметр ҫӳллӗш, имшертерех, куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ ҫырӑ. Килтен кайнӑ чухне кӑвак кӗпе, спорт шӑлаварӗ, хура пушмак, кӑвак берет тӑхӑннӑ пулнӑ. Эсир ӑна курнӑ тӑк «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн «хӗру линине» шӑнкӑравлӑр: 8-800-700-54-52. Е 112 номерпе шӑнкӑрав ярӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канашлуччен Элтепер выранти предприятисен ӗҫӗпе паллашнӑ Ҫулталӑк тата ҫур ҫул вӗҫленсен районсенче ҫав тапхӑрти ӗҫ-хӗле пуху пухса пӗтӗмлетесси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Вӗсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та яланхиллех ҫитет. Унпа пӗрле республикӑн тӗрлӗ (тӗслӗхрен, финанс, экономика, ял хуҫалӑх) министерствисен пуҫлӑхӗсем те вырӑна тухса каяҫҫӗ, районпа хула аталанӑвне тишкерсе тухса калаҫҫӗ. Пӗтӗмлетӳллӗ пуху паян харӑсах икӗ ҫӗрте: Улатӑр районӗнче тата Улатӑр хулинче — иртнӗ. Улатӑр районӗнчи муниципалитетӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе Нина Шпилевая сити-менеджер паллаштарнӑ, Улатӑрта — хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Боголюбов. Пухӑва вырӑнти депутатсене, тӗрлӗ предприяти-организаци, учреждени ертӳҫисене, ытти пуҫлӑхпа тӳре-шарана, вырӑти хастарсене йыхравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хусанта «Канаш» хаҫатӑн пӗрремеш каларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Вилорик Федорович, чӑваш историкӗ, композиторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |