Республикӑра
![]() Сергей Фомичев Ӗнер, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, «Чӑвашавтотрансӑн» генеральнӑй директорне Сергей Фомичева должноҫран кӑларнӑ. Ҫак хушӑва ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Паян вара Сергей Фомичев каллех «Чӑвашавтотранс» ертӳҫи пулса тӑнӑ. Иван Моторин каллех хушу алӑ пуснӑ. Хальхинче вӑл Сергей Фомичева «Чӑвашавтотрансӑн» генеральнӑй директорӗн тивӗҫӗсене парасси ҫинчен пулнӑ. Аса илтерер: 2002 ҫултан пуҫласа 2016 ҫулччен Сергей Фомичев Ханты-Манси автономи округӗнче «Березовнефтепродукт» АУ-ра ӗҫленӗ. Пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче вӑл конкурсра ҫӗнтерсе «Чӑвашавтотранс» ертӳҫине ларнӑ. Палӑртмалла: ун чухне предприятире лару-тӑру лайӑхах пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре тупса палӑртнӑ суя укҫа шучӗ кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта сахалланнӑ. Раҫҫей Тӗп банкӗн Атӑлҫи-Вятка тӑрӑхӗнчи тӗп управленийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнче ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, суя укҫана кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 22 процент сахалрах асӑрханӑ. Пӗрремӗш кварталта пирӗн регионта пӗтӗмпе 40 купюра ҫакланнӑ. 5000 тенкӗллӗ суя укҫа 25 купюра лекнӗ, 1000-лӗххисем — 15. Укҫа чӑнни пирки иккӗленсен йӗрке хуралҫисене систерме е экспертизӑна яма сӗнеҫҫӗ. Чӑннипе чӑн маррине уйӑрса илмелли паллӑсем пирки Раҫҫей Тӗп банкӗн www.cbr.ru сайтӗнчи «Банкноты и монеты» (чӑв. хут укҫасемпе тимӗр укҫасем) баннерта тӗплӗн ӑнлантарса панӑ, унти хыпарпа паллашни те усӑллӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Хальхи вӑхӑтра иртнӗ ҫулхи тупӑшсене кӑтартакан декларацисене йышӑнасси малалла пырать. Чӑваш парламентне суйланнӑ депутатсем те мӗн чухлӗ ӗҫлесе илни, тӑкаклани тата харпӑрлӑхри ҫурчӗ-хваттерӗ пирки деклараци тӑратнӑ. Аса илтерер, «халӑх тарҫисенчен» чи пуянни Андрей Углов, чи сахал ӗҫлесе илекенни — Вячеслав Соловьев. Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн, «ТУС» строииельство организацийӗн пуҫлӑхӗ, чӑваш парламенчӗн депутачӗ Николай Угаслов иртнӗ ҫул 16,9 млн тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Унӑн харпӑрлӑхӗнче — 3 пӳрт, 5 ҫӗр лаптӑкӗ, 4 гараж, пурӑнмалли мар 46 ҫурт, 53 машина вырӑнӗ. Депутатӑн хваттерӗсенчен пӗри, 128,92 тӑваткал метр калӑпӑшли, — Испанире. Николай Угаслов мӑшӑрӗ пысӑк укҫа ҫинче ӗҫлемест: унӑн ҫулталӑкри тупӑшӗ 135 пин тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри таксистсен ҫынсене ҫул ҫӳревшӗн терминал урлӑ тӳлеме майсем туса памалла. Унсӑр пуҫне ҫӑмӑл машинӑна ахаль транспортран уйӑрмашкӑн сӑрлама, ятарлӑ паллӑсемпе, хатӗрсемпе тивӗҫтерме тивӗ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви ҫӗнӗ саккун проектӗнче ҫырнӑ. Ку хыпара Чӑваш халӑх сайчӗ ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче пӗлтернӗччӗ. Халӗ вара сарӑ таксисем пулмассине пӗлтернӗ. Ҫакна «На связи» (чӑв. Ҫыхӑнура) порталта паян хыпарлланӑ. Унта ҫырнине ӗненсен, Чӑваш Енӗн транспорт министрӗ Владимир Иванов таксисене сарӑ тӗспе сӑрлас шухӑша халӑх епле йышӑннине пӗлмелле каланӑ. Таксимотор компанийӗсем хапӑл пулманнине кура унччен епле ӗҫленӗ, малашне те ҫавӑн пекех хутлаттарас шухӑшлӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паянтанпа Чӑваш Енре пушара хирӗҫле тапхӑр тесе йышӑннӑ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев министрсемпе тата федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен республикӑри уйрӑмӗн пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура Чӑваш Енӗн Гражданла оборона тата инкеклӗ ӗҫсен комитечӗн пуҫлӑхӗ Вениамин Петров пӗлтернӗ тарӑх, вӑрмансене пушартан сыхлас тӗлӗшпе мероприятисен планне хатӗрленӗ. Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вара Чӑваш Енре пушара хирӗҫле ятарлӑ режим йышӑнӗҫ. Ун пирки республикӑн Министрсен Кабинечӗ ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнчех ятарлӑ хута алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Вӑрманта кӑвайт чӗртекен тата ҫавӑн пек пуҫтахланакансене 5 пин тенкӗ таран штрафлама юрать, предприяти-организацисене саккун 500 пинтен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таранлӑх явап тытарма ирӗк парать, должноҫри ҫынсене — 50 пин тенкӗ таран. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри Раҫҫей Геройӗсене 30-шар пин тенкӗ тӳлӗҫ. Ку хушӑвӑн проектне ЧР Ӗҫлев министерстви хатӗрленӗ. Раҫҫей Геройӗсем валли социаллӑ гарантисене тӳлеме федераци хыснинчен уйӑраҫҫӗ, анчах субъектсен хӑйсен те хушма ҫӑмӑллӑхсем пама ирӗк пур. Чӑваш Енри Раҫҫей Геройӗсене Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 73 ҫул ҫитнине халалласа 30 пин тенкӗ парӗҫ. Халӗ пирӗн респубикӑра унашкал виҫӗ ҫын пур: Николай Бударин, Евгений Борисов, Николай Гаврилов. Николай Бударин ҫак ята 1995 ҫулта «Мир» комплекспа космосра нумай вӑхӑт вӗҫнӗшӗн тивӗҫнӗ. Николай Гаврилов 2002 ҫулта ятарлӑ задание пурнӑҫланӑшӑн Раҫҫей Геройӗ пулса тӑнӑ. Евгений Борисов 2000 ҫулта Ҫурҫӗр Кавказра паттӑрлӑхпа хӑюлӑхшӑн сумлӑ ята илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти ҫӑмрӑк мӑшӑр канма каймашкӑн путевка туяннӑ чухне шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ. Хайхискерсем ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче полици уйрӑмне ҫитсе пулӑшу ыйтнӑ. 34 ҫулти хӗрарӑмпа 37-ри арҫын Абхазире канма шухӑшланӑ. Вӗсем тӗнче тетелне кӗрсе Хура тинӗс хӗрринче вырнаҫнӑ пансионатра пӳлӗм тара пани пирки вуласа пӗлнӗ. Ҫамрӑк мӑшӑр ҫав ҫын патне шӑнкӑравланӑ, калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн ӑна 64 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ӑс кайран ҫеҫ пырса кӗнӗ ҫав. Укҫа куҫарнӑ хыҫҫӑн вӗсем ыттисем ҫав ҫын пирки мӗн ҫырнине вуланӑ. Ултавҫӑ иккен! Халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Полицейскисем асӑрхануллӑрах пулма ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раҫҫейри пенсионерсен пӗрлешӗвӗ ваттисем хушшинче компьютер пӗлӗвне сарассипе малалла ӗҫлет. Компьютера епле пӗлнине пахалас тата унӑн вӑрттӑнлӑхне ӑша хывма хавхалантарас тӗллевпе ҫулсеренех чемпионат ирттерет. Пӗтӗм Раҫҫейри чемпионат кӑҫал Пятигорска пухӑнӗҫ. Ӑмӑрту виҫӗ тапхӑрпа пулӗ. Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Атӑлҫи патшалӑх техника университечӗн Сӗнтӗрвӑрринчи филиалӗнче чемпионатӑн районти тапхӑрӗ иртнӗ. Пенсионерсем РФ Пенси фончӗн порталӗнче, Яндекс шырав тытӑмӗнче, Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн патшалӑхӑн информаци тытӑмӗнче ӗҫленӗ. Чемпионатра Любовь Тюрикова пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, Елена Ястребова — 2-мӗш, Ольга Савинова, Татьяна Исаева — 3-мӗш. Ака уйӑхн 27-мӗшӗнче район ушкӑнӗ республикӑри конкурсра тупӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Чӑваш бройлерӗ» предприятире халӗ 79 ҫын ӗҫлет, вӗсенчен 22-шӗ – декрет отпускӗнче. Чылайӑшӗ пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнчен ӗҫ укҫи илеймен. Предприяти 214 ӗҫчен умӗнче, ҫав шутра ӗҫрен кӑларса янисем те пур, 5 миллион тенкӗ парӑма кӗнӗ. Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хапрӑк ӗҫченӗсем забастовка тӑвасси пирки пӗлтернӗ, тепӗр кунхине забастовкӑна тухнӑ. Ӑна пӗтерес тесе хуралҫӑсем 53 ӗҫчене ӗҫе кӗртмен, предприятирен какай тултарнӑ машинӑна кӑларман. Вырӑна полици чӗннӗ. Хапрӑкра кам ӗҫленӗ – пурин умӗнче те тенӗ пекех парӑм кӗнӗ. Унччен ӑна Вадим Николаев ертсе пынӑ (халӗ вӑл Чӑваш Ен сенаторӗ). Ун хыҫҫӑн хапрӑк Курскри усламҫӑ Александр Четвериков аллине куҫнӑ. «Чӑваш бройлерӗн» акцийӗсен 51 проценчӗ – «Красная поляна плюс» АУОн (вӑл Курск облаҫӗнче вырнаҫнӑ), 49 проценчӗ – ЧР Юстици министерствин. Ведомство хӑйӗн акцине сутма тӑратнӑ, анчах ӑна никам та туянасшӑн мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Ен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче ӗҫлекенсен кунне халалласа уяв ирттернӗ. Ӑна К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче йӗркеленӗ. Пухӑннисене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Альбина Егорова, Чӑваш Республикин прокурорӗ Василий Пословский, Чӑваш Республикин муниципалитетсен пӗрлешӗвӗн канашӗн правленийӗн ертӳҫи Александр Куликов хутшӑннӑ. Михаил Игыатьев вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ертӳҫисемпе ӗҫченӗсене, депутатсене, республикӑра пурӑнакан мӗнпур пуҫаруллӑ ҫынна пурнӑҫра хастар пулнӑшӑн тата тарӑшуллӑ ӗҫшӗн тав тунӑ. Тӗрлӗ шайри Хисеп грамотисемпе тата ытти хаклӑ парнепе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Магницкий Василий Константинович, паллӑ чӑваш ҫутта кӑлараканӗ, историкӗ, этнографӗ вилнӗ. | ||
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |