Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +32.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗнӗ Шупашкарти киосксенчен пӗринче спирт сутнӑ.

Асӑннӑ хулари Терешкова урамӗнчи пӗр киоскра 0,1 литрлӑ савӑтпа 95 процентлӑ этил спирчӗллӗ косметика лосьонӗ сутнӑ. Ҫавӑн пирки йӗрке хуралҫисене систерекенсем тупӑннӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн 0,1 литр кӗрекен 1080 флакон тупса палӑртнӑ.

Йӗркене пӑснӑшӑн сутуҫӑна явап тыттарма пултарӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" хаҫатри сӑн
"Про Город" хаҫатри сӑн

Паян, пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарта общежити ҫунма пуҫланӑ. 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 2-мӗш ҫуртра пушар тухни пирки 13 сехет те 40 минутра паллӑ пулнӑ.

Общежитире иккӗмӗш хутри пӳлӗм ҫуннӑ. Чӳречерен ҫӑра хура тӗтӗм тухнӑ.

Хальлӗха пушар мӗнрен тухнине, унта кам шар курнине палӑртман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/85501
 

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Паян ҫӗрле Шупашкар ҫывӑхӗнче самай пысӑк пушар алхаснине ҫынсем видео ӳкернӗ. Ӑна "Про Город" хаҫата ярса панӑ.

Пушар алхасни Шупашкартанах курӑннӑ. Хаҫат сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗ ҫывӑхӗнче, Шупашкар районӗнче, пулма пултарнӑ.

Хальлӗхе официаллӑ верси ҫук. Информаци пулсан хыпара хушӑпӑр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/85448
 

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Паян Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта урамрах арҫын вилнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.

11 сехет те 50 минутра строительсем кӑнтӑрлахи апатран таврӑннӑ чухне урамра арҫынна япӑх пулса кайнине асӑрханӑ. Вӗсем васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Анчах, шел те, тухтӑрсем те арҫынна ҫӑлайман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/85432
 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Паян Вӑрнар районӗнче "Нурӑс - Елчӗк - Патӑрьел" ҫул ҫинче пулнӑ аварире ачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл 2 ҫулта кӑна пулнӑ.

ШӖМ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "УАЗ Профи" водителӗ руле итлеттереймен, хирӗҫ килекен "Хендайпа" ҫапӑннӑ. Иномаркӑри 2 ҫулти хӗрача вилнӗ. Вӑл хыҫалти ларкӑч ҫинче ятарлӑ кресло ҫинче ларнӑ. Иномаркӑри тепӗр пассажира, хӗрарӑма, пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
t.me/gibdd121 сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/gibdd121 сӑнӳкерчӗкӗ

Паян ирпе Шупашкарта автобус ҫӑмӑл машинӑпа пырса ҫапӑннӑ.

35-мӗш маршрутпа ҫӳрекен «Волга-бус» автобус Воробьёв композиторсен урамӗнче ирхи 7 сехет те 25 минутра «Ланд Крузер» автомобиль ҫине пырса кӗнӗ. Автобуса 1987 ҫулта ҫуралнӑ арҫын тытса пынӑ.

Инкек вӑхӑтӗнче автобус салонӗнче 10 ҫын пулнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ аманнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121/2815
 

Пӑтӑрмахсем
www.iphones.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.iphones.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Канаш районӗнче пурӑнакан 60 ҫулти арҫын нумаях пулмасть больницӑна лекнӗ. Ҫавӑн чухне вӑл пӗр ялта пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑма банк карттине вӑхӑтлӑха шанса панӑ, унпа вӑл хӑйӗн валли апат-ҫимӗҫ туянма ыйтнӑ.

Арҫын больницӑра сипленнӗ чухне унӑн картти ҫинчен 80 пин тенкӗ укҫа ҫухалнӑ. Ҫавна вӑл кайран ҫеҫ пӗлнӗ-ха. Асӑннӑ суммӑран ҫуррине банкоматсенче илнӗ, ыттине тӗрлӗ лавккара тавар туянса пӗтернӗ.

31 ҫулти хӗрарӑм хӑй тытнине йышӑнасшӑн пулман-ха, анчах йӗрке хуралҫисем видеокамерӑсене тишкернӗ. Ҫын укҫине хапсӑнакан тӗлӗшпе халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
glorypets.ru сӑнӳкерчӗкӗ
glorypets.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар ҫынни ӑратлӑ йытӑ ҫури туянма ӗмӗтленнӗ. Шпиц ӑратлӑ йытӑ ҫурине сутасси пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ курнӑ хыҫҫӑн вӑл тӳрех сутуҫӑпа ҫыхӑннӑ. Тавар сутаканни хӗр иккен.

Сутуҫӑ йытӑ ҫуришӗн малтанласа 6500 тенкӗ куҫарса пама ыйтнӑ. Тепӗр 8500 тенкине кайран, ҫурана ятарлӑ служба урлӑ ҫитерсе панӑ хыҫҫӑн, тӳлемелле тесе ӗнентернӗ.

Шупашкар ҫынни укҫана куҫарса панӑ хыҫҫӑн тавар сутакан ҫухалнӑ.

Улталаннӑ арҫын йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пакунлисем Ӗрӗнпур облаҫӗнчи 25 ҫулти хӗре тытса чарнӑ. Вӑл ҫынсене унччен те ҫавӑн пек майпа улталаса пурӑннӑ иккен. Ҫавӑншӑн ӑна пуҫиле майпа явап та тыттарнӑ. Вӑл вара пӗрре тӑнӑ ҫул ҫинчен пӑрӑнма шутламан.

 

Пӑтӑрмахсем
"Ҫыхӑнура" форумран илнӗ сӑнӳкерчӗк
"Ҫыхӑнура" форумран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паян Шупашкарта троллейбус хыпса илнӗ. «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, транспортра вут-ҫулӑм 15 сехет тӗлӗнче хыпса илнӗ.

Троллейбус хулари Иван Яковлев проспекчӗпе пынӑ. Чукун ҫул вокзалӗпе Пичет ҫурчӗ хушшинче троллейбус водитель кабининче ҫунма пуҫланӑ. Унтан пушар кабинӑран салона хӑвӑрт куҫнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтри сӑн
"Про Город" сайтри сӑн

Кӳкеҫре йывӑр тиевлӗ машина аварие лекнӗ. Вӑл хӑвӑрт хыпса илекен шӗвек илсе пынӑ.

Ку паян 11 сехет те 50 минутра пулнӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑр тиевлӗ машина тепӗр транспортпа ҫапӑнас мар тесе кювета тухса кайнӑ.

Машинӑн пички кювета чӑмса картана лапчӑтнӑ. Юрать, техногенлӑ инкек пулман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/85353
 

Страницӑсем: 1 ... 48, 49, 50, 51, 52, 53, 54, 55, 56, 57, [58], 59, 60, 61, 62, 63, 64, 65, 66, 67, 68, ...376
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын