Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ял хуҫалӑх таварне туса илекенсен техника ҫӗнетме кӑҫал майсем анлӑрах. Ку хыпара Чӑваш Ен ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Фейсбукра пӗлтернӗ. Министр хыпарланӑ тӑрӑх, ял хуҫалӑх техникине туяннин 40 процент таран саплаштараҫҫӗ. Техника туянассин хисепӗ 112 единица хушӑннӑ. Техника туянма патшалӑх пулӑшни хаклӑ техника, трактор тата комбайн илнӗ чух пушшех кирлӗ. Вӗсене туянасси пӗлтӗрхинчен 1,9 хут нумайланнӑ. Сӑмах май каласан, ял хуҫалӑх предприятийӗсенче выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ. Утӑ ҫинче Куславкка, Шӑмӑршӑ тата Ҫӗмӗрле районӗсем уйрӑмах хастар. Вӑрнар, Шупашкар, Елчӗк районӗсем те хӑвӑрт ӗҫлеҫҫӗ. Хуҫалӑхсенче сенаж тата силос хатӗрлессипе те ҫине тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ (кӗскен — ТСК) республика Элтеперӗн пукане йышӑнас кӑмӑллисенчен документсем малалла йышӑнать. Республика ертӳҫин пуканне тӗмсӗлекенсен ретӗнче тивӗҫлӗ канури ҫынсем те пур. Маларах Пенсионерсен партийӗн пайташӗ Николай Степанов ҫав ӗмӗтлине пӗлтернӗччӗ. Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, 61 ҫулти Николай Коклейкин ваккат документсем тӑратнӑ. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн унчченхи созывӗнче вӑл ТСКн пайташӗ пулнӑ. Ӑна унта Коммунистсен партийӗ сӗннӗ. Халӗ вара Коклейкин коммунистсемпе хӑйне нимӗн те ҫыхӑнтарманнине ӗнентернӗ. Суйлава вӑл хӑй тӗллӗн хутшӑнать. Апла пулин те ытти парти пулӑшасса шаннине пытарман. Мускав тӑрӑхӗнче вӗрентӳ тата консалтинг енӗпе ӗҫлесе пурӑнакан 46 ҫулти Андрей Ильдеменов та документсем тӑратнӑ. ТСКна вӑл виҫӗ хутчен ҫитнӗ, виҫҫӗмӗшӗнче ӑннӑ, документсем йӗркеллех пулнине кура унӑн хучӗсене йышӑннӑ. Элтепер пулас ӗмӗтлисем хальлӗхе ҫаксем: Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев, «Раҫҫей патриочӗсем» парти пайташӗ Сергей Матвеев, «Раҫҫейри пенсионерсен социаллӑ тӗрӗслӗхшӗн партийӗн» пайташӗ Николай Степанов, Шупашкарта пурӑнакан Юрий Шакеев, Николай Коклейкин тата Андрей Ильдеменов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарти Мускав районӗнче улттӑмӗш хӗрарӑм ӗнтӗ килте ача ҫуратнӑ. Ку хыпара асӑннӑ хулари Мускав район администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ. Шупашкар хулинчи Мускав районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм килте ҫӑмӑлланнӑ. Ҫут тӗнчене ывӑл килнӗ. Ача ҫурални ҫинчен калакан свидетельствӑна илме вырӑнти загс уйрӑмне пепкен ашшӗ пынӑ. Вӑл Раҫҫей Федерацийӗн «Граждан тӑрӑмӗсен акчӗсем ҫинчен» саккунӑн 14-мӗш тата 16-мӗш статйисене тӗпе хурса хӑйӗнпе пӗрле кӳнтелене чӗннӗ. Кӳнтелен ача ҫуралнине ӗнентерме кирлӗ пулнӑ. Телейлӗ ашшӗ-амӑшне загс ӗҫченӗсем саламланӑ, ача ҫурални ҫинчен калакан свидельство тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра 5025 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине шута илнӗ. Кунта сӑмах пандеми пуҫланнӑ хыҫҫӑнхи тапхӑр пирки пырать. COVID-19 диагнозӗллӗ тата тепӗр 52 ҫынна шута илнӗ паян. Пандеми пуҫланнӑранпа 2882 ҫын сывалнӑ. Анчах вилекенсем те пур. Паянхи кун тӗлне хурлӑхлӑ ҫакӑн пек 31 тӗслӗхе шута илнӗ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче районсемпе хуласенчи лару-тӑрӑва тишкерекен таблица та хатӗрленӗ. Анчах ӑна паян ҫӗнетсе ӗлкӗрейменччӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнчине тишкерсен хӑш-пӗр цифрӑна илсе парар. Улатӑрта 139 ҫын чирлине шута илнӗ, Патӑрьел районӗнче – 131 ҫын, Комсомольски районӗнче – 153, Хӗрлӗ Чутай районӗнче – 149, Шупашкар районӗнче – 225. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Александр Сурин (1955- 2018) ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнӗ. Александр Сурин – Чӑваш Енӗн паллӑ культура ӗҫченӗ. Вӑл чӗрӗк ӗмӗр ытла Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ пулса тӑрӑшнӑ. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ хӑйсен ӗҫтешӗ пулнӑ сцена ӑстине вылякан пукане ӳнерне тата профессилле театра аталантарассине пысӑк тӳпе хывнӑ тесе хаклаҫҫӗ. Александр Сурин пукане театрӗнче профсоюз комитетне чылай ҫул ертсе пынӑ. Ӳнер учрежденийӗн илемлӗх канашне темиҫе хут та суйланнӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-90-мӗш ҫулӗсенче вӑл Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн правленийӗн пайташӗ, актерсен «Антракт» клубӗн пайташӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() yandex.com сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Великобританирен Чӑваш Ен ҫыннисене тӑван ҫӗршыва илсе килнӗ. Кӑшӑлвирус пандемине пула ҫӗршывпа ҫӗршыв хушшинче самолетсем вӗҫме чарӑнсан ентешӗмӗрсем ют ҫӗрте тӑрса юлнӑ. Вӗсене тӑван тӑрӑха таврӑнма ҫӗршыв шайӗнче пулӑшаҫҫӗ. Ҫӗртмен 26-мӗшӗнче Великобританирен Мускава килнӗ самолетра пирӗн республикӑри икӗ ачапа икӗ ҫын пулнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗ каҫхине Италирен Чӑваш Ен ҫыннисем иккӗн таврӑннӑ. Ют ҫӗршывран килнисене Муркаш районӗнчи санаторисенчен пӗрне обсерватора ӑсатнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне 245 ҫын Раҫҫей тулашӗнче тӑрса юлнӑ, ҫав шутра – 32 ача. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнченпе тӑван тӑрӑха пирӗн республикӑри 147 ҫынна таврӑнма пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Алексей Ладыковӑн Инстаграмри страницинчи сӑн Шупашкарти Хӗрлӗ лапама реконструкци хыҫҫӑн уҫнӑ. Унта халӗ ҫын нумай ҫӳрет, ҫӗнӗлӗхсемпе паллашаҫҫӗ. Лапам уҫӑлнӑ кӑна-ха, вандалсем вара сӑтӑр кӳме ӗлкӗрнӗ. Пралуксем, сывлӑх енчен хавшак ачасем валли тунӑ лапамри калитке, саксен сийӗ сиенленнӗ. Ҫаксене Шупашкар хула администрацийӗ асӑрханӑ. Администраци пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫынсене яваплӑрах пулма чӗнсе каланӑ. Сӑмах май, ӗнер ҫил вӑйлӑ пулнӑран Хӗрлӗ лапамра демонстраци экранӗ ӳкнӗ, реклама баннерӗсем те тӳннӗ. Администраци ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗсене ҫирӗплетсе ҫитереймен, ҫак ӗҫ пынӑ вӑхӑтра шӑпах ҫил алхаснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cmirocheb.rchuv.ru сайтри сӑн Кӗҫех аслӑ шкула вӗренме кӗме палӑртнӑ яш-хӗр патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытӗҫ. Анчах кӑшӑлвирус сарӑлнӑ тапхӑрта ҫакна ирттернӗ чухне чылай саманта шута илмелле. Шупашкарта ятарласа репетици те иртнӗ. Ачасене аудиторие мӗнле кӗртӗҫ? Еплерех лартса тухӗҫ? Репетицире ачасем вырӑнне мероприяти йӗркелӳҫисем пулнӑ. Вӑл 10-мӗш шкулта иртнӗ. Ачасене экзаменра медицина маски, перчетке, дезинфекци хатӗрӗ, пирометр тата рециркулятор парӗҫ. Экзамен тытакансене аудиторие пӗчӗк ушкӑнпа кӗртӗҫ. Кашни класра 9 ачаран ытла пулмӗ, вӗсене зигзаг евӗр лартса тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Полина Чамжаева. Ҫамрӑксен театрӗн архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Чаваш Республикин халӑх артистки Полина Чамжаева паян 60 ҫул тултарнӑ. Вӑл 1960 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Пӗчӗк Малти Тукай ялӗнче ҫуралнӑ. Сасси ҫемҫе, сӑнӗ ҫепӗҫ, кӗлетки хӳхӗм ҫак артистка ултӑ теҫетке ҫула ҫитнине ӗненме те йывӑр. 1979 ҫулта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ вӑл. Пӗр вӑхӑтра теартан кайнӑччӗ. Анчах кайран каллех тӑван театрӑн сцени ҫине таврӑнчӗ. Ҫак ҫулсенче Полина Чамжаева вуншар сӑнар калӑпланӑ. Вӑл рольсем Чӑваш Енӗн театр ӳнерӗн ылтӑн фондне кӗрсе юлнӑ. Нумаях пулмасть «Полина Чамжаева: «Сцена ҫинче тӗнче ҫаврӑнать» кӗнеке пичетленнӗччӗ. Ӑна кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче хӑтланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() wikimapia.org сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш районӗнчи Ҫӗлеменкасси ялӗнче карантин тесе йышӑннӑ. Ку хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ҫапла йышӑнӑва республика ертӳҫи «Ветеринари ҫинчен» федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн тата Чӑваш Ен Патшалӑх ветеринари службин ертӳҫи сӗннипе тунӑ. Тискер чӗрчунсен урнӑ чирне палӑртнӑ хыҫҫӑн ҫӗленкассисен выльӑх-чӗрлӗх сутса туянма юрамӗ. Асӑннӑ террриторири чӗрчунсене куравсене те илсе кайма юрамасть. Урнӑ чире пула йышӑннӑ карантин вӑхӑчӗ ӗнер пуҫланнӑ. Республика ертӳҫин хушӑвӗнче каланӑ тӑрӑх, чару мерисем выльӑх чирленӗ хыҫҫӑн икӗ уйӑх иртсен вӗҫленӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |