Культура
![]() Паян, нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ СССР халӑх артисчӗ Николай Мордвинов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ. Вӑл Етӗрнери паллӑ купса ҫемйинче ҫут тӗнчене килнӗ. Чӑн училищӗре (халӗ унта — гимнази) вӗреннӗ, Етӗрне уесӗнчи халӑх вӗрентӗвӗн пайӗнче ӳнер секторӗнче ӗҫленӗ, хулари хӑй тӗллӗн вӗреннӗ коллективсем лартакан спектакльсене хутшӑннӑ. Етӗрнесем артиста асра тытаҫҫӗ. Вӑл ҫуралнӑ ҫуртра музей уҫнӑ, унта Николай Мордвинов архивӗнчи документсем, сӑнӳкерчӗксем, кӗнекесем, артистӑн япалисем упранаҫҫӗ. Училище пулнӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. «Запомните меня таким…» (чӑв. Мана ҫакӑн пек астуса юлӑр...) Н.Д. Мордвинов ячӗллӗ театр фестивалӗ кӑҫал виҫҫӗмӗш хут иртет. Жюри председателӗ — СССР халӑх артистки Вера Кузьмина. Фестивале 45 ӗҫ тӑратнӑ. Н.Д. Мордвинов ячӗллӗ кинозалта артист вылянӑ фильмсене кӑтартаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен-фермер хуҫалӑхӗсенче ҫуртрисене ҫураки валли хатӗрлеҫҫӗ. Россельхозцентрӑн Чӑваш Енри филиалӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсен вӑрлӑхне нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗ тӗлне 47,7 тонна хатӗрленӗ. Ку вӑл планпа пӑхнин 99 проценчӗ пулать. Ҫав шутран кондицие ларнин хисепӗ – 82 процент. Пилӗк районта вара паха вӑрлӑх кирлинчен те ытларах. Кондицие ларман вӑрлӑха ытти ҫӗрте те ҫине тӑрсах тасатса алаҫҫӗ. Ку ӗҫре 140 звено вӑй хурать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 1ul.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан мӑшӑр ултавҫӑсем пуҫтахланни пирки пӗлмен мар. Апла пулин те пӗр кунхине вӗсем капкӑна ҫакланнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче мӑшӑр патне телефонпа палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, банкри укҫана такамсем вӑрласшӑн тесе тыттарнӑ. Укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫармалла тесе ултавҫӑсем тӗрлӗ номер ҫинчен, пурӗ 30 хута яхӑн, шӑнкӑравланӑ. Ҫамрӑк мар мӑшӑр ҫамрӑк чухне Ҫурҫӗрте ӗҫлесе тунӑ укҫасӑр юласран хӑранӑ, шӑнкӑравлакансем каланине тӑнланӑ. Ҫапла вара вӗсем пач пӗлмен-туман ҫынсене 2 миллион тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 15 сехетре Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче пушар пулнӑ. Шел те, унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл – 80 ҫулти кинемей. Пушара сӳнтерсен унӑн виллине тупнӑ. Ҫав каҫах 22 сехетсенче Шупашкарти Кӑнтӑр поселокӗнче Магницкий урамӗнчи харпӑр предприятире пушар тухнине асӑрханӑ. Пушарнӑсем вырӑна ҫитнӗ. Ҫулӑм сӗтел-пукана, ытти хатӗр-хӗтӗре тӗп тунӑ. Чӑваш Енри Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электричество хатӗр-хӗтӗрӗпе тӗрӗс мар усӑ курнӑран тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() sever138.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре СМАпа чирленӗ 6 ҫулти хӗрача вилнӗ. Ӑна малтан пурнӑҫне тытса тӑракан «Спинраза» укол тунӑ. Анчах пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче тухтӑрсен консилиумӗ ӑна пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Ачан уколсем хыҫҫӑн сывлӑхӗ лайӑхланни курӑнман, пачах тепӗр май - япӑхланнӑ-мӗн. Амӑшӗ вара урӑхла шутлать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хӗрӗн лайӑх енне улшӑнусем пулнӑ. Укол тӑвиччен вӑл ӳкереймен, кайран ҫакна тӑвайнӑ-мӗн. Ача хӑй тӗллӗн «тула» кайма та пуҫланӑ, енчен енне ҫаврӑнма тытӑннӑ. Тепӗр 5 ачана та «Спинраза» укол тӑвассине пӑрахӑҫланӑ. Кун хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗ прокуратурӑна кайнӑ, тӑваттӑшӗн тӗлӗшпе йӗркене пӑснӑ тӗслӗх тупман. Тухтӑрсем ҫак укол вырӑнне «Рисдиплам» укол тума сӗнеҫҫӗ. Анчах вӑл каҫал ҫулла кӑна тухмалла. Сӑмах май, «Спинраза» укола пӗр хутчен тума 8 млн тенкӗ кирлӗ. Пӗрремӗш ҫулта ӑна 6 хутчен тӑваҫҫӗ, кайран ҫулталӑкне – 3 хутчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттарлӑхне халалланӑ ҫулталӑкӑн логотипне, брендбукне суйланӑ. Ку пирки ЧР Культура министерстви пӗлтерет. Конкурса 40 ӗҫ килнӗ. Малтан комисси чи вӑйлӑ 3 ӗҫе суйланӑ, унтан вӗсене Шупашкарти икӗ шкулта вӗренекенсем хакланӑ. Вӗсен шухӑшне шута илсе ҫӗнтерӳҫе суйланӑ. Шупашкарта пурӑнакан Игорь Леонтьевич Андреевӑн ӗҫӗ чи лайӑххи пулса тухнӑ. Вӑл – ӳнерҫӗ, мадельер, Раҫҫей ӳнерҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ. Автора 400 пин тенкӗ парӗҫ. Тата логотипӑн правине пӗтерме тепӗр 100 пин тенкӗ хушӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() kommunarmelenki.ru сайтри сӑн Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 33 ҫын шӑнса вилнӗ. Кун пирки Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра калаҫнӑ. Статистикӑпа Чӑваш Енри Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Николай Иванов паллаштарнӑ. Хӗлле пуҫланнӑранпа 101 ҫын шӑнса вилнӗ. Вӗсенчен 33-шӗ – кӑҫал. Чылайӑшӗ ӳсӗр пулнӑ, хӑйсен килӗнчен инҫех мар сывлама пӑрахнӑ. Ӗнер ав Чантӑр ҫывӑхӗнчи пӗве патӗнче 59 ҫулти арҫыннӑн виллине тупнӑ. Вӑл шӑнса вилме пултарнӑ. Паян ирхине Шупашкарта Хусанкай урамӗнче хӗрарӑм виллине тупнӑ. Вӑл 40 ҫулсенчи пек курӑнать, шӑнса вилме пултарнӑ. Хӗлле шӑнса кӳтнӗрен 110 ҫын суранланнӑ. Вӗсенчен 77-шӗ - ҫулталӑк пуҫланнӑранпа. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() domashnie-zhivotnii.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Шупашкарти йӗрке хуралҫисенчен 24-ри хӗр пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл вӗсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ултавҫӑсене 40 пин ытла куҫарса панӑ. Хӗр канмалли кунсене ашшӗ-амӑшӗ патне хӑнана кайнӑ. Ялта пурӑнаканскерсем вӑкӑр сутас ӗмӗтлине, туянакана шыранине каланӑ. Ашшӗ-амӑшне пулӑшас тӗллевпе хӗр пӗр сайтра пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Кӑштахран ун патне палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ, вӑкӑр туянас шухӑшлине, уншӑн задаток куҫарас кӑмӑллине ӗнентернӗ. Хӗре банкомат патне пыма, банк карттипе хӑш-пӗр операци тума ӳкӗте кӗртнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл картта ҫинчи 40 пин ытларах тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Красноармейски районӗнче сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс пур-ха, анчах унта бассейн ҫук. Чи ҫывӑххи Ҫӗрпӳ хулинче вырнаҫнӑ. Е Канаш районӗнчи Шӑхасана ҫитмелле. Инҫе ҫав. Ҫитес вӑхӑтра Трак енче те бассейн пулӗ. Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Красноармейски районӗнче пулнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне бассейн ыйтӑвне тепӗр хутчен ҫӗкленӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр утӑ уйӑхӗнче те Элтепер Трак тӑрӑхне кайсан бассейн пуласси пирки сӑмах тапратнӑ. «Кунта бассейн пулмаллах, манӑн шухӑшпа, ыйту сиксе тухмалла мар. Тумалла», - тенӗ Олег Николаев. Бассейна кӑҫалах тума тытӑнӗҫ. Малтан проектпа смета документацийӗ патшалӑх экспертизи витӗр тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Граждан оборонипе чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен комитечӗн ертӳҫине Вениамин Петрова ӗҫрен кӑларӗҫ. Ҫакӑн пек йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян вырнаҫтарнӑ. Ӗҫлӗ хутра уҫӑмлатнӑ тӑрӑх, Вениамин Иванович нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ӗҫлеме пӑрахӗ. Ӑна ӗҫрен кӑларнине патшалӑх граждан службинче пулмалли ӳсӗмӗ иртнипе сӑлтавланӑ. Вениамин Петров нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 65 ҫул тултарнӑ. ГКЧС ертӳҫинче вӑл 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнченпе вӑй хунӑ. Пӗлтӗрхи кӗркунне ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.03.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Захар Трофимович, генерал-майор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор ҫуралнӑ. | ||
| Иванова Мария Петровна, чӑваш актриси, режиссёрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Георгий Николаевич, доцент, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ ҫуралнӑ . | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юрьев Элли Михайлович, чӑваш халӑх художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алферова Надежда Валентиновна, чӑваш халӑх артистки ҫуралнӑ. | ||
| Виноградова Людмила Геннадьевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ промышленность ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Шупашкар керамики» савута хута янӑ. | ||
| Гордеев Николай Васильевич, театр актёрӗ, чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Красноармейски районӗнче Ҫурткасси ялне пӗтернӗ. | ||
| Марков Борис Семёнович, чӑваш артисчӗ, режиссёрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Улатӑрти ӳнер музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |