Пӑтӑрмахсем
![]() u-f.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр водитель пакунлисенчен тарма хӑтланса ҫутӑ юпи ҫине пырса ҫапӑннӑ. Руль умӗнче урӑ мар ҫын пынине ҫынсем асӑрханӑ. Вӗсемех йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. «Лада Икс Рей» автомобиль пакунлисенчен тарма хӑтланса Коммунистсен урамӗпе Промышленность урамӗ хӗресленнӗ ҫӗрте ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑннӑ. 35 ҫулти водитель ӳсӗр пулнӑ. 2022 ҫулта унӑн водитель правине туртса илнӗ, апла пулин те вӑл руль умне пӗрех ларнӑ. Арҫын тӗлӗшпе административлӑ ӗҫсем ҫеҫ мар, пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер, кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче, 23 сехетре Вӑрнар муниципаллӑ округӗнчи Кушар Юнтапа ялӗнче пӗр ҫуртра пушар тухнӑ. Ҫав самантра пӳртре 10 ҫын пулнӑ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ - ачасем. Вӗсем пушар вӑхӑтӗнче урама хӑйсем тӗллӗнех тухнӑ, анчах пиҫсе кайнӑ. Шупашкара Республикӑри клиника пульницине 9 ҫынна илсе ҫитернӗ: виҫӗ ачана, виҫӗ хӗрарӑма тата виҫӗ арҫынна. Ҫулӑм 190 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Хуралта таврашӗ те сиенленнӗ. Пушара виҫӗ техникӑпа пӗр сехетре сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ӗнер каҫхи 11 сехетре Пӑрачкав ҫывӑхӗнче, Улатӑр енчен килнӗ ҫӗрте, астобус ҫаврӑнса ӳкнӗ. Автобус Чулхуларан Тольятти хулине кайма тухнӑ. ШӖМ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель ҫул пӑрӑнчӑкӗнче руле итлеттереймен, ҫул ҫинчен тухса кайса кювета чӑмнӑ. Автобус хӑяккӑн ҫаврӑнса ӳкнӗ. Аварире 2 ҫын вилнӗ. 10 ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. ЧР прокуратури ӑна тӗрӗслесе тӑрать. Автобусра вахтовиксем пулма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер 11 сехет тӗлнелле Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗнчи Пӑкӑян поселокӗнче агрофирма территоринче пушар тухнӑ. Сӗт цехне, пӗтӗмпе 150 тӑваткал метра, ҫулӑм ярса илнӗ. Пушара виҫӗ техникӑпа 50 минутран сӳнтернӗ. Унта цех тӑрри тата шыв ӑшӑтмалли хатӗр ҫуннӑ. Юрать-ха, ҫулӑма кӳршӗ ҫурт ҫине куҫма паман. Пушар вӑхӑтӗнче мӑйракаллӑ 50 ытла шултра выльӑха эвакуациленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш патӗнче «Мерседес» автомбиле пула ултӑ ҫн аманнӑ. Инкек ӗнер, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, 15 сехет тӗлӗнче Канаш хулипе «Маяк» чарӑну хушшинче пулса иртнӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Мерседесӑн» 30 ҫулти водителӗ хирӗҫ килмелли ҫул ҫине тухса вкайнӑ май ҫула май «УАЗ» автомобиле пырса лекнӗ, ҫӑкӑр турттаракан «ГАЗель» машинӑпа ҫапӑннӑ, ун хыҫҫӑн машинсем ҫине «Гранта» автомбиль пырса кӗнӗ. Инкекре ултӑ ҫын аманнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Телеграмри t.me/DTPcheb каналти видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Шупашкарта васкавлӑ пулӑшу машини инкеке лекнӗ. Ку хыпара Телеграмри «Аварком21» каналта пӗлтернӗ. Инкек Шупашкар варринче ирхи 11 сехет хыҫҫӑн пулса иртнӗ. Васкавлӑ пулӑшу машинин водителӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл ятарлӑ ҫутӑпа тата сасӑ сигналӗпе пынӑ. Пӑтӑрмах сӑлтавне специалистсем видеорегистраторсене тӗпе хурса палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Етӗрне хулинче ӳсӗр ҫамрӑксем ёлка ҫине хӑпарса кайнӑ. Унта вӗсем гирляндӑна ватса пӑрахнӑ. Пӑтӑрмах раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче «Кивӗ хула» паркра пулса иртнӗ. Кун пирки Етӗрне мунициапллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов пӗлтернӗ. Пуҫтахланнӑ ӳсӗр ҫамрӑксене халӗ явап тыттарасшӑн. Ушкӑнри пӗр ҫамрӑк капӑрлатнӑ ёлка тӑррине хӑпарса кайнӑ, ун ҫинчи ҫӑлтӑра ватма хӑтланнӑ. Хӑпарса кайнӑ чухне гирляндӑна ватнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян 14 сехет те 50 минутра Етӗрне ҫывӑхӗнчи кӗпер ҫинче темиҫе машина ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл машина водителӗ руле итлеттереймесӗр хирӗҫ килекен КамАЗпа ҫапӑннӑ. Унтан ҫӑмӑл машина тепӗр машина ҫине пырса кӗнӗ. Аварире пӗр ҫын вилмеллех суранланнӑ. Миҫе ача аманнине тӗрлӗрен хыпарланӑ: 4 е 5. Вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ йӗрке хуралӗ ку ӗҫ-пуҫа тишкерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Канаш муниципаллӑ округӗнчи Кивӗ Шелттем ялӗнче пурӑнакан 29 ҫулти арҫынна Канаш вокзалӗнче ҫаратнӑ. Вӑл, сусӑрскер, унта ашшӗ-амӑшӗпе пулнӑ. Кӗтмен ҫӗртен ун патне палламан ӳсӗр арҫын пынӑ та хӑйне тахҫанхи тусӗ пек тыткаланӑ, ыталаса илнӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл сусӑрӑн енчӗкне кӑларса илнӗ. Унта вара 4 пин тенке яхӑн пулнӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫакна ҫав округрах пурӑнакан, унччен судпа айӑпланнӑ 39 ҫулти арҫын тунине палӑртнӑ. Ӑна тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе кӗҫех суд пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян ирхине Шӑмӑршӑран инҫех мар авари пулнӑ. Руль умӗнче ларнӑ 24 ҫулти хӗрарӑм руле итлеттереймесӗр кювета чӑмнӑ. Хӑй вӑл – Чӗмпӗртен. Салонра ҫур ҫулти ача пулнӑ. Вӑл ятарлӑ люлькӑра выртнӑ. Ӑна пульницӑна тӗрӗслеме илсе кайнӑ. Руль умӗнче ларнӑ хӗрарӑмӑн упӑшки чиперех – аманман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |