Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ырӑ тӑвакансен юхӑмне аталантарма пулӑшакан канаш йӗркелесе ярасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Нимеҫӗсен (волонтерсен) канашӗ республика ертӳҫи ҫумӗнче ӗҫлӗ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, ку канаш влаҫ органӗсемпе хастар ҫынсен пуҫаруллӑ ӗҫӗсене пурнӑҫа кӗртме, ырӑ ӗҫ пурнӑҫлакансен юхӑмне вӑй илме пулӑшма кирлӗ. Чӑваш Енре нимеҫӗсен (волонтерсен) шучӗ ӳссе пынине пӗлтереҫҫӗ. 2018 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне пӗтӗмпе 1,6 пин пӗрлешӳ йӗркеленнӗ, вӗсенче 47 пин нимеҫӗ шутра тӑнӑ. Хӑш-пӗр нимеҫӗсем хӑйсен организацийӗсене официаллӑ майпа йӗркелеҫҫӗ. Хальлӗхе ун пеккисем пирӗн тӑрӑхра — 5-ӗн. Нимеҫӗсен йышӗ малашне тата хушӑнса пырасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Николай Миллин хальлӗхе орденсӑрах Елчӗк районне 2001 ҫултанпа ертсе пыракан Николай Миллина «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑлама йышӑннӑ. Ку хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян кӑларнӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ. 1954 ҫулта ҫуралнӑ Николай Миллин ӗҫ биографине тӑван «Прогресс» колхозри трактористран пуҫланӑ. Мал ӗмӗтлӗскер унта пӗр должноҫран тепӗрне куҫса пырса хуҫалӑх ертӳҫине ҫитнӗ. Кайран Елчӗк районне ертсе пыма тытӑннӑ. 2014 ҫулта ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗссемшӗн» орден медалӗпе чысланӑччӗ. Халӗ ав, тӑватӑ ҫултан, Николай Миллин ордена тивӗҫрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян ирхи икӗ сехет тӗлӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳртре пушар тухнӑ. «Хӗрлӗ автан», вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, пирус туртнӑ чух асӑрханманнипе алхасма тытӑннӑ. Пушар 65 ҫулти кил хуҫин пурнӑҫне татнӑ. Ӗнер Шупашкарти Керамзит тӑкӑрлӑкӗнче вырнаҫнӑ уйрӑм ҫын предприятине вут-ҫулӑм хыпса илнӗ. Пушар пластик чӳрече кӑларакан организацин иккӗмӗш хутӗнче вырнаҫнӑ офисӗнче тата юнашарти япала упрамалли пӳлӗмре хуҫаланма тытӑннӑ. Унта сӑрӑ савӑчӗсем тата 50 литр кӗрекен газ баллонӗ пилӗк штук упраннӑ. Пушарпа кӗрешекенсем, юрать-ха, вырӑна вӑхӑтра ҫитнӗ, васкаса та хыпӑнса ӗҫленӗ. Вута сӳнтерекенсен тӑрӑшӑвне пула газ баллонӗсене сирпӗнме паман, пушара сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансене паян тӳлевсӗр юристсем йышӑнӗҫ. Ку мероприятие пирӗн рспубликӑра унччен те ирттернӗ. Хальхинче халӑха социаллӑ хӳтлӗх кӳрекен пайсенче унти специалистсемпе пӗрлех ваккатсем юридици ыйтӑвӗпе йышӑнассине пӗлтереҫҫӗ. Ку хыпара Чӑваш Енӗн Юстици тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви хыпарланӑ. Ведомство Чӑваш Енри 224 пин ытла ҫынна 2012 ҫултанпа юридици пулӑшӑвӗ тӳлевсӗр кӳнине ӗнентерет. Федераци шайӗнче ҫынсен 27 категорине укҫасӑр пулӑшма йышӑннӑ пулсан, пирӗн республикӑра ку список тата анлӑрах. Маларах Чӑваш Енре халӑхӑн 33 категорине тӳлевсӗр йышӑннӑ, халӗ — 41. Пулӑшу илме ирӗк пуррисем пирӗн республикӑра —193 пин ытла ҫын. Йышра I тата II ушкӑн сусӑрӗсем, сахал тупӑшлисем, сусӑр тата тӑлӑх ачасене ӳстерекенсем тата ыттисем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ Шупашкартан вырӑнти хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Чепрасова тата Чӑваш Ен Элтеперӗ ячӗпе ҫыру ӑсатнӑ. Ӑна пулӑ тытма юратакансем хатӗрленӗ. Вӗсем хулара пуш уйӑхӗнче «Рыбак рыбака» (чӑв. Пулӑҫ пулӑҫа) фестивале ирттерес шанчӑк сӳнсе пынине пӗлтернӗ. Унччен ҫак фестивале Сергей Семенов (халӗ вӑл — чӑваш парламенчӗн депутачӗ, «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» парти пайташӗ) 15 ҫул хушши йӗркелесе ирттерсе пынӑ. Фестиваль халӑхра анлӑ ят-сум ҫӗнсе илнине кура ӑна федераци шайӗнчи телеканалпа кӑтартакан «Диалоги о рыбалке» кӑларӑм та ӳкернине асӑннӑ. Унтан ҫыру авторӗсем «Рыбак рыбака» фестивале ирттерме унӑн йӗркелӳҫи хӑш парти пайташӗ пулнине кура ура хунине палӑртнӑ, ыйтӑва татса пама ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян, пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Ене паллӑ юморист Евгений Петросян килнӗ. Телеертӳҫӗ, режиссер-постановщик тата ҫыравҫӑ – РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн шаннӑ ҫынни. Евгений Петросян паян 15 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарта пулнӑ. Вӑл унта вырӑнти савутра кальци гипохлоричӗн производствипе паллашнӑ. Евгений Ваганович тата ӑҫта пулнӑ – хальлӗхе кун пирки нимӗн те пӗлтермен. Сӑмах май, Раҫҫейри Тӗп суйлав комиссийӗ РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн шаннӑ ҫыннисен ҫӗнӗ списокне пичетленӗ. Унта пӗтӗмпе 413 ҫын кӗнӗ. Ҫав йышра Евгений Петросян та пур. Аса илтерер: пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗ пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан икӗ арҫын пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче сунара кайнӑ. Ун чухне вара ҫакна тума юраман. Хайхискерсем Ҫӗнӗ Выҫли вӑрман хуҫалӑхӗн участокӗнче пӑши амине йӗрленӗ те персе вӗлернӗ. Браконьерсем пӑши тушкине ҫав кунах УАЗ автомашинӑпа киле илсе кайнӑ. Вӗсен киревсӗр ӗҫӗ тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ҫав икӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна нумай пулмасть суд пӑхса тухнӑ. Браконьерсен штраф тӳлеме тивӗ. Кашнин 150 пин тенкӗ кӑларса хумалла. Кунсӑр пуҫне вӗсен чӗрчунсен тӗнчене тӑкак кӳнӗшӗн 200 пин тенкӗ тӳлемелле. Ҫакна та палӑртмалла: арҫынсен сунара икӗ ҫул ҫӳреме юрамӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти Лапсар проездӗнче ҫӗнӗ следстви изоляторӗ хута каять. Анчах ӑна патшалӑх килӗшӗвӗнчи йӗркене пӑсса хӑпартнӑ-мӗн. Кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернӗ. «СМУ-13» предприяти директорӗн строительство енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ, УФСИНӑн строительство тата юсав енӗпе ӗҫлекен экс-пуҫлӑх тата юсанмалли 1-мӗш колони пуҫлӑхӗн экс-ҫумӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, айӑпланакансем пӗрле калаҫса татӑлнӑ та проект документацийӗпе килӗшсе тӑман хатӗр-хӗтер илсе килнӗ. Ҫапла майпа вӗсем федераци хыснине 7 миллион та 600 пин тенкӗ тӑкак кӳнӗ. Айӑпланакансем айӑпне йышӑннӑ, ӗҫӗ уйрӑм йӗркепе пӑхса тухма ыйтнӑ. Суд вӗсен 5 автомобильне (пӗтӗмӗшле хакӗ – 6 миллион тенкӗ) арестленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне паллӑ тунӑ кун республикӑра икӗ пушар тухнӑ. Тӑвай районӗнче ирхи 3 сехетре ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм алхаснине кил хуҫи хӗрарӑмӗн ывӑлӗ асӑрханӑ. Амӑшӗ патакпа ҫеҫ утайнӑ. Ывӑлӗ ӑна ҫӑлас тесе ҫунакан пӳрте кӗнӗ, анчах тӗтӗме пула кравате шыраса тупайман, каялла урама тухнӑ. Шел те, 78 ҫулти хӗрарӑм пушарта вилнӗ. Унӑн виллине прихожӑйӗнче тупнӑ. Тепӗр пушар Шупашкар районӗнче пулнӑ. Унта хӑпартма пуҫланӑ ҫурт ҫуннӑ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн 68 ҫулти арҫыннӑн виллине тупнӑ. Вӑл ҫав ҫуртра пӗчченех пурӑннӑ. Пушар кил хуҫи асӑрханмасӑр пирус туртнӑран тухма пултарнӑ. Ҫак версие тӗрӗслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫак кунсенче Чӑваш Ен валли 826,4 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ. Федераци хыснинчен килнӗ укҫа-тенкӗпе мӗн тӑвӗҫ-ха? Ҫак нухратпа усӑ курса патшалӑх пособийӗсемпе социаллӑ тӳлевсем парӗҫ, патшалӑх учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене шалу тӳлӗҫ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Ене федераци хыснинчен 2 479,3 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ. Аса илтерер: РФ Президенчӗ Владимир Путин хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, кӑҫал ҫемьере ҫуралнӑ пӗрремӗш ачашӑн уйӑхсерен пособи тӳлӗҫ. Чӑваш Енре ку тӳлев 8910 тенкӗпе танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Магницкий Василий Константинович, паллӑ чӑваш ҫутта кӑлараканӗ, историкӗ, этнографӗ вилнӗ. | ||
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |