Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян ирхи 9 сехетре Куславкка районӗнче М-7 ҫул ҫинче авари пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Удмурт Республикинчи 45 ҫулти арҫын «Тойота камри» машина рулӗ умӗнче ларнӑ арҫын транспорта итлеттереймен, хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса фурӑпа ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машинӑри пассажир, 38 ҫулти хӗрарӑм, вилнӗ. Унӑн паян ҫуралнӑ кунӗ пулнӑ. 4 ҫулти ачана вара, суранланнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Муркаш районӗнчи Ҫатракасси шкулӗнчи ачасене илсе ҫӳренӗ автобус ҫунса кайнӑ. Вӑл гаражра тӑнӑ. Автобус раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫӗрле ҫуннӑ. Пушарнӑйсем ҫитсен ҫулӑма ҫур сехетренех сӳнтернӗ. Автобус ҫунса кайнӑ. Юрать-ха, гаражра тӑракан трактора ҫӑлса хӑварма май килнӗ. Автобус 2015 ҫулта кӑларнӑскер пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл электрохатӗр юсавсӑр пулнипе ҫунма пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() tbn-tv.com сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрне районӗнче пурӑнакан пӗр инвалида эмел паман. Тӳлевсӗр препаратсемпе районти пульницӑн тивӗҫтерсе тӑмалла пулнӑ. Инвалид чӗрепе юн тымарӗсен чирӗпе нушаланнӑ, вӑл эмелсӗр пурӑнайман. Етӗрне районӗнчи тӗп пульница чирлӗ пациента кӑҫал темиҫе хутчен те эмелпе тивӗҫтермен. Ҫавна пӗлсен прокуратура сывлӑх сиплев учрежденийӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ, тӗп врач тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Инвалида яваплисем тинех кирлӗ эмелсене тӳлевсӗр панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан 35 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫӗрле вӑл 66 ҫулти пӗлӗшӗн хваттерӗнче пулнӑ. Хайхискерсем хирӗҫсе кайнӑ. Ҫамрӑкки ваттине хӗненӗ, лешӗ йывӑр сурансене пула вилнӗ. 35-ри арҫынна тытса чарнӑ. Следстви малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/mchs_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пушарта 86 ҫулти кинемей пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Инкек раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Хулари Красин урамӗнчи 14-мӗш ҫуртри хваттерте вут-ҫулӑм ҫурҫӗр иртни пӗррере алхасма тытӑннӑ. Пушар залра хыпса илнӗ, унти сӗтел-пукан тата ытти пурлӑх ҫунса кайнӑ. Вӑл кӑна-и — инкек 1936 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑмӑн пурнӑҫне татнӑ. Сӑмах май каласан, раштавӑн 24 тата 25-мӗшӗсенче республикӑри тӗрлӗ вырӑнта 5 хутчен пушар тухнӑ. Шӑматкун каҫхине пушар Комсомольски районӗнчи Урамаелти икӗ хуҫалӑхри хуралтӑсене сиенленӗ. Юрать, пӳртсене вут-ҫулӑмран ҫӑлса хӑварма май килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫын кӳршине кӳрентерсе пӗтернӗ. Хӑй ҫамрӑк та мар, 57 ҫулта. Ҫамрӑк чух ҫын хӗрӳ-ха, ҫулсем кайнӑҫемӗн этем тени лӑпланакан, ӑсланакан. Ҫӗнӗ Шупашкарти арҫын тӗлӗшпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах суда, унтан суд приставӗсем патне ҫитнӗ. Приставсем ӑна кӳршинчен каҫару ыйтма хушнӑ. Арҫын каҫару ыйтса ҫырнӑ хута Пӗлтерӳ хӑми ҫине вырнаҫтарнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫынна кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн 15 пин тенкӗ тӳленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Красноармейски районӗнчи Именкасси ялӗнче пурӑнакан 34 ҫулти арҫынна тӗрмене ӑсатнӑ. Вӑйпитти кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче хӑйӗн ватӑ ашшӗне хӗнесе пӗтернӗ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, 47 хутран кая мар пуҫӗнчен тапса ҫапнӑ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн ватӑ ҫынна сакайне пенӗ. Арҫын виллине авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче тупнӑ. Вӑл ҫухални пирки тӑванӗсем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ватта шырама тытӑннӑ. 34 ҫулти вӑйпиттие суд РФ Пуҫле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе явап тыттарса ҫирӗп режимлӑ колоние 10 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Йытӑ вӑрланӑПӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сайтри видеоран илнӗ скриншот Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм нумаях пулмасть хӑйӗн йыттине ҫухатнӑ. Кун пирки вӑл йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Хӗрарӑм пакунлисене ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, «хаски» ӑратлӑ йытта хӑй ӗҫлекен кафе умне кӑкарса хунӑ. Йӗрке хуралҫисем йытӑ вӑрланӑ ҫынна шырама тытӑннӑ. Кӑштахран ҫав йытта Трактор тӑвакансен проспектӗнчи полици уйрӑмӗ умӗнче асӑрханӑ, ӑна хӑйсем патне илсе кӗртнӗ. Йытта кам вӑрланине те кӗҫех тупса палӑртнӑ. Ҫамрӑк мар мӑшӑр ӑнлантарнӑ тӑрӑх, кӑкарса хунӑ йытта вӗсем хӗрхеннӗ, ҫавӑнпа ӑна хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ. Киле такси тытса каяс тенӗ. Машина кӗтсе тӑнӑ хушӑра йытӑ тарса ҫухалнӑ. Халӗ ҫав мӑшӑр тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнчи Янӑш шкулӗн директорне ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн штрафланӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарнӑ. 2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ӗҫ укҫин фончӗн хавхалантару пайне валеҫекен комисси ӗҫ кӑтартӑвӗпе тухӑҫлӑхӗшӗн виҫӗ воспитателе пӗчӗк балл лартса пама йышӑннӑ. Воспитательсенчен пӗри шкул директорӗн тӑван хӗрӗ пулнӑ. Шкул директорӗ хаклава палӑртакан приказа хӑй тӗллӗн улшӑну кӗртсе балсене ӳстерсе панӑ. Ҫапла вара 2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа раштавччен виҫӗ воспитателе хавхалантару укҫине 392 пин тенкӗ ытла йӗркене пӑсса куҫарса панӑ. Суд шкул директорне 25 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнче кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче ҫын виллине тупнӑ. Пакунлисем палӑртнӑ тӑрӑх, арҫынна вӗлернӗ. Тӗпчевҫӗсем усал ӗҫ тунӑ ҫынсене шырама тытӑннӑ. Вӑрах вӑхӑт шыраса тӑман — пуҫтахсене тытса чарнӑ. Вӗсенчен пӗри Сӗнтӗрвӑрри хулинче пурӑнакан 19 ҫулти ҫамрӑк пулнӑ, тепри — унӑн 18 ҫулти пӗлӗшӗ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ирхи 2 сехет тӗлӗнче ӳсӗр ҫамрӑксем хӑйсен пӗлӗшӗпе тӗлпулнӑ, унпа хирӗҫме тытӑннӑ. Ҫамрӑксем арҫынна тапса-ҫапса пӗтернӗ, вӗсенчен пӗри тата шар курни ҫумне арҫын шухӑшӗпе ҫулӑхнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |