Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пирӗн республикӑра Бразилинчен футбол курма килнӗ хӑнасене тытса чарманнине пӗлтернӗ. Владислав Юсупов ятлӑ ҫын Фейсбукра маларах ҫырнине ӗненсен, Аргентинӑпа Франци вылякан матча курма Мускавран Хусана кайма тухнӑ Бразили ҫыннисене пирӗн республика территорийӗнче тытса чарнӑ имӗш. Ют ҫӗршыв хӑнисем 90 автобус тытса ҫула тухнӑ пулать. Вӗсенче 2500 ҫын пулнӑ-мӗн. Ҫавӑнта ларса пыракансене пирӗн тӑрӑхри пакунлисем — автоматлӑ ОМОНовецсем — чарса тӗрӗсленӗ тесе ҫырнӑ Владислав Юсупов. Кайран ҫав сӑмах хӑш-пӗр МИХра хӑвӑрттӑн сарӑлнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби Бразилинчен футбол курма килнӗ хӑнасене пирӗн тӑрӑхри пакунлисем тӗрӗслеменнине официаллӑ пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Ҫамрӑксен кунӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗнче хӑйне евӗр кӳмесен парачӗ иртнӗ. «Кӳмесен парадне» 8 амӑшӗ ачисемпе хутшӑннӑ. Парадра ракета, космос турилкки, упа ҫури, чечек евӗр илемлетнӗ кӳмесене курма май пулнӑ. Теприсем кӳмене ҫамрӑк футболист пек хитрелетнӗ. Пӗри вара чӑваш йӑли-йӗркине тӗпе хурса илемлетнӗ. Наци йӑлине тӗпе хурса илемлетнӗ амӑшӗ ачисене те чӑваш тумӗ тӑхӑнтартнӑ, хӑй те ҫавнашкаллинех тумланнӑ. Кӳмене вара тӗрӗллӗ алшӑллисемпе хитрелетнӗ. Ун ҫинче выртакан пуканесене те наци ҫи-пуҫне тӑхӑнтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре шӑрӑх тата типӗ ҫанталӑк тӑнӑ май вӑрмансене кӗме чарнӑ. Ӗнертенпе республикӑра пушар хӑрушсӑрлӑхӗн 4-мӗш класӗ пулнине палӑртнӑ. Ҫавна май ҫынсене вӑрмана кӗме чарнӑ. Кунсӑр пуҫне унта кӑвайт чӗртме, мангалпа усӑ курма, пирус туртма, сӳнмен шӑрпӑк, пирус тӗпӗ ывӑтма, пӑшалтан пеме, пиротехника хатӗрӗсемпе усӑ курма юрамасть. Ҫавӑн пекех вӑрманта бензинпа, краҫҫынпа е ҫунакан ытти шӗвекпе сапнӑ материал хӑварма ирӗк ҫук. Хӗвел хӗртекен вырӑнта, уҫланкӑра, кӗленче таврашӗ хӑварасран та асӑрханмалла. Ҫак йӗркесене пӑснӑшӑн административлӑ штраф ҫырса параҫҫӗ. Ахаль ҫынсен – 5 пин таран, должноҫри ҫынсен – 40 пин таран, юридици сӑпачӗсен 500 пин тенкӗ таран тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР прокуратурин сайтӗнче ача-пӑча уйлӑхӗсене тӗрӗслени пирки пӗлтернӗ. Патӑрьел районӗн прокуратури ачасем кӑнтӑрла канакан уйлӑхсенче йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Шкул ҫумӗнчи хӑш-пӗр уйлӑхра санитарипе эпидемиологи йӗркисене, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнман. Апат-ҫимӗҫ блокӗсенче продукцин срокӗ хӑҫан тухнине палӑртман, апатлану рационӗ менюпа килӗшсе тӑман, хатӗр продукцие кирлӗ пек упраман. Йӗркене пӑснӑшӑн явап тытмаллах. Вӗренӳ учрежденийӗсем тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Шкул ҫумӗнчи уйлӑхсен пуҫлӑхӗсен тӗлӗшпе 6 административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сар.ru сӑнӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, наукӑра тата искусствӑра ӗҫлекен 15 ҫынна ҫулталӑк хушши уйӑхсерен 3 пин тенкӗпе танлашакан стипенди парасси ҫинчен хушу алӑ пуснӑ. Тӗпрен илсен, ку стипендие вӗсем пысӑк искусство произведенийӗсем хайланӑшӑн, ӑслӑлӑхпа литература тӗпчевӗсем ҫырнӑшӑн тивӗҫнӗ. Списокра — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗсем Татьяна Альпидовская, Татьяна Корнилова, Маргарита Финогентова, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем Юрий Викторов, Георгий Матвеев, Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн хор артистки Ольга Дикина, тӗп дирижерӗ Юрий Романько, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Александра Зайцева, Николай Сергеев, Чӑваш патшалӑх симфони капеллин артисчӗ Николай Смирнов, Ҫамрӑксен театрӗн артистки Полина Чамжаева, Пукане театрӗн артистки Юлия Мельник, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗсем Любовь Любовцева, Елена Минеева тата Алексей Терентьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 21 сехет те 18 минутра «112» пульт ҫине шӑнкарав килнӗ: арҫын вӑрманта ҫухалса кайни, унтан тухмашкӑн ҫул тупайманни пирки пӗлтернӗ. Ҫак арҫын кунти мар иккен, ӗҫлеме килнӗскер. Ҫӑлавҫӑсем вӑл ҫухалнӑ вырӑна, Атӑл леш енчи Ҫурҫӗр поселокне, ҫийӗнчех ҫитнӗ. Вӗсем ҫухалса кайнӑ арҫынпа телефон урлӑ ҫыхӑну тытнӑ. Арҫын хӑй темӗнле юханшыв патӗнче пулнине, темӗнле сукмак ҫине тухнине пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем ӑна хунарсемпе, сасӑ кӑларакан хатӗрсемпе виҫӗ сехет шыранӑ. Арҫын хӑй ӑҫтине кӑтартмашкӑн кӑвайт чӗртнӗ. Арҫынна поселокран 15 ҫухрӑм аякра тупнӑ. Ӑна вӑрмантан кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Утӑ вӑхӑтӗнче арҫын урасӑр тӑрса юлнӑ. Ку инкек Ҫӗмӗрле районӗнчи Янташ ялӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулнӑ. 32 ҫулти арҫын газон ҫулмалли хатӗрпе утӑ ҫулнӑ. Хайхискер 28 ҫулти тусне асӑрхаман-ши – ун ҫине ӑнсӑртран пырса кӗнӗ. Газон ҫулмалли хатӗр шӑпах унӑн урине лекнӗ. Шел те, ҫамрӑк арҫын текех утаймӗ – унӑн икӗ урин 1,3 пайӗ татӑлнӑ. 28 ҫулти арҫын – Шупашкар районӗнчен. Ӑна Ҫӗмӗрле районӗн пульницине реанимаци уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Халӗ вӑл унта выртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техкника техникумӗнче вӗренекен икӗ студент, 17 тата 18 ҫулсенчи ҫамрӑксем, Атӑл урлӑ, 3 ҫухрӑм сарлакӑшне, ишсе каҫма шухӑшланӑ. Хайхискерсем хӑюллӑрах пулас тесе эрех те сыпнӑ. Анчах ҫакӑ чутах инкекпе вӗҫленмен. Ку ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулнӑ. Студентсем карапсем ҫӳрекен вырӑна ҫитсен ывӑннине ӑнланнӑ та пулӑшу ыйтса кӑшкӑрма тытӑннӑ. Вӗсене илтсе ҫыран хӗрринче канакансем ҫӑлавҫӑсене шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем катерпа вырӑна пӗр тӑхтамасӑр тухнӑ. Вӗсем «хӑюллӑ» студентсене катер ҫине лартнӑ та станци таран илсе ҫитернӗ. Ҫамрӑксемпе профилактика калаҫӑвӗ ирттернӗ. МЧС шыв хӗрринче асӑрхануллӑ пулмалли пирки аса илтерет. Ҫулла пуҫланнӑранпа икӗ ҫын путса вилнӗ. Кунашкал пӑтӑрмахсем Ҫӗнӗ Шупашкарта, Куславкка районӗнче пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче велоҫулҫӳревҫӗ Никита Тӗнче (унчченхи хушамачӗ – Васильев) Чӑваш Ен тӑрӑх ҫула тухнӑ. Вӑл ӑна Республика кунне халалланӑ. Никита республикӑри мӗнпур района ҫитме палӑртнӑччӗ. Маттур яш экспедицирен таврӑнннӑ ӗнтӗ. Халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче вӑл хӑйӗн ҫулҫӳревӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Экспедицире Никита видео ӳкернӗ. Хальлӗхе вӑл «Велосипедпа – Чӑваш Ен тӑрӑх. Пӗрремӗш кун» фильмпа паллаштарнӑ. Унта Ҫӗнӗ Шупашкар тата Сӗнтӗрвӑрри районӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, кунашкал 10 фильм ӳкерме палӑртнӑ вӑл. Кӗҫех вӗсемпе та паллаштарӗ ахӑртнех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта иртекен Фейерверксен фестивальне мӗнле ят памалла? Ун валли ят тупас тесе сасӑлав ирттереҫҫӗ. Йӗркелӳ комитетне 30 ытла сӗнӳ килнӗ ӗнтӗ. Вӗсенчен чи лайӑххисене, ҫиччӗшне, суйланӑ: «Салампи», «Асамат», «Асамлӑ», «Огни Чувашии», «Чебоксарский звездопад», «Волжские огни», «Фестиваль падающих звезд». Сире хӑшӗ килӗшет? ЧР Экономика аталанӑвӗн сайтӗнче килӗшнӗ ятшӑн сасӑлама пултаратӑр: economy.cap.ru/voting. Ҫапла майпа ҫитес ҫултан фестивалӗн ячӗ пулӗ. Аса илтерер: фестивале Республика кунне халаллаҫҫӗ. Вӑл ҫӗртмен 23–24-мӗшӗсенче иртет. Кӑҫал фестиваль 1 сехет маларах, 22 сехетре, пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хусанта «Канаш» хаҫатӑн пӗрремеш каларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Вилорик Федорович, чӑваш историкӗ, композиторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |