Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Ксения Редькова ҫак кунсенче 104 ҫул тултарнӑ. Ксения Прокофьевна пакунлӑ ҫынсене яланах хаваслӑ кӑмӑлпа кӗтсе илет. Мӗншӗн тесен вӑл вӑрҫӑ хыҫҫӑн милицире 35 ҫул ӗҫленӗ. Ӑна саламлама полици ӗҫченӗсем те килнӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Ксения Прокофьевна фельдшер пулнӑ, салтаксемпе офицерсен пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл ШӖМӗн медикпа санитари чаҫӗнче вӑй хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Карлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче каҫхине Муркаш районӗнчи Анатри Панкли ялӗнче пушар пулнӑ. Ҫунса кайнӑ ҫуртра виҫӗ ҫын виллине тупнӑ. Инкекре 59 ҫулти хӗрарӑм, унӑн 39-ти ывӑлӗ тата вӗсен 50 ҫулти пӗлӗшӗ вилнӗ. Ҫулӑма сӳнтерес ҫӗре тӑватӑ техника, 11 ҫын хутшӑннӑ. Халӗ, Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Аса илтерер: кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Урнар ялӗнче ҫурт ҫунса кайнӑ. Унта ултӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ – ачасем. Чи асли 10 ҫулта, кӗҫӗнни 4-ра пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Етӗрнере пурӑнакан вӑйпитти тӑван хӗрне хӗненӗ. 29 ҫулти арҫын пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ӳсӗр пулнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫын хӑйӗн хӗрне юратманран харкашма тытӑннӑ. Ӑна вӑл темиҫе хутчен алӑпа, чӗн пиҫиххипе уринчен ҫапнӑ, урӑхла майпа та вӑл ачана ыраттарнӑ. 7 ҫулхи тӗпренчӗке хӗненӗ ашшӗ тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн республикӑри тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫамрӑк арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 117-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «г» пункчӗпе явап тыттарӗҫ. Хальхи вӑхӑтра хӗрачапа амӑшӗпе усал ашшӗпе пурӑнмаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти аэропрт пушар сӳнтермелли ҫӗнӗ автомобиль туянать. Кун пирки вӑл пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Машина хакӗ — 3 миллион тенкӗ. Машинӑна Сарту хулинчи «Россети Волга» предприяти сутнӑ. Аэропортпа предприяти килӗшӗве раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Сӑмах май аса илтерер: Шупашкарти аэровокзала юсаса ҫӗнетме палӑртаҫҫӗ. Аэропорт пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче Инстаграмра хыпарланӑ тӑрӑх, проектпа смета документацине патшалӑх экспертизи витӗр тухма панӑ. Пулас терминалӑн проектне экспертсем виҫӗ уйӑх хушшинче хакласа пӗтермеллине пӗлтернӗччӗ ун чухне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Лана Прусакова архивӗнчи сӑн Раҫҫейри фристайл федерацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкар спортсменки, 20 ҫулти Лана Прусакова, Раҫҫейре чи лайӑх фристайлҫӑ пулса тӑнӑ. Австрире иртнӗ тӗнче кубокӗнче иртекен «биг-эйр» дисциплина вӗҫленнӗ. Лана Раҫҫейри фристайлҫӑсен йышӗнче чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ. Ҫапах ку тупӑшӑвӑн финалне лекме ҫителӗклӗ пулман. Сӑмах май, Лана Прусакова – 2019 ҫулта иртнӗ хӗллехи Универсиадӑн чемпионки, Раҫҫей спорт мастерӗ, 2016 ҫулта ҫамрӑксен хушшинче иртнӗ хӗллехи Олимп вӑййисен ҫӗнтерӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() severnveter.ru сайтри сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 10-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнчи стадионта каччӑ виллине тупнӑ. Халӑх тетелӗнче сарӑлнӑ хыпар тӑрӑх, ӑна вӗлерме пултарнӑ. Анчах Следстви комитечӗ ку версие ҫирӗплетмен. Ҫакӑ паллӑ: каччӑ каҫхине киле таврӑннӑ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑн вилӗмӗ криминалпа ҫыхӑнман. Вӑл шӑнса вилме пултарнӑ. Унӑн кӗлетки ҫинче суран йӗрӗсем ҫук. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ ҫумӗнче пулнӑ хаклӑ япаласем, документсем ҫухалман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян, кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче ҫул ҫинче инкек пулнӑ. Хальхинче ҫул ҫинче ӗҫлекен рабочисем шар курнӑ. Пӑтӑрмах ирхи 10 сехет тӗлӗнче пулнӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «LADA Granta» автомобиль астумасӑр «КамАЗпа» ҫапӑннӑ, унтан ҫул ҫинче ӗҫлекен рабочисем пырса кӗнӗ. Ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче 21 ҫулти каччӑ пулнӑ. Инкекре аманнӑ икӗ рабочие тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫинчи инкек сӑлтавне специалистсем тишкерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Елена Викторова Паян Чӑваш Енӗн «Патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвне кӳрекен центр» автономи учрежденийӗн пуҫлӑхне Елена Викторовӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Документа республикӑн Министрсен Кабинечӗн Иван Ноздряков алӑ пуснӑ. Асӑннӑ автономи учрежденийӗ республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствине пӑхӑнать. Аса илтерер: ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрне Михаил Анисимова ӗҫрен кӑларчӗҫ. Вӑл эпир маларах асӑннӑ центр пуҫлӑхӗ пулӗ сӑмах тухнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, парти ӗҫченӗ тата республикӑн культура министрӗ пулнӑ паллӑ ҫын, Чӑваш АССР тата РСФСР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ида Кочетова (1931-2012) ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ. Ида Анатольевна 1931 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренме кӗнӗ. Ӗҫ биографине Чӑваш патшалӑх филармонийӗнчи оркестр артистӗнчен пуҫӑннӑ. 1952-1955 ҫулсенче ВЛКСМ Чӑваш обкомӗнче пропагандӑпа агитаци инструкторӗнче ӗҫленӗ. 1956 ҫулта Ида Анатольевна И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧПУна вӗренме кӗнӗ, унти историпе филологи факультетӗнче ӑс пухнӑ. Шкулти учитель пулса пӗр вӑхат ӗҫленӗ хыҫҫӑн КПСС Шупашкар хула комитетне куҫнӑ. 1969 ҫулта Чулхулари Партин аслӑ шкулне направленипе янӑ. 1975 ҫулхи утӑ уйӑхӗнченпе 1988 ҫулхи раштав уйӑхӗччен Ида Кочетова Чӑваш АССР культура министрӗ пулса ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() old-rkd.med.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Республикӑн СПИД профилактики тата унпа кӗрешес енӗпе ӗҫлекен центрӗнче ҫӗнӗ тӗп врач ӗҫе кӳлӗннӗ. Унпа коллектива Чӑваш Ен сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов видеоконференци мелӗпе паллаштарнӑ. Пукана Ирина Ефимова йышӑннӑ. Ирина Ефимова сывлӑх сыхлав тытӑмӗнче 40 ҫула яхӑн ӗҫлет. Юлашки вӑхӑтра вӑл Республикӑн кардиологи диспансерне ертсе пынӑччӗ. 60 ҫулти Ирина Петровна — «Кардиологи» енӗпе аслӑ категориллӗ специалист. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ врачӗ. 2018 ҫулта вӑл «XXI ӗмӗрти хӗрарӑм-ертӳҫӗ» пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |