Пӑтӑрмахсем
![]() Етӗрнери спирт савучӗ «100 лет Чебоксарская водка» ятпа шурӑ эрех кӑларни, ҫакӑ конкуренцие хӳтӗлесси ҫинчен калакан федераци саккунне пӑснине Чӑваш халӑх сайчӗ /news/23729.htmlпӗлтернӗччӗ.Хӑйсен ячӗллӗ эрех кӑларнине Шупашкарти ликерпа водка савучӗ асӑрханӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Федерацин монополипе кӗрешекен службин Чӑваш Енри управленине евитленӗ. Надзор ведомстви Етӗрнери спирт савутне 1 миллион та 327 пин те 691 тенкӗ те 4 пуслӑх штрафлама йышӑннӑ. Монополипе кӗрешекенсем ӗҫе тӗпчеме тытӑнсан 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Етӗрнери савут «100 лет Чебоксарская» ятлӑ эрех кӑларма пӑрахнӑ. Апла пулин те ӑна 1,3 миллион тенкӗлӗх штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнине кура ҫак кунсенче Чӑваш Енре те шыва кӗме аван. Шел те, путса вилекенсен йышӗ ӳссех пырать. РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, иртсе кайнӑ канмалли кунсенче пирӗн тӑрӑхри тӑватӑ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫапла вара шыва путса вилекенсен йышӗ кӑҫал 17 ҫынна ҫитнӗ. Эрнекун каҫхине Муркаш районӗнчи Шупуҫӗнче 74 ҫулти арҫын пӗвере путнӑ. Арҫын ҫипуҫне ачасем асӑрхасан аслисене пӗлтернӗ. Вилене шывран ял ҫыннисем кӑларнӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫын эрех ӗҫнӗ пулнӑ. Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пляжӗнчен инҫех мар вырӑнта, Атӑлта, 19 ҫулти каччӑ виллине тупнӑ. Ҫав кунах Вӑрмар районӗнчи «Тарӑн ҫырма» коллективлӑ пахча патӗнчи пӗвере 43 ҫулти хӗрарӑм путнӑ. Вӑл Кавал ялӗнче пурӑннӑ. Шӑматкун Муркаш районӗнчи Ильинка ялӗ тӗлӗнче, Атӑлта, 55 ҫулти арҫын шыва путнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» кинотеатр» чарӑну ятне ылмаштарасшӑн. Ку сӗнӳпе яваплисем патне Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫитнӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, театрӑн директорӗ Елена Николаева чарӑнӑва «Ҫамрӑксен театрӗ» ят пама ыйтнӑ. Асӑннӑ ыйтӑва Ят парас енӗпе ӗҫлекен комиссире сӳтсе явмалла. Аса илтерер: «Ҫеҫпӗл» кинотеатр 2014 ҫулхи ҫулла ӗҫлеме пӑрахрӗ. 2016 ҫул вӗҫӗнче унта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ куҫса кайрӗ. Ҫав пулӑма культура учрежденийӗн коллективӗ кӑмӑлласа йышӑнчӗ. Театрӑн хӑйӗн ҫурчӗ пулманран вӑл пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре куҫса ҫӳрерӗ. Юлашки ҫулсенче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче тӗпленнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Улатӑр хули пуҫлӑхсӑр тӑрса юлнӑ. Муниципалитетӑн сити-менеджерӗ Владимир Степанов ҫулталӑк ӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫемҫе пукана хӑй кӑмӑлӗпе пушатнӑ. Владимир Степанов ӗҫрен кайма ҫырса панӑ заявление вырӑнти Депутатсен пухӑвӗн утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртнӗ ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Сӑмах май, Владимир Степанова 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пуҫлӑха лартнӑ. Хальхи вӑхӑтра Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлама сити-менеджерӑн пӗрремӗш ҫумӗ – архитектура, хула строительстви, транспорт, ҫутҫанталӑкпа усӑ курас тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Марина Фёдоровӑна шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 13 сехетре, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ хальхи вӑхӑтри сӑвӑҫсен «Во мне течет героев кровь» ҫӗнӗ кӗнекин хӑтлавне ирттерӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑма Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта 24 автор сӑвви кӗнӗ. Ҫӗнӗ кӗнекене алла илсен, сӑмахран, Юрий Сементер, Виктор Овчаров, Лидия Филиппова, Светлана Гордеева, Николай Ларионов-Йӗлмел, Валерий Мелещенко, Лидия Кубашина тата ыттисен пултарулӑхӗпе паллашма май килӗ. Кӗнеке ячӗ – Вера Зайцеван «Защитникам России на все времена…» сӑввинчи йӗрке. Кӗнеке хӑтлавне Светлана Гордеева, Владимир Мишшан, Светлана Березкина тата Людмила Исаева сӑвӑҫсем хутшӑнӗҫ. Хӑтлавпа вулавӑшӑн «Ютубри» каналӗнче тӳрӗ эфирта паллашма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш Енре ҫывӑх вӑхӑтра троллейбус паркне ҫӗнетӗҫ. Паянхи куна мӗнпур троллейбусран 80 проценчӗ кивелнӗ. Ку цифрӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑн Патшалӑх Канашӗнче утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухса калаҫнӑ чух асӑнса хӑварнӑ. Троллейбус паркне ҫӗнетме Раҫҫей Промышленноҫпа суту-илӳ министерстви укҫа уйӑрӗ. Вӑл паракан 1 миллиард та 170 миллион тенкӗ укҫапа 68 троллейбусран кая мар туянма палӑртаҫҫӗ. «Ыйту вӗҫленсе пырать. Ҫывӑх вӑхӑтра конкурс тата аукцион ирттерессе шанатӑп», — тенӗ Олег Николаев. Сӑмах май, халӗ Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта троллейбуссем 22 маршрутпа ҫӳреҫҫӗ. Ҫул ҫине кунсерен 219 троллейбус тухать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян пирӗн республикӑра 33 градус шӑрӑх пулассине Инкеклӗ ӗҫсен министерстви ӗнер систернӗччӗ-ха. Чӑваш Енӗн кӑнтӑр енчи районӗнсенчи пирки калаймӑпӑр та, анчах Шупашкар районӗнче ирпе кӑна ӑшӑччӗ, асӑннӑ тӑрӑха ирхи тӑххӑрсенче пӗлӗтсем карса илчӗҫ, аслати авӑтрӗ. Хӑш-пӗр ҫӗрте ҫумӑр тата пӑр ҫунӑ. Шупашкарта паян каҫхине каллех аслати авӑтассине систереҫҫӗ. Синоптиксем ыран Чӑваш Енре каллех шӑрӑх пулмалла тесе систереҫҫӗ. Сывлӑш температури сулхӑнра та 33-38 градус пулмалла. Юнкун ҫумӑр ҫумалла, вӑйлӑ ҫил тухмалла. Кӗҫнерникунпа эрнекун кӑштах ҫумӑр ҫуса иртмелле. Сывлӑш температури 18-23 градуспа танлашмалла. Синоптиксене ӗненсен, канмалли кунсенче пирӗн тӑрӑхра ҫанталӑк кӑштах сулхӑнлатӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() detkino.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре математика предмечӗпе Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ иртнӗ. Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, экзаменра йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Математикӑпа 3468 ҫын ППЭ тытнӑ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртнӗ. Аудиторирен 3 ҫынна кӑларса янӑ. Вӗсен ҫумра телефон, шпаргалкӑсем пулнӑ. Аудиторисенче видеосӑнав вырнаҫтараҫҫӗ пулин те экзамена телефон, шпаргалка йӑтса кӗрекенсем пур. Экзамен мӗнле иртнине тӗрлӗ ведомство сӑнаса тӑрать. Экамен кӑтартӑвӗсем утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче паллӑ пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() vmnews.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм пухнӑ укҫине йӑлтах ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Укҫи сахал пулман: 2,3 миллион тенкӗ. Тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе банкӑн хӑрушсӑрлӑх ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхи арҫын унӑн счетне ултавҫӑсем тапӑнни пирки пӗлтернӗ. Арҫын укҫана илсе «хӑрушсӑр» счет ҫине куҫарма сӗннӗ. Анчах кун пирки никама та шарлама хушман. 65-ри хӗрарӑм икӗ кун банксене ҫӳресе укҫине алла илнӗ. Банкри ӗҫченрен вара счетпа мӗн пулни пирки ыйтман. Хӑйне шӑнман пӑр ҫине лартса янине укҫана куҫарсан ҫеҫ ӑнланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Канашран Мускава каякан «М-12» тӳлевлӗ автоҫула хӑҫан тӑвасси паллӑ. Раҫҫей Правительстви ӑна 2024 ҫулта хута яма палӑртать. Наци пуянлӑхӗн фондӗнчен проект валли кӑҫалах 150 миллиард тенкӗ уйӑрасшӑн. Ҫакӑн пирки Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин «Европа – Хӗвеланӑҫ Китай» автоҫула тӑвас ыйтупа Татарстанри Елабуга хулинче иртнӗ канашлура каланӑ. Мишустин Хусана Мускавпа ҫыхӑнтаракан автоҫул пӗтӗмӗшле наци планӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ пулнине каланӑ. Вӑл ҫула туни экономикӑна ҫирӗплетме тата кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене ҫӗнме кирлӗ. «Укҫана уйӑрма Финанс, Транспорт тата Экономика аталанӑвӗн министерствисене хушӑпӑр», — тенӗ Мишустин. Проекта пурӗ 650 миллиард тенкӗ уйӑрасшӑн. Тӳлевлӗ ҫул Улатимӗр, Муром, Арзамас, Сергач, ҫавӑн пекех Чӑваш Енри Канаш тата Тутарстанри Шали урлӑ иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |