Персона
![]() Чӑваш Ен премьер-министрӗ тата Коми Республикин Пуҫлӑхӗ пулнӑ 50 ҫулти Сергей Гапликов ҫӗнӗрен йӗркеленӗ Мускаври пӗр предприятие ертсе пырӗ. Асӑннӑ компани «Техсити Девелопмент» ятлӑ. ӑна «Ростех» патшалӑх корпорацийӗпе «Crocus Group» компанин уҫнӑ. «Техсити Девелопмент» тулли мар яваплӑ мар обществӑна кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мускавра регистрациленӗ. Предприятин пурлӑхӗн 51 процентне «Crocus Group» 51 процент хывнӑ, «Ростех» – 49 процент. Хальтерех йӗркеленӗ предприятин тӗп тивӗҫӗ – инженери ӗҫӗсем, инженерипе техника проекчӗсем хатӗрлесси, ҫак енӗпе сӗнӳ-канашпа пулӑшасси, проектсене епле хатӗрленине тӗрӗслесси. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() ru.vikipedia.org тата sovch.chuvashia.com сайтсенчен илнӗ сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Шупашкарта Лев Кураков академик урамӗ тата Пётр Ивантаев ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ячӗпе асӑну хӑми вырнаҫтарасшӑн. Ӗнер республикӑри хастар ватӑсем ЧНК президенчӗ Николай Угаслов патне сӗнӳ ҫырнӑ. Пӗлтӗр кӑшӑлвируса пула Петр Ивантаев тата Лев Кураков академик пирӗнтен уйрӑлса кайрӗҫ. Вӗсен ырӑ ячӗсене асра тытас тӗллевпе Ваттисен канашӗ Лев Пантелеймонович ятне Шупашкарти пӗр-пӗр урама парсассӑн вырӑнлӑ тесе йышӑнчӗҫ. Петр Васильевич пурӑннӑ М. Горький проспектӗнчи 36-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарма йышӑннине ырларӗҫ. Ҫак ыйтусемпе Шупашкар хулин ертӳҫисем патне ҫырупа тухасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян, пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлекен Николай Дмитриев 60 ҫул тултарнӑ. Николай Алексеевич Ҫӗмӗрле районӗнчи Тарӑнҫырма ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта вӑл М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Унта актёр ӑсталӑхне алла илнӗ. 1983-1991 ҫулсенче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫленӗ. Унтанпа Николай Дмитриев Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ тӑрӑшать. 2014 ҫулта ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче МЧС ветеранӗ Виталий Николаевич Петьков пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 74 ҫулта пулнӑ. Виталий Николаевич 1947 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ ялӗнче ҫуралнӑ. 1972-1973 ҫулсенче вӑл ҫарта пулнӑ. 1977-1991 ҫулсенче Чӑваш АССРӗн парти органӗсенче ертӳҫӗ должноҫӗсенче ӗҫленӗ. 1998 ҫултан пуҫласа 2011 ҫулччен Виталий Петьков Чӑваш Енри Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗ пулнӑ. 2005-2008 ҫулсенче ЧР Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Виталий Николаевичпа ыран, пушӑн 8-мӗшӗнче, 11.30-12.30 сехетре ҫак адреспа сывпуллашӗҫ: Шупашкар, Мускав проспекчӗ, 9-мӗш ҫурт, 9-мӗш корпус. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Росгвардин Чӑваш Енри пуҫлӑхӗ улшӑнӗ. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Наци гвардийӗн Атӑлҫи округӗнчи ҫарӗсен командующийӗпе Александр Порядинпа тӗл пулсан сӑмах хускатнӑ. «Сирӗн патӑра кӗҫех ҫӗнӗ ертӳҫӗ килсе ҫитӗ. Эпир пуҫлӑхсене пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре куҫарма йышӑнтӑмӑр», — тенӗ Александр Порядин. Чӑваш Енри Росгвардин управленине ертсе пынӑ Алексей Ежеев Удмурт Республикинчи управлени пуҫлӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Тимӗр Тяпкинӑн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ, ҫивӗч ӑслӑ-тӑнлӑ, анлӑ тавракурӑмлӑ ҫынсенчен пӗри, Виталий Станьял (Никитин), сумлӑ наградӑна тивӗҫнӗ. Чӑваш тӗнчин шурсухалне «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Виталий Петровича Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗҫен тата архив ӗҫӗн министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗнче чысланӑ. Кӑҫал Культура министерстви 85 ҫулхи юбилейне уявлӗ. Светлана Каликова министр отрасль ветеранӗсене культурӑна аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Августа Уляндинӑна Инстаграмри сӑнӳкерчӗкӗ «Эпӗ юрӑҫ тата педагог пулма ҫуралнӑ», – тенӗ вӑл интервьюсенчен пӗринче. Артист ӗҫӗ ҫӑмӑл маррине вӗренме кӗрсен ӑнланнӑ пулин те пӗр суйланӑ сукмакран ун чух та пӑрӑнман, халӗ те ҫаплах. Сӑмахӑмӑр – Чӑваш Республикин халӑх артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки Уляндина пирки. Ҫӗмӗрле районӗнчи Пӗренеш ялӗнче шӑп та лӑп 50 ҫул каялла ҫут тӗнчене килнӗ вӑл. Артист ӑсталӑхне Чулхулари консерваторире алла илнӗ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче, «Чӑваш Ен» ансамблӗн илемлӗх ертӳҫинче тӑрӑшнӑ. Халӗ вӑл «Ярды» ансамбле ертсе пырать. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче Августа Уляндина пулас сцена ӑстисене те туптать. Пултарулӑх каҫалӑкӗнче унӑн мухтанине те, хурланине те илтме тивнӗ. Критика ӑна пиҫӗхтернӗ ҫеҫ. Августа Уляндинӑна халӑх юратать, кӑмӑлтан йышӑнать. |
Персона
![]() Пушкӑртстанри чӑваш, ученӑй-историк, истори наукисен докторӗ, Пушкӑртстанри патшалӑх медицина университечӗн философи, социаллӑ-гуманитарлӑ дисциплинӑсен кафедрин профессорӗ Ирина Сухарева (Саригель) Галимзян Ибрагимов ячӗллӗ преми лауреачӗн хисеп паллине тивӗҫнӗ. Ирина Сухарева Пушкӑртстанри чӑвашсен историне тӗпчессипе тата асӑннӑ тӑрӑхри халӑхсен наци культурипе йӑли-йӗркине упраса хӑварассипе нумай ӗҫленине палӑртнӑ. Ирина Витальевна Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, Хисеп ячӗсемпе наградӑсемшӗн ӗҫлемест, ҫын ҫине тухма та питех кӑмӑлламасть. «Юратнӑ ӗҫӗме лӑпкӑн ҫеҫ пурнӑҫлама юрататӑп», – тесе ӗнентерет вӑл. Ҫав вӑхӑтрах кӗтмен ҫӗртен чыслани кӑмӑллине пытарман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Дмитрий Семкин Паян, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев патшалӑх наградисемпе чысласси ҫинчен черетлӗ хушу кӑларнӑ. Ӗҫлӗ хутра тӗрлӗ вырӑнта ӗҫлекен виҫӗ ҫынна Чӑваш Республикин Хисеп грамотисемпе чысланӑ, унсӑр пуҫне тава тивӗҫлӗ ятсем пама йышӑннӑ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче тӑрӑшакан Дмитрий Семкин вокалиста «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ят панӑ. Дмитрий Николаевич театрта ӗҫленипе пӗрлех И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи вокал ӳнерӗн кафедрин заведующийӗ пулса тӑрӑшать. Вӑл — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, тӗрлӗ конкурспа фестивальте лауреат ятне тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() journ.chuvsu.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти урамсенчен пӗрне Лев Кураков академик ятне парасшӑн. Кун пирки Чӑваш Республикинчи халӑхсен ассамблейин паян иртнӗ пухӑвӗнче сӑмах хускатнӑ. Аса илтерер: унта ассамблейӑн ҫӗнӗ ертӳҫи пулма РФ Патшалӑх Думин депутатне Леонид Черкесова суйланӑ. Лев Кураков пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ. Чӑваш Енри паллӑ ӑсчах, экономист, политик И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑ. Лев Пантелеймонович 1943 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗнче ҫуралнӑ. Канашри финанс техникумӗнче (1961), Хусанти патшалӑх финанспа экономика институтӗнче (1966) пӗлӳ илнӗ. Аспирантурӑпа доктортантурӑна Мускаври Г.В. Плеханов ячӗллӗ халӑх хуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ, стажировкӑна Берлинра (Аслӑ экономика шкулӗнче) ирттернӗ. 1990 ҫулта ӑна ЧПУ ректорӗн пуканне шанса панӑ. 1997 ҫулта чӑваш Республикин вице-президентне суйланӑ. 1998 ҫулхи кӑрлачпа ҫӗртме уйӑхӗсенче Чӑваш Республикин Правительство председателӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |