Сывлӑх
![]() yakutia-daily.ru сайтри сӑн Кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чаксах пырать. Ку – лайӑх хыпар. Вилекенсен йышӗ те пӗчӗкленет. Паян тепӗр 6 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Ку таранччен 20154 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 18251-шӗ сывалнӑ. Вилекенсен йышӗ 1 пине ҫывхарать: 926 ҫын вируса парӑнтарайман. Юлашки талӑкра 79 ҫын чирленӗ. Ку кӑтарту майӗпен пӗчӗкленсе пырать. Сывалакансем нумайланнӑ: пӗр талӑкра 108 ҫын чире парӑнтарнӑ. Аса илтерер: Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн тепӗр партийӗ килнӗ. Пӗтӗмпе прививка тумалли 35 пункт йӗркеленӗ. Шупашкарта виҫӗ суту-илӳ центрӗнче вакцинаци пункчӗ тӑвасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() «Победа» авиакомпани Шупашкартан Мускава хушма авиарейс уҫма йышӑннӑ. Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропортра хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, хушма рейспа самолет 17 сехет тӗлӗнче ҫула тухмалла. Авиарейс кашни кунах пулмалла. Рейс ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче уҫӑлӗ. Хушма рейспа уҫакан самолет Мускаври «Шереметьево» аэропортӗнче анса ларӗ. Халӗ «Победа» «Внуково» аэропортран Шупашкара килсе каялла та унтах илсе каять. Мускава ҫӳрекенсенчен пӗр пайӗ ҫӗршывӑн тӗп хулинчи «Шереметьево» аэропортне вӗҫме ӗмӗтленни пирки Шупашкарти аэропортӑн Инстаграмри страницинче унччен тӑтӑшах ҫыркалатчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Мускавра пулса иртнӗ пӑтӑрмаха Етӗрне районӗн сучӗ тишкернӗ. «Мускаври метрополитен» Чӑваш Ен арҫыннинчен 63 пин тенкӗ шыраса илнӗ. Иртнӗ ҫулхи кӗркунне Мускаври «Новоясеневская» станцире Чӑваш Ен арҫынни, унта пурӑнаканскер, платформӑн палӑртнӑ йӗрӗнчен шаларах кӗнӗ та тоннеле пуйӑса хирӗҫ аннӑ. Юрать-ха, инкек пулман. Пуйӑс арҫынна тӗкӗрӗпе ҫеҫ лекнӗ. Кун хыҫҫӑн метрона чарнӑ. Ҫавна май тӑватӑ пуйӑс расписанипе каяйман. Ку вара метрополитеншӑн тӑкак. Ӑна судра арҫынран шыраса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
«Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» пуянлатса пынӑ май пӗлмен ҫыравҫӑсен, куҫаруҫӑсен, журналистсен ячӗсене чылай тӗл пулма тиврӗ. Ҫавна май вӗсем пирки сире те пӗлтерес терӗм. Чӑн та, чӑваш ҫыравҫисем пирки хатӗрленӗ чи анлӑ кӗнекесенчен пӗри вӑл — Петӗр Ялкир хатӗрленӗ «Литературный мир Чувашии». Чӑн та пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ, кам-кам кӑна ҫук пуль унта. Ҫавах ӑна ниепле те тулли кӗнеке тесе хаклама ҫук. Вырӑсларан чӑвашла куҫаракансем унта чылай пулин те хӑшӗ-пӗрин ячӗ ҫук ҫав. Пӗрисене шыраса тупайман, теприсем сиксе юлнӑ, виҫҫӗмӗшӗсене, тен, юриех кӗртмен. Акӑ Михаил Рубцовах илес. Николай Гоголӗн, Аркадий Гайдарӑн, Иван Тургеневӑн, тата ытти ытлашшиех те паллӑ мар ҫыравҫӑсен хайлавӗсене пит нумай вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ. Анчах Ялгирӑн справочникне лекеймен. Васильев Иван СтепановичЕлчӗк ҫӗрӗнче ҫуралнӑскер, Елчӗк районӗн «Колхоз ялавӗ» хаҫатӑн яваплӑ секретарӗ. Ӗмӗрӗ унӑн вӑрӑмах пулман, ҫавах Лев Толстойӑн «Казаксем» тата Эммануил Казакевичӑн «Ҫӑлтӑр» повеҫсене чӑвашла куҫарма ӗлкӗрнӗ. |
Вӗренӳ
![]() Нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи пӗр каҫра Чӑваш Енри 400 ытла шкула тӗрӗсленӗ. Правӑна сыхлакан органсенче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗркаҫ каҫхине мина хума пултарни ҫинчен электрон почтӑпа ҫырусем ҫӗршыври тӗрлӗ шкула ҫитнӗ. Чӑваш Енре мӗнпур районти 400 ытла вӗренӳ заведенине тӗрӗсленӗ. Мина хунӑ тени суя сӑмах пулнӑ. Паян ирпе, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, ирхи 7 сехетре Шупашкарти 23-мӗш шкулта мина хунӑ тесе хӑратнӑ. Шкулта ҫв вӑхӑтра пулнӑ 20 ҫынна эвакуацилеме тивнӗ. Нимле мина та тупӑнман. Право хуралӗнче ӗҫлекенсем халӗ суйса шӑнкӑравлакансене палӑртассипе ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсене 5 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта вӗҫӗмех тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ, мӗн те пулин ҫӗннине шухӑшласа кӑларма ӑнтӑлаҫҫӗ. Шкулти «Ӑста калем» кружока ҫӳрекенсем журналистикин пӗрремӗш утӑмне тунӑ май хӑйсене тележурналист вырӑнӗнче туйса курнӑ. Кружок ертӳҫи, шкулта чӑваш чӗлхипе литеатурие вӗрентекен Алина Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, 8 класра вӗренекенсем 9 класс ачисенчен интервью илнӗ. Кружок ертӳҫипе ун пулӑшуҫи Наталья Никифорова аслӑ пионервожатӑй (видео ӳкерессишӗн тата ӑна монтаж туса йӗркене кӗртессишӗн Наталья Станиславовна яваплӑ) малтанхи кӑларӑмра 8 тата 9 класра вӗренекенсене пурне те явӑҫтарас, кӑсӑклантарса ярас тӗллев лартнӑ. Ҫитес кӑларӑмсенче вӗсем шкулти ытти ачана та хутшӑнтарма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Татьяна Акимова — сулахай енче иккӗмӗшӗ. MiRSporta сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш ҫӗрӗн хальхи вӑхӑтри маттур хӗрӗ, халӗ Тӗмен облаҫӗшӗн ӑмӑртакан Татьяна Акимова биатлон енӗпе иртекен Тӗнче чемпионатне хутшӑнӗ. Спортсменсем нарӑс уйӑхӗн 10-21-мӗшӗсенче Словенири Поклюкӑра ӑмӑртӗҫ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине 6 хӗрарӑмпа 6 арҫын кӗнӗ: Светлана Миронова, Евгения Павлова, Ульяна Кайшева, Татьяна Акимова, Ирина Казакевич, Лариса Куклина, Александр Логинов, Матвей Елисеев, Эдуард Латыпов, Антон Бабиков, Евгений Гараничев, Карим Халили. Италири Антхольцра биатлон енӗпе иртнӗ Тӗнче кубокӗн тапхӑрӗнче Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди эстафетӑра пӗрремӗш вырӑна тухнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ылтӑн медале тивӗҫнӗ тӑватӑ биатлонисткӑран пӗри Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Татьяна Акимова пулнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() original-present.ru сайтри сӑн Нумаях пулмасть ЧР Наци вулавӑшӗ ыйтса пӗлмелли службӑна хута янӑ. Вӑл чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ. Вӑл е ку сӑмах чӑвашла мӗнле куҫнине пӗлместӗр-и? Тен, эсир сӑмах е сӑмах ҫаврӑнӑшӗн пӗлтерӗшне ӑнланмастӑр? Ҫак службӑна шӑнкӑравлама пултаратӑр. Унта ҫак номерсемпе шӑнкӑравласа ҫитме пулать: 8(8352) 23-02-17 (146, 147 хушмалла). Вулавӑш ӗҫченӗсем пулӑшу ыйтнӑ ҫынна литература та сӗнме пултараҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли служба ӗҫ кунӗсенче ҫеҫ ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти тӳре-шара хулари коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем епле ӗҫленине тӗрӗслеме тухнӑ. Пуҫлӑхсем нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хулан тӗп пайӗнчи урамсене тӗрӗсленӗ. Тӳре-шара Ленин проспекчӗпе, Ильбек, Маршак, Энгельс тата Чапаев урамӗсене тӗрӗслеме тухнӑ. Вӗсен унти 40 ытли картише кӗрсе тухнӑ. Тӳре-шара куҫӗ тӗлне юр тасатман тротуарсем, вӗренӳ заведенийӗсен умӗсем килнӗ. Кӑлтӑксемшӗн «Дорэкс» акционерсен обществине сӑмах тивнӗ. «Теплый дом», « Кван», «Старко», «Волна» управляющи компанисем картишсене йӗркеллӗ тасатса тӑман, нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗр ҫивитти ҫинчи пӑр тумламне тасатман. «Жилкомсервис-1» тулли мар яваплӑ общество урама тӑварпа хӑйӑр хутӑшӗпе сапман. Йӗркеллӗ ӗҫлемен управляющи компанисене йӗркеллӗ ӗҫлеме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑна кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн 12600 дозине илсе ҫитернине, прививка тумалли 35 пункт йӗркеленине пӗлтернӗччӗ. Чӑваш Ене кӳрсе килнӗ вакцинӑна республипе пайланӑ ӗнтӗ. Нарӑсӑн 5-мӗшӗнче ӑна чи аякри районсене илсе ҫитернӗ. Кӑшӑлвирус сарӑлассипе кӗрешекен оперштабӑн ларӑвӗнче ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Кизилов пӗлтернӗ тӑрӑх, ялта пурӑнакансене вакцинаци тума меллӗ пултӑр тесе пульницӑна санитари автотранспорчӗпе илсе ҫитереҫҫӗ. Хальлӗхе ялти 66 ҫынна пульницӑна прививка тума илсе ҫитернӗ, каялла илсе килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ӑстакассин вырӑсла ятне улӑштарнӑ, «Большое Собачкино» вырӑнне «Астакасы» ят панӑ. | ||
| Чӑваш Республикин Министрсен Советне туса хунӑ. | ||
| Тихӑн Петӗркки, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |