Статистика
![]() life.vesti14.ru сайтри сӑн Виҫӗмҫулхипе танлаштарсан, пӗлтӗр Чӑваш Енре эрех-сӑрапа наркӑмӑшланса вилнисен йышӗ 1,6 хутчен ӳснӗ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, эрехпе наркӑмӑшланнӑ кашни иккӗмӗш ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Пӗлтӗр республикӑра 598 ҫын эрехпе наркӑмӑшланнӑ. 409 ҫын этанолпа наркӑмӑшланнӑ, метанолпа – 26 ҫын. Ытти спиртпа 3 аптӑраса ӳкнӗ, паллӑртман спиртпа 160 ҫын наркӑмӑшланнӑ. Пӗлтӗр 17 ҫул тултарман 57 ача эрехпе аптӑранӑ, вӗсенчен ҫурри ытларахӑшӗ 14 ҫул тултарманнисем. 2020 ҫулта республикӑра 293 ҫын эрехпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() zasekin.ru сайтри сӑн Республикӑра Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ нумайланнине палӑртнӑ. Юлашки талӑкра ав 112 ҫын инфекциленнӗ. Унччен ку кӑтарту 100-тен пӗчӗкрех е кӑшт пысӑкрах пулкаланӑччӗ. Паянхи кун тӗлне республикӑри 18067 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 16243-шӗ сывалнӑ. Вилекенсем 700-тен иртнӗ – 712 ҫын. Юлашки талӑкра 10 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Сывалакасем 89-ӑн пулнӑ. Кӑрлач уйӑхӗнче 1184 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвирус диагнозӗ ҫирӗпленнӗ 1112 ҫынна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Паян Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнче 15 сехетре ҫынсем виҫӗ пӑшие асӑрханӑ. Малтанах вӗсен йӗлтӗр бази патӗнче курнӑ, унтан – поселокри паркра. «Про Город» хаҫата вӗсене видео ӳкерсе ярса панӑ. Ҫӗнӗ Лапсарта пурӑнакан хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, малтан пӗр пӑши ҫеҫ пулнӑ. Кӑштахран тепӗр иккӗн ҫитнӗ, пӗрремӗш килнӗ пӑшие шырама тытӑннӑ. Пӑшисем хӑрамасӑрах поселокри урамсем тӑрӑх чупнӑ. Ҫынсем вӗсем ҫине пӑхса тӗлӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() gap.archives21.ru сайтри сӑн Пӗлтӗр Варнава митрополит пурнӑҫран уйрӑлчӗ. Шел те, вӑл хӑйӗн иккӗмӗш кӗнеки кун ҫути курнине курайман. Иккӗмӗш кӗнеке нумаях пулмасть ҫутта тухнӑ. Пӗрремӗшӗ 2016 ҫулта тухнӑ. Пӗрремӗш кӗнеке 1 пин экземплярпа тухнӑ. Ӑна хӑвӑртах туянса пӗтернӗ. Хальхинче кӗнеке 3 пин тиражпа кун ҫути курнӑ. Чӑваш митрополийӗ вӑл Чӑваш Енри Турра ӗненекен кашни ҫемьене ҫитессе шанаҫҫӗ. Кӗнекере – владыкӑн асаилӗвӗсем. Варнава 70 ҫул ытла Турра ӗненсе ҫынсемшӗн тӑрӑшнӑ. Аса илтерер: вӑл пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑшӑлвируспа чирленӗ хыҫҫӑн пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 89 ҫулта пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() YouTube сайтри сӑн Руль умӗнче ача ларнӑ. Ҫапла, ку Шупашкарта пулса иртнӗ. Видео ҫак кунсенче тӗнче тетелӗнче сарӑлнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак водителе административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ пӗчӗк ачана чӗрҫи ҫине лартнӑ та руль тыттарнӑ. Машина Мускав проспекчӗпе ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗ еннелле кайнӑ. Ача ашшӗн чӗрҫи ҫинче ларса пынӑ чухне сиккелесе пынӑ, руле кӑшланӑ. Куншӑн водитель явап тытнӑ. Ӑна 3 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Каярахпа ашшӗ ҫакна мӗншӗн тунине ӑнлантарнӑ. Ачи нӑйкӑшнӑ-мӗн, вӗсем ӑна лӑплантарас тесе руль умне лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ кӑшӑлвирусран хӑҫан прививка тӑвассине пӗлтернӗ. Олег Николаев прививкӑна паян тесен паян тутарма хатӗррине ӗнентернӗ, анчах вакцинаци витӗр тухас текенсем республикӑра йышлӑран черет вӑрӑм имӗш. Кунсӑр Элтеперӗн ӗҫ нумай, унта-кунта тухса кӗме палӑртнӑ. «Прививка хыҫҫӑн врачсен тӗрӗслесе тӑмалла. Вакцинациччен тухтӑрсен тӗрӗслемелле», — тенӗ республика ертӳҫи. Ун валли вӑхӑт кирлине палӑртнӑ. Олег Николаев привикӑна нарӑс уйӑхӗнче тутарма палӑртнӑ иккен. Ун чухне Элтеперӗн командировкӑсем вӗҫленӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() artichox.com сӑнӳкерчӗкӗ Патӑрьел районӗнчи 55 ҫулти арҫын ҫӗршывӑн тепӗр регионне, Ростов облаҫне, ӳпке-пӗвер ӑсатас тенӗ. Пулӑшма килӗшекен те тупӑннӑ. Патӑрьел тӑрӑхӗнчи арҫын мӑйракаллӑ шултра выльӑхӑн ӳпке-пӗверне пурӗ 4 тоннӑна яхӑн тиесе янӑ, ҫул укҫи тӳленӗ. Анчах тавар кирлӗ ҫӗре ҫитеймен. Чӑваш Енри арҫын 1,7 миллион тенкӗлӗх шар курнӑ. Тавара тиесе кайнӑ ҫынпа ҫыхӑнма май килменрен Патӑрьел тӑрӑхӗнчи усламҫӑ Шалти ӗҫсен министерствин вырӑнти пайӗн ӗҫченӗсене пулӑшма ыйтнӑ. Пуҫиле шырав пайӗн ӗҫченӗсем Краснодар тӑрӑхӗнчи 41 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Хайхи этем тавара Волгоград облаҫӗнче сутса хӑварнӑ иккен. Сӑмах май каласан, вӑл унччен судпа айӑпланнӑскер пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян ирхине Шупашкарта 15-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус Воробьев тата Карл Маркс урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта юпа ҫине пырса тӑрӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Автобус водителӗ светофорӑн симӗс ҫути ҫутнӑ вӑхӑтра кайса ӗлкӗрес тенӗ те транспорта пӑрайман. Паян кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче те ҫакнашкалах авари пулнӑ. Унта 46-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус юпа ҫине пырса кӗрсе йывӑҫсем патӗнче чарӑннӑ. Хальлӗхе мӗншӗн кунашкал пулса тухни паллӑ мар. Ҫакӑ паллӑ: 46-мӗш тата 15-мӗш маршрутсем «ТМК-1» компанин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() rv-ryazan.ru сайтри сӑн Пандеми пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре кӑшӑлвируса пула 702 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Юлашки талӑкра 12 ҫын каварлӑ вируса пула вилнӗ. Паянхи кун тӗлне 17955 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 16154-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 78 ҫын чире парӑнтарнӑ, 109 ҫын кӑшӑлвирус ҫаклатнӑ. Аса илтерер: нумаях пулмасть республикӑна кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн тепӗр партийӗ килнӗ. Хальлӗхе хӗрлӗ зонӑри тухтӑрсене, вӑраха кайнӑ чирпе нушаланакансене прививка тӑваҫҫӗ. Кӗҫех массӑллӑ вакцинаци пуҫланмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() entrepreneur.com тата pikabu.ru сайтсенчи сӑнӳкерчӗксемпе хатӗрленӗ коллаж Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен Раҫҫейрен тӑватӑ ҫӗршыва самолетсем вӗҫме тытӑнӗҫ. Ун чухне Вьетнама, Индие, Катара тата Финляндие кайма май килӗ. Асӑннӑ ҫӗршывсене самолетсем вӗҫтерме кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен ҫӗршыври оперштабӑн ларӑвӗнче йышӑннӑ. Индири Ханой тата Дели хулисене авиарейссене Мускавран эрнере икӗ хут йӗркелӗҫ, Катарӑн тӗп хулине Дохӑна — виҫӗ хутчен. Финляндин тӗп хулине, Хельсинкине, Санкт-Петербургран та, Мускавран та самолетсем эрнере икшер хут вӗҫӗҫ. Кунсӑр пуҫне Египетри Каира самолетсем эрнере пилӗк хутчен вӗҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |