Республикӑра
![]() Шупашкарта иртекен Фейерверксен фестивальне мӗнле ят памалла? Ун валли ят тупас тесе сасӑлав ирттереҫҫӗ. Йӗркелӳ комитетне 30 ытла сӗнӳ килнӗ ӗнтӗ. Вӗсенчен чи лайӑххисене, ҫиччӗшне, суйланӑ: «Салампи», «Асамат», «Асамлӑ», «Огни Чувашии», «Чебоксарский звездопад», «Волжские огни», «Фестиваль падающих звезд». Сире хӑшӗ килӗшет? ЧР Экономика аталанӑвӗн сайтӗнче килӗшнӗ ятшӑн сасӑлама пултаратӑр: economy.cap.ru/voting. Ҫапла майпа ҫитес ҫултан фестивалӗн ячӗ пулӗ. Аса илтерер: фестивале Республика кунне халаллаҫҫӗ. Вӑл ҫӗртмен 23–24-мӗшӗсенче иртет. Кӑҫал фестиваль 1 сехет маларах, 22 сехетре, пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар хула администрацийӗ нумай ачаллӑ ҫемьесене таса уй ра ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ. Унта инфратытӑм пачах ҫук. Лаптӑксене Муркаш районӗнчи Катикасси ял тӑрӑхӗнче уйӑрса панӑ. Унта вара ҫурт хӑпартмашкӑн условисем ҫук: инженери инфратытӑмне йӗркелемен. Ҫемьесем прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Анчах мэри пӗрех хӑйӗн тивӗҫне туллин пурнӑҫламан, ҫӗр лаптӑкӗсем патне инфратытӑм илсе ҫитермен. Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури ЧР Аслӑ судне тавӑҫ тӑратнӑ. Хальхинче пиговор ҫемьесене хӳтӗленӗ: Шупашкар хула администрацине 9 уйӑхра поселок таран коммуникаци илсе ҫитермелле тесе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре регионсен хушшинчи «ЧуМаТары» фестиваль иртнӗ. Унта Раҫҫейри 8 регионти изобретательсем ҫитнӗ. Фестивале кӑҫал Йӗпреҫ районӗнче йӗркеленӗ. Ӑна 9-мӗш хут ирттернӗ. Фестивале Шупашкарти пилотсем те хутшӑннӑ. Вӗсем пысӑк тата пӗчӗк самолетсем, вӗҫекен аппаратсем, хӑваламалли квадрокоптерсем кӑтартнӑ. Пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем те пулнӑ. Фестивале хутшӑнакансем хӑйсен ӑсталӑхне икӗ сехет кӑтартнӑ. Самолетсем тӗрлӗ хускану тунӑ. Мероприятипе килӗшӳллӗн тӗрлӗ конкурс, вӗҫекен ансат модельсене ӑсталас енӗпе мастер-классем те ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Атӑл леш енчи поселоксене газ кӗртес енӗпе тинех ӗҫлеме тытӑннӑ. Унта пурӑнакансем ҫакна темиҫе ҫул кӗтнӗ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Атӑл леш енчи поселоксене газ кӗртес ыйтӑва ҫӗртмен 15-мӗшӗнче пӑхса тухнӑ. 2020 ҫулччен вӗҫлеме палӑртнӑ ӗҫ тӗлӗшпе килӗшӳ тунӑ ӗнтӗ. Сосновкӑри проект тата документаци ӗҫӗсене тумашкӑн 4,6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Подрядчик газопроводӑн пулас трассине пӑхса тухнӑ. Специалистсем Октябрьски, Первомайски, Пролетарски, Ҫурҫӗр поселокӗсене тата Санатори урамне газ пӑрӑхӗсем ҫитессе ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫакна 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен тума палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Лапри Чӑрӑшкасси ялӗнче пурӑнакан 52 ҫулти арҫынна ют пурлӑха сиелетнӗшӗн айӑпланӑ. ЧР прокуратурин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл трактор рулӗ умӗнче ларнӑ чухне ентешӗсен хуҫалӑхӗ тата автомобилӗ ҫине кӗрсе кайнӑ. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче хайхискер ӳсӗр пулнӑ. Арӑмӗ килте нумай вӑхӑт пулманран тарӑхнӑскер трактор рулӗ умне ларнӑ та ентешӗн кил хуҫалӑхӗ тата автомобилӗ ҫине ятарласа кӗрсе кайнӑ. Ҫапла майпа вӑл 50 пин тенкӗ яхӑн тӑкак кӳнӗ. Кунпа та ҫырлахман арҫын. Кайран вӑл тепӗр икӗ ентешӗн гараж алӑкӗ ҫине кӗрсе кайнӑ. Вӗсене вӑл 10 пин тенкӗлӗх тата 60 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Арҫынна суд тӗрмене хупмасӑр 3 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗччен ЧР ШӖМӗ хӑйӗн сайтӗнче преступниксене тытса чарни, ҫаратни тата ытти криминал пирки хыпарсем пичетлемӗ. Ку футбол енӗпе Тӗнче чемпионатне ирттернипе ҫыхӑннӑ. Регионти управленисене хушу килнӗ иккен. «Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче оперативлӑ шырав тата профилактика мероприятийӗсене ирттерни пирки хыпарсем лартма чарӑнмалла» тесе ҫырнӑ унта. «Ҫыхӑнура» форум журналисчӗсем ҫакна ӗненес тесе ШӖМ сайтне тишкернӗ. Чӑнах та, унта ҫӗртмен 6-мӗшӗнчен пуҫласа конкурссем, Раҫҫей кунне уявлани тата ытти пирки ҫеҫ хыпарсем вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Етӗрне районӗнчи Ҫухра ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм кӳршин пӳртне чӗртсе янӑшӑн суд сакки ҫине ларнӑ. Юрать, пушар тухнине вӑхӑтра асӑрханӑ, ӑна ҫийӗнчех сӳнтернӗ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче судпа айӑпланнӑ хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑ. Хайхискер кӳршин кил хуҫалӑхӗнчи алӑкне, картапа тата йывӑҫ ҫуртпа сыпӑнтарнӑскере, тивертсе янӑ. Ӳсер хӗрарӑм курайман кӳршин хуҫалӑхне ҫунтарса яма тӗллевленнӗ. Ҫулӑм алӑка, картана, ҫуртӑн карнизне сиенлетнӗ. Тӑкак 20 пин тенкӗпе танлашнӑ. Суд хӗрарӑма тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑпланӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн ӗҫе вырнаҫмалла, ҫӗрле килте лармалла, эрех сутакан вырӑнта пулмалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() РФ Президенчӗпе Владимир Путинпа «тӳрӗ лини» иртнӗ хыҫҫӑн «Чӑваш Енри ипотека корпорацийӗ» ипотека кредичӗн ставкине пӗчӗклетме йышӑннӑ. Эппин, ҫӗршыв ертӳҫи чӗнсе каланине шута илнӗ. Халӗ хута каякан ҫурт-йӗре илмелли ипотека 8,75 процентран пуҫланать. Хатӗр ҫуртра хваттер туянма вара 9 процентлӑ ипотека илме май пур. Нумай ачаллӑ ҫемьесем валли вара – 8,5 процент. Чӑваш Енре «Патшалӑх пулӑшу паракан ҫемье ипотеки» те ӗҫлет. Ку – иккӗмӗш е виҫҫӗмӗш ача ҫуралнӑ ҫемьесем валли. Ку программӑпа ипотекӑна 6 процентпа илме пулать. Сӑмах май, ЧР Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 4 уйӑхра республикӑра 5771 ипотека илнӗ. Пӗтӗмӗшле сумма – 8,7 миллиард тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри каччӑ Сирире вилни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Кунашкал хыпара «Калаҫ, Канаш!» («Общайся, Канаш!») ушкӑнра пичетленӗ пулнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Канаш хулинче ҫуралса ӳснӗ Владимир Антипов Хомс провинцийӗнче перкелешӳре паттӑрла вилнӗ. «Военный осведомитель» паблик тӗрӗслев ирттернӗ. Хыпар суя иккен. Сӑнӳкерчӗк информаципе пӗр килмест иккен. Ку сӑн – Свердловск облаҫӗнчи Асбест хулинче пурӑнакан каччӑн. «Про Город» корреспонденчӗ ҫав ҫынпа, Михаил Туманов ятлӑскерпе, ҫыхӑннӑ. Михаил кунашкал суя хыпар кама кирлӗ пулнине ӑнланмасть. Ахӑртнех, унӑн сӑнӳкерчӗкӗ такама килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти коопераци институчӗн ректорне Валерий Андреева «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑланӑ. Ҫакӑн пек документа республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ, ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ. Валерий Андреев ордена «ӑслӑлӑхпа педагогика ӗҫ-хӗлӗнчи хастра ӗҫшӗн тата квалификациллӗ специалистсене хатӗрленӗшӗн» тивӗҫнӗ. Валерий Андреев 1958 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Малтикас ялӗнче ҫуралнӑ. 1982 ҫулта Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи, 1994 ҫулта юридици факультечӗсенчен, 1999 ҫулта РФ Президенчӗ ҫумӗнчи патшалӑх службин академийӗнчи аспирантурӑран вӗренсе тухнӑ. Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор. 165 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн, ҫав шутра 8 монографипе вӗренӳ пособийӗн, авторӗ. Тӗрлӗ ҫулта вӑл пичет тата информаци политикин, ҫавӑн пекех ӗҫ, социаллӑ тата демографи политикин министрӗ пулнӑ. 2006 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе аслӑ шкул ректорӗнче тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хусанта «Канаш» хаҫатӑн пӗрремеш каларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Вилорик Федорович, чӑваш историкӗ, композиторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |