Персона
![]() Виталий Миттов – паллӑ ҫӗр ӗҫченӗ, Анатолий Миттов художникӑн пултарулӑх эткерлӗхӗн управҫи – куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Хурлӑхлӑ хыпара Геннадий Иванов-Орков ӳнерҫӗ Фейсбукра пӗлтернӗ. Геннадий Иванов-Орков хыпарланӑ тӑрӑх, Виталий Миттов пурне те вӑхӑт уйӑрма май тупнӑ – мӑшӑрне Софья Ивановнӑна, юлашки ҫулӗсене пиччӗшӗн Анатолий Ивановичӑн эткерлӗхне упраса хӑварассишӗн тӑрӑшнӑ. Художникӑн шӑллӗпе ӳнерҫӗ 2012 ҫултанпа туслӑ та ӗҫлӗ ҫыхӑну тытнӑ. Вӗсем иккӗшӗ Виталий Миттовӑн Канаш районӗнчи Сикассинчи килӗнче тӑтӑшах тӗл пулнӑ. Художникӑн архивӗнчи унччен усӑ курман докуменчӗсемпе паха ӗҫӗсене тӗпчесе тӗрлӗ курава илсе кайнӑ, пичетлесе кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Геннадий Медведев. drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нумаях пулмасть, тата уҫӑмлатарах каласан, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Геннадий Медведев 60 ҫул тултарнӑ. Геннадий Павлович пирки театрта Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ пулнисӗр пуҫне драматург, куҫаруҫӑ, педагог тесе пӗлтернӗ. Геннадий Медведев Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче 1961 ҫулхи утӑ уйӑхн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1978-1983 ҫулсенче Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищинче вӗреннӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 1983 ҫултанпа ӗҫлет. Ҫак ҫулсенче вӑл чылай роле калӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Сувар" хаҫат тунӑ сӑн Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Николай Сорокин 80 ҫул тултармаллаччӗ. Анчах, шел те, унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Николай Сорокин Тутарстанри Теччӗ районӗнчи Аслӑ Ӑнӑ ялӗнче 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Хусан университетне пӗтерсен «Советская Татария» хаҫатра ӗҫленӗ, ТАСС информаци агентствин Тутарстанри пайӗнче корреспондентра 36 ҫул тӑрӑшнӑ. 1992 ҫулта вӑл Хусанта чӑвашла радиокӑларӑмсем, чӑвашсен «Сувар» хаҫатне, «Шурӑмпуҫ» литература журналне йӗркелесе янӑ. Вӑл – «Вера древнего народа» документлӑ фильм, «Вечная Волга» роман-трилоги авторӗ, Тутар АССРӗн тата РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗ Валентин Смирнов ҫыравҫӑ-публицист, общество ӗҫченӗ, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем хушшинче паллӑ историк пурнӑҫран уйрӑлса кайни ҫинчен пӗлтернӗ. Валентин Андреевич чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ятне халӑхра анлӑ сарассишӗн тӑрӑшнӑ-мӗн. Паллӑ вӗрентекенӗмӗр ҫинчен вӑл ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗ нумай ҫырнӑ, ҫав шутра «Светильник разума. К 140-летию Симбирской чувашской школы», «Апостол милости Божией. Земной путь И.Я. Яковлева (1848-1930), великого просветителя России и чудотворца земли Чувашской» монографисене асӑнса хӑварма пулать. 2003 ҫултан тытӑнса Валентин Смирнов Иван Яковлевӑн халалне тӗрлӗ чӗлхе ҫине куҫарассипе самай ҫине тӑнӑ. Паянхи куна халала 46 чӗлхене куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче чӑваш ҫыравҫин, драматургӗн, журналисчӗн, «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗн Арсений Тарасовӑн 65 ҫулхи юбилейӗ пулнине эпир пӗлтернӗччӗ. Арсений Тарасов — пултаруллӑ ҫыравҫӑ, ӑслӑ та тарӑн шухӑшлавлӑ ҫын. Ӑсталӑхӗ тапса тӑрать пулин те каппайчӑк та, курнӑҫ та мар вӑл. Шурсухалсем ун пеккисем пирки калашле, ватӑпа ватӑ пек, ачапа ача пек пулма пӗлет. Калем ӑстин литературӑри ӗҫӗ-хӗлӗ 1975 ҫулта пуҫланнӑ. Шӑпах 1975 ҫулта Арсений Тарасовӑн пирвайхи сӑввисем «Тӑван Атӑл» журналта пичетленнӗ. Халӗ унӑн «Вӗлтӗртетсе вӗҫет сарӑ ҫулҫӑ», «Сутнӑ пӳртри юлашки каҫ», «Чӑваш кӗпи» кӗнекисене ҫынсем юратса вулаҫҫӗ. Паян, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ Арсений Тарасовпа портрет-каҫ ирттерӗ. Вӑл 14 сехетре пуҫланӗ. Портрет-каҫа вулавӑшӑн «Ютуб» видео-хостингри каналӗнче тӳрӗ эфирта курма май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сайтри сӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнче пурӑнакан Анна Афанасьевна Рыбакова утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Анна Афанасьевна ҫак ялтах ҫуралса ӳснӗ, 20 ҫул тултарсан качча тухнӑ. Упӑшкипе иккӗшӗ ывӑлпа хӗре кун ҫути парнеленӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан мӑшӑрне фронта илнӗ. Анна Афанасьевна ӑна кӗтсе илеймен – упӑшки ҫапӑҫупа пуҫ хунӑ. Хӗрарӑм ачисене пӗчченех ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ ӑна тивӗҫлӗ канури хӗрӗ пӑхса пурӑнать. Вӑл амӑшӗпе юнашар пулас тесе ҫемйипе пӗрле Шупашкартан куҫса килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Владимир Филиппов телеоператор инсульта пула пульницӑна лекни пирки пӗлтернӗччӗ. Шел те, унӑн пурнӑҫӗ паян татӑлнӑ. Вӑл 72 ҫулта пулнӑ. Владимир Анатольевич пурнӑҫӑн пысӑк пайне чӑваш телекуравне халалланӑ, «Чӑваш Ен» ПТРКра кино- тата видеоператор пулнӑ. 1997-2007 ҫулсенче «Химпром» пресс-службин фотографӗ, видеоператорӗ пулнӑ. Владимир Филиппов «Хыпар» хаҫат премине «Ял ҫыннисем» сӑнӳкерчӗксен серийӗшӗн тивӗҫнӗ, Ҫемен Элкер ячӗллӗ преми лауреачӗ пулнӑ. Владимир Анатольевичпа утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 10 сехетре ҫак адреспа сыпуллашӗҫ: Шупашкар хули, Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ, 4/1 ҫурт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Геннадий Айхи икӗ йӑмӑкӗпе: Луизӑпа (сулахайра) тата Евӑпа Геннадий Айхи йӑмӑкӗ тесен чылайӑшӗ Ева Лисинӑна аса илет. Вӑл чӑвашла Библие кун ҫути параканӗ тата питӗ пултаруллӑ ҫыравҫӑ пулнипе паллӑ (ахальтен-и ун кӗнекисем Анӑҫра та Тухӑҫра – Швецире, Японире тухаҫҫӗ). Вӗсен варринче амӑш варӗнче ӳтленсе ҫут тӗнчене килнӗ Луиза Николаевнӑна пӗлнӗ-и эсир? Пирӗшти пек таса чунлӑ та кукамай пек ыр кӑмӑллӑ ҫынччӗ вӑл! Тен, эсир ӑна палламан та пулӗ, анчах Ева Лисинӑн «Ҫӑкӑр чӗлли» калавне вуланӑ тата унти Лисука астӑватӑр пулсан сирӗншӗн те ют мар вӑл… Луиза Николаевна кӗтрет евӗр ҫутӑ е салху сӑрлӑ ӳкерчӗксем ӑсталатчӗ: вӗсен асамне ӑнкарас тесе темӗнччен-темӗнччен пӑхса тӑраттӑн. Ҫав хайлавсене харшаласа пӗрре пысӑк курав та ирттернӗччӗ. Сире унта ҫитме тӳр килмен пулсан хӑш-пӗр ӳкерчӗкӗпе «Плач по брату: две сесры, две слезинки» (чӑв. Пиччешӗн хӳхлени: икӗ йӑмӑкӗ, икӗ куҫ тумламӗ) кӗнекере курнӑҫма пултаратӑр. Ӗнер ирхине Шупашкарта Луиза Николаевна пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Утӑ уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗнче хаклӑ ҫыннӑмӑр Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньял масарӗнче, пиччӗшӗпе амӑшӗ ҫумӗнче ӗмӗрлӗх канлӗх тупӗ. Халӑх калашле, Ҫӳлти патшалӑхра чунне ҫӑмӑллӑх пултӑр… Сывпуллашас текенсене Республикӑн 1-мӗш пульницин асӑну залне июль уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ирхине 8 сехет ҫурӑна пыма сӗнеҫҫӗ. |
Персона
![]() Арсений Тарасов. hypar.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗн, чӑваш ҫыравҫин, драматургӗн, журналисчӗн Арсений Тарасовӑн 65 ҫулхи юбилейӗ. Арсений Тарасов 1956 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Пӑлакассинче ҫуралнӑ. Вӑл И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн филологи факультетӗнче вӗренсе тухсан Чӑваш телерадио комитетӗнче, унтан пӗр хушӑ Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ, кайран каллех Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанине куҫнӑ. Чылай хушӑ тележурналист пулса ӗҫленӗ — «Тавсси» автор передачине йӗркелесе ертсе пынӑ. Хальхи вӑхӑтра «Тӑван Атӑл» журналта вӑй хурать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() old.chuvsu.ru сайтри сӑн Морис Яклашкин «Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни» сумлӑ та хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Ҫакӑн ҫинчен калакан хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Сумлӑ ята Морис Яклашкина, Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин директорӗн ҫумне, музыка ӳнерӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн пама йышӑннӑ. Морис Яклашкин – хор дирижёрӗ, вӗрентекен, профессор (1999). 1947 ҫулхи авӑнӑн 4-мешӗнче Тӑвай районӗнчи Чутей ялӗнче ҫуралнӑ. 1989 ҫулта Чӑваш АССРӑн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, 1992 ҫулта Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ятсене тивӗҫнӗ. 1997 ҫулта Чӑваш Енӗн патшалӑх премийӗн лауреачӗ пулнӑ.Канашри педагогика училищинче, Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн кӗвӗпе педагогика факультетӗнче, Чулхулари консерваторинче вӗреннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |