Пӑтӑрмахсем
![]() forum.zarulem.ws сайтри сӑн Паян ирхине 8 сехет те 52 минутра Шупашкарта, Пичет ҫурчӗ умӗнче, автобус ҫунса кайнӑ. Вӑл 101-мӗш маршртупа ҫӳрекенскер пулнӑ. Автобус Ҫӗнӗ Шупашкартан килнӗ. Юрать-ха, ҫунма тытӑнсан пассажирсем тухма ӗлкӗрнӗ. Транспорт капот айӗнчен хыпса илнӗ, питӗ хӑвӑрт ҫунса кайнӑ. Пушара пула ҫав вырӑнта троллейбус линийӗ сиенленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи Шевченко урамӗнчи общежитире кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пушар тухнӑ хыҫҫӑн килсӗр-ҫуртсӑр юлнӑ. Инкекре 19-ти хӗр сӗрӗмпе чыхӑнса вилнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗтернӗччӗ-ха. Шар курнисене бюджетран 10-шар пин тенкӗ уйӑрса панӑ. Ӑна илме пурӗ 120 ҫын заявлени ҫырса панӑ, анчах вӗсенчен 79-шӗ ҫеҫ хальлӗхе укҫана илнӗ. Ыттисем кирлӗ документсене тӑратса ҫитермен-мӗн. Инкек общежитири пӳлӗмсенчен пӗринче пурӑннӑ ӳсӗр арҫын пирус туртнине пула тухнӑ иккен. Халӗ ҫынсем вӑхӑтлӑх пурӑнмалли вырӑн шыраҫҫӗ. Хула ертӳҫисем сӗннӗ хӑш-пӗр ҫуртра пурӑнма условисем начар иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр районӗнчи Киря поселокӗнчи врач офисне палӑртнинчен ҫур ҫул кая юлса уҫнӑ. Ӑна 2022 ҫулхи ҫуллах хута яма палӑртнӑ, анчах официаллӑ майпа уҫни пирки раштав уйӑхӗнчи юлашки ӗҫ кунӗнче ҫеҫ пӗлтернӗ. «Ҫыхӑнура» форум пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ офиса тума тытӑничченех ӗҫсем йывӑррӑн пынӑ. Строителе палӑртма аукцион пилӗк хутчен ирттернӗ, ӗҫе пуҫӑнма килӗшекен подрядчик улттӑмӗш хутӗнче ҫеҫ тупӑннӑ. Халӗ ҫав офисра ҫутӑ тата шыв ыйтӑвне тӗппипе татса паман, штата йӗркелесе ҫитермен. Объекта санитарка ҫеҫ пырса ҫӳрет-мӗн. Кун пирки иртнӗ эрне вӗҫӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн республикӑри хастарӗсем пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() foto-ram.ru сайтри сӑн Шупашкарта ҫамрӑк арҫын 7-мӗш хутран ӳкнӗ. Кун пирки Чӑваш Енри ҫӑлавпа шырав служби пӗлтерет. Ку инкек кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 12 сехет те 20 минутра пулнӑ. Арҫын Энтузиастсен урамӗнчи ҫуртра 7-мӗш хутран ӳкнӗ. Юрать-ха, вӑл лавкка тӑррине персе аннӑ. Хайхискер хускалмасӑр выртнӑ. Вӑл урине хуҫма пултарнӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Арҫынна лавкка тӑрринчен антарса васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсене панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче кӑнтӑрла Улатӑрта ҫурт ҫунса кайнӑ. Вӑл виҫӗ ачаллӑ Ударцевсен пулнӑ. Ҫурт арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗ ҫумӗнче вырнаҫнӑ. Ҫемье пуҫӗ унта 20 ҫул ытла ӗнтӗ водительте ӗҫлет. Ҫулӑм ҫурта кӑна мар, мунчана, хуралтӑ таврашӗсене те тӗп тунӑ. Пушар вӑхӑтенче ҫемье докуменчӗсене тата кӑштах япалисене илсе тухса ӗлкӗрнӗ. Мӑнастирьте ӗҫлекенсем шар курнӑ ҫемье валли укҫа пухма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫухалнӑ пулӑҫа шырани пирки, икӗ кунран Атӑл ҫинче унӑн япалисене тупни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 39 ҫулти арҫын кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхи 4 сехетре пулла тухса кайнӑ, анчах киле таврӑнман. Ҫав кун шартлама сивӗ ҫанталӑк тӑнӑ. Ӑна нимеҫӗсем, ытти пулӑҫсем шырама пуҫланӑ. Малтан унӑн япалисене тупнӑ. Ӗнер, кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче, шывран пулӑҫӑн виллине кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Хӗрлӗ Чутай районӗнчи хӗрарӑм Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫухалнӑ. Нумаях пулмасть ӑна тупнӑ. Анчах, шел те, вӑл чӗрӗ мар. Следстви шухӑшӗпе, ӑна вӗлернӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Турханта пурӑнакан 53 ҫулти арҫын, ӳсӗрскер, савнӑ хӗрарӑмӗ патӗнче пулнӑ. Хайхискер унпа вӑрҫӑнса кайсан мӑйӗнчен ҫӗҫӗпе сӗрнӗ. Хӗрарӑм вилнӗ. Арҫын унӑн виллине тӗп сакайне пенӗ те урая паласпа хупланӑ. Тӑванӗсем хӗрарӑма шырама пуҫланӑ. Йӗрке хуралҫисем арҫын патне ҫитсен вилене тӗп сакайӗнче тупнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн архивӗнчи сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче каҫхи 5 сехетре Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче пушар пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Карл Маркс урамӗнчи ҫурт ҫуннӑ. Ҫулӑм верандӑна, хуралтӑ таврашне тӗп тунӑ, пурӑнмалли ҫурта та сиенлетнӗ. Шел те, «хӗрлӗ автан» ҫын пурнӑҫне татнӑ. Пушарта 1942 ҫулта ҫуралнӑ арҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта паян ҫӗрле, 2 сехетре, общежити ҫуннӑ. Ку Семенов урамӗнчи 21-мӗш ҫуртра пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсене эвакуацилеме тивнӗ. Пӗтӗмпе 11 ҫынна урама илсе тухнӑ. Вӗсен йышӗнче виҫҫӗшӗ – ачасем. Пушара 25 минутран сӳнтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм такам чӗртсе янӑран тухнӑ. «Хӗрлӗ автан» коридорта сарӑлнӑ, 6 хваттер алӑкне сиенлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пулӑҫ ҫухални пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхи 4 сехетре пулла кайнӑ. Анчах тӑванӗсем вӑл ӑҫталла ҫул тытнине пӗлмеҫҫӗ. Арҫынна «Лиза Алерт» хастарӗсем шыраҫҫӗ. Пулӑҫ япалисен тупнӑ. Анчах, шел те, хӑйне хальлӗхе тупайман. Паян 11 сехет те 40 минутра Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче, Атӑл ҫинче, унӑн калпакне, пирусне, пӑрине асӑрханӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енре следстви органӗсем хыпарланӑ тӑрӑх, халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |