Пӑтӑрмахсем
![]() "На связи" сайтри сӑн Канмалли кунсенче Шупашкарта Ильбеков урамӗнчи общежити ҫуннине, унта 19 ҫулти хӗр вилнине пӗлтернӗччӗ. Уявсем вӗҫлениччен тӗп хулари тепӗр общежитире пушар пулнӑ. Хальхинче Коопераци институчӗ патӗнче, Максим Горький проспектӗнчи ҫуртра. Иккӗмӗш хутри коридорти мачча, стенасем сиенленнӗ. Пӗтӗмпе – 25 тӑваткал метр. Пушара 10 минутран сӳнтернӗ, унта пурӑнакансене эвакуацилеме тивмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарта Шевченко урамӗнче общежити ҫунни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: ҫунакан ҫуртран 26 ҫынна эвакуациленӗ, ҫав йышра 10-шӗ - ачасем. Хӑш-пӗр ҫынна тухтӑрсен палӑшӑвӗ кирле пулнӑ. 19 ҫулти хӗрӗн сывлӑхӗ йывӑр пулнӑ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн ҫӗрӗпе кӗрешнӗ. Анчах, шел те, ӑна ҫӑлма май килмен, вӑл кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче сывлама чарӑннӑ. Унпа паян ӗмӗрлӗхех сыв пуллашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/chuv_prok сӑнӳкерчӗкӗ Паян, кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ирхи 10 сехет те 15 минутра «Шупашкар–Сӑр» ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ. «Kia Rio» ҫӑмӑл машина хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Ford Transit» микроавтобуспа ҫапӑннӑ. Асӑннӑ транспорт Красноармейскинчен Шупашкара 121-мӗш маршуртпа ҫӳрекенскер пулнӑ. Салонта 10 пассажир пулнӑ. Ҫӑмӑл машина рульне тытса пынӑ 1990 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм вилнӗ, инкеке лекнӗ тепӗр 9 ҫын аманнӑ. Ҫав шутра — ҫӑмӑл машинӑри 3-7 ҫулсенчи виҫӗ ача. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Патӑрьел районӗнчи тӗп пульницӑра пушар тухнӑ. Специалистсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пушар сӑлтавӗ — массаж пӳлӗмӗнчи стена ҫине ҫакмалли ӑшӑтмалли хатӗр юсавсӑр пулнинче. Вут-ҫулӑм ҫынсене шар кӑтартман. Ӑшӑтмалли хатӗр ҫунса кайнӑ тата массаж пӳлӗмӗнчи 1 тӑваткал метр лаптӑк сиенленнӗ. Пушар тухнӑ вырӑнтан пациентсене тепӗр уйрӑма куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян 17 сехет ҫурӑра Шупашкар районӗнче, Кӳкеҫре, авари пулнӑ. Телее, никам та вилмеллех суранланман. Анчах васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем 2 ҫулти ачана пульницӑна илсе кайнӑ. Авари ҫул ҫаврӑнӑшӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Рено Логан" светофор хӗрлӗ ҫутнӑ вӑхӑтра кайнӑ, "Тойота Рав 4" машинӑпа ҫапӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Патӑрьел районӗнче пурӑнакан 52 ҫулти арҫын амӑшне хӗнесе вӗлернӗ. Пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн вырӑнти тӗпчевҫисем Ҫӗнӗ ҫул умӗн тӗпчесе пӗтернӗ. Тӑрӑн ялӗнче пурӑнакан арҫын пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи каҫхине ӳсӗр пулнӑ. Ватӑ амӑшӗпе вӑл верандӑра хирӗҫме тытӑннӑ. Ӑна малтан тӗксе янӑ, лешӗ персе ансан пуҫӗнчен хытӑ япалапа хӗнесе пӗтернӗ. Пуҫне суранлатнӑ ватӑ ҫын вилсе кайнӑ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ хыҫҫӑн суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнче ҫӑмӑл машина 71 ҫулти арҫынна ҫапса хӑварнӑ. «Сӑр» автоҫулпа пынӑ «Хендай» водителӗ йӗрке хуралҫисене ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ҫул варрипе утса пыракан ҫынна вӑхӑтра асӑрхаман, вӑл унтан пӑрӑнса иртме пӑхнӑ-ха, анчах машинӑпа ҫынна пырса лекнӗ-лекнех. Инкек 16 сехет те 20 минутра пулса иртнӗ. Шар курнӑ Ҫӗмӗрле арҫыннине пульницӑна ӑсатнӑ, анчах вӑл унта темиҫе сехетрен вилсе кайнӑ. Машина рулӗ умӗнче пулнӑ 54 ҫулти арҫын урах пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян 10 сехетре Вӑрнар райойӗнчи Ершепуҫ ялӗнче микровтобус ҫунма тытӑннӑ. Вӑл Шупашкартан Йӗпреҫе каяканскер пулнӑ. Водитель ҫухалса кайман - ҫулӑма сӳнтерме пуҫланӑ. Салонра пассажирсем пулнӑ. Вӗсем те юр сапса ҫулӑма сӳнтерме пулӑшнӑ. Телее, никам та шар курман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян 12 сехетре Канаш районӗнче пулнӑ аварире ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Водитель 34 ҫулта пулнӑ. А-151 автоҫулӑн 29-мӗш ҫухрӑмӗнче ҫӑмӑл машина водителӗ руле итлеттереймен те транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл КамАЗпа ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машина водителӗ авари вырӑнӗнче вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 103news.com сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер Шупашкар районӗнче 51 ҫулти хӗрарӑм пушарта шар курнӑ. Ӑна Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем пулӑшнӑ. Вут-ҫулӑм Кивҫурткасси ялӗнче алхасма тытӑннӑ. Маларах асӑннӑ хӗрарӑм инкекре пиҫсе кайнӑ. Унӑн ӳчӗн 20 проценчӗ таран шар курнӑ. Вӑл хӑнана пынӑскер пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пушар пирус туртнӑ чух асӑрханманран тухма пултарнӑ. Инкек вӑхӑтӗнче кил хуҫи арҫынни килте пуман. Кӑҫал пирӗн республикӑра 1493 хутчен пушар тухнӑ. Инкекре 70 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 87-ӗн суранланнӑ. 182 ҫынна пулӑшма май килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |