Ҫутҫанталӑк
kudago.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре йӑлари хытӑ каяша уйрӑммӑн пухасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян, кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче, ЧР Патшалӑх Канашне тухнӑ Ҫырура палӑртрӗ ҫак шухӑша. «Зеленый патруль» (чӑв. Симӗс патруль) экологи организацийӗ пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, пирӗн регион федераицн Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионӗсем хушшинче экологи тӑрӑмӗпе 2-мӗш вырӑн йышӑнать, Раҫҫейри танлаштарӑмра — 14-мӗш. Ҫутҫанталӑк тасалӑхӗшӗн тӑрӑшса йӑлари хытӑ каяша уйрӑммӑн пухмалла тесе шухӑшлать Михаил Игнатьев. Кӑҫал ҫапла майпа республикӑри хуласенче ҫӗнӗлле ӗҫлеме тытӑнмалла, 2021 ҫулта — республикпех. 2020–2023 ҫулсенче Канаш, Етӗрне, Элӗк, Елчӗк, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Шӑмӑршӑ районӗсенчи ҫуп-ҫап вырӑнӗсене пӗтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
eaomedia.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре ҫил-тӑманлӑ кунсем пулчӗҫ, паян ав сивӗтрӗ. Синоптиксем республикӑра каллех юр ҫӑвассине пӗлтереҫҫӗ. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, эрне вӗҫнелле кӗртсен ҫӳллӗшӗ 25 сантиметр ҫитмелле. Ырантан каллех ӑшӑтать. Хальхинче, юрать-ха, юр ирӗлесси патнех ҫитмест. Уйӑх вӗҫнелле, Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, юр уйӑхри нормӑн пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ ҫума пултарать, сывлӑш температури 0 градусран пуҫласа 5 градус таран сивӗ тӑрӗ. Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, шартлама сивӗ нарӑс уйӑхӗн варринче пулма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
mygazeta.com сайтри сӑн «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫех ҫанталӑк самаях сивӗтет. Палӑртмалла: кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн чи ӑшӑ уйӑх пек асра юлма пултарӗ. Ыран синоптиксем пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пуласса пӗлтереҫҫӗ, 1-3 градус сивӗ пулӗ, ҫӗрле – 4 градус сивӗ. Вырсарникун та ҫанталӑк ҫавӑн пекех тӑрӗ, кӑштах ҫеҫ сивӗтӗ . Тунтикун вара ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 19 метр таран хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Каҫ валли ҫанталӑк палӑрмалла сивӗтӗ – термометр 16 градус кӑтартӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче ҫӗрлесерен 20-25 градус пулӗ. Юнкун ҫанталӑк «ҫемҫелӗ». Кӗҫнерникунран ҫил-тӑман вӗтерме, юр ҫума тытӑнӗ. Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗ чи сивви пулма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Улатӑр районӗнче пурӑнакансем заповедникра пулӑ тытнӑ. Ҫавӑн пирки пакунлисене систерекен пулнӑ. Тӑватӑ арҫын тӗлӗшпе халӗ тӗрӗслев пырать. Вӗсен тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарас хӑрушлӑх та пур. РФ Пуҫиле кодексӗн 259-мӗш статйи вара кӑра. Вӑл статья 300 пин тенкӗрен пуҫласа 500 пин тенкӗ таран штрафлама, е 480 сехет таран ӗҫлеттерме, е юсанмалла 2 ҫул таран ӗҫлеттерме е ҫавӑн чухлӗ вӑхӑта ирӗкрен хӑтарма ирӗк парать. Пулӑҫсенчен йӗрке хуралҫисем виҫӗ сӑскӑ туртса илнӗ. Ҫав хатӗрпе Улатӑр арҫыннисем 413 карас, 229 уланкӑ, 21 чапак тытма ӗлкӗрнӗ. Чӗрӗ пулла пакунлисем шыва янӑ. Заповедникра пулӑ тытнин тӑкакне йӗрке хуралҫисем 110 пин тенкӗ таран шутласа кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Чӑваш Енри вӑрман хуҫалӑхӗсене видеокамерӑсемпе тивӗҫтерӗҫ. Ҫапла йышӑнӑва республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче кӑларни пирки паян пӗлтернӗ. Видеомониторинг тытӑмӗсемпе Улатӑрти, Шупашкарти тата Йӗпреҫри вӑрман хуҫалӑхӗсене тивӗҫтерӗҫ. Видеотытӑм хакӗ 1,1 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Видеомониторинг вӑрманта пушар тухнине хӑвӑрт, пушар анлӑ сарӑличчен палӑртма май парӗ. Вӑрман хуҫӑлӑхӗсене видеомониторингпа тивӗҫтерни «Экологи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пулса пырать. Вӑрман хуҫалӑхӗсене валеҫме йышӑннӑ видеотытӑм пӗр вырӑнта тӑраканни мар. Ятарлӑ хатӗр пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре ҫӳресе вӑрмана ҫӳлтен ӳкерӗ, ҫав информацие яваплисем патне ҫитерӗ. Апла пулсан, ҫулӑмпа кая юлмасӑр кӗрешме тытӑнма май парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
ptoday.ru сайтри сӑн Инкеклӗ лару-тӑру министерстви ыран асӑрханма ыйтать: кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче республикӑра хӑрушсӑрлӑхӑн «сарӑ» шайӗ пулнине палӑртнӑ. Ыран Чӑваш Енре йӗпе юр, хушӑран ҫумӑр ҫӑвать, тӑрук сивӗтме пултарать. Хӑш-пӗр районта ҫил-тӑман вӗҫтерет. Чӑваш Енри Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче ҫил ҫеккунтра 11-16 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет, сывлӑш температури ҫӗрле 4 градус сивӗрен пуҫласа 1 градус ӑшӑ пулӗ, кӑнтӑрла – 3 градус сивӗрен пуҫласа 2 градус таран ӑшӑ. Палӑртмалла: синоптиксем ку эрнере ҫанталӑк сивӗтессе систереҫҫӗ. Эппин, чӑннипех те хӗллехи пек пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
http://wildnaturephoto.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре тискер чӗрчунсемпе кайӑксене шутлӗҫ. Хӗллехи учет нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, тискер чӗрчунсемпе кайӑк-кӗшӗке яланах шута илни сунар ӗҫне йӗркелеме: квота палӑртма тата ӑҫта миҫе чӗрчунпа кайӑк тытассин виҫине палӑртма — кирлӗ. Кунсӑр пуҫне пирӗн тӑрӑхра мӗнле тискер чӗрчунсемпе кайӑксем пурӑннине пӗлме май килӗ. Ҫак тапхӑрта специалистсем пӑши, хир качаки, хир сысни, ҫӳлевӗҫ, кашкӑр, тилӗ, сӑсар, пӑсара, юс, пакша, шурӑ мулкач, карсак, пӑчӑр, ӑсан, карӑк, сӑрӑ хир чӑххи йышне шутлӗҫ. Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, тискер чӗрчунсемпе кайӑксене ытти ҫул та шута илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
sm-news.ru сайтри сӑн Кӑҫалхи хӗл сивӗ мар пек туйӑнать-и? Ҫанталӑк сивӗтессе халех ан кӗтӗр. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче те, ҫитес эрнере те термометр 5 градусран сивӗрех кӑтартмӗ. Ыран юр ҫукалӗ, 3 градус сивӗ пулӗ, ҫӗрле 5-7 градус сивӗтӗ. Вырсарникун 5 градус таран сивӗтӗ, юр ҫӑвӗ. Тунтикун ҫил-тӑма вӗҫтерӗ, юр 2 сантиметр ҫӳллӗш ҫеҫ ҫӑвӗ. Ытларикун термометр 0-5 градус кӑтартӗ. Кӗҫнерникун каллех циклон ҫитӗ, йӗпе юр ҫӑвӗ, ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх та пур. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, Кӑшарнире те сивӗ пулмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
expohobbysiberia.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакансен хӑйсем валли вӑрман касма юрать. Анчах ӑҫта кирлӗ, унта мар. Ятарлӑ вырӑнсенче тата ирӗк илнипе. Паян, кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, ведомство ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫулта хӑш районти хӑш вӑрман хуҫалӑхӗнче мӗн чухлӗ йывӑҫ касма юранине палӑртнӑ. Йывӑҫсене лӑсӑллине, хытӑ ҫулҫӑллине тата ҫемҫе ҫулҫӑллине кура палӑртнӑ. Калӑпӑша кубла метрпа виҫнӗ. Уйрӑм ҫынсен хӑйсем валли йывӑҫ касса хатӗрлес тесен министерствӑна ыйтса ҫырмалла. Ятарлӑ ирӗк илсе суту-илӳ килӗшӗвне алӑ пусса ҫирӗплетсен вӑрман хуҫалӑхне каймалла. Вӑрмана вутӑ хутма, строительство материалӗ хатӗрлеме касма ирӗк параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫулталӑк пуҫланчӗ кӑна-ха, синоптиксем вара пире кӑҫал мӗнле ҫанталӑк пулассипе паллаштарма хатӗр. Паллах, вӗсем калани 100 проценчӗпех тӳр килмесен те пултарать. Кӑрлач уйӑхӗ ӑшӑ, юрлӑ пуласса пӗлтереҫҫӗ вӗсем. Кайран пире ӑшӑ ҫуркунне кӗтет, юр ытти чухнехинчен хӑвӑртрах ирӗлсе пӗтет. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, ейӳ сарӑлмӗ. Ҫу уйӑхӗнче нӳрӗк ҫителӗксӗррине туйса илӗпӗр. Ҫӗртме уйӑхӗчченех ӑшӑ кунсем савӑнтарӗҫ. Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Уйӑх Хӗвеле хуплӗ. Ҫавӑнтанпа ҫанталӑк та улшӑнӗ, сивӗтӗ. Ҫурла уйӑхӗ те ӑшах килмӗ, уйӑхӑн пӗрремӗш ҫурринче ҫумӑрлӑ ҫанталӑк пулӗ. Кӗркунне нормӑран сивӗрех тата типӗрех килмелле. Хӗл вара пӗлтӗрхи пек хӑйне кӗттермӗ, пӗрремӗш кунсенчех 25 градус таран сивӗтмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш АССР Конституцине йышӑннӑ. | ||
| Павловская Ангелина Ивановна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Николай Васильевич, актёр ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |