Республикӑра
![]() vmogileve.by сайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗ – Ҫамрӑксен кунӗ. Ҫак уявра Чӑваш Енре эрех-сӑра сутмӗҫ. Ҫамрӑксемпе ҫыхӑннӑ уявсенче «ҫуттине» сутма чарасси республикӑра йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Анчах ҫав кун общество апатланӑвӗн учрежденийӗнче эрех-сӑра сутма чармӗҫ. Сӑмах май, кӑҫал кӑшӑлвируса пула шкултан вӗренсе тухакан яш-хӗрӗн сывпуллашу каҫӗ онлайн мелпе иртнӗ пулин те Чӑваш Енре ҫак кун эрех-сӑра сутма чарнӑ. Кӑҫал шкултан вӗренсе тухакансем пурте патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытман. ППЭне аслӑ шкула вӗренме кӗрекенсем ҫеҫ тытаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Суйлав тесен такам та хӑйӗн кандидатурине тӑратать пулӗ. Ватти те, ҫамрӑкки те. Кашнин хӑйӗн тӗллевӗ. Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Тӗп суйлав комиссийӗ республика Элтеперӗн суйлавне хутшӑнас кӑмӑллӑ тата тепӗр кандидата регистрациленӗ. Вӑл — «Партия пенсионеров» (чӑв. Пенсионерсен партийӗ) партин республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫи Николай Степанов. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче республикӑн Патшалӑх автоинспекцийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ, шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ, тивӗҫлӗ канӑва тухсан ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмӗнче ӗҫленӗ. Элтепер пулас ӗмӗтлӗ кандидат аслӑ ҫулхисен татса паман ыйтӑвӗсене хускатасшӑн. Вӑл хӑй ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫамрӑксене патриот воспитанийӗ парас ыйтупа та чунне ыраттарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Хӑҫан уҫӑласси паллӑ терӗмӗр те, анчах ӑна татсах каламан-ха. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, ҫуллахи уйлӑхсем ҫитес уйӑхӑн 15-мӗшӗнче уҫӑлма пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пирки паян сӑмах хускатнӑ. Кӑшӑлвирус сарӑлнине хирӗҫ ӗҫлекен оперативлӑ штаб паян черетлӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Яковлев ашшӗ-амӑшӗн заявкине утӑ уйӑхӗн 27 тата 28-мӗшӗсенче, ҫавӑн пекех утӑ уйӑхӗн 4 тата 5-мӗшӗсенче йышӑнассине пӗлтернӗ. Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ чару мерисене халӗ пӗрремӗш тапхӑр шайӗнче ҫемҫетнӗ. Ача-пӑча уйлӑхӗсене вара Роспотребнадзор виҫҫӗмӗш тапхӑрсӑр уҫма сӗнмест. Апла пулсан, йӑлтах лару-тӑру епле пулнинчен килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫул урлӑ каҫнӑ чухне асӑрханмалла тата тимлӗ пулмалла. Ҫакна аса илтерес тесе Шупашкарта «Говорящие переходы» (чӑв. Ҫул урлӑ каҫмалли калаҫакан выӑнсем) акци пуҫарнӑ. Ӑна ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем, Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Елена Нестерова тата «Вместе» (чӑв. Пӗрле) халӑх организацийӗн пайташӗ Дмитрий Кудряшов пуҫарнӑ. Шупашкар хулин кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсенче аслисемпе ачасем валли ятарлӑ чӗнӳсем ҫырса хурӗҫ. Вӗсем шкулсем, ача пахчисем, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем ҫывӑхӗнчи тротуарсем ҫинче пулӗҫ. «Наушника кӑлар», «Телефонтан тух», «Велосипед ҫинчен ан», «Ачана ҫавӑт» йышши асӑрхаттарусем ҫул урлӑ каҫнӑ чух тимлӗ пулмаллине аса илтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Вкладсен чи пысӑк ставки 5 процентран чакнӑ. Ку хыпара «Российская газета» хаҫат Раҫҫей банкӗ хыпарланине тӗпе хурса пӗлтернӗ. Топ-10 банк шутне кӗрекен банксен вклачӗсем кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн иккӗмӗш вунӑкунӗнче 4,99 процентпа танлашнӑ. Депозит ставки епле пуласси Раҫҫей банкӗ ҫирӗплетекен тӗп ставкӑран нумай килет. Пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнченпе ҫав ставка чакса пырать. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче ӑна 1,5 пункт чухлӗ пӗчӗклетсе 4,5 процент хӑварчӗҫ. Топ-10 йышне кӗрекен банксен чи пысӑк ставки ҫулталӑк пуҫланӑранпа 1 пункта яхӑн пӗчӗкленнӗ. Инфляци виҫи пӗчӗккине пула депозитсем ҫапах та тупӑшлӑ тесе ӗнентереҫҫӗ. Вкладсен процент ставки чакнӑ вӑхӑтра ҫынсем хаклӑ хутсен рынокне куҫ хываҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Коми Республикин Правительствин Пуҫлӑхӗн ҫумӗпе – ял хуҫалӑх министрӗпе Анатолий Князевпа тӗл пулнӑ. Аса илтерер: Анатолий Князев – Елчӗк чӑвашӗ, вӑл чылай ҫул Шупашкар районӗнче тӗрлӗ должноҫре, ҫав шутра район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче те, ӗҫленӗччӗ. Анатолий Пантелеймонович Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа Коми Республикин пуҫлӑхӗ Владимир Уйба тата хӑй ячӗпе саламланӑ. Енсем Чӑваш Енпе Коми Республики социаллӑ-экономика енӗпе килӗштерсе ӗҫлес майсене сӳтсе явнӑ. Сӑмахран, пирӗн тӑрӑхран Ҫурҫӗртен эрех тата пӑлан ашӗ кӳрсе килме пулать, пирӗн патран – тӗш тырӑ ӑсатма. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() baikal24.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре тепӗр 3 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Хальлехе вӗсем пирки тӗплӗн пӗлтермен-ха. Ҫапла майпа ку инфекцирен пурнӑҫран уйрӑлнисен шучӗ 28-а ҫитнӗ. Ӗнерхипе танлаштарсан, кашӑлвируспа чирлисен йышӗ кӑшт сахалрах – 58 ҫын кӑна хушӑннӑ. Ӗнер 62 ҫынччӗ. Ку таранччен 4860 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. 2807 ҫын сывалнӑ, юлашки талӑкра 40 ҫын инфекцие парӑнтарнӑ тесе палӑртнӑ. Раҫҫейре талӑкра 6800 ҫын чирленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнар районӗнчи аш-какай комбиначӗ тислӗке уя тухса тӑкать, вӑл вара кайран юханшыва лекет. Малтикас ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвесем, юханшыв питӗ вараланнӑ. Ҫуркунне унта пулӑсем те вилнӗ. Халӑх фрончӗн хастарӗсем уйра мӑйракаллӑ шултра выльӑх тислӗкӗ тухса тӑкнӑ темиҫе вырӑн тупнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ку пӗр ҫул кӑна пымасть, тислӗке тахҫанах тухса тӑкаҫҫӗ-мӗн. Ҫавна май таврара та шӑршӑ тӑрать. Тислӗк ҫӗр айӗнчи шыва та лекет. Ӑна вара ҫынсем ӗҫеҫҫӗ. Халӑх фрончӗн хастарӗсем Ҫутҫанталӑк министерствине, йӗрке хуралне, ҫутҫанталӑк тата район прокуратурине, ытти ведомствӑна кун пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Республика кунӗнче, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енри тӳре-шара тата Мускавран килнӗ депутатсем Шупашкарти Хӗрлӗ лапама уҫрӗҫ. Юсаса ҫӗнетме 1,2 миллиард тенкӗ тӑкакланӑ Хӗрлӗ лапам пурне те килӗшмен. Вадим Оньков таврапӗлӳҫӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, Хӗрлӗ лапам япӑх енне улшӑннӑ. «Нумайӑшӗ кӑмӑлсӑр. Сцена япӑх курӑнать, парковка валли вырӑн ҫук. Наци музейӗ патне тата Хӗрлӗ лапама машинӑпа кӗреймӗн. Кӗвӗллӗ фонтан ҫути кӳршӗ ҫуртсене лекет, сасси ҫывӑхри ҫуртсенче пурӑнакансене кансӗрлет», — хурланӑ вӑл. Шупашкарти Хӗрлӗ лапамри ҫурстенчен пӗринче пурӑнакан Елена Петрова та Хӗрлӗ лапама япӑхлатнӑ тесе хакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Олег Николаев (вӑл «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ, анчах суйлава хӑй тӗллӗн хутшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ) Чӑваш Ен Элтеперӗ пулас тенине ырлакан партисен йышӗ хушӑнса пырать. Маларах унӑн кандидатурине «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн пухӑвӗнче ырланӑччӗ. Каярах «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин регионти пайташӗсем пухӑва пуҫтарӑннӑччӗ, вӗсем те Олег Николаев шухӑшне кӑмӑлласа йышӑннӑччӗ. Ӗнер «Родина» (чӑв. Тӑван ҫӗршыв) партин регионти уйрӑмӗ конференцие пухӑннӑ. Унта республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та хутшӑннӑ. Пухӑва пухӑннӑ парти пайташӗсем Олег Николаев республика ертӳҫин суйлавне хутшӑнассине пӗр шухӑшлӑн ырланине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |