Хулара
![]() Паян Шупашкар хулинче автобус юпа ҫине пырса тӑрӑннӑ. Инкек пирки «Про Город» хаҫат пӑтӑрмаха асӑрханӑ ҫын хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ. Пичет кӑларӑмӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, инкек ирхи 8 сехет те 25 минутра Шупашкарти Воробьев композиторсен урамӗнче пулнӑ. Асӑннӑ урамри «Воробьев композиторсен урамӗ» чарӑнура 15-мӗш маршрутпа ҫула тухнӑ автобус юпа ҫине пырса кӗнӗ. Пӑтӑрмаха асӑрханисем пӗлтернӗ тата сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан автобусӑн малти пайӗ сиенленнӗ. Инкек вӑхӑтӗнче троллейбуссем чарӑнса ларнӑ. Ҫынсем шар курнипе курманни пирки уҫӑмлӑн пӗлтермен. «Аманман пулмалла», — тесе ҫеҫ ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Плач по брату» кӗнеке хуплашки Нумай пулмасть «Дети Ра» литературӑпа илемлӗх журналӗнче (Сарӑтура никӗсленнӗ, Мускавра тухать) Ева Лисина хатӗрленӗ «Плач по брату» (чӑв. Пиччешӗн хӳхлесе) кӗнекен хаклавӗ тухнӑ. Ӑна журналӑн кӑҫалхи 1-мӗш номерте пичетленӗ. Сергей Бирюков хӑйӗн хаклавӗнче кӗнекене питӗ аван мелпе хатӗрлени пирки палӑртнӑ — Генадий Айхин йӑмӑкӗсен тексчӗ те, ӳкерчӗкӗсем те пӗр-пӗринпе питӗ килӗшӳллӗн вырнаҫни пирки ҫырнӑ. Аса илтерер, «Плач по брату» кӗнеке-альбом 2020 ҫулта «ПрофБизнесПечать» издательствӑра тухнӑ. Унта Ева Лисинӑн хӳхлев тексчӗсем тата Луиза Николаевна Юманккан ӳкерчӗкӗсем вырнаҫнӑ. Кӗнекене вӗсем хӑйсен пиччӗшне, Геннадий Айхине халалланӑ. Умсӑмахне Атнер Петрович Хусанкай ҫырнӑ. Сергей Бирюков — сӑвӑҫ, филолог, культуролог, саунд-поэт, перформер, вырӑс авангарчӗн тӗпчевҫи тата теоретикӗ. Берлинри Пӗтӗм тӗнчери литература конкурсӗн, Берлинри Иккӗмӗш лирикспартакиадӑн тата А.Кручёнов ячӗллӗ Пӗтӗм Тӗнчери литература премийӗн лауреачӗ; М. Волошин ячӗллӗ поэзи конкурсӗн дипломанчӗ; «XXI ӗмӗрти ҫыравҫӑ» преми лауриачӗ. Зауми Академийӗн никӗслевҫи тата президенчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленине нумаях пулмасть пӗр ҫӑхав ҫитнӗ. Унта Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Пухтанкасси ялӗ патӗнче ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗр ҫинче хӑйӑр кӑларнине евитленӗ. Ҫӑхава тишкерме Россельхознадзорӑн ӗҫченӗсем рейда тухса кайнӑ. Кӑлтӑка асӑрхасан Шалти ӗҫсен министерствин Хӗрлӗ Чутай районӗнчи полицейскисене систернӗ. Вӗсене хӑйӑр кӑларакансене тупса палӑртма ыйтнӑ. Пакунлисем карьера кам уҫнине пӗлеймен, анчах унтан хӑйӑр кӑларакан ҫынна тупса палӑртнӑ. Хӑйӑр кӑларакан ҫӗр лаптӑкне межевани туман. Апла пулсан ҫӗршӗн явапли — район администрацийӗ. Ҫӗрпе тивӗҫлипе усӑ курмалли пирки асӑрхаттарса шӑпах райадминистрацие хут ҫырса янӑ та. Хӑйӑр кӑларнӑ ҫынна та явап тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() eva.ru сайтри сӑн Юлашки талӑкра республикӑра тепӗр 13 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Пандеми пуҫланнӑранпа кун пекки пулманччӗ-ха. Пӗр талӑкра 10, 11, 12 ҫын вилнӗччӗ. Кӑрлач уйӑхӗнче кӑшӑлвирус 162 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Ку таранччен каварлӑ вируса пула 690 ҫын вӑхӑтсӑр вилнӗ. Паянхи кун тӗлне республикӑра 17846 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 16076-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 105 ҫын вирус ҫаклатнине палӑртнӑ. 73 ҫын кӑшӑлвирусран сывалнӑ. Сӑмах май, Чр сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра койкӑсен 33 проценчӗ пушӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Чӑваш Енре туса илнӗ агропромышленность отраслӗнче туса илнӗ продукцие ют ҫӗршыва иртнӗ ҫул ӑсатни планпа пӑхса хӑварнинчен 30 процент иртнӗ. Пӗтӗмпе 34,8 миллион долларлӑх сутнӑ. Пӗлтӗр Чӑваш Енри чӑх-чӑх хапрӑкӗсем чӑх урине Китая ӑсатма тытӑннӑ. Пӗлтӗр тата органика йӗтӗнне пуҫласа Европӑна ӑсатнӑ. Ют ҫӗршыва пылак апат-ҫимӗҫ, ҫу культури, севок-сухан, хӑмла, ҫӗрулми, кофе тата чей, хуратул сутнӑ. Чӑваш Енри продукцие 37 ҫӗршыва сутнӑ. Тӗп импортерсем: Китай, Беларуҫ, Германи, Украина, Казахстан тата Польша. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() elcontacto.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 34 ҫулти хӗрарӑм банкри ставкӑна пӗчӗклетес тесе укҫа ҫухатнӑ. Пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче вӑл тӗрлӗ банка онлайн заявка панӑ. Пӗр ҫын кредитне рефинансировани тума сӗннӗ. Ун патне нумаййӑн шӑнкӑравланӑ-ха, анчах вӑл хирӗҫленӗ – процент ставки килӗшмен. Пӗри вара пӗчӗк ставка сӗннӗ. Ку хӗрарӑма кӑсӑклантарнӑ. Лешӗ Чӑваш Енре банкӑн филиалӗ ҫуккине пӗлтернӗ, йӑлтах дистанци мелӗпе хатӗрлеме ыйтнӑ. Хӗрарӑма тӗрлӗ счет ҫине укҫа куҫарма ыйтнӑ: курьершӑн, страховка тунӑшӑн, займ налукӗ… Хӗрарӑм пӗтӗмпе 175 пин ытла тенкӗ куҫарнӑ. Пӗр пайне микрозаймра илнӗ. Кредитне рефинаснировани тума май килмен – ултавҫӑсем тӗлне лекнӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() stihi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри вӗрентекенсем «Земство учителӗ — 2021» федераци программине кӑҫал та хутшӑнайӗҫ. Аса илтерер: асӑннӑ программа пӗлтӗр вӑя кӗнӗччӗ. Аякри ялсенче вӗрентекенсем ҫитменнине кура ку программӑна кӑҫал та тӑсас тенӗ. «Земство учителӗ» программӑна хутшӑнас текенсем валли zemteacher.apkpro.ru сайт ӗҫлесе кайнӑ. Унта ҫӗршывӑн хӑш кӗтесӗнче вӗрентекенсем кирли таранах пӗлме пулать. Заявкӑсене ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Ака уйӑхӗн 16-30-мӗшӗсенче ӗҫе вырнаҫас кӑмӑллисене суйлӗҫ, унтан, ҫу уйӑхӗн 1-15-мӗшӗсенче ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртӗҫ. Вӗсемпе шкулсем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшччен килӗшӳ тумалла. Миллион тенке авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен куҫарса парӗҫ. Федераци программине лекес текенсен 55 ҫултан аслӑ пулмалла мар, вӗсен педагог опычӗ кирлӗ тата ӗҫ вырӑнӗнчен 50 километртан кая мар инҫерех пурӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() lyubimiigorod.ru сайтри сӑн Ӗнер республикӑра кунӗпех ҫил-тӑман вӗҫтерчӗ. Ҫакна пула ҫулсем ҫинче транспорт ҫӳрессине чакарнине пӗлтернӗччӗ. Ҫапах республикӑра ӗнер аварисем нумай пулнӑ. Пӗтӗмпе – 64. Аварисенче 117 машина сиенленнӗ, тӑватӑ ҫынна ҫапса хӑварнӑ, вӗсенчен пӗри вилнӗ. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер республикӑра 428 транспорт юр тасатнӑ. Вӗсенчен 97-шӗ федераци ҫулӗсем ҫинче ӗҫленӗ. Паян ҫанталӑк йӗркеленчӗ, ҫапах лӑпланма иртерех. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче, ыран, каллех юр ҫӑвӗ. Хальхинче ҫил-тӑман вӗҫтермессе шантараҫҫӗ. Анчах ҫулсем ҫинче транспорт ҫӳрессине чакарма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() ВТОЦ ялавӗ Тутарстан прокуратури суда тавӑҫпа тухнӑ — вӗсем Тутарсен обществӑлла центрне (ВТОЦ) экстремизм енӗпе айӑпласшӑн. Прокуратура ӗҫченӗсен шухӑшӗпе ку пӗрлӗх саккунсене пӑхӑнмасть тата экстремизм енчен хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Ҫак сӑлтавсене пула Тутарсен обществӑлла центрӗн ӗҫӗ имӗш Раҫҫей Федерацийӗн конституци йӗркин никӗсне пӑсма пултарать. Экстремизмла ӗҫлени шутне, сӑмахран, хутсене тутар чӗлхипе ҫеҫ туса пынине кӗртнӗ. «Тутарстан конституцийӗнче икӗ патшалӑх чӗлхи — тутар тата вырӑс — пирки ҫырнӑ пулин те, вӗсем иккӗшӗ те пӗртан пулни ҫинчен асӑннӑ пулин те, вӗсем (прокуратура) ҫакна темшӗн экстремизм тесе шутлаҫҫӗ», — пӗлтернӗ пӗрлӗх ертӳҫи Фарит Закиев. Тутар чӗлхи шӑпине сӳтсе явнӑ мероприятине те прокуратура ӗҫченӗсем экстремизм шайне кӗртнӗ. Асаилтеретпӗр, унччен маларах кӳршӗри тепӗр сӑвнашкал перлӗхе экстремизмлисен йышне кӗртнӗччӗ — Пушкӑрстанри «Башкорт»-а. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Алексей Нягин. Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Правительствинче Ҫӗнӗ ҫулти пӗрремӗш ӗҫ эрнинче темиҫе кадр улшӑнӑвӗ пулса иртрӗ. Аса илтерер: тунтикун, кӑрлачӑн 11-мӗшнче, Чӑваш Ен цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрне Михаил Анисимова ӗҫрен кӑларчӗҫ. Республика Элтеперӗн Олег Николаевӑн кӑҫалхи 1-мӗш номерлӗ хушӑвӗнче каланӑ тӑрӑх, министр ӗҫрен хӑй каяс тенӗ. Ҫав кунах министр тивӗҫне пурнӑҫлама Коми Республикинчен килнӗ ҫынна, 35 ҫулти 35 ҫулти Кристина Майнинӑна, ҫирӗплетрӗҫ. Паян ирех республикӑн Физкультурӑпа спорт министерствинче кадр улшӑнӑвӗ пулчӗ. Алексей Нягина министр ҫумӗн пуканӗсӗр хӑварнӑ. Ку должноҫе вӑл пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче йышӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |