Статистика
Ку хыпара «Правда ПФО» интернет-хаҫат пӗлтерет. Ҫӗршывӑн правительствин пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев хушнипе ҫӗршывӑн ял хуҫалӑх министрӗ апат-ҫимӗҫ хакне тӗрӗслет иккен. Хушӑва пурнӑҫлассине вӑл Чӑваш Енрен тытӑннӑ. Маларах асӑннӑ МИХ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывра апат-ҫимӗҫ эмбарги туса хунӑ хыҫҫӑн Раҫҫейре ҫӗрулми вӑтамран 0,2 процент хакланнӑ пулать, пирӗн республикӑра вара — 29 процент. Купӑстана 20 процент хаклӑрахпа туянма тивет, Чӑваш Енре унӑн хакӗ 100 проценчӗпех ӳссе кайнӑ имӗш. Дмитрий Медведев премьер-министр Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министрӗпе Николай Федоровпа тӗл пулнӑ чух кӗпӗрнатторсемпе тата монополипе кӗрешекенсемпе пӗрле хаксене тӗрӗслеме хушнӑ-мӗн. Медведев Чӑваш Енри хаксем мӗншӗн ҫавӑн пеккипе уйрӑмах кӑсӑкланнӑ пулать. Медведев хушнине пурнӑҫласа ӗнер Николай Федоров министр пирӗн республикӑри хаксене тӗрӗсленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Статистика
Ҫичӗ чиркӳ тӑвиччен ҫичӗ ача усрава илнӗ тенӗ ваттисен пӗр сӑмахӗнче. Совет саманинче каланӑ сӑмах-ши, пӗлместӗп, анчах унра тӗшши пурах пек туйӑнать. Ача усрава илекенсене патшалӑх укҫа парса пулӑшнӑран та пулӗ, анчах юлашки вӑхӑтра тӑлӑхсене ҫемье ӑшши паракансем йышланчӗҫ. Тата патшалӑх та ӗлӗкхилле ача ҫурчӗсене тултарса лартас тӗллев лартмасть: тӑлӑхсене килте лайӑхраххине ӑнланать. Иртнӗ ҫул Чӑваш Енре 100 ача ҫемье ӑшшине тупнӑ. Ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнисем 2014 ҫул пуҫламӑшӗнче пирӗн республикӑра 381 ача пулнӑ, ҫулталӑк вӗҫӗнче вӗсен йышӗ 265-пе танлашнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, тӑлӑхсен йышӗ 30,4 процент катӑлнӑ. Интерната лекнӗ ачасене усрава панисӗр пуҫне тӑван ашшӗ-амӑшне пани те пулнӑ. Апла тӑк лешсем хӑйсен пурнӑҫне лайӑх енне ылмаштарнӑ тесе шухӑшламалла-тӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Статистика
Шупашкарти супермаркетсенче борщ пӗҫермелли ҫимӗҫ хакланнине палӑртаҫҫӗ. Ҫав йыша кишӗр, сухан, ҫӗрулми кӗрет. Сахӑр та хакланнӑ. Хуратул вара пачах тепӗр май — йӳнелме тытӑннӑ. ЧР Экономика министерстви кризис хаксене мӗнле витӗм кӳнине кунсерен сӑнать. Халӗ лавккасенче вӑрӑм черет ҫук-мӗн. Министерство ӗҫченӗсем хаксене тӗплӗн тишкереҫҫӗ. Тӗрӗслемелли списокра — 25 тавар. Вӗсен йышӗнче — сӗт, ҫӗрулми, сахӑр, ҫӑкӑр… Ҫӑмарта деликатессен йышне кӗнӗ тейӗн. Вӑл икӗ хут патнеллех хакланнӑ. Тӗрӗссипе, долларпа евро ӳсме тытӑнсан чылай апат-ҫимӗҫ ӳснӗ. Тӗслӗхрен, ҫӑкӑр, кӑлпасси, сӗт. Сахӑр тата хуратул тӗлӗшпе монополипе кӗрешекен служба тӗрӗслев ирттерет. Чӑваш Ен правительстви апат-ҫимӗҫ хакне ӳсме чарасшӑн. Вӗсем ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ку лару-тӑру япӑхланмасса шантараҫҫӗ те… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Статистика
Йӗпреҫ районӗнче вунсаккӑра ҫитичченех пӗрлешеҫҫӗ. РФ Ҫемье кодексӗпе килӗшӳллӗн вара вунсаккӑр тултарсан пӗрлешме ҫӑмӑллӑнах пулать-ха. Ҫапах та хӑш-пӗр чухне вунулттӑран аслисене те пӗрлешме ирӗк параҫҫӗ. Ку вӑл — шута илме тивӗҫлӗ сӑлтав пур чухне. Тепӗр майлӑ каласан, йывӑр ҫын пулсан тӑрсан. Йӗпреҫ районӗнчи ЗАГСра ӗҫлекенсем вӑл тӑрӑхрисем миҫере пӗрлешнине тишкернӗ те кӑсӑклӑ пӗтӗмлетӳ тунӑ. Раштавӑн 15-мӗшӗ тӗлне илсен пӗтӗмпе 124 мӑшӑр пӗрлешнӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ — вунсаккӑра ҫитменнисем. 16 ҫултан пуҫласа 17-е ҫитичченхисем пӗрлешнине юлашки вунӑ ҫулта сӑнанӑ тӑрӑх ҫапла пӗтӗмлетнӗ. Ҫулсемпе: 2014 — 3 мӑшӑр; 2013 — 4; 2012 — 3; 2011 — 3; 2010 — 1; 2009 — 6; 2008 — 1; 2007 — 3; 2006 — 3; 2005 — 11. Шел те, ир пӗрлешекенсем ун пек мӑшӑрлану чылай чухне ҫирӗп маррине ӑнлансах пӗтереймеҫҫӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ специалистсем. Мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн вӗсем ирӗклӗ пурнӑҫ ҫуккипе те аптӑраҫҫӗ. Вӗсен вара тантӑшӗсемпе выляс-кулас килет. Ҫемье ҫавӑрнине пула вӗренсе пӗтерейменнине те палӑртмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Статистика
Маркидановсем (кунта ҫемье тулли йышпа мар) Куславкка районӗнчи Юпсар ялӗнчи Геннадий тата Ирина Маркидановсем «Ача амӑшӗн мухтавӗ» ордена тивӗҫнӗ. Ҫемьеллӗ пурнӑҫпа чӗрӗк ӗмӗр ытла пурӑнакан мӑшӑр награда илме хутсене сакӑр ачаллӑ чухне тӑратнине пӗлтернӗ. Ордена савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура илме Чулхулана кайнӑ ҫӗре ҫемьере тӑххӑрмӗш ача та ҫуралма ӗлкӗрнӗ. Ордена мӑшӑра Раҫҫей Президенчӗн Атӑлҫи федераци окургӗнчи тулли праваллӑ элчи Михаил Бабич тыттарнӑ. Наградӑна илме ҫемье пысӑк йышпа тухса кайнӑ. Ҫар службинчи пӗр ывӑлӗ кӑна унта ҫитеймен. Ҫемье пирки ялта хисеплӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Геннадий Николаевич Чулхула чукун ҫул ҫинче монтерта тӑрӑшать иккен, Ирина Константиновна — Юпсар клуб ертӳҫи. Геннадий Маркиданов пуҫарнипе яла газ ҫитнӗ-мӗн. Арӑмӗ вара шкул ачисене ҫыхма, ҫӗлеме, тӗрлеме вӗрентме кружок йӗркеленӗ. Хӑйсен тӗп пуянлӑхне ҫемье ачисенче курать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Статистика
Алена Мурайкинан мӑшӑрне, Максим Геннадьевича, — ывӑл ҫуралнине ӗнентерекен хут панӑ самант Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатассишӗн вырӑнти ЗАГСра ӗҫлекенсем хӑйсем ача ҫуратаҫҫӗ. Акӑ еплерех ҫырса пӗлтернӗ асӑннӑ район сайтӗнче, «Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн ЗАГС пайӗн йышӗ пысӑк мар. Унти штатра икӗ ҫын кӑна, пуҫлӑх тата специалист. Анчах ҫакӑ вӗсене районти демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатассине, ҫемье тата ҫемье пахалӑхӗн хисепне обществӑра ӳстерессине хӑйсен тӳпине хывма кансӗрлемест». «Демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатма, чӑн та, енчен ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем мар тӑк тата кам мӗнпур вӑя хутӑр?» — тесе шухӑшлать информаци авторӗ. Унтан хайхискер унтан асӑннӑ пай ӗҫченӗсем — Алина Мурайкинапа Алена Ильина — пирки сӑмах пынине уҫӑмлатать. «Хӑйсен ӗҫӗн пӗлтерӗшне шута илсе нумай хӗрарӑма, районти амӑшӗсене тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ», — пӗтӗмлетет автор. Сӑмаха ҫирӗплетме вӗсем иккӗшӗ те виҫҫӗмӗш ача ҫуратнине хыпарлать. Пӗрин пепкин виҫине те асӑнса хӑварнӑ. Сӑнсем (4) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Статистика
Ыран — Пӗтӗм тӗнчери сусӑрсен кунӗ. Календарьти ҫак куна 1992 ҫулта йышӑннӑ. Ҫавӑнтанпа пирӗн ҫӗршывра та нумай документ йышӑннӑ. Атту хӑй вӑхӑтӗнче пирӗн ҫӗршывра вӗсен ыйтӑвӗсене ытлашши шута илмен темелле. Пӗтӗм тӗнчери сусӑрсен кунӗ ҫывхарнӑ май Елчӗкре «Ырри валли чуна уҫар» ҫавра сӗтел иртнӗ. Унта Инвалидсен пӗтӗм Раҫҫейри организацийӗн районти организацийӗн ертӳҫи П. Яковлев тата вырӑнти тӳре-шара хутшӑннӑ. Ҫавра сӗтел вӑхӑтӗнче сусӑрснее патшалӑх епле пулӑшу кӳни пирки каласа ӑнлантарнӑ. Сӑмахран, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тӳлевӗшӗн ҫӑмӑллӑх кӳреҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе районти 1842 инвалида 15 миллион тенкӗ ытла уйӑрса панӑ. Санаторипе курорта кайса канассине илсен, путевка илме 2011 ҫултан пуҫласа паянччен 96 ҫын черете тӑнӑ иккен, вӗсенчен 11-шне путевка лекнӗ. Сусӑрсене пенси епле тӳлени пирки те калаҫнӑ. Унсӑр пуҫне инвалидсене тӗрлӗ предприяти-организацие кӗрсе тухма майсем туса парассине те сӳтсе явнӑ. Ҫавра сӗтеле хутшӑннӑ Елчӗк прокурорӗн пулӑшаканӗ Артур Курмушев сусӑрсен правине хӳтӗлеме хатӗррине ӗнентернӗ, сӑмахне вӑл тӗслӗхсемпе ҫирӗплетнӗ. Сӑнсем (18) | ||
Эмел хакланнӑСтатистика
ЧР Сывлӑх министерстви 6 пине яхӑн эмел тӗлӗшпе кашни уйӑхра мониторинг тӑвать. Ку препаратсем ҫын сывлӑхӗпе пурнӑҫӗшӗн питӗ кирлӗ шутланаҫҫӗ. Тӗрӗслев акӑ мӗн палӑртнӑ: кӑҫалхи кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче хаксем вӑтамран 1,95% ӳснӗ. Атӑлҫи федераци окургӗнче ку кӑтарту 3,56% танлашнӑ. ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, эмел кӑларакан савут палӑртнӑ хак патне 25,8-30,0 процент хушнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗпе танлаштарсан, 20 препаратӑн хакӗ ӳснӗ. Вӗсенчен 60 проценчӗ — импорт. Вӑтамран хаксем 8 процент ӳснӗ. Анчах валидолӑн тата гепарин маҫӗн хакӗсем уйрӑмах ҫыртма пуҫланӑ-мӗн. Ҫавӑн пекех, яланхи пекех ӗнтӗ, шӑнса пӑсӑлнинчен сипленмелли эмелсем хакланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Статистика
Кӑҫалхи 10 уйӑхра Чӑваш Енре 8154 ҫемье мӑшӑрланнӑ. Уйрӑлакансен йышӗ 4008-па танлашнӑ. Ку цифрӑсене республикӑн Юстици министерстви пӗлтерет. 1000 ҫын пуҫне уйрӑлассине кӑҫалхи 9 уйӑхпа илес тӗк пирӗн рсепублика Раҫҫейри регионсем хушшинче тӑххӑрмӗш вырӑн йышӑнать. Атӑлҫи федераци округӗнче уйрӑлассин коэффицентне тишкерсен, Тутарстанпа тата Мӑкшӑ Республикипе эпир тан пыратпӑр. Тепӗр майлӑ каласан, пӗчӗк — 3,9, Раҫҫейре ку цифра — 4,7. ЗАГС органӗсем уйрӑлакансем хушшинче ыйтӑм ирттереҫҫӗ. Унта хутшӑннӑ 3124 ҫынран 4,2 проценчӗ ҫулталӑк та пурӑнман, ик ҫулпа утма тӗв тунӑ. Мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн малтанхи 5 ҫулта уйрӑлма тӗв тунисем — 32,5 процент. Уйрӑлакансенчен 27 проценчӗ ҫемьеллӗ пурнӑҫпа 5–10 ҫул пурӑннӑ, 28,3 проценчӗ — 10 ҫултан тытӑнса 25 ҫулччен, 8,2 проценчӗ чӗрӗк ӗмӗр пурӑннӑ хыҫҫӑн уйрӑлнӑ. | ||
Статистика
Юлашки вӑхӑтра урнӑ тилӗ, кушак пирки унта та кунта илтме пулать. Хӑш-пӗр хуҫалӑхра карантин пулнине палӑртнӑ. ЧР Патшалӑх ветеринари службин специалисчӗсем республикӑри 10 уйӑхри лару-тӑрӑва пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал 10 уйӑхра ветеринари службин специалисчӗсем майракаллӑ шултра выльӑх лейкозпа чирленине, сальмонеллеза, пастереллеза, пыл хурчӗсен чирне тупса палӑртнӑ. Ҫак тапхӑрта урнӑ чирпе чирлӗ 11 чӗрчуна палӑртнӑ. Вӗсен йышӗнче 5 тилӗ, 3 мӑйракаллӑ шултра выльӑх, 3 кушак. Лейкоза пула Улатӑр районӗнчи 5 ҫын хуҫалӑхӗнче асӑрхаттару пулнӑ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑхӑн катараллӑ горячка чирне Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче палӑртнӑ. Кайӑк-кӗшӗк сальмонеллезпа чирлӗ тӗслӗх — Хӗрлӗ Чутай районӗнче, пастереллез — Тӑвай тата Ҫӗмӗрле районӗсенче. Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Ҫӗмӗрле районӗсенче пыл хурчӗсем чирлине палӑртнӑ. Хальлӗхе республикӑри 21 вырӑнта мӑйракаллӑ шултра выльӑх лейкозпа чирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |