Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хыпарсем

Культура

Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери балет фестивальне кӑҫал юпа уйӑхӗнче ирттерессине пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ытти ҫулхине ӑна ҫуркунне йӗркеленӗ, кӑҫал кӑшӑлвируса пула май килмен.

Кӑҫалхи фестивале «Хуркайӑк ҫулӗ» балетпа уҫӗҫ. Унӑн либреттине пӗтӗм тӗнчери конкурссен дипломанчӗ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балетмейстерӗ Данил Салимбаев чӑваш юмахӗсене тӗпе хурса ҫырнӑ. Музыкине хайлама Александр Галкин (ӑна «Аттила – халап ҫурални» балет тӑрӑх чылайӑшӗ пӗлет) композитора ыйтнӑ. Шӑпӑрлансенчен пуҫласа ваттисем таранах кӑсӑклантартӑр тесе хатӗрленӗ ӗҫри кӗвве «Аттила – халап ҫурални» балетран кӑшт ҫӑмӑлтарах ҫырма тӑрӑшнӑ. Ҫӗнӗ ӗҫ вӑрӑмах мар икӗ пайран (пӗрремӗшӗ — 40 минут, иккӗмӗшӗ — 35 минута яхӑн) тӑрӗ. Балетра наци кӗввипе те усӑ курнӑ.

Ҫӗнӗ ӗҫӗн балетмейстерӗ – Данил Салимбаев, художникӗ – Валентин Федоров, дирижерӗ – театрӑн илемлӗх ертӳҫи Дмитрий Банаев.

 

Республикӑра
ugra-news.ru сайтри сӑн
ugra-news.ru сайтри сӑн

Ыран – Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ. Ҫавна май Чӑваш Енри юристсен пӗрлӗхӗ акци ирттерӗ – тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫынсене юридици пулӑшӑвне тӳлевсӗрех парӗҫ. Анчах ку ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма пултаракан ватӑ ҫынсене ҫеҫ пырса тивет.

Ыран ваттисем, ҫӑмӑллӑхпа усӑ куракансем, юридици пулӑшӑвӗ илме килмешкӗн пултараҫҫӗ. 1-мӗш тата 2-мӗш ушкӑнри сусӑрсене, сахал тупӑшлӑ ҫынсене ӑна тӳлевсӗрех парӗҫ.

Консультаци ыран, юпан 1-мӗшӗнче, 12-15 сехетсенче иртӗ. Ҫак адреспа пымалла: Шупашкар хули, Ярославль урамӗ, 76-мӗш ҫурт, 515-мӗш офис. Телефон номерӗ: 8(8352)60-55-44.

 

Статистика

Чӑваш Енре пурӑнакансем те пурнӑҫ таппипе тан пыма тӑрӑшаҫҫӗ. Сӑмахӑмӑр — тӗнче тетелне тухни пирки.

Паян, авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Раҫҫейре Интернет кунне палӑртаҫҫӗ. Тӗнче тетелне пирӗн республикӑра пурӑнакансенчен 68 проценчӗ кунсерен тухать. Ку вӑл — пӗлтӗрхи кӑтарту. Цифрӑсене Чӑвашстат 2019 ҫулта ирттернӗ ыйтӑм тӑрӑх пӗлтернӗ.

Халӑхӑн 67 проценчӗн килте компьютер пур. 72 проценчӗ вай-фай ҫыхӑну урлӑ интернета кӗрет.

Тӗнче тетелне кӗрекенсенчен пысӑк пайӗ, 57 проценчӗ, смартфон урлӑ кӗрет, компьютер урлӑ — 42 процент, ноутбук урлӑ — 28 процент, планшет урлӑ — 10 процент, смарт-тв урлӑ — 9 процент, приставкӑсем урлӑ — 1 процент.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CFv6_UMg4gP/
 

Республикӑра

Чӑваш Ен наци музейӗ оринитологие аталантарма пулӑшакан «Птицы и Люди» (чӑв. Кайӑксем тата ҫынсем) коммерцилле мар юлташлӑхпа, ҫавӑн пекех Кайӑксен хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери союзпа (унӑн акӑлчанла ячӗ — BirdLifeInternational) пӗрле кайӑк шутлама чӗнет. Ҫунатлӑ туссене авӑн уйӑхӗн 3-4-мӗшӗсенче шута илӗҫ.

Акцин тӗллевӗ — нимеҫӗсемпе пӗрле кайӑксен йышне палӑртасси. Кайӑксене ятарлӑ маршрутпа шутламалла. Проекта Чӑваш Ен наци музейӗ йӗркеленӗ май кӑсӑклантаракан мӗнпур ыйтӑва унтисем патне шӑнкӑравласа (8352) 62-41-24 е chnm4@rchuv.ru электрон ҫырупа уҫӑмлатма пулать.

 

Ҫул-йӗр

Йӗпреҫ районӗнчи «Нурӑс – Патӑрьел – Елчӗк» ҫула юсама палӑртнӑ. Чӑвашупрдор автоҫула тӗпрен юсаса ҫӗнетес тӗллевпе аукцион ирттерессине пӗлтернӗ.

Ҫула юсама 366 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ку укҫапа 7,38 ҫухрӑма ҫӗнетӗҫ. Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, шыв юхтаракан сооруженисене юсамалла е ҫӗнетмелле, кювета ҫирӗплетмелле, тата ытти ӗҫе пурнӑҫламалла. Кунсӑр пуҫне подрядчикӑн ҫул ҫине паллӑсем вырнаҫтармалла, разметка тумалла, хӳтӗлев картисем тытмалла тата ҫуран ҫӳремелли ҫула лайӑхлатмалла.

Асфальтӑн гарантийӗ 7 ҫулпа танлашӗ. Ҫул маларах арканма тытӑнсан подрядчик ӑна хӑйӗн укҫипе юсӗ. Ҫула ҫитес ҫул ҫӗртме-авӑн уйӑхӗнче ҫӗнетӗҫ, унтан подрядчик канӗ. 2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче каллех ӗҫе пуҫӑнӗ те юпан 31-мӗшӗнче вӗҫлӗ.

 

Политика

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев патшалӑх закупкисене тӗрӗслесе тӑракан пулӑшуҫа палӑртнӑ. Ку тивӗҫе «Раҫҫей патриочӗсем» политика партийӗн регионти уйрӑмӗн лидерӗ, Тӗп суйлав комиссийӗн пайташӗ, Халӑх фрончӗн регионти штабӗн муниципалитет закупкисене тӗрӗслесе тӑракан ушкӑнӑн координаторӗ Владислав Солдатов пурнӑҫлӗ.

Палӑртмалла: вӑл Олег Николаевӑн улттӑмӗш пулӑшуҫи пулса тӑнӑ. Владислав Солдатов штат должноҫӗнче ӗҫлӗ.

Владислав Солдатов малтан ШӖМре ӗҫленӗ, унтан темиҫе ҫӗрте тӑрӑшнӑ. 2005 ҫултанпа «Раҫҫей патриочӗсем» политика партийӗн регионти уйрӑмне ертсе пырать, 2015 ҫултана Халӑх фрончӗн регионти штабӗн пайташӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 18 сехетре Шупашкрата «Богданкӑра», «Кошкино» чарӑну ҫывӑхӗнче, 8 ҫулти арҫын ачана ВАЗ-2110 машина ҫапса кайнӑ.

Арҫын ача светофор хӗрлӗ ҫутнӑ вӑхӑтра ҫул урлӑ чупса каҫнӑ. Ун ҫине машина пырса кӗнӗ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу килнӗ. Тухтӑрсем ачана малтан вырӑнтах пулӑшнӑ. Кайран тӑнне ҫухатнӑ арҫын ачана пульницӑна илсе кайнӑ.

Васкавлӑ медпулӑшу пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ача чӗрӗ, анчах сывлӑхӗ унӑн питӗ йывӑр.

 

Сывлӑх
mnepomog.ru сайтри сӑн
mnepomog.ru сайтри сӑн

Юлашки талӑкра республикӑра 30 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Кун пек хисеп тахҫанах пулман, авӑнӑн 8-мӗшӗнче ҫеҫ чирлисен йышӗ ҫавӑн чухлех пулнине палӑртнӑччӗ. Унтанпа пӗр талӑкра чирлекенсен йышӗ 22-28 ҫын пулнӑ.

Ку таранччен 8570 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 7229-шӗ сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне тепӗр 22 ҫын кӑшӑвируса парӑнтарнӑ. Хальхи вахӑтра 1248 ҫын чирлет, вӗсем килте е пульницӑра сипленеҫҫӗ.

Эпидеми пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 93 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1,06-па танлашать.

 

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн

Паян ирхине 6 сехет те 10 минутра Шупашкарти Алькеш поселокӗнче ҫамрӑк арҫын виллине тупнӑ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 28 ҫулти арҫын ӗнер каҫхи 6 сехетре Гоголь урамӗнчи общежити чӳречинчен тухса ӳкнӗ. Виллине вара тепӗр кун ҫеҫ тупнӑ.

Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫак арҫын Мускавра ӗҫленӗ, вӑл унтан таврӑнсан пӗлӗшӗсемпе эрех ӗҫкеленӗ. Ирхине вара унӑн виллине чӳрече айӗнче тупнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/67032
 

Ҫутҫанталӑк

Чӑваш Енри «Присурский» заповедникра ҫулсеренех тӗрлӗ чӗрчун йышне шутлаҫҫӗ. Чылай чухне йӗр тӑрӑх палӑртаҫҫӗ. Анчах хӑш-пӗр чӗрчун, сӑмахран, упасем, хӗлле ҫывӑрма кӗрсе выртаҫҫӗ. Ҫулла юр ҫук.

Заповедник территорийӗпе чукун ҫул иртет. Йывӑр тивелӗ пӑравуссенчен тепӗр чух типӗ курӑк хыпса илес хӑрушлӑх пысӑк. Ҫавна шута илсе вӑрман хӗррине сухалаҫҫӗ. Ытти ҫул ансӑр йӗрпе сухаланӑ пулсан, кӑҫал ҫак ӗҫе ҫӗнӗ культиваторпа пурнӑҫланӑ. Суха касси ҫинче йӗрсем питӗ лайӑх палӑраҫҫӗ иккен. Чӑваш Ен Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавсем тӑрӑх упасен шутне палӑртма лайӑх.

 

Страницӑсем: 1 ... 1223, 1224, 1225, 1226, 1227, 1228, 1229, 1230, 1231, 1232, [1233], 1234, 1235, 1236, 1237, 1238, 1239, 1240, 1241, 1242, 1243, ... 3746
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра аталантарас тесе тăрăшатăр. Халĕ тĕплĕ план хатĕрлемелле те ăна пăхăнмалла. Кăтарту укçа-тенкĕ илсе килĕ. Юратнă çынпа хутшăнусене лайăхлатмалла. Тен, эсир пĕрле çулçÿреве кайма шутланă?

Юпа, 15

2000
24
Краснова Ирина Мефодьевна, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, журналист вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...