Статистика
Кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче Шупашкар районӗнче регистраци йӗркине пӑснӑ 79 ҫынна тупса палӑртнӑ. Асӑннӑ шутран 42-шӗ регистрациленмесӗр пурӑннӑ, 37-шӗ хӑй патӗнче ҫын пурӑннине миграци службине саккунпа пӑхнӑ вӑхӑтра пӗлтермен. Вӗсене пурне те явап тыттарнӑ иккен. Явап пирки каласан, ҫынна ячӗшӗн регистрацие тӑратнишӗн те пуҫран шӑлмаҫҫӗ. Куншӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 322-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпех айӑплама пӑхса хӑварнӑ. Сӑмахран, 100 пин тенкӗрен пуҫласа 500 пин тенкӗ таран штрафлаҫҫӗ. Е тата ӗҫ укҫине виҫӗ ҫул хушшинче ӗҫлесе илнӗ виҫе таран штрафлама саккун ирӗк парать. Асӑннӑ тапхӑрлӑх ирӗксӗр ӗҫлеттерессине унта пӑхса хӑварнӑ. Унтан та ытларах — саккуна пӑссан ирӗкрен те хӑтарма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чӑваш Енри кӑҫалхи кӑрлач–ака уйӑхӗсенче 5442 ача ҫуралнӑ. Ҫакна пӗр пин ҫын пуҫне куҫарса хакласан 13,4 тӗпренчӗк тивет. Раҫҫейре ку кӑтарту 12,7-пе, федерацин Атӑлҫи округӗнче 12,8-па танлашать. Виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш ача ҫуратакансем йышланаҫҫӗ иккен. Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗ тӗлне Чӑваш Енре нумай ачаллӑ ҫемьесем 10 455 шутланаҫҫӗ. Вӗсенче 33 пин те 833 ача ӳсет. Шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла нумай ачаллисем 9709 ҫемьепе танлашнӑ, вӗсенче 31 502 ача пулнӑ. Кашни 15-мӗш ҫемьере виҫӗ е ытларах ача ӳстереҫҫӗ. Ҫапах та кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхра, кӑрлач-ака уйӑхӗсенче, 100 ача сахалтарах ҫуратнӑ. Специалистсем ҫакна паян 1990-мӗш ҫулсенче ҫуралнисем ӗҫлеме тата ача ҫуратма пуҫӑннипе сӑлтавлаҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтра вара ача ҫуратакансем сахал пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Апат туянма сахалтан та 3 пин те 418 тенкӗ те 26 пус кирлӗ пулнӑ. Ку вӑл — иртнӗ уйӑхра. Пӗр ҫынна. Ку цифрӑна Чӑваш Енӗн Статистика комитечӗ шутласа кӑларнӑ. Федерацин Атӑлҫи округӗнче апат-ҫимӗҫ туянма ытларах кӑларса хума тивнӗ-мӗн. Цифра чӗлхипе каласан, ку вӑл 3 пин те 515 тенкӗ те 96 пуспа танлашнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, Чӑваш Енринчен 2,9 процент нумайрах. Асӑннӑ округа илсен пирӗн республика пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ. Чи йӳнӗ апат-ҫимӗҫе Сарту облаҫӗнче тупса илме май килнӗ темелле-тӗр, мӗншӗн тесен унта апат-ҫимӗҫ туянма сахалтан та 3193,09 тенкӗ тӑкакланӑ. Самар облаҫӗнче пурӑнакансен нумайрах тӑкакланма лекнӗ. Унти ҫав цифра 3881,71 тенкӗ пулнӑ. Статистсем Самар облаҫӗнчипе Чӑваш Енри хаксене танлаштарса пӑхнӑ та уйрӑмлӑх 13,6 процент иккенне палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Ҫитес уйӑхӑн 1-мӗшӗнчен коммуналлӑ пулӑшу хакӗ ӳсмелле. Республикӑра ӑшӑ энергийӗн тарифӗ 8,8 процент хакланӗ. Сивӗ шывшӑн тата канализацишӗн унчченхинчен 11,8 процент нумайрах тӳлеме тытӑнӑпӑр. Хула ҫыннисем пӗр кВтч ҫутӑшӑн 2 тенкӗ те 80 пус тӳлӗҫ (7,3 процент нумайрах), ял ҫыннисем — 1 тенкӗ те 96 пус (7,1 процент ытларах). Ҫут ҫанталӑк газӗн пӗр кубла метрӗ малашне 5 тенкӗ те 4 пуса кайса ларӗ — ку вӑл унчченхинчен 35 пус нумайрах. Хаксем хӑпарассине Чӑваш Ен Элтеперӗ тунтикун ирттернӗ канашлура та сӳтсе явнӑ. Кун пирки хыпарланинче Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби тарифсем Раҫҫейӗн тариф служби Чӑваш Ен валли ҫирӗплетнӗ хакран ытла хӑпарманнине палӑртать. Ҫав вӑхӑтрах Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисен тата Лапсар ял тӑрӑхӗсен администрацийӗсем тарифа республикӑри вӑтам индексран ытларах ҫирӗплетме ыйтнӑ иккен. Ҫапла вара коммуналлӑ пулӑшушӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта тариф вӑтамран 15 процент хӑпармалла, Шупашкар хулипе Лапсар ял тӑрӑхӗнче — 12,2-шер процент. Юлашкинчен каланӑ цифра Ҫӗмӗрле хулине те пырса тивет. Ҫӗнӗ Шупашкарта ӑшӑ энергийӗшӗн хак 13,6 процент хӑпармалла, шывпа канализацишӗн — 15 процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
«Сывлӑх» фонд медицина ӗҫченӗсен шалӑвне палӑртнӑ иккен. Ун валли вӑл «Врач справочникӗ» мобильлӗ приложенипе усӑ курнӑ. Чӑваш Ен тухтӑрсене пӗчӗк шалу тӳлекен регионсен шутне лекнӗ. Патшалӑх клиникисенче ӗҫлекен врачсен 23,6 проценчӗн ставки 10 пин тенкӗрен пӗчӗкрех-мӗн. 24 проценчӗ 10 пин тенкӗрен пуҫласа 15 пин тенкӗ таран шалу илнине пӗлтернӗ, 14 проценчӗн 15 пин тенкӗрен пуҫласа 20 пин тенкӗ таран тухать иккен. Сӑмах май, 50 пин тенкӗрен ытларах илекенсем те пур. Кун пек шалупа врачсен 4,1 проценчӗ мӑнаҫланаять. Коммерци организацийӗсенче ӗҫлекенсенчен ун чухлӗ илнипе 13,2 проценчӗ савӑнма пултарать. Тухтӑрсен шалӑвӗпе чи лайӑх тӑрӑм — Мускавпа Мускав облаҫӗнче, Питӗрте, Якутскра, Ханты-Мансийскра. Ыйтӑма хутшӑннисенчен вӗсенче 11–20 проценчӗн ӗҫ укҫийӗ 50 пин тенкӗ ытла ларать. Чи пӗчӗк шалуллӑ тухтӑрсем Аҫтӑрхан, Волгоград, Воронеж, Пенза, Тула облаҫӗсенче тата Чӑваш Енпе Алтай крайӗнче иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха тытса тӑракан управляющи компанисем епле ӗҫлени тӑрӑх Раҫҫей шайӗнчи регионсене хакланӑ. Танлаштарӑма Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха реформӑлакан фонд йӗркеленӗ. Управляющи компанисене пилӗк енпе хак панӑ: ӗҫ калӑпӑшне, укҫа-тенкӗ енчен тӑнӑҫлине, тухӑҫлӑха, ят-сумлӑха тата уҫҫӑнлӑха кура. Чӑваш Енри управляющи компанисем Раҫҫейре ҫиччӗмӗш вырӑн, Атӑлҫи федераци округӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Танлаштарӑма пурӗ 15 пин ытла организаципе уйрӑм усламҫӑ хутшӑннӑ. Вӗсем пурте — нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре тытса тӑраканскерсем. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне илсен Чӑваш Ене 163 управляющи компани шутланать. Вӗсенчен 125-шӗ лицензи илнӗ. Унсӑр пуҫне ку отрасле тата тепӗр 2 компани ҫӗнӗрен кӗнӗ. 32 организацие ирӗк паман, 16-шӗ хӑйсен кӑмӑлӗпе ӗҫлеме пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чӑваш Енӗн Статистика комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенче пирӗн республикӑра миграци иксӗлӗвӗ 1433 ҫынпа танлашнӑ. Пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарсан ку вӑл 895 ҫын нумайрах. Статистсем кӑрлач-пуш уйӑхӗсенчипе те танлаштарса пӑхнӑ. Асӑннӑ тапхӑртинчен ку кӑтарту 90 ҫын ытларах иккен. Пӗтӗмпе вара кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхра пирӗн республикӑран 13972 ҫын тухса кайнӑ. Пӗлтӗр ун пек шухӑш тытнисем 11975 ҫын тупӑннӑ. Каякансемпе пӗрлех Чӑваш Ене килекенсем те пур. Кӑрлач–ака уйӑхӗсенче 12539 ҫын килнӗ. Пӗлтӗр, сӑмах май, 11137 ҫын ку тӑрӑха суйласа илнӗ. Ҫынсем унта-кунта куҫса ҫӳренине илсен, хамӑр республикӑрах пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса каякансем тата тепӗр региона куҫакансемпе вӗсенчен килекенсем йышлӑ-мӗн. Чӑваш Енрен, акӑ, Раҫҫейӗн урӑх субъектне 5379 ҫын тухса кайнӑ, пирӗн тӑрӑха 3243 ҫын килнӗ. Хамӑр тӑрӑхра тӗпленнисем те пурӑнмалли вырӑна улӑштараҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫӳлерех асӑннӑ тапхӑрта ун пеккисем 1433 ҫын пулнӑ. Пӗлтӗр ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи тӑватӑ уйӑхра ун пек утӑма 538 ҫын тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
HeadHunter рекрутинг сайчӗ Career.ru ҫамрӑксен специалистсен порталӗпе пӗрле малашлӑхлӑ профессисен танлаштарӑмне ирттернӗ. Ҫамрӑксем унчченхи пек юристпа экономист пуласшӑн ҫунатланмаҫҫӗ иккен. Алла юрист е экономист дипломне илес шухӑшлисем те пур иккен-ха, анчах ун йышшисем халӗ сахалланса пыраҫҫӗ. Икӗ пин ҫамрӑк хушшинче ирттернӗ тӗпчев яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫран кашни иккӗмӗшӗ (ыйтӑма хутшӑннисенчен 49 проценчӗ) инженери тата техника пӗлӗвне малашлӑхлисен шутне кӗртет-мӗн. Ҫакна вӗсем технологисем вӑйлӑ аталаннӑ май ун пек специалистсем кирлипе сӑлтавлаҫҫӗ. Ҫамрӑк специалистсем техника пӗлӗвӗллисен шалӑвӗ те пысӑкрах тесе шухӑшлаҫҫӗ. Экономика тата финанс енӗпе вӗренни аван текенсем – 28 процент. Вӗсем экономистсемпе финансистсен шалӑвӗ пуринчен те пысӑкрах тесе шухӑшлаҫҫӗ. Экономика специальноҫӗпе пӗр тан шая ларни – строительсем. Ҫакна ҫамрӑксем ҫӗршывра строительство аталаннипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Тухтӑр профессийӗ виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнать. Ҫамрӑксем медицина ӗҫченӗсем яланах кирлӗ тенӗрен ӑна малашлӑхлисен шутне кӗртнӗ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен чылайӑшӗ педагог профессине малашлӑхсӑр тесе йышӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Раҫҫей ҫыннисем каллех Хура тинӗсе кӑмӑллама тытӑннӑ. Унччен ӑна чухӑнсем канмалли вырӑн кӑна тесе хакланӑ пулсан халӗ кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи уявсене Раҫҫей ҫыннисем вӑл ӑтрӑхра йышлӑн ирттернӗ. Анӑҫри ҫӗршывсенчен ҫынсем Германие кӑна малтанхиллех юратаҫҫӗ иккен. Вырӑн йышӑнма май паракан Hotels.ru Раҫҫейӗн онлайн-сервисӗ тата туризм сӗнӗвӗсене онлайн меслетпе тупса паракан Kayak.ru сервис ҫынсем ҫу уйӑхӗнчи уявсене ӑҫта ирттернине сӑнанӑ та танлаштарӑм йӗркеленӗ. Вӗсем иккӗшӗ те Хура тинӗс хӗрринче канас текенсем йышланнине асӑрханӑ. Грузие суйланӑ пирӗн ҫӗршыв турисчӗсен шучӗ пӗлтӗрхинчен 70 процент нумайланнӑ иккен. Унччен Турцие каякансем самайӑн пулнӑ. Халӗ ҫавӑн йышшисен шучӗ чакнӑ. Испанипе Итали те танлаштарӑмра вӗҫне тӑрса юлнӑ. Унччен вӗсем чи анлӑ сарӑлнӑ 10 направлени йышне кӗнӗ. Эстоние тата Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене каякансем те чакнӑ. Малтанхи 10 йӗркене Грузисӗр пуҫне Германи те кӗнӗ. Дюссельдорфпа Мюнхена ҫитме кӑмӑл тӑвакансен йышӗ пӗлтӗрхинчен виҫӗ хута яхӑн йышланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн тата унӑн ҫемйин тупӑшӗ пирки информаци тухнӑ. Влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр регион пуҫлӑхӗ 3,6 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Унӑн мӑшӑрӗ Лариса Юрьевна вара 415 пин тенкӗ ҫеҫ илнӗ. Игнатьевсен 18 ҫул тултарман хӗрӗ те тупӑш пирки отчет тунӑ. Вӑл пӗлтӗр 15 пин те 247 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Унчченхипе танлаштарсан, Михаил Игнатьевӑн тӗп ӗҫ вырӑнӗнчи тупӑшӗ 300 ытла пин тенкӗ ӳснӗ. Ҫав вӑхӑтрах кӑҫал Чӑваш Республикин ертӳлӗхӗ хысна укҫине перекетлес тӗллевпе пысӑк чиновниксен шалӑвне 10 процент чакарма йышӑннӑ. Ҫав шутра — ЧР Элтеперӗ те. Хушӑва Михаил Игнатьев пушӑн 11-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Паянхи кун тӗлне Игнатьевсен ҫемйинче 5 ҫӗр лаптӑкӗ. Вӗсен калӑпӑшӗ — 83522 тӑваткал метр. Ҫавӑн пекех Игнатьевсен 2 ҫурт, 2 хваттер, гараж боксӗ тата «Mercedes-Benz B 170» урапа. Сӑмах май, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин та ҫулталӑкри хӑйӗн тупӑшне кӑтартнӑ. 2013 ҫулпа танлаштарсан, тупӑшӗ икӗ хут ӳснӗ. Владимир Путин 7,654 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Унччен ку 3,6 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |