Хулара
![]() Чӑваш Ене 14 ҫӗнӗ троллейбус килсе ҫитнӗ. Вӗсене Ӗпхӳрен кӳрсе килеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов Фейсбукра пӗлтернӗ. Пӗр уйӑхра пирӗн тӑрӑха 19 ҫӗнӗ троллейбус турттарса килнӗ. Иртнӗ эрнере 10 троллейбус илсе килнӗччӗ. Ӗпхӳри савутран кӳрсе килме палӑртнӑ мӗнпур троллейбуса ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен илсе килсе пӗтерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти 52-мӗш ача пахчинчи воспитательсем «Сар хӳтӗлев чикки» темӑпа ачасем валли вылямалли лапам хатӗрленӗ. Ӑна «Юр лабиринчӗсем» ят панӑ. Унта ачасем лабиринт урлӑ сикме, мечӗксем пеме, чупма, выляма пултараҫҫӗ. Ҫапла майпа воспитательсем ачасене историпе те паллаштарма пултараҫҫӗ. Палӑртмалла: Чӑваш Енре 2021 ҫула Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ паттӑрсене халалланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑра кӑшӑлвируспа чирлисене стационарта сиплеме пӑрахӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, унчченхи ӗҫ режимӗ патне таврӑннӑ май пульница малтанхилле ӗҫлеме тытӑнӗ. Кун пирки паян иртнӗ кӑшӑлвируспа кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперштабӑн ларура республикӑн сывлӑх сыхлав ӗҫ министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Алексей Кизилов пӗлтернӗ. «Ҫӗнӗ кӑшӑлвирус инфекцийӗпе Шупашкар район пульницине вырттарассине паян вӗҫлӗпӗр», — тенӗ вӑл. Кӑшӑлвируспа чирлекенсене йышӑнма маларах Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче, Канашри тӗп район пульницинче, Вӑрнар районӗнчи пульницӑра пӑрахнӑ. Хальхи вӑхӑтра 14 медицина организацийӗнчее кӑшӑлвируслисем валли 2400 ытларах койка пӑхса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкарта «Мега Молл», «Каскад», «Мадагаскар» суту-илӳ центрӗсенче кӑшӑлвирусран прививка тума май пулӗ. Кун пирки кӑшӑлвирус сарӑлассипе кӗрешекен оперштаб ларӑвӗнче ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алексей Кизилов пӗлтернӗ. Палӑртмалла: Чӑваш Енре вакцинаци тумалли 35 пункт ӗҫлӗ. Ку эрне вӗҫӗччен тепӗр 10 уҫма палӑртнӑ. Ҫав шутра – ҫӳлерех асӑннӑ суту-илӳ центрӗсенче те. Вакцинаци тумалли пунктсем йӗркелес тӗлӗшпе Чӑваш Ен Атӑлҫи федераци округӗнче 12-мӗш вырӑн йышӑнать. Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре 6698 ҫын кӑшӑлвирусран прививка тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Вӑрмар районӗнчи пӗр шкул директорӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл санитарипе эпидемиологи требованийӗсене пурнӑҫламан тесе шутлаҫҫӗ. Ку Пысӑк Енккасси шкулӗнче тата ун ҫумӗнчи ача пахчинче пулнӑ. Ача пахчинче шӑпӑрлансем, 2-7 ҫулсенчисем, ҫывӑрнӑ. Пӳлӗмре вара сывлӑш температури 15 градус ҫеҫ пулнӑ. Нормативпа килӗшӳллӗн 18 градус пулмалла. Шкулта вара вырӑс чӗлхи тата информатика пӳлӗмӗсенче 14-15 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑнӑ. Ку та нормӑран пӗчӗкрех. Шкул ертӳлӗхӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫурҫӗр тӗлӗнче Шупашкар районӗнче ҫул ҫинчи инкек пулса иртнӗ. Унта юрҫӳренпе автомобиль ҫапӑннӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, юрҫӳрен хирӗҫ пыракан ҫул ҫине астумасӑр тухса кайнӑ. Унта вӑл «Лада Веста» машинӑпа ҫапӑннӑ. Шупашкар хулинче пурӑнакан 36 ҫулти арҫын инкек вырӑнӗнчех вилнӗ, унӑн пассажирне, Шупашкар районӗнче пурӑнакан 36-ри арҫынна, пульницӑна ӑсатнӑ. Ҫапӑннӑ хыҫҫӑн юрҫӳрен хыпса илнӗ. Ҫӑмӑл автомобилӗн 22 ҫулти водителӗ аманман. Вӑл Вӑрнар районӗнчен пулни паллӑ. Вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхӑннӑ. Ҫул-йӗр правилине пӑснӑшӑн пӗлтӗр ӑна темиҫе хут та явап тытарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче сапаланнӑвашсем валли «Эп сирӗнпе, пин-пин чӑваш!» регионсем хушшинчи конкурс ирттерме йышӑннӑ. Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса видеороликсене йышӑнӗҫ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне 2021 ҫулхи халӑх ҫыравне ирттернӗ май йӗркелеме йышӑннӑ. Конкурса шкул ачисем, студентсем тата аслӑрах ҫулхисем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Чӑваш илемлӗ литературинчи пӗр хайлава (е хайлав пайне) чӑвашла хитре вуланине ӳкерсе видеоролик туса mussespel@mail.ru электрон почтӑпа пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен ярса памалла. Поэзи, проза е драма хайлавӗсенчен пӗрне суйласа илме юрать. Ыйтусем пулсан +7-8352-58-08-79 номерпе 09.00-18.00 сехетсенче кашни кун (тунти кунпа вырсарни кунсемсӗр пуҫне) шӑнкӑравлама сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Зоя Ярдыкова ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ каҫ иртӗ. Зоя Ярдыкова артистра, режиссёрта, педагогра ӗҫленӗ. Вӑл — РСФСР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш АССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Зоя Ярдыкова ҫуралнӑранпа паян, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 100 ҫул ҫитет. Муркаш районӗнчи Шаптакра кун ҫути курнӑскер — Чӑваш актерӗсен ГИТИСра пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш студийӗн йышӗнче. Чӑваш драма театрӗнче спектакльсенче вылянӑ вӑхӑтрах режиссурӑна хӑнӑхнӑ. Сумлӑ ҫынна асра тытса театрта «Телейлӗ ҫул пултӑр» театризациленӗ концерт хатӗрлӗҫ. Унта Зоя Димитриевнӑн вӗренекенӗсемпе ӗҫтешӗсен аса илӗвӗсем те пулӗҫ. Пултаруллӑ ҫынна сума сӑвакансене пурне те юбилей каҫне йыхравлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ Шупашкар хулин хавшак сывлӑхлӑ ачасене пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 2-мӗш шкулӗпе пӗрле «Хавшак сывлӑхлӑ ачасене чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентес уйрӑмлӑхсем» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ ирттерӗ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пулӗ. Конференцие Тӗнчери халӑхсен тӑван чӗлхе кунне халаллӗҫ. Конференци программине ҫак ыйтусемпе докладсем кӗртме палӑртнӑ: «Хавшак сывлӑхлӑ ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентмелли майсемпе мелсем»; «Хавшак сывлӑхлӑ ачасен этнокультура компетецине йӗркелесси»; «Хавшак сывлӑхлӑ ачасене вӗрентмелли хальхи технологисем». Конференцие хутшӑнма тӗпчевҫӗсене, аслӑ тата вӑтам шкул преподавателӗсене йыхравлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри олимп резервӗн спорт шкулӗсенче тӑрӑшакан тренерсем уйӑхсерен вӑтамран 22 пин тенкӗ ӗҫ укҫи илеҫҫӗ. Ку вӑл хушма пӗлӳ паракан организацисенче илекенсен шалӑвӗнчен 25 процент пӗчӗкрех. Тренерсемшӗн ҫивӗч ыйтӑва Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Стратеги аталанӑвӗ тата проект ӗҫ-хӗлӗ енӗпе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче хускатнӑ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, шалу виҫине тишкермеллех. Унтан та ытларах — ку ыйтӑва Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗсемпе пӗрле татса памалла тесе каланӑ. Тренерсен шалӑвӗ Федерацин Атӑлҫи округӗнче чи пӗчӗкки иккен. Раҫсейри вӑтам шалуран вара икӗ хут сахалрах. Республика Элтеперӗ тренерсен шалӑвне педагогсемпе пӗрле ӳстермелле саккун йышӑнсан тӗрӗс. Ҫавӑн пек йышӑнӑва ҫӗршыв шайӗнче тумалла. Хальлӗхе вара ыйтӑва республикӑн Финанс тата Спорт министерствисен пӗр шухӑшлӑн пулса татса пама хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |