Пӑтӑрмахсем
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче ҫул-йӗр инспекторӗсем ӳсӗр водителе хӑваланӑ. Пӑтӑрмах Ҫӗнӗ Тутаркасси поселокӗнче пулса иртнӗ. «УАЗик» автомобиль водителӗ йӗрке хуралҫисем чарӑнма хушнине итлемен — урам тӑрӑх вирхӗннӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем машинӑран юлман — ун хыҫҫӑн хӑваланӑ. «УАЗик» юрлӑ ҫулпа вӑрах тарайман — лакса ларнӑ. Йӗркене пӑхӑнман водитель тӗлӗшпе административлӑ темиҫе материал шӑрҫаланӑ. Водительтӗлӗшпе ӳсӗр пуҫпа руль умне ларнӑшӑн ҫеҫ мар, РФ Пуҫиле кодексӗн 264-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе те ӗҫ пуҫарнӑ. Йӗрке хуралҫисем чарма ыйтнине пӑхӑнман водителе самай тенкӗлӗх штрафлама юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() russian.cgtn.com сайтри сӑн Ӗнер республикӑра кӑшӑлвирусран 11 ҫын вилнӗ тӗк паян миҫе ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлни пирки пуҫ ватма та кирлӗ мар – 10-шӗн. Мӗншӗн тесен юлашки эрнесенче вируса пула вилекенсен йышӗ ялан пер пек: 10, 11, 10, 11, 10, 11… Юлашки талӑкра 90 ҫын инфекциленнӗ. Сывалакансем 88 ҫын пулнӑ. Ку таранччен Чӑваш Енре 17275 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 15616-шӗ сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне кӑшӑлвирус 622 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Раҫҫейре юлашки талӑкра 23309 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ыран, кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче, кӑнтӑр енчен циклон килнӗ май республикӑра ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Юр ҫӗрлех ҫума тытӑнӗ, кунӗпе те чарӑнмӗ. Уйрӑмах кӑнтӑрлаччен вӑйлӑ вӗҫтерӗ. Пӗр талӑкра Шупашкарта 5-10 сантиметр хулӑнӑш юр ҫуса лартма пултарӗ. Ыран ҫул ҫинче хӳсе лартӗ, 500 метртан аяккарах курӑнмӗ, ҫавӑнпа водительсене асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Тунтикун Ҫӗпӗр енчен сивӗ сывлӑш килме тытӑнӗ. Кун каҫа термометр 20 градус таран анӗ. Ҫил майӗпен лӑпланӗ, ытларикун 25 градус таран сивӗтӗ. Ҫитес эрнере сывлӑш температури ирсерен тата каҫсерен 30-35 градус таран анӗ. Ҫулсем пӑрлак пулӗҫ, вырӑнӑн-вырӑнӑн юр выртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче каҫхи пӗр сехет тӗлӗнче машина инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах пирки Шалти ӗҫсен министерствин Ҫӗрпӳри уйрӑмне пӗлтернӗ. Инкек «Атӑл-Сӗнтӗрвӑрри-Кӑнар» автоҫул ҫинче пулса иртнӗ. «Киа» машина ҫул айккине кӗрсе ӳкнӗ. Автомобилӗн 20 ҫулти водителӗ ҫул ҫине сиксе тухнӑ тилӗрен пӑрӑнас тенӗ. Юр ӑшне лакса ларнӑ машинӑна кӑларма май килменрен каччӑ йӗрке хуралҫисем патне шӑнкӑравланӑ. Инкек вырӑнне пырса ҫитнӗ полицейскисем машинӑна туртса кӑларма пулӑшнӑ. Водитель вӗсене чунтан тав тунӑ, унтан вӑл хӑй тухнӑ ҫулпа васканӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӗрремӗш канал Чӑваш Енри вӑрман касакан хӗрарӑма кӑтартӗ. «Доброе утро»(чӑв. Ырӑ ир) телекӑларӑмра Галина Житовӑпа паллаштарӗҫ. Репортажа Йӗпреҫ вӑрман хуҫалӑхӗнче ӳкернӗ. Сюжет эфира кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче тухмалла. Маларах ку професси хӗрарӑмсен шутланман. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн темиҫе профессие хӗрарӑмсем те алла илейӗҫ. Галина Житова — Чӑваш Енри вӑрман касакан пӗрремӗш хӗрарӑм. Вӑл икӗ ҫул ӗнтӗ вӑрман касать. Ун валли ятарлӑ пӗлӳ тата удостоверени илнӗ. Хӗрарӑмӑн ашшӗ те ӗмӗрӗпех вӑрман каснӑ. Галина журналистсене каланӑ тӑрӑх, профессие вӑл ашшӗне кура суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса Т. Ташней хатӗрленӗ коллаж Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистки Любовь Федорова кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 70 ҫул тултарать. Любовь Владимировна Шупашкар районӗнчи Лапсар ялӗнче ҫуралнӑ. 1972 ҫулта Ленинградри А.Н. Островский ячӗллӗ театр, музыка тата кинематографи институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Артистка унта 49 ҫула яхӑн тӑрӑшать. Чӑваш культурипе ӳнер аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн 1988 ҫулта ӑна «Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ», 1996 ҫулта «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ», 2005 ҫулта «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ятсем панӑ. Любовь Федорован юбилей каҫӗ кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче иртӗ. Мероприяти 18 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре авӑн уйӑхӗнче Элтепере суйларӑмӑр. Раштав уйӑхӗнче следовательсем Патӑрьел районӗнчи 303-мӗш суйлав участокӗн экс-председателӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак ҫын суйлавҫӑсен списокне тата бюллетеньсене суя хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех суйлавҫӑсен шутне тӗрӗс мар шутланӑ. Сӑмах май, 303-мӗш суйлав участокӗ Патӑрьелти 1-мӗш шкулта вырнаҫнӑ. Палӑртмалла: суйлав иртсе кайнӑ хыҫҫӑн пӗтӗмпе 5 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Чӑваш Енре Тӗп суйлав комиссийӗ йӗрке хуралҫисене пулӑшса пынине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() pulmonologi.ru сайтри сӑн Пӗр кун 10, тепӗр кун 11, кайран каллех 10, унтан 11… Кӑшӑлвирус статистики вилнисен шутне юлашки вӑхӑтра ҫапла кӑтартать. Ӗнер 10 ҫын вилнӗччӗ, паян – 11. Раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнченпе республикӑра кашни кунах вирусран 10-11 ҫын вилет. Паянхи кун тӗлне 17185 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 15528-шӗ сывалнӑ. Вилнисен йышӗ 612 ҫынна ҫитнӗ. Юлашки талӑкра 95 ҫын инфекциленнӗ, 122 ҫын сывалнӑ. Кӑшӑлвирус диагнозӗ ҫирӗпленнӗ 1045 ҫын сипленет. Унсӑр пуҫне ӳпке шыҫҫипе аптӑракансем нумаййӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() bk55.ru сайтри сӑн Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫул ытти чухнехичнен ӑшӑрах килнӗ. 2021 ҫул вара пӗлтӗрхинчен 1 градус сивӗрех пулмалла. Ку малтанах сивӗ хӗлпе ҫыхӑннӑ. Кӑрлач уйӑхӗнче термометр 30 градусран аяларах анӗ. Кун пекуки юлашки 4 ҫулта пулман. Иртнӗ ҫуллана пӑхас тӑк, ку уйӑхра 35 градус та сивӗ пулас хӑрушлӑх пур. Кӑҫалхи ҫулла утӑ уйӑхӗ чи шӑрӑххи пулӗ. Ака тата ҫурла уйӑхӗсенче нӳрӗк сахал пуласса пӗлтереҫҫӗ. Пӗлтӗр вара шӑпах ҫак уйӑхсенче ҫумӑр нумай ҫунӑ. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов каланӑ тӑрӑх, кӑҫал 2009 ҫулти пек пулма пултарӗ – ун чухне типӗ ҫанталӑк тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Раҫҫей тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Ен Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, балет сценин чӑн-чӑн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ Ольга Серегина хӑйӗн юбилейне паллӑ тунӑ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Серегина пилӗк теҫеткене яхӑн спектакльсемпе концерт программисене илемлетет, классика балечӗн асамлӑхӗпе килентерет. Ольга Витальевна 1975 ҫулта Ленинградри А.Я. Ваганова ячӗллӗ академи хореографи училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах Шупашкарти оперӑпа театрӗн балет труппинче ӗҫлеме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |