Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Чӑвашсен ӑс-тӑнӗнче ҫапларах шухӑш ҫирӗпленнӗ: ӗлӗк, имӗш, чӑвашсем пытанса пурӑннӑ, тӗттӗм пулнӑ, тӗнче курса ҫӳремен. Ҫакна ҫирӗплетес тесе вӗсем чӑваш ялӗсем ҫырмасенче вырнаҫнипе ҫирӗплетме пӑхаҫҫӗ. Мӗншӗн «ҫирӗплетме пӑхаҫҫӗ»? Ара, тимлӗн тишкернӗ хыҫҫӑн ҫак теори чӑл-пар кӑна саланать-ҫке. Паллах, ҫак шухӑшӑн тымарӗ ытларах пайӗпе совет саманинче ҫуралнӑ пулмалла. Ун чухне совет влаҫӗ, хӑйӗн пахалӑхне тата уссине ҫӗклес тесе патша вӑхӑтӗнчи саманана май ҫитнӗ таран хурлама тӑрӑшнӑ. Вӗсенчен пӗр ҫитӗнӗвӗ вӗсен шучӗпе вара — чӑваша тӗттӗмлӗхрен кӑларни. Имӗш, совет влаҫӗччен пирӗн халӑх хӑраса та пытанса, айван пурнӑҫпа пурӑннӑ. Халӑх чӑн та тухса ҫӳремен-ши?Ак Хӗветӗр Уярӑн «Таната» романӗнчи «Паллӑ мар инкек» сыпӑкӗнчи пӗр абзацах илес:
Ҫакна вуланӑ хыҫҫӑн вулаканӑн пуҫӗнче мӗнле шухӑш ҫуралмалла? |
Пӑтӑрмахсем
![]() goodfon.ru сайтри сӑн Етӗрне районӗнчи Ҫатра ялӗнче пушар алхаснӑ. Ку инкек ҫынна пула тухман. Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Ҫатра ялӗ ҫывӑхӗнче аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре 80 ҫулти хӗрарӑмӑн мунчине аҫа ҫапнӑ. Мунча тӗппипех ҫунса кайнӑ. Юрать-ха, кил хуҫи хӗрарӑмӗ хӑй шар курман. Ҫулӑм хӑмаран ҫапса тунӑ вутӑ сарайне кӑштах куҫма ӗлкӗрнӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сарӑлма паман – сӳнтернӗ. Сӑмах май, иртнӗ талӑкра республикӑра 7 пушар пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта Атӑлта арҫын виллине тупнӑ. Ку паян 16 сехет те 20 минутра пулнӑ. Унӑн виллине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Арҫын 50 ҫулсенчи пек курӑнать. Унӑн вилли ҫыранран инҫех мар шывра выртнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын юраман вырӑнта шыва кӗнӗ. Арҫын виллине ҫӑлавҫӑсем 17 сехет те 10 минутран шывран кӑларнӑ. Вырӑнта следовательсем ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() info-rm.com сайтри сӑн Чӑваш Енре Мускав облаҫӗнче пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкереҫҫӗ. 27-ри арҫын суя документпа усӑ курнӑ-мӗн. Следовательсем шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл 2012 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Мускавра 25 пин тенкӗпе руль умне ларма ирӗк паракан суя удостоверени илнӗ. Хайхискер унпа кӑҫал ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗчченех усӑ курнӑ. Мускав ҫыннине Куславкка районӗнчи инспекторсем чарнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне унӑн водитель прави суя пулнине палӑртнӑ. Мускав арҫынни тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна куншӑн 1 ҫул ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ. Следовательсем пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ӑна кӗҫех суд пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 22 сехет те 20 минутра Етӗрне районӗнче тискер чӗрчунпа ҫыхӑннӑ авари пулнӑ. М-7 ҫулӑн 595-мӗш ҫухрӑмӗнче «Фольксваген» ҫул ҫине тухса кайнӑ пӑшие ҫапса кайнӑ. Руль умӗнче 36 ҫулти арҫын ларнӑ, вӑл Кемӗр облаҫӗнчен. Аварире машина та арканнӑ. Водитель те, пӑши те вырӑнтах вилнӗ. Палӑртмалла: ют регион арҫынни пирӗн республика урлӑ таҫталла кайнӑ. Шел те, Етӗрне районӗнче пӑши пула унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Илпек Микулайӗ. enc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ ҫыравҫӑсен вил тӑприсене йӗркене кӗртӗ. Кун пирки пӗрлешӗвӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова мессенджерсенчен пӗринчи ҫыравҫӑсен ушкӑнӗнче пӗлтернӗ. Ӳрӗк калем ӑстисем хальлӗхе сакӑр ҫын тупӑннӑ. Вӗсем утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 10 сехетре Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи 1-мӗш ҫӑва ҫинче пуҫтарӑнӗҫ. Кӑмӑл пуррисене Петӗр Хусанкай вил тӑпри патӗнче кӗтеҫҫӗ. Лидия Филиппова хыпарланӑ тӑрӑх, Шупашкар хула администрацийӗн ертӳҫисем чӑваш ҫыравҫисен (Шелепин, Иван Мучин, Ивникӑн, Тӑхтин тата ыттисен те) вил тӑприсене тирпейлесе тасатма ирӗк панӑ. Ӗҫ хатӗрсемпе «Хулари ритуаллӑ пулӑшу» акционерсен обществи тивӗҫтерӗ. «Пирӗнтен – перчатке, ӗҫлеме тухни тата ӗҫлес килни», – тесе ҫырнӑ Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен правленийӗн ертӳҫи. |
Сывлӑх
![]() nat-geo.ru сайтри сӑн Юлашки кунсенче Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ ӳссе пырать. Мӗншӗн? Влаҫ тытӑмӗнче ӗҫлекенсем ҫакӑн сӑлтавне ӑнлантарнӑ. ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри пӗр организацире кӑшӑлвируспа харӑсах 60 ҫын чирленӗ. Ку ыйтӑва Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра та сӳтсе явнӑ. Предприяти ятне пӗлтермен, унта инфекци сарӑлнӑ. Халӗ лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ. Сӑмах май, ку таранччен республикӑра 5424 ҫын инфекциленнӗ, 3026-шӗ сывалнӑ. 40 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() gatd.archives21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова калем ӑстисен мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май» юбилей медалӗпе ҫыравҫӑсене те чыслама йышӑннӑ. Республика ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хушӑвӗ ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнчех тухнӑ-ха. Хыпара халь тин пӗлтернӗшӗн тем мар тесе шухӑшлатпӑр, мӗншӗн тесен юбилей медалӗпе наградӑланин пӗлтерӗшӗ вӑхӑт иртнӗ тесе сумне чакармасть. Юбилей медальне ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи хушупа тивӗҫнисен ретӗнче ҫаксем: Денис Гордеев, Анатолий Кибеч, Алексей Леонтьев, Ева Лисина, Петр Маркин, Виталий Родионов, Раиса Сарби, Юрий Семенов (Сементер), Светлана Смирнова (Азамат). |
Ҫул-йӗр
![]() Пирӗн республикӑра пурӑнакансем кӑҫал, мӗнпур ҫӗршыври пекех, пӗчӗк процентлӑ ипотека илеҫҫӗ. Вӑл укҫана ялта ҫурт-йӗр тума яраҫҫӗ. Чӑваш Ен вице-премьерӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн тӑрӑхри 203 ҫемье 297,1 миллион тенкӗлӗх кредит илнӗ. Пӗчӗк процентлӑ кредит илес ӗмӗтлисем Россельхозбанка 390 заявка панӑ. Кивҫен укҫана вӗсем 794 миллион тенкӗлӗх илесшӗн. Кредит учрежденийӗ заявкӑсене малалла йышӑнать. Аса илтерер: пирӗн республикӑри ялсенче ҫурт тӑвас ӗмӗтлисене Чӑваш Ен хысни шучӗпе те процент ставкине пӗчӗклетсе параҫҫӗ. Кивҫен укҫана халӑхӑн хӑш-пӗр категорине 3 процентлӑ ставкӑранн пуҫласа 0,1 процент таран виҫепе пама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан 17 ҫулти каччӑна наркотик сутма тӑнӑшӑн айӑпланӑ. Ӑна Раҫҫей Федерацийӗн 30-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе тата 228-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарма йышӑннӑ. Ку статьясемпе наркотика саккуна пӑсса пысӑк виҫепе сутакансене айӑплаҫҫӗ. Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче каччӑ Шупашкарти пӗр ҫуртӑн картишӗнче 8 грамм ытла наркотик туяннӑ. Ӑна вӑл кайран сутма тесе упранӑ. Анчах ярӑнтарса ӗлкӗреймен – наркотика пакунлисем асӑрхаса туртса илнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑка суд хупса усрамасӑр 5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |