Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарта пурӑнакан 78 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. Хайхискер такамсем унӑн банкри укҫине хапсӑннине пӗлтернӗ. Ватӑскере кун пирки никама та калама хушман. Палламан ҫын хӗрарӑма банкри укҫине илсе урӑх счетсем ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Ҫапла хӗрарӑм 10 млн тенкӗ куҫарнӑ. Кунпа кӑна ҫырлахман ултавҫӑсем. Хӗрарӑмӑн хваттерне салук хурса такам кредит илме хӑтланать-мӗн. Ӑна хваттере часрах йӳнӗрехпе сутса укҫине куҫарма хушнӑ. Ҫапла хӗрарӑм тепӗр 3 млн тенкӗ куҫарнӑ. Вӑл ултавҫӑсемпе калаҫнине 3 эрнерен кӑна ӑнланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Правительство ҫурчӗ банкетсемпе фуршетсем ирттерме укҫа уйӑрма палӑртнине ӗнер Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫав хыпарта пӗлтӗр ку тӗллевпе хыснаран 1 млн та 250,6 пин тенкӗ кайнине, кӑҫал вара тӑкак ӳсессине каланӑччӗ. Асӑннӑ сумма 2 миллион та 200 пин тенкӗпе танлашассине пӗлтернӗччӗ. Банкетсемпе фуршетсем ирттерме тӳре-шара тендер ирттерессине хыпарланӑ хыҫҫӑн конкурса кӑштахран пӑрахӑҫланӑ. Ҫакна тӳре-шара тендер пирки хыпарланӑ специалист килӗшӳре йӑнӑш цифра кӑтартнипе сӑлтавланӑ. Ҫав этем астумасӑр 2,2 миллион тенкӗ тесе ҫырса хунӑ-мӗн, халӗ ӑна уншӑн явап тыттарасшӑн имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Йӗпреҫ поселокӗнчи 30 ҫулти арҫынна пӗтӗмӗшле режимлӑ юсанмалли колоние 3,5 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Вӑ этем пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче арӑмне тата унӑн 14 ҫулти ывӑлне темиҫе хутчен те хӗненӗ. Тапса-ҫапса пӗтернӗ. Хӗрарӑм пусмӑра чӑтайман — кун пирки полицие кайса пӗлтернӗ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ суд пулса иртнӗ. Арҫынна 3,5 ҫуллӑха кирпӗч шутлама ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян Шупашкарти Максим Горький проспектӗнчи 9-мӗш ҫуртра, общежитире, пушар пулнӑ. Ҫулӑм тухни пирки ирхи 4 сехетре хыпарланӑ. Пушар пӗр пӳлӗмре тухнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ. Пӳлӗм хуҫине, 51 ҫулти арҫынна, тата унӑн 22 ҫулти кӳршине пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Аса илтерер: ҫак общежитире 2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче те пушар пулнӑ. Ун чухне 7-мӗш хутри пӳлӗм ҫуннӑ. Сӑлтавӗ каллех пирус асӑрханмасӑр туртни пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн Паян ҫур ҫӗр иртни 25 минутра Канашра «Киа Спортаге» йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫапӑннӑ. Ку авари Фрунзе урамӗнчи 6-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Патӑрьел районӗнчи водитель руле итлеттереймен – транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Шел те, иномарка водителӗ вилнӗ. Унӑн чӗри пульницӑра тапма пӑрахнӑ. Халӗ патшалӑх автоинспекцийӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Куславкка районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан арҫын пушарта вилнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, каҫхине пулса иртнӗ. Куславкка районӗнчи Паланкасси ялӗнче 55 ҫулти арҫын йывӑҫ пӳртре пӗчченех пурӑннӑ. Килӗнче унӑн ҫутӑ та, газ та пулман. Пӳрте вӑл кӑмака хутса ӑшӑтса пурӑннӑ. Пушара сӳнтерме виҫӗ техника пырса ҫитнӗ. Ҫапах та йывӑҫ пӳрт пурӑнма юрӑхсӑра тухнӑ, кил хуҫи вара вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Катек ялӗ ҫывӑхӗнче нарӑсӑн 11-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре кроссовер кӗпер ҫинчен вирхӗнсе аннӑ. Ҫул пӑрлак пулнӑран, ӑна тасатманран, водитель руле итлеттереймен – кӗпер ҫинчи тимӗр картана пырса тӑрӑнса ҫырманалла ӳкнӗ. Аманнӑ водителе пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вырӑнти халӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫула тасатмаҫҫӗ. Районти ытти ҫул тӗлӗшпе те ҫӑхавсем килеҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн Нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче икӗ арҫын виллине тупнӑ. Иккӗшӗ те 44 ҫулта пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗшӗ те эрехпе наркӑмӑшланнӑ. Пӗр арҫыннин виллине килӗнче тупнӑ. Тепри гаражра выртнӑ. Унччен маларах иккӗшӗ пӗрле эрех ӗҫни паллӑ. Хальхи вӑхӑтра суд экспертизисем тӑваҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн тин йышӑну паллӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерствин архивӗнчи сӑн Ӗнер Шупашкар районӗнчи Турикасси ялӗнче пӗр хуҫалӑхра пушар пулнӑ. Ӑна пула хуҫисем мунчасӑр тӑрса юлнӑ. Ҫулӑм кӳршӗ хуҫалӑх тӑррине, сарайне сиенлетнӗ. Кил хуҫалӑхӗнче пушарта пилӗк чӑх, виҫӗ сурӑх тата пӗр качака вилнӗ. Хальлӗхе пушар мӗнрен тухни паллӑ мар, ӑна уҫӑмлатаҫҫӗ. Ҫак инкек мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине те шутлаҫҫӗ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 144 пушар пулнӑ, вӗсенче 17 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян, нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарта икӗ автобус ҫапӑннӑ. Инкек Мускав проспектӗнче ирхи 7 сехет те 40 минутра пулса иртӗ. 15-мӗш маршрутпа ҫӳрекен «Лотос» автобус 42-мӗш маршрутпа ҫӳрекен «Неман» автобуспа пырса ҫапӑннӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах сӑлтавӗ «Лотос» автобус водителӗн тимсӗрлӗхӗпе ҫыхӑнма пултарнӑ. Инкекре «Неман» автобусри 17 ҫулти пассажир шар курнӑ, ӑна больницӑна илсе кайнӑ. Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Автобус водителӗсем урах пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |