Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +28.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ҫул-йӗр

Ҫул-йӗр

Шупашкартан Мускава кайма тухнӑ автобус кювета чӑмнӑ. Ку карлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 23 сехетре пулнӑ.

Пӑтӑрмах Чулхула облаҫӗнче сиксе тухнӑ. Автобус кювета чӑмсан, телее, пассажирсем шар курман. Анчах вӗсен тепӗр автобус киличчен ҫул хӗрринче кӗтсе тӑма тивнӗ.

Водитель каланӑ тӑрӑх, малта авари пулнӑ. Ахӑртнех, тормоз япӑх ӗҫленӗ, ҫавӑнпа автобус кювета анса кайнӑ. Пассажирсем кӑштах суранланнӑ тата хӑранӑ ҫеҫ.

Ҫӗрлехи 1 сехетре пассажирсене урӑх автобуса лартнӑ. Ӑна вӗсем патне Чӑваш Енрен янӑ. Кун хыҫҫӑн пассажирсем Мускава чиперех ҫитнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/view/66358
 

Ҫул-йӗр

Израиль ҫыннин Раҫҫей полицейскийӗсен умӗнче тӳрре тухма тивнӗ. Пакунлисем унӑн багажне ҫавӑрттарнӑ кӑна. Саппасри офицера ИГИЛ организаци ҫумне «ҫыпӑҫтарнӑран» пулса тухнӑ ку…

Ку Израильте пурӑнакан ҫамрӑк Марк Г.-па пулнӑ. Вӑл Раҫҫее килнӗ пулнӑ. «Мускав – Шупашкар» пуйӑсӑн вакунӗнче ларса пынӑ чухне ЦАХАЛӑн саппасри офицерне полицейскисем тытса чарнӑ. Мӗншӗн? Марк вакунра иврит чӗлхиллӗ кӗнеке вуланине пӗр хӗрарӑм курнӑ та сисчӗвленнӗ, тӳрех кирлӗ ҫӗре шӑнкӑравланӑ: пуйӑсра ИГИЛ агенчӗ пырать имӗш.

Маркӑн тӗрлӗ чинри полицейскисене виҫӗ хутчен ӑнлантарма тивнӗ. Юлашкинчен унран каҫару ыйтнӑ та арӑмӗпе ачи патне (Шупашкарта хӑнара пулнӑ вӗсем) янӑ.

 

Ҫул-йӗр

Етӗрне районӗнче Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫӗнӗ ҫул уҫнӑ. Вӑл 2,5 ҫухрӑм, темиҫе яла ҫыхӑнтарать. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.

«Сӑр — Тури Мучар — Чаканар — Ирҫе» ҫула раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Вырӑнти халӑхшӑн ку Ҫӗнӗ ҫул уявӗ умӗн чӑн-чӑн парне пекех пулнӑ. Унта хисеплӗ хӑнасем, пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ.

Ҫул 2,467 ҫухрӑм тӑршшӗ, сарлакӑшӗ — 6 метр. Ӑна тумашкӑн 46333,31 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Етӗрне районӗнче кӑҫал 10 ҫул тума пуҫланӑ. Республикӑри ялсенче пӗтӗмпе 100 ытла объекта хута яма тытӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/view/66341
 

Ҫул-йӗр

Республикӑн конкурентлӑ политика тата тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби ҫитес ҫул валли ҫул укҫине хӑпартассине пӑхса тухмассине пӗлтернӗ. Ҫакна вӑл пассажирсене турттарассин тарифӗсене пӑхса тухма заявлени пулманнипе сӑлтавланӑ. Ырӑ хыпара REGNUM информаци агентстви пӗлтерет.

Общество транспортӗнчи хаксене унччен пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен хӑпартнӑччӗ. Троллейбусри хак ун чух 1 тенкӗ хӑпарса 15 тенке ҫитрӗ, Шупашкарти «маршруткӑсенче» 16 тенкӗрен тӳрех 20 тенке ҫитерчӗҫ. Шупашкар тӑрӑх автобуспа ҫӳреме 16 тенкӗ тӳлемелле.

Ҫул укҫине хӑпартнине пире, пассажирсене, турттарма тӑкаклипе сӑлтавларӗҫ. Кун пирки ЧР конкурентлӑ политика тата тариф службине Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗсем, «Чӑвашавтотранспорт» предприяти тата уйрӑм виҫӗ перевозчик пӗлтернӗ. Тарифсене ҫирӗплетекен ведомство шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, чӑн та, тӑкаклах пулса тухма пултарнӑ. Хака ӳстермесен Шупашкарти троллейбус предприятийӗ кӑҫал 124 миллион тенкӗ тӑкак курма пултаратчӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти — 20 миллион тенкӗ, «Чӑвашавтотранс» — 185 миллион тенкӗ.

Малалла...

 

Ҫул-йӗр

Инҫе ҫула пысӑк тиевлӗ машинӑпа тухакан водительсене ҫул ҫинче ҫӳренӗшӗн укҫа тӳлемеллине хирӗҫ пулса акцие тухнине, вӗсем иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче черетлӗ хутчен акци йӗркеленине пӗлтернӗччӗ.

Аса илтеретпӗр, водительсем чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче кӑнтӑрла Шупашкарти Гагарин палӑкӗ патне пухӑннӑ. 12 тоннӑран ытларах таякан фурӑсен водителӗсем ҫав эрнере иккӗмӗш хут акцие тухнӑччӗ.

Темле пулсан та саккунне йышӑннӑ. Шупашкарта паян «Платон» тытӑмпа ӗҫлекен «штрафомобиле» асӑрханӑ. Вӑл урапа йывӑр тиевлӗ машинӑсен номерӗсем тӑрӑх пӗрлӗхлӗ базӑна кӗрсе вӑл е ку урапа ҫул ҫӳренӗшӗн укҫа тӳленипе тӳлеменнине палӑртать. Мобильлӗ ку комплекссем стационарлисем вырӑнне пулӑшу кӳреҫҫӗ. Стационарлисем хальлӗхе Калуга тата Мускав облаҫӗсенче кӑна пур-мӗн.

 

Ҫул-йӗр

Дальнобойщиксем ҫул ҫинче ҫӳренӗшӗн укҫа тӳлемеллине хирӗҫ пулса акцие тухнине пӗлтернӗччӗ. Водительсем черетлӗ акци йӗркеленӗ.

Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 11-12 сехетсенче Шупашкарти Гагарин палӑкӗ патне пухӑннӑ вӗсем. 12 тоннӑран ытларах таякан фурӑсен водителӗсем ку эрнере иккӗмӗш хут акцие тухнӑ ӗнтӗ.

Гагарин палӑкӗ патне 100 яхӑн ҫын пухӑннӑ. Иртен-ҫӳрен вӗсене чарӑна-чарӑна пӑхнӑ, плакатсене вуланӑ. Сӑмах май, кунашкал акцисем ҫӗршывӗпех иртеҫҫӗ.

Ҫав вӑхӑтрах ЧР Транспорт министерстви 12 тоннӑран ытарах таякан водительсем укҫа тӳлеме тытӑннине пӗлтерет. Укҫа федераци ҫул-йӗр фондне кӗме пуҫланӑ ӗнтӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/view/66220
 

Ҫул-йӗр

Дальнобойщиксем лӑпланман-ха. Вӗсем ҫул ҫинче ҫӳренӗшӗн укҫа тӳлеттернипе килӗшесшӗн мар.

Ӗнер, чӳкӗн 25-мӗшӗнче, фура водителӗсем каллех влаҫа «илттересшӗн» пулнӑ. Каллех акци ирттернӗ вӗсем. Дальнобойщиксем колоннӑпа тӑрса ҫулпа майӗпен пынӑ. Паллах, ку ыттисене вӗчӗрхентернӗ.

Ӗнер водительсем Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспекчӗпе «Ромашка» ҫавра ҫул таран килнӗ. Ҫула тухиччен вӗсем патне ҪҪХПИ экипажӗсем пынӑ та саланма ыйтнӑ. Анчах дальнобойщиксем хӑнк та туман, малаллах кайнӑ.

Анчах полицейскисем ҫула хупӑрласа дальнобойщиксене пӗрерӗн яма тытӑннӑ. Анчах ку та пулӑшман. Пӗр ҫухрӑмранах каллех колонна пуҫтарӑннӑ. Водительсем «Ромашка» ҫавра ҫул патне ҫитсен ҫеҫ саланнӑ.

Палӑртмалла: вӗсем хӑйсене йӗркеллех тытнӑ, ҫул-йӗр правилисене пӑсман.

 

Ҫул-йӗр

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн шӑллӗ аварие ҫакланни пирки тӗнче тетелӗнче калаҫма тытӑннӑ. Вӑл чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 17 сехет те 40 минутра Эгер бульварӗнче пулнӑ. Иномарка ВАЗ-2115 урапапа пырса ҫапӑннӑ.

Аварире 15-мӗш моделӗн 22-ри пассажирки алӑ хуҫнӑ, суранланнӑскере пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ҫынсем курнӑ тӑрӑх, иномарка водителӗ ВАЗ хуҫипе калаҫса татӑласшӑн пулнӑ. Анчах лешӗ килӗшменнине кура вӑл руль умне ларнӑ та Кӑкшӑм урамӗ еннелле вӗҫтернӗ.

Водителе полицейскисем тытса чарнӑ. Дактилоскопи ирттернӗ хыҫҫӑн вӑл камне пӗлме май килнӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 31 ҫулти Ладыков А.О. пулнӑ-мӗн.

Водитель ӳсӗр пулма пултарни ҫиеле тухнӑ. Анчах вӑл медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма хирӗҫ пулнӑ.

Алексей Ладыков кун тӗлӗшпе акӑ мӗн каланӑ: «Ҫапла, вӑл манӑн шӑллӑм. Вӑл ӳссе ҫитӗннӗ ҫын, хӑйех явап тытма пултарать. Ҫывӑх ҫыннисемпе тӑванӗсем халӗ пӗр вӑхӑтрах кулянаҫҫӗ те, намӑсланаҫҫӗ те. Кашниех хӑйӗн айӑпне туять. Ҫавӑнпа аварире шар курнӑ ҫынран кашнинченех каҫару ыйтатӑп. Айӑплин вара саккунпа килӗшӳллӗн явап тытмалла».

 

Ҫул-йӗр

Халӗ, саккунпа килӗшӳллӗн, урапасен хӗлле ҫуллахи шинӑпа ҫӳреме юратмасть. Ҫавӑнпа, ахӑртнех, кашни водителех хӑйӗн «урхамахне» хӗллехи тум «тӑхӑнтартнӑ». Анчах урапа шипли пулсан та чутах инкекпе вӗҫленмен пӗр пулӑм.

Ку Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пулса иртнӗ. Ҫанталӑк сивӗтнӗ май ҫулсем пӑрлакланнӑ. Тӑвалла хӑпармалли ҫул ҫинче Фольксваген урапа каялла чакнӑ. Ҫавӑнпа салонра ларакан упӑшкипе арӑмӗн кайнӑ ҫӗртех сиксе тухма тивнӗ.

Мӑшӑр сиксе тухнӑ чухне аманнӑ. Кун хыҫҫӑн урапа каялла чакса-чакса пынӑ та пӗвене чӑмнӑ. Видеорегистратор салона шыв мӗнле тулнине ҫеҫ ӳкерсе юлнӑ.

ҪҪХПИрен пӗлтенӗ тӑрӑх, ҫав ҫула тӑварлӑ-хӑйӑрла хутӑш сапман. Урапа вара шыва чӑмса самаях сиенленнӗ.

 

Ҫул-йӗр

Ҫул-йӗр инфратытӑмне аталантармалли хушма мерӑсем ҫинчен калакан республика шайӗнче пӗлтӗр йышӑннӑ указа пурнӑҫласа кӑҫал Элӗк районӗнчи 6 ялти урамсенчи ҫула хытарма пӑхнӑ.

Ҫӗнӗ объектсен тӑршшӗ — ултӑ ҫухрӑма яхӑн. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама федераци хыснинчен 15,6 миллион тенкӗ, республика хыснинчен 7,5 миллион тенкӗ, вырӑнти хыснаран 396 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн. Шуркасси Юнтапа, Анаткас Сурӑм, Хитекушкӑнь, Урмай ялӗсенче ку ӗсе пурнӑҫланӑ та ӗнтӗ.

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Кукашни – Юрьевка – Пӗчченхыр» автоҫула та икӗ ҫухрӑма яхӑн хытарнӑ.

Вӑрнар районӗнчи Енӗш ялӗнчи Тӗп урамри ҫула та ҫирӗплетнӗ. Хыснаран 5,73 млн тенкӗ уйӑрнӑ.

Канаш районӗнче вара Алексей Макаров ятлӑ фермер никама та шанса-кӗтсе ларман: Уҫырмари К. Маркс урамӗнчи 850 метр ҫула чул сарнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 50, 51, 52, 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, [60], 61, 62, 63, 64, 65, 66, 67, 68, 69, 70, ...72
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.07.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Утӑ, 02

1921
103
Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ