Статистика
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳкӗн 11–17-мӗшӗсенче, пӗр эренере, Чӑваш Енре апат-ҫимӗҫ сентрисем ҫинче ытларах хуратул кӗрпи, купӑста, хӑяр, ҫӑмарта хакланнӑ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, ытларах хуратул кӗрпин хакӗ хӑпарнӑ. Вӑл пӗр эрнере 40 процент хакланнӑ. Купӑста, хӑяр, помидор, ҫӑмарта, сахӑр, кишӗр, тип ҫу, хӑйма, сӗт хакӗсем те самаях «ҫыртма» тытӑннӑ. Хӑш-пӗр ытти ҫимӗҫ хакӗ те ӳснӗ. Пӗр эрене хушшинче мӗн йӳнелнӗ-ха? Сурӑх какайӗ, пулӑ. Ҫавӑн пекех кӑлпассин, сысна ашӗн, чӑх какайӗн, ҫӑкӑр, эрех, услам ҫу, чей, макарон таврашӗн хакӗсем чакнӑ. Тумтир, ытти япала хакӗсем кӑшт чакнӑ. Тӗслӗхрен, арҫын футболки, дизель топливи, телевизор. Хуҫалӑх супӑнӗпе кӗпе-йӗм ҫумалли порошок та кӑштах йӳнелнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Комсомольски район прокуратури сусӑрсен паривне хӳтӗлесе суда 86 хутчен тавӑҫпа тухнӑ. Асӑннӑ органта ӗҫлекенсем ӗнентернӗ тӑрӑх, прокуратура ҫынсен социаллӑ ыйтӑвӗсене хӳтӗлессипе сахал мар тӑрӑшать. Ҫав шутра — хӳтлӗхсӗрсен правине пурнӑҫлассишӗн те. Сӑмаха ҫирӗплетме цифрӑсем те илсе панӑ. Асӑннӑ район прокуратури сусӑрсене хӳтӗлесе 86 хутчен тавӑҫпа тухнӑ иккен. Ҫав шутран 85 тӗслӗхӗнче надзор органӗ сусӑрсене реабилитацин техника хатӗрсемпе, ҫав шутра кресло-пуканпа та, тивӗҫтерме ыйтнӑ. Пӗр тӗслӗхре сусӑра санаторипе курортра сипленме путевка уйӑрма ыйтнӑ. Маларах асӑннӑ мӗнпур ҫак тавӑҫ республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствине хирӗҫле. Тавӑҫсенчен 77 тӗслӗхне тивӗҫтернӗ, тӑххӑрӑшне суд ҫывӑх вӑхӑтра пӑхса тухмалла. Тепӗр йышӑнупа килӗшмесӗр республикӑн Аслӑ судне ҫитме тивни те пулнӑ. Ун пеккисем 18 тӗслӗх иккенне пӗлтереҫҫӗ. Маларах асӑннӑ ведомство суд йышӑнӑвне пурнӑҫласа сусӑрсен ыйтӑвне твиӗҫтерет-мӗн. Прокурорӑн хӑш-пӗр ыйтӑвне суд йышӑнӑвне кӗтмесӗрех пурнӑҫлать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чӑваш Енӗн Патшалӑх ӗҫлӗх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗсӗрлӗх хисепӗ ҫак уйӑх пуҫламӑшӗ тӗлне 0,6 процентпа танлашнӑ. Ӗҫсӗр евӗр регистрациленнисен хисепӗ 4 пин ытларах ҫынпа танлашнӑ. Шутра тӑракан ӗҫсӗрсенчен 56 проценчӗ унчченхи ӗҫрен хӑй ирӗкӗпе кайнӑ. 14 проценчӗ штата чакарнине пула ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ. Вӗсенчен 60 проценчӗ — хӗрарӑмсем. Кӑҫалхи чӳкӗн пуҫламӑшӗ тӗлне ӗҫсӗрлӗх службине тӗрлӗ пулӑшу ыйтма 36 пин ытла ҫын пынӑ. Вӗсенчен 36 пин ытларахӑшне ӗҫе вырнаҫтарнӑ. Ӗҫлӗх центрӗнче шутра тӑракан портречӗ ҫапларах тесе пӗлтереҫҫӗ, вӑл аслӑ е вӑтам професси пӗлӗвӗ илнӗ хӗрарӑм, хулара пурӑнать, унчченхи ӗҫе хӑй ирӗкӗпе пӑрахнӑ. Хайхисенчен 30 проценчӗ ҫул ҫитмен ачасене е сусӑр ачана пӑхса ӳстерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Иртнӗ эрнере Чӑваш Енре хӑш-пӗр пахча ҫимӗҫ хакланнине палӑртаҫҫӗ. Ав купӑста 24% хакланнӑ. Кун пек кӑтартусене Чӑвашстат мониторинг пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн пӗлтерет. Ҫавӑн пекех помидор хакланнӑ (10,5%). Кишер хакӗ те ӳснӗ — 7,3%. Ҫӗрулми, панулми, сухан та хакланнӑ — 4,1% пуҫласа 4,9% таранах. Пахча ҫимӗҫ хакӗ кӑна мар, ытти тавар та хакланнӑ. Сахӑр 7 процент хӑпарнӑ. Хӑярпа сысна ашӗ вара йӳнелнӗ — 5,8% тата 4,1%. Урапа хуҫисене те ҫӑмӑл мар. АИ-95 бензин, дизель топливи хакланнӑ. Ҫавӑн пекех пирус, Раҫҫейре пуҫтарнӑ иномарка хакӗсем хӑпарнӑ. Хамӑрӑн урапасем вара кӑштах йӳнелнӗ. Пассажир транспорчӗн тата ЖКХ тарифӗсем ҫавӑн пекех юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чӑваш Ени халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен служба сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти ӗҫ пасарӗнче ытларах рабочи специальноҫӗсем ҫитмеҫҫӗ: ҫӗвӗҫсем, каменщиксем, кондукторсем, тӗпел ӗҫченӗсем, грузчиксем, отделочниксем, поварсем, сутуҫӑсем, бетонщиксем, водительсем, тирпейлӳҫӗсем… Анчах специалистсем хулара ача пахчинче воспитательсем, тухтӑрсем, водительсем, сутуҫӑсем ҫитменнине палӑртаҫҫӗ. Урамри тирпейлӳҫӗсем, чашӑк-тирӗк ҫӑвакансем, тӗпел ӗҫченӗсем яланхиллех ҫитмеҫҫӗ. Мӗнле профессисем ытлах кирлӗ мар-ха халӗ? Экономистсем, юрисконсультсем, бухгалтерсем тата ыттисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Республикӑн патшалӑхӑн ӗҫлӗх службин направленийӗпе 3 пине яхӑн ҫулсерен вӗренет иккен. Вӗсене 27 вӗренӳ организацийӗнче 60 профессипе специальноҫа хӑнӑхтараҫҫӗ. Юпан 27-мӗшӗ тӗлне 2620 ӗҫсӗр ҫынна урӑх специальноҫ е професси илме вӗренме янӑ. Ку вӑл ҫулталӑклӑха палӑртнин 100,5 проценчӗ иккен. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 238 вӗренӳ ушкӑнӗ йӗркеленӗ, вӗсенчен 99 ушкӑнӗ ӗҫсӗррисенчен кӑна тӑрать, теприсенче ӗҫсӗр тесе шута илнисемпе пӗрлех ку йыша кӗменнисем те ӑс пухаҫҫӗ. Пӗрле темелле ӗнтӗ, пӗр ушкӑнра. Профессие вӗрентессипе Чӑваш Ен кӑҫалхи ҫур ҫулта Раҫҫей субъекчӗсен хушшинче 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ, Атӑлҫи федераци округӗнче вара малта пырать. Ҫӗнӗ профессие вӗрентнин усӑлӑхне ҫав ӗҫпе ҫынсем вырнаҫни тӑрӑх хаклаҫҫӗ. Ҫур ҫулта 1293 ҫын вӗреннӗ пулсан вӗсенчен 0,3 проценчӗ кӑна, е 4 ҫын, центра пулӑшу ыйтма тепӗр хутчен пынӑ. Патшалӑхӑн ҫак программи ку цифрӑна 1,75 процентпа танлашма ирӗк парать-мӗн. Кӑрлач–авӑн уйӑхӗсенче 1979 ҫын вӗреннӗ, центра вӗсенчен 15-шӗ (0,77 проценчӗ) кӑна тепӗр хут ҫитнӗ. Апла тӑк ҫӗнӗ специальноҫа хӑнӑхтарни пирӗн тӑрӑхра сая каймасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Шупашкарти Мускав районӗнче ҫуралнӑ ачасене сайра тӗл пулакан ят параҫҫӗ. Нумаях пулмасть унта Стефания, Архелия, Магомед ҫуралнӑ. Шупашкарти Мускав район администрацийӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 2786 ачана регистрациленӗ. Вӗсенчен 1438-шӗ — арҫын ачасем. Арҫын ачасене ытларах Максим, Иван, Михаил ят параҫҫӗ иккен. Хӗрачасене ытларах Мария, Дарья, Виктория ят хураҫҫӗ. Мускав районӗнче сайра тӗл пулакан ятсене те регистрациленӗ. Стефанийӑпа Архелийӑсӑр пуҫне Радмила ятлӑ хӗрача та пур иккен. Арҫын ачасен йышӗнче сахал тӗл пулакан ятсем — Ильяс, Радомир, Магомед, Назарий. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Юпа уйӑхӗ пуҫланнӑранпа Роскомнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ виҫӗ ҫӗнӗ пичет кӑларӑмӗ регистрациленӗ. Ҫапла майпа «Агрик», «Каталог под ключ» реклама журналӗсем, ачана памалли воспитани ыйтӑвӗсене ҫутатакан «Шпаргалка для родителей» журнал уйӑхсерен тухса тӑрӗҫ. Роскомнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Республикинче 188 массӑллӑ информаци хатӗрӗ регистрациленӗ. Вӗсенчен 151-шӗ — пичет кӑларӑмӗ: 104 хаҫат, 41 журнал, 1 бюллетень, 1 альманах, 1 пуху, 1 каталог. Ҫавӑн пекех Чӑваш Енре электронлӑ 35 массӑллӑ информаци хатӗрӗ регистрациленнӗ: 2 телекӑларӑм, 3 радиокӑларӑм, 14 телеканал, 14 радиоканал, 1 электронлӑ периодика кӑларӑмӗ, 2 информаци агентстви. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
2021 ҫул тӗлне ҫӗршыври шкулсенче ачасем валли вырӑн ҫитми пулӗ. Ҫапла. Шкулсенче те. Халӗ ача-пӑча пахчисене черет лекейменнипе аптӑраҫҫӗ пулсан, кӑштахран кӗтӳҫ пушши тӑршшӗ черет шкула лекессишӗн пулса кайма пултарать. Ҫапла шухӑшланине Раҫҫейӗн Правительствин ертӳҫин ҫумӗ Ольга Голодец палӑртнӑ. Ӑна вӑл «правительство сехетӗнче» каланӑ. Шкулсенче ачасем валли вырӑн хӗсӗнсе ҫитессин сӑлтавне тупма йывӑр мар-тӑр-ха. Укҫа-тенке перекетлес, ачисем сахал тесе шкулсене хупкаларӗҫ те. Тата халӗ амӑш укҫи, тӳлевсӗр ҫӗр панине кура та пулӗ ача ҫуратакансем йышланса кайрӗҫ. Голодец шучӗпе 2021 ҫулта 2,5 миллион ача вырӑн ҫитмӗ. Ҫӗршывӑн Правительствин ертӳҫин ҫумӗн шучӗпе ку ыйту пирки халех шухӑшлама пуҫламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа тавар хакӗ 6,3% ӳснӗ. Какай, пулӑ, кӑлпасси, пахча ҫимӗҫ хакланнӑ. Танлаштармашкӑн: пӗлтӗр ҫак тапхӑрта тавар 4,7% хакланнӑ. Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ эрнере чӑх какайӗ 0,6% ӳснӗ, шӑнтнӑ пулӑ, сысна, ӗне ашӗ, кӑлпасси, сосиска, сарделька — 0,3-0,4%. Пахча ҫимӗҫ те хакланнӑ. Халӗ кӗркунне мар, ҫуркунне тейӗн. Ара, кӗрхи кун пахча ҫимӗҫ йӳнӗрех пулаканччӗ те. Помидорпа хӑяр 4,5 тата 3,5% хакланнӑ, ҫӗрулми — 1,7%. Ҫӳлерех асӑннӑ ҫимӗҫсем вара Раҫҫей ҫыннин сӗтелӗ ҫинчен татӑлмаҫҫӗ. Бензин хакӗ 0,2 процент ӳснӗ. Тавар хакӗ ҫуталӑк тӑршшӗпех майӗпен ӳснӗ-ха. Анчах хаксем уйрӑмах эмбарго йышӑнсан ҫыртма пуҫланӑ. Тӗп банк палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн инфляци 8% пулӗ. Экспертсем апат-ҫимӗҫ хакӗ 10% ӳсме пултарассире те палӑртаҫҫӗ. Палӑртмалла: Раҫҫей тӳре-шари санкцисем йышӑнсан апат-ҫимӗҫ хакӗ ӳсмессе шантарнӑччӗ. Унтан хаксем ытлах хӑпармасса пӗлтерчӗҫ… Ку лару-тӑрура РФ монополипе кӗрешекен служби сахал тупӑшлӑ ҫемьесем валли «апат-ҫимӗҫ картти» тума сӗнеҫҫӗ. Анчах РФ Суту-илӳ министерстви ҫакна йышӑнмалли сӑлтав курмасть-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |