Культура
![]() Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнчен пысӑк экран ҫине «Зоя» фильм проката тухать. Палӑртма кӑмӑллӑ: Зоя Козьмодемьянскаян рольне Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Анастасия Мишина калӑпланӑ. Настя 1993 ҫулта ҫуралнӑ, 2012 ҫулта Раҫҫей театр ӳнерӗн институтне (ГИТИС) режиссер факультетне вӗренме кӗнӗ. Ҫав ҫулах ӑна Владимир Маяковский ячеллӗ театр труппине йышӑннӑ. Настя «Вольф», «Заключение» фильмсенче те ӳкерӗннӗ. Хальхинче Анастасия Мишина Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин историйӗнче ҫырӑнса юлнӑ паллӑ разведчицӑна – Зойӑна – вылянӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() reporter-ua.com сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра пушарсен шучӗ палӑрмаллах ӳснӗ. Иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пирӗн тӑрӑхра «хӗрлӗ автан» 66 хутчен алхаснӑ. Инкек 15 ҫын пурнӑҫне татнӑ. Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Зеленин пӗлтернӗ тӑрӑх, вилекенсенчен ытларахӑшӗ — арҫынсем, пенсионерсем тата ӗҫсӗр ҫынсем. Чӑваш Енӗн Инкеклӗ лару-тӑрӑвӑн патшалӑх комитетӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушарсен шучӗ Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсенче уйрӑмах нумайланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Мускавра пурӑнакан хӗр Инстаграмри хӑйӗн страницинче чӑвашла тумлантарнӑ пуканесене, тӑван халӑхӑмӑрпа ҫыхӑннӑ ытти сӑна тӑтӑшах вырнаҫтарать. «Ырӑ ир пурне те! Пӗчӗк юлташсене чӑваш тумӗ питӗ хитре каять) Килӗшетӗр-и?», «Ытти халӑхӑн тӗрри те, паллах, питӗ илемлӗ. Анчах та тӑван япала капӑртарах та хитререх туйӑнать», — ҫапларах постсем ҫырать маттур пике хӑйӗн ӳкерчӗкӗсен айне. Ксения Кошелева — Чӑваш Енри Йӗпреҫ районӗнчен. Халӗ Мускавра ӗҫлесе пурӑнать. Пултаруллӑ иллюстратор ӳкерме ачаранах юратнӑ, анчах биологипе географи учительне вӗренсе тухнӑ. Художество пӗлӗвӗ пулмасан та пӗлӗшӗсем ыйтсан кӗнекесене те хитрелетет. Тӑван халӑхӑмӑрӑн пуян культурине юратасси Мускава куҫса кайсан тата ют ҫӗршывра пулса курнӑ, ытти культурӑпа паллашнӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ. Ксения планшетра ӳкерет. Унӑн ӗҫӗсем электрон мелпе упранаҫҫӗ. Ӗҫе пуҫӑнсанах пӗр ӳкерчӗкпе эрне таран ларма тивнӗ, халӗ 5-6 сехет татти-сыпписӗр ӗҫлесен вӗҫлет. Унӑн ӳкерчӗкне 40 пин тенкӗпе туянакан та пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Пассажирсене Чӑваш Ен тӗп хулинчен Мускава тата Мускавран Шупашкара турттаракан «Победа» авиакомпани хушма рейссем кӗртме палӑртнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Темиҫе кун каялла Шупашкарти аэропортра расписани ҫывӑх вӑхӑтра уҫӑмланассине хыпарланӑччӗ. Халӗ, чӑн та, паллӑ. Шупашкартан Мускава хушма авиарейссене ҫакӑн пек йӗркеленӗ: — нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 19 сехет те 35 минутра; — нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 16 сехет те 25 минутра; — нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 15 сехет те 20 минутра; — нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 17 сехет те 50 минутра; — пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 15 сехет те 20 минутра; — пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 17 сехет те 50 минутра; — пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 15 сехет те 20 минутра; — пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 17 сехет те 50 минутра; — пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 15 сехет те 20 минутра; — пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 17 сехет те 50 минутра; — пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 15 сехет те 20 минутра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ку таранччен республикӑна кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн темиҫе партийӗ килнӗ. Вӗсене ҫынсене туса пӗтернӗпе пӗрех. Кӗҫех республикӑна тепӗр пысӑк парти ҫитмелле. Пӗтӗмпе – 17,5 пин доза. Ку – «Спутник V» вакцина. Нарӑс уйӑхӗнче тепер парти – 25 пин ытла доза – килмелле. Ҫавӑн пекех «векторлӑ» вакцина ЭпиВакКорона килме пултарать. Ҫапла майпа республикӑри ҫынсем хӑш вакцинӑна тӑвассине суйлама пултараҫҫӗ. Палӑртмалла: вакцинӑсене упрамалли морозильниксем те туяннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() 37.mchs.gov.ru сайтри сӑн ШӖМ ӗҫченне пушарта ҫынна ҫӑлнӑшӑн РФ ШӖМӗн медалӗпе чысланӑ. Ӗҫтешӗсем кун пирки тӳрех пӗлмен. Кӑрлач уйӑхӗнче Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнче ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Полицин аслӑ сержанчӗ Александр Степанов дежурствӑран таврӑннӑ чухне тӗтӗм тухнине асӑрханӑ. Ҫывӑхарах пынӑ та тайкаланакан ҫынна курнӑ. Вӑл шалта пӗлӗшӗ пулнине каланӑ. Полицейски чӳречерен кӗрсе 55 ҫулти арҫынна уҫӑ сывлӑша илсе тухнӑ. Тумӗ ҫунса кайнине, брелокӗ ирӗлнине кайран тин асӑрханӑ. Кайран вӑл ҫӑлавҫӑсене пушара сӳнтерме пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() photosight.ru сайтри сӑн Ҫӗрпӳре пурӑнакан арҫын пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмен ҫӗр лаптӑкӗнче наркотиклӑ ӳсен-тӑран ӳстернӗ. Куншӑн вӑл судра явап тытнӑ. Пӗлтӗр ҫу уйӑхӗнче вӑл тӗнче тетелӗ урлӑ наркотиклӑ ӳсен-тӑранӑн вӑррине саккас панӑ. Унтан ӑна Тӗнсӗр ялӗ ҫывӑхӗнчи пушӑ лаптӑк ҫине акнӑ. Хайхискер пӗр эрне унта велосипедпа темиҫе хутчен кайса килнӗ, ӳсен-тӑрана киле татса пынӑ. Полицейскисем килте ухтарнӑ чухне 1 килограма яхӑн наркотиклӑ ӳсен-тӑран тупнӑ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, ӳкӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 14 сехетре, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Чун хӗлхемӗ – халӑха!» курав уҫӑлӗ. Ӑна Раиса Сарпи сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ. Раиса Васильевна 1951 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшнче Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ. Поэт, прозаик, драматург, тӑлмач. Хайлавӗсене Раиса Сарпи чӑвашла та, вырӑсла та ҫырать. Вӑл — 50 ытла кӗнеке, 300 юрӑ, чӑваш театрӗсенче лартнӑ 10 пьеса авторӗ. Унӑн хайлавӗсем шкул программине, литература хрестоматийӗсене кӗнӗ. Сӑввисене тӗнчери чылай чӗлхе ҫине куҫарнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствинче ача-пӑча литературин редакторӗнче, Пукане театрӗнче литература пайӗн заведующийӗнче, хӗрарӑмсен «Пике» журналӗн редакторӗнче, «Путене» ача-пӑча журналӗн редакторӗнче ӗҫленӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра преподаватель пулнӑ. Раиса Сарпи – Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ, тӗрӗк халӑхӗсен Нежип Фазыл ячӗллӗ премийӗсен лауреачӗ. Ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путин хушӑвӗпе Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ пулма Альберт Савинцев полковника шаннӑ. Альберт Анатольевич Савинцев Мари Элта 1969 ҫулта ҫуралнӑ. Хӑрушсӑрлӑх службин органӗнче 1994 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Чӑваш Ене киличчен Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин тӗп аппаратӗнче тӑрӑшнӑ. Ҫак ҫулсенче вӑл патшалӑхӑн тӗрлӗ наградине тивӗҫнӗ. Федерацин хӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленине 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнченпе ертсе пынӑ Игорь Кобыляченко генерал-майор урӑх должноҫе куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш журналистики пуҫланса кайнӑранпа кӑҫал 115 ҫул ҫитрӗ. ҫак дата чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗ «Хыпар» пуҫласа пичетленнипе ҫыхӑннӑ. Вӑл паян, 1906 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Хусанта кун ҫути курнӑ. 2021 ҫулта сакӑр пичет кӑларӑмӗ 90 ҫулхи юбилейне уявлӗ: «Тантӑш» ача-пӑча хаҫачӗ, «Тӑван Атӑл» журнал, Патӑрьел районӗнчи «Авангард», Канаш районӗнчи «Канаш», Куславкка районӗнчи «Ялав», Вӑрмар районӗнчи «Хӗрлӗ ялав», Парачкав районӗнчи «Порецкие вести», Комсомольски районӗнчи «Каҫал ен» хаҫатсем. «Хресчен сасси» 30 ҫулхине уявлӗ. Радио калаҫма тытӑннӑранпа кӑҫал 95 ҫул ҫитет, Чӑваш Енри телекурава йӗркеленӗренпе — 60 ҫул. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |