Спорт
![]() Шӑкасра пурӑнакансем тунӑ сӑн Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Йӗлтӗр йӗрӗ» массӑллӑ спорт ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Тупӑшӑва хуласенче ҫеҫ мар, хӑш-пӗр ялта та йӗркеленӗ. Шупашкар районӗнчи Шӑнкас ялӗнче пурӑнакансем те йӗлтӗр сырса тухнӑ. Унта Мӑштавӑш ялӗнчи ҫынсем те хутшӑннӑ. Йӗлтӗр сырса чупнӑ чи кӗҫӗн ҫын 4 ҫулта пулнӑ. Чи асли вара - 72 ҫулти ҫын. Вӗсене ятарлӑ парнесемпе хавхалантарнӑ. Йӗлтӗрпе чупакансем питӗ кӑмӑллӑ юлнӑ. Уҫӑ сывлӑш, лайӑх ҫанталӑк вӑй-хал хушнӑ. Ӑмӑрту вӗҫленсен ял ҫыннисем вӗри чей ӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Паян ирхине 5 сехет ҫурӑра М-7 автоҫул ҫинче, 145-мӗш ҫухрӑмра, авари пулнӑ. Шупашкартан Мускава кайма тухнӑ автобус Владимир облаҫӗнчи Лакинск хули ҫывӑхӗнче тепӗр автобуспа ҫапӑннӑ. «Попутчик» компани транспорчӗ пулнӑ вӑл. Водитель хирӗҫ килекен автобуспа ҫапӑннӑ та ҫул ҫинчи тимӗр карта ҫине кӗрсе кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире автобус водителӗ вилнӗ. Вӑл 1976 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ. Ҫавӑн пекех автобусри икӗ ҫамрӑк ҫын шар курнӑ. Вӗсем – 1988 тата 1990 ҫулсенче ҫуралнӑскерсем. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ. ҪҪХПИ малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, аварие Е376ХЕ номерлӗ автобус лекнӗ. Ӑна 1999 ҫулта туса кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн Тверь облаҫӗнче шапаша кайнӑ Чӑваш Ен арҫыннисем вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ку нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулнӑ. Вӗсене, ҫурт тама килнӗскерсене, Олений Рог ялта бытовкӑна вырнаҫтарнӑ. Анчах унта темӗн ҫунма тытӑннӑ. Арҫынсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Паян, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, кӑнтӑрла арҫынсен виллисене республикӑна илсе килнӗ. Тӑванӗсем вӗсене палланӑ. Халӗ вӗсемпе психологсем ӗҫлеҫҫӗ. Арҫынсем Елчӗк, Вӑрнар районӗсенчен тата Шупашкар хулинчен пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Twitter сайтри сӑн Нарӑс уйӑхӗнче кӑшӑлвирусран вилекенсен йышӗ икӗ хут чакнӑ. Кӑрлач уйӑхӗнче 13 кунра 137 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ, нарӑсра – 74. Юлашки талӑкра кӑшӑлвирусран 6 пациент вилнӗ. Ку таранччен 950 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Паянхи кун тӗлне 20528 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 18725-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 68 ҫын чирленӗ. Палӑртмалла: ку кӑтарту майӗпен чакса пырать. Юлашки талӑкра 81 ҫын сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирус диагнозӗ ҫирӗпленнӗ 853 ҫын сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() vovet.ru сайтри сӑн Ҫитес эрне ӗҫлекенсемшӗн вӑрӑм пулӗ, мӗншӗн тесен шӑматкун та ӗҫе тухма тивӗ. Кӑҫал ултӑ куна тӑсӑлакан пӗртен-пӗр эрне пулӗ: вӑл нарӑсӑн 15-мӗшӗнче пуҫланса нарӑсӑн 20-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Нарӑсӑн 22-мӗшӗнчи ӗҫлемелли куна нарӑсӑн 20-мӗшӗ ҫине куҫарнӑ. Ҫапла майпа эрне вӑрӑмланнӑ, 6 кун ӗҫе тухма тивӗ. Анчах кайран виҫӗ кун канӑпӑр. Нарӑс уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенче – канмалли кунсем. Каласа хӑварар: тепӗр икӗ эрнерен те, пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, канмалли виҫӗ кун кӗтет пире. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cableman.ru сайтри сӑн Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 17 ҫулти каччӑна нацизма реабилитациленӗшӗн айӑпланӑ. Ӑна 20 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнче каччӑ халӑх тетелӗнчи пӗр уҫӑ ушкӑнра фашизм идеологине ырлакан, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑҫрҫи вӑхӑтӗнче Гитлер ӗҫне тӗрӗс тесе шутлакан комментари ҫырнӑ. Каччӑ преступлени тунине ӗнентернӗ. Кӳнтеленсенчен ыйтса пӗлнӗ. Суд айӑплава ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() губкин-усп.рф сайтри сӑн Депутатсем нумай ачаллӑ ҫемьене ҫӗр лаптӑкӗ вырӑнне укҫа пама сӗннӗ. Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗнче ҫак ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Нарӑсӑн 1-мӗшӗ тӗлне Шупашкарта нумай ачаллӑ 6181 ҫемье ҫӗр илме черетре тӑрать. Ҫавӑн чухлӗ ҫӗр лаптӑкӗ хатӗрлеме майӗ те ҫук-мӗн. Пӗрремӗшӗнчен, хула ҫывӑхӗнче 4045 лаптӑк, 265 гектар чухлӗ, ҫитмест. Иккӗмӗшӗнчен, пур лаптӑксенче инженери, транспорт инфратытӑмӗ ҫук. Ҫаксене шута илсе депутатсем «Чӑваш Республикинче нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗ парасси ҫинчен» саккуна пӑхса тухма, лаптӑк вырӑнне пӗр хутчен укҫа пама сӗннӗ. Ку укҫапа пурӑнмалли условисене лайӑхлатма пулӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енри ултӑ ӑста Ремесласемпе сувенирсен Атӑлҫи ярмӑрккине хутшӑнӗ. Ярмӑрккӑ нарӑс уйӑхӗн 18-21-мӗшӗсенче Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче, Ӗпхӳре, иртӗ. Ӑна йӗркелекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприяти тӗллевӗ — халӑх пултарулӑхӗн ӗҫӗсен илемӗпе хӑйнеевӗрлӗхне, вӗсем хальхи саманара та вырӑнлине кӑтартасси. «Ярмӑрккӑна ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи ӑстасем хутшӑнӗҫ. Пирӗн патрисен те хӑйсене ҫӗршывра кӑтартма май килӗ», — тенӗ республикӑн вице-премьерӗ — экономика аталанӑвӗпе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Эткер» фольклор студийӗ уҫӑлнӑ. Вӑл халӑх пултарулӑхне юратакан-хаклакансене, профессионал-фольклористсене, музыкантсене тата вулавӑша ҫӳрекенсене пӗрлештерӗ. Студи хӑнисене «Телей» фольклор ансамблӗн ертӳҫи, Наталия Арсентьева педагог тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, хор пултарулӑхӗн специалисчӗ Тамара Ишмуратова саламланӑ. Пултарулӑх пӗрлешӗвне фольклорист, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ Земфира Яковлева ертсе пырӗ. Студие вулавӑшри 212-мӗш пӳлӗмре, ӳнер литературин секторӗнче юнкунсерен, 16 сехетрен 19 сехетчен пухӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти пӗр вакката ваккат кирлӗ пулса тухӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе халӗ тӗпчесе пӗтернӗ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вӑл хӑйӗн тусӗсемпе эрех ӗҫсе ларнӑ. Сӑмах ҫине сӑмах — пӗлӗшсенчен пӗри Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти арҫынпа пӑтӑрмах сиксе тухни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн туссем хайхи патне кайса килме шухӑшланӑ. Унта ҫитсен арҫынна тухма ыйтнӑ. Тавлашу алӑ ҫӗкленипе вӗҫленнӗ. Ваккат пӗрре питрен ҫапнӑ, унтан лешӗ ӳксен пӗлӗшӗпе иккӗшӗ тапса-ҫапса пӗтернӗ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн судпа медицина экспертизи туса ирттернӗ, кӳнтеленсемпе калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ӑстакассин вырӑсла ятне улӑштарнӑ, «Большое Собачкино» вырӑнне «Астакасы» ят панӑ. | ||
| Чӑваш Республикин Министрсен Советне туса хунӑ. | ||
| Тихӑн Петӗркки, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |