Республикӑра
![]() don24.ru сайтри сӑн Пандеми вӑхӑтӗнче Чӑваш Енри нумай ачаллӑ ҫемьесене кашни шӑпӑрланшӑн 5-шер пин тенкӗ тӳлеме палӑртнӑ. Анчах ӑна сахал тупӑшлӑ ҫемьесем кӑна тивӗҫӗҫ. Тӳлеве 7-18 ҫулсенчи ачасемшӗн пама палӑртнӑ. 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен 18 ҫул тултарман ачасем те ҫак йыша кӗреҫҫӗ. Паняхи кун телне республикӑра 14188 нумай ачаллӑ ҫемье пурӑнать. Вӗсенчен 11677-шӗ – сахал тупӑшлӑ. Вӗсене тӳлеме 128,1 миллион тенкӗ кирлӗ. Ку укҫана Чӑваш Енри хыснаран уйӑрӗҫ. Хушу проектне хальлӗхе йышӑнман, ӑна коррупципе кӗрешекен экспертиза пӑхса тухать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() omet-rb.rbsmi.ru сайтри сӑн Статистика паянхи кун тӗлне республикӑра 17 ҫын путни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫак йыш тата хушӑннӑ. Паян Канаш районӗнче хӗрарӑм путса вилнӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви хыпарлать. 44 ҫулти хӗрарӑм Канаш районӗнчи Асхва ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере шыва кӗнӗ. Ведомствӑн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл чӑмпӑлтатнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнман. Хӗрарӑмӑн виллине шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем кӑларнӑ. Ҫапла майпа республикӑра паянхи кун тӗлне 18 ҫын путса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() vnovgorode.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан Владимир Счетчиков утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Сосновкӑна пулла кайнӑ. Анчах вӑл килне таврӑнман. Ӑна тупнӑ. Шел те, вӑл чӗрӗ мар,шывра путнӑ. 63 ҫулти арҫынна нумай шыранӑ. Унта ҫӑлавҫӑсем те, нимеҫӗсем те хутшӑннӑ. Унӑн телефонӗ юлашки хутчен ирхи 5 сехетре ҫутӑ пулни паллӑ. Арҫын виллине утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ишекен судно айне пулса вилнӗ. Халӗ Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе процессуаллӑ тӗрӗслев ирттерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Вӗренӳ институчӗпе пӗрле «Хунав» фестиваль-конкурса килнӗ ӗҫсене хакласа пӗтӗмлетнӗ. Унта шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсене ҫӳрекен ачасенэм хутшӑннӑ Фестивалӗн республика тапхӑрне район е хула шайӗнче ҫӗнтернӗ ачасем пурӗ 62 номерпе хутшӑннӑ. Фестиваль-конкурс 3 номинаципе иртнӗ: «Илемлӗ чӑваш юрри», «Асамлӑ юмах тӗнчи», «Янра, сӑввӑм, хыттӑнрах». Тӳресем конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе призёрӗсене палӑртнӑ. Дипломсемпе сертификатсем каярах пулассине хыпарланӑ. Вӗсене хӑҫан пырса илесси ҫинчен Чӑваш Ресӑубликин Вӗренӳ институчӗн сайтӗнче пӗлтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ пулас ӗмӗтпе тата тепӗр икӗ ҫын ҫунатланать. Паян, утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, республикӑн Тӗп суйлав комиссине хӑйсен кандидатурисене Максим Чепель тата Петр Петрянкин тӑратнӑ. Максим Чепель усламҫӑ тата блогер ятарлӑ сайт йӗркеленӗ. Унта вӑл хӑй 50 ытла ҫӗршывра пулни ҫинчен пӗлтернӗ, ҫынсене ҫулталӑкра пӗр хутран кая мар ҫул ҫӳреве тухма сӗннӗ. Тӗп суйлав комиссине пӗрремӗш хут пырсан блогера хуралҫӑсем кӗртмен, мӗншӗн тесен вӑл кӗске йӗмпе пулнӑ. Петр Петрянкина вара пӗрре пырсах ӑннӑ. «Чувашинформ.рф» пӗлтернӗ тӑрӑх, Петрянкин ниҫта та ӗҫлемест. Rusprofile.ru сайта тишкерсен Петр Витальевич Петрянкин ятлӑ ҫын пилӗк организаци учредителӗ тата виҫӗ предприяти пуҫлӑхӗ пулни курӑнать, анчах вӗсем халӗ пурте те хупӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «Яндекс» компанипе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен килӗшӳ алӑ пуснӑ. Республика ертӳҫи экономикӑна тата социаллӑ сферӑна цифровизацилес тӗллевлӗ проекта пурнӑҫа кӗртесшӗн. «Яндекс» компанин Раҫҫейри гендиректорӗпе Елена Бунинӑпа ирттернӗ онлайн-тӗлпулура онлайн-вӗрентӳ, тӗрлӗ социаллӑ проект (ҫав шутра – сусӑрсене тата ватӑсене пулӑшасси) пирки те калаҫнӑ; хальхи вӑхӑтри навигаци, шыравпа информаци сервисӗсемпе усӑ курас ыйтӑва хускатнӑ. Республикӑра «Ветерансем валли такси» социаллӑ проекта хута ярасшӑн. Вӑрнар поселокӗнче кӑҫал «Яндекс.Лицей» уҫӑлмалла. Вӑл Чӑваш Енӗн тӑватӑ вӗренӳ учрежденийӗнче ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Олег Николаев «Яндекс.Лавка» сервиспа та кӑсӑкланнӑ. Вӑл пулӑшнипе вырӑнти производительсен продукцине (сӑмахран, шӑрттана, сӑрана) сутма май килӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Арланкассинче ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ тӑваҫҫӗ. Ӗҫ епле пынипе районти тӗп пульницӑн тӗп врачӗ Надежда Уркова паллашнӑ. Асӑннӑ ялта фельдшерпа акушер пункчӗ халӗ те пур-ха. Анчах вӑл кивӗ ҫуртра вырнаҫнӑ. Ҫӗнӗ ҫурта сывлӑха сыхласси ҫинчен калакан наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хӑпартаҫҫӗ. Асӑннӑ нацпроекта ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин пуҫарнӑ. Модульлӗ ФАПӑн никӗсне янӑ ӗнтӗ, стенасене хӑпартнӑ. Фельдшерпа акушер пунктӗнче тӗрлӗ пӳлӗм пулӗ. ФАПа кирлӗ оборудованипе тивӗҫтерӗҫ, территорие хӑтлӑлатӗҫ. Чи кирли тухтӑрсем халӑха ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илсе, тӗплӗн тӗрӗслесе ырӑ кӑмӑлпа ӑсатчӑр тесси ҫеҫ юлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти троллейбус управленийӗнче – ҫӗнӗ пуҫлӑх. Ку пукана Андрей Васильева шаннӑ. Малтан Андрей Васильев хула администрацийӗнче транспорт пайӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, Андрей Валерьевич пысӑк коллектива ертсе пырас енӗпе пуян опытлӑ, «Промтрактор» акционерсен обществинче ӗҫленӗ, муниципалитет тата коммерци предприятийӗсене ертсе пынӑ. Шупашкар хула администрацийӗн транспорт тата ҫыхӑну пайӗн пуҫлӑхӗнче 2017 ҫултанпа ӗҫлет. Халӗ вӑл 1700 штатлӑ предприятие ертсе пырӗ. Алексей Ладыков Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ ертӳҫӗн пассажирсене турттарассин пахалӑхне лайӑхлатмалла. ⠀ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре вӑрмансемпе усӑ курасси ҫинчен калакан республика саккунне улшӑнусем кӗртнӗ. Ку хыпара РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов Фейсбукра пӗлтернӗ. Саккун проектне Йӗпреҫ районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем хатӗрленӗ. Ҫӗнӗ саккунта хӑш вӑрманти хӑрӑк турата пухмалли ҫинчен ҫынсене пӗлтермеллине палӑртнӑ. Хыпара Чӑваш Ен Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви хӑйӗн сайтӗнче тата вӑрман хуҫалӑхӗсенчи стендсем ҫинче пӗлтерме тивӗҫ. Лесничийсен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене пӗлтермелле. Аса илтерер: кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн вӑрмансенчи хӑрӑк турата ҫынсене пуҫтарма ирӗк пачӗҫ. Саккуна федераци шайӗнчех йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() realnoevremya.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Раҫҫее чикӗ леш енче тӑрса юлнӑ ентешсене ятарлӑ рейспа илсе килнӗ. Хальхинче самолет Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсенчен Хусана килсе ҫитнӗ. Йышра Чӑваш Енри ҫичӗ ҫын пулнӑ. Дубай хулинчен Тутарстана вӗҫсе килнӗ самолетра Раҫҫей ҫыннисем 158-ӑн пулнӑ. Чӑваш Ен ҫыннисем пирки маларах каларӑмӑр та, вӗсен йышӗнче икӗ ача таврӑннӑ. Ентешӗмӗрсене Муркаш районӗнчи обсерватора ӑсатнӑ. Паянхи куна чикӗ леш енче Чӑваш Ен ҫыннисем тата 233-ӗн тӑрса юлнӑ, ҫав шутра ҫул ҫитменнисем – 31. Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн 179 ҫынна тӑван тӑрӑха таврӑнма пулӑшнӑ. АПШран, сӑмахран, 35 ҫын килсе ҫитнӗ, Индирен – 29, Таиландран – 16, Китайран – 9. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |