Пӑтӑрмахсем
![]() Алёна Елизарова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ултавҫӑсем тем те пӗр шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Вӗсем халӗ республикӑри икӗ министр ячӗпе суя ҫырусем яма пуҫласа кайнӑ. Ун пек ҫырусене хальлӗхе Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн Алёна Елизарован тата вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн Дмитрий Захаров ячӗпе янӑ. Министрсен суя аккаунтӗнчен вӗсем йӗрке хуралҫисен тӗрӗслевӗ пирки систереҫҫӗ. Министрсем ҫынсене ун пек ҫырусене ӗненмелле мар тесе асӑрхаттараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри организаци-предприятисенче ҫынсем ӗҫе кайсан сусӑрланаҫҫӗ тата вилеҫҫӗ. Ӗҫри инкексене тата вӗсен сӑлтавне паян республика Правительствин ҫуртӗнчи канашлура сӳтсе явнӑ. Кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче производствӑра 17 ҫын йывӑр суранланнӑ, 8 ҫын вилмеллех аманнӑ. Республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова палӑртнӑ тӑрӑх, инкексен иккӗ-виҫҫӗмӗш пайӗ ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе ҫителӗклӗ ӗҫлесе ҫитерейменрен пулнӑ. «Кун пекки, шел пулин те, нумай сферӑра сисӗнет», – тенӗ министр. Ларура инкексем пулнӑ предприятисен представителӗсене итленӗ. Вӗсен шутӗнче — «Шупашкар алӑкӗсем», «Панулми», «Честрой ЖБК» обществӑсем, «Труд» ял хуҫалӑх предприятийӗ, «Чӑвашэнерго» филиалӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрринче пӗри хӑйӗн машинине ҫухатнӑ. Унӑн «УАЗне» такам хускатса кайнӑ. Транспорт хуҫи йӗрке хуралҫисене ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, «Буханкӑна» арҫын кил умне лартнӑ. Анчах машинӑн уҫҫине илме манса кайнӑ. «УАЗа» йӗрке хуралҫисем Сӗнтӗрвӑрринчен 30 километрта тупнӑ. Вӑрра видеокамерӑсем тӑрӑх палӑртнӑ. Машинӑна хускатса кайнӑ 20 ҫулти каччӑ унччен те пӑтӑрмаха ҫакланкаланӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ӗнер 10 сехет иртсен Ҫӗмӗрлепе Пӑрачкав хушшинче, Вырӑс Улхаш ялӗ ҫывӑхӗнче, икӗ машина ҫапӑнсан икӗ ҫын вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӑрачкаври 50 ҫулти арҫын ВАЗ-2110 машинӑпа хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «Нивӑпа» ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машина водителӗ тата «Нивӑри» пассажир ҫавӑнтах вилнӗ. «Нивӑн» 39 ҫулти водительне пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӑл йывӑр аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи Ванькушкӑнь ялӗнче пурӑнакан арҫын ашшӗне хӗнесе вӗлернӗ. 49 ҫулти вӑйпитти тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Эрех ӗҫме юратакан ывӑл кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа 17-мӗшӗччен тӑван ашшӗне хӗненӗ. Ҫамрӑкки аслин пуҫне суранлатнӑ, аяк пӗрчисене хуҫса пӗтернӗ. Сурансене пула арҫын юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вилсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫӗмӗрлере ӗнер каҫхи 11 сехетре пушар пулнӑ. Унта Серафим Саровский чиркӗвӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ «Мичуринец-3» сад юлташлӑхӗнче дача ҫуннӑ. Шел те, пушарта ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пушара сӳнтерсен 35 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Халӗ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин специалисчӗсем лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑннӑ ҫамрӑк хӗрарӑма 8,5 ҫуллӑха кирпӗч шутлама ӑсатнӑ. 27 ҫултискер тепӗр ҫын пурнӑҫне татнӑ. Ӑна вӑл ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче кӑнтӑрла ӳсӗр ҫамрӑк хӗрарӑм Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин картишӗнче хӑйӗн пӗлӗшӗпе хирӗҫме тапранса кайнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл хайхине ӑҫтан май килнӗ ҫавӑнтан ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ. Йывӑр суранланса пӗтнӗ арҫын вырӑнтах вилсе кайнӑ. Хӗрарӑма суд пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 8,5 ҫулӑха ӑсатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Паян, юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Шупашкар муниципаллӑ округӗнче ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ. Унта арҫын пунӑҫӗ татӑлнӑ. «Кӳкеҫ-Тутаркасси-Ҫӗнӗ Шупашкар» ҫулпа пынӑ чухне Тренккасси ялӗ тӗлӗнче «ВАЗ-2107» тата «Урал» автомашинӑсем пырса ҫапӑннӑ. Инкек ирхи 7 сехет те 20 минутра пулнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «ҫиччӗмӗшӗн» водителӗ руле пӑрса янӑран хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл пысӑк машинӑпа пырса ҫапӑннӑ. 52 ҫулти арҫын (Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнчи хыпарта хӑш машина водительне палӑртман. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, ҫӑмӑл машина лапчӑнсах ларнӑ. Апла пусан унӑн водителӗн пурнӑҫӗ сарӑмсӑр татӑлнӑ тесе пӗтӗмлетмелле-тӗр) инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ӗнер каҫхине 6 сехетре Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнче «Шупашкар – Сӑрҫи» ҫул ҫинче, Турхан ялӗ ҫывӑхӗнче, «Лада Ларгус» ҫынна таптаса кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 30 ҫулти водитель ҫулпа утакан ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Лешӗ тӗттӗм тум тӑхӑннӑ пулнӑ. Арҫын ҫавӑнтах вилнӗ. Ҫакӑ паллӑ: водитель урӑ пулнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Красноармейски районӗнче ӳсӗр пӗр водителе тытса чарнӑ. Вӑл «Шупашкар-Сурски» ҫул ҫинче груз турттармалли машина умне сиксе тухнӑ. Машина унталла та кунталла пӑркаланса пынӑ. Ҫавна асӑрханӑ тепӗр водитель «ВАЗ-21041» машина пирки йӗрке хуралҫисене шӑнкӑравласа пӗлтернӗ, хӑй машина хыҫҫӑн кайнӑ. Ҫӑмӑл машина Красноармейски муниципаллӑ округӗнчи Йӗпрем ялӗ еннелле ҫул тытнӑ. 65 ҫулти водитель тухтӑрсем патне кайса тӗрӗсленме килӗшмен. Ҫавна май ун тӗлӗшпе административлӑ ӗ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |