Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Политика

Чӑваш ЕН Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республика ертӳҫин тилхепине тытнӑ пӗрремӗш кнусенчен тытӑнса кашни ӗҫ эрнине пӗтӗмлетет. Ҫавна вӑл икӗ чӗлхепе хатӗрлет: чӑвашла тата вырӑсла. Кӗске видеора Олег Николаев иртсе кайнӑ ҫичӗ кунта асран юлмалли мӗн пулнине аса илет. Шӑматкун та ҫаплах тунӑ вӑл.

Хальхине вӑл: «Шел пулин те, ҫак эрне пӗтӗмлетӗвӗсене лайӑх мар хыпартан пуҫлама тивет», — тенинчен тытӑннӑ май республика ертӳҫи пулнӑ Михаил Игнатьев пурнӑҫран уйрӑлни пирки асӑнса хӑварнӑ.

Инстаграма вырнаҫтарнӑ чӑвашла видеопӗтӗмлетӗве итлекенсенчен хӑшӗсем Олег Николаева чӑвашла калаҫнӑшӑн ӳпкелесе ҫырса тултарнӑ. Теприсем ӑна чӑвашла таса калаҫмасть тесе тиркенӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CBqiC0Sgq9U/
 

Республикӑра

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шалти ӗҫсен министерствин кинологи служби 111 ҫулхине уявланӑ.

Пирӗн республикӑра та пакунлисене йытӑсем ӗҫре нумай пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем йӗркене пӑсакансене тытса чараҫҫӗ, сирпӗтмелли хатӗрсене, хӗҫпӑшалпа наркотик пытарнине шыраса тупаҫҫӗ. Ҫухалнӑ ҫынсене те тӑватӑ ураллӑ ӑслӑ туссем тупма пулӑшаҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Канаш районӗнчи пӗр ялта 9 ҫулхи ача ҫӗтнине, ӑна шурлӑхлӑ вырӑнта Персей ятлӑ йытӑ тупнӑччӗ.

Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин Кинологи службин центрне чылай ҫул Алексей Попович ертсе пырать. Кӑҫалхи кӗркунне ведомство Полицейски-кинологсен пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвне хутшӑнма ӗмӗтленет. Ун пек тупӑшӑва 2014 ҫулта пирӗн тӑрӑхра йӗркеленӗ.

 

Республикӑра

Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков пӗлтернӗ тӑрӑх, «Арина» проектпа килӗшӳллӗн Чӑваш Енри икӗ учреждение пулӑшнӑ.

Депутат хыпарланӑ тӑрӑх, ку проекта уҫма тахҫанах ӗмӗтленнӗ ҫеҫ те мар, ун пирки калаҫнӑ та. Халӗ вара тинех ӗҫлеттерсе янӑ.

«Арина» проект инвестицие пула тупӑш курнин пӗр пайне чирлӗ ачасене пулӑшма уйӑрассипе ҫыхӑннӑ. Нумай пулмасть йӗркеленӗ финанс марафонӗнче пуҫтарнӑ укҫана Чӑваш Енри ача учрежденине: Кӳкеҫри ачасен интернат-ҫуртне тата Шупашкарта «Малютка» (чӑв. Пепке) ятарлӑ ача ҫуртне — уйӑрнӑ.

Ыркӑмӑллӑх ӗҫне малашне анлӑлатасшӑн, пулӑшу виҫи те ӳссе парӗ. Проект авторӗсем ача ҫурчӗсем укҫапа епле усӑ курнине те тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ.

 

Республикӑра
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Чӑваш Енре пӗр водитель ҪҪХПи ӗҫченӗсем чарсан тарма хӑтланнӑ. Инспекторсем сисчӗвленнӗ - ун хыҫҫӑн вӗҫтернӗ.

Инспекторсем арҫын «Лада» машинӑна вӑрланӑ тесе шутланӑ. Анчах водитель инҫе тарайман – ҪҪХПИ ӗҫченӗсем хӑваланӑ чухне кювета чӑмнӑ. Инспекторсем ӑна тытса чарнӑ та административлӑ протокол ҫырнӑ.

Водитель ҫумӗнче документсем пулман, ҫавӑнпа инспекторсен иккӗленӳ ҫуралнӑ: тен, машинӑна вӑрласа тарнӑ? Халӗ ҫакна тӗрӗслеҫҫӗ, машинӑна гаражран вӑрласа тухма пултарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/65083
 

Сывлӑх
belaruspartisan.by сайтри сӑн
belaruspartisan.by сайтри сӑн

Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре тепӗр 69 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Ку таранччен руспубликӑра 4541 ҫын инфекциленнӗ. 23 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. 2538 ҫын сывалнӑ. Юлкашки талӑкра 32 ҫын сывалнӑ тесе палӑртнӑ. Эппин, Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ майӗпен чакса пырать теме пулать.

Раҫҫейре те ку кӑтарту майӗпен пӗчӗкленет. Юлашки талӑкра 7728 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Аса илтерер: Чӑваш Енре кӑшӑлвируса пула йышӑннӑ чарусене пӑрахӑҫламалли пӗрремӗш тапхӑра кӗме палӑртнӑ. Кӗҫех хӑш-пӗр лавкка, кафе уҫалӗ.

 

Персона

Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Ен республикӑна 10 ҫула яхӑн ертсе пынӑ Михаил Игнатьевпа сывпуллашнӑ. Ӑна Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи масарта пытарнӑ.

Михаил Васильевичпа сывпуллашма республикӑн тӗп хулинчи «Шупашкар-Арена» пӑр керменне пуҫтарӑннӑ. Михаил Игнатьева юлашки ҫула ӑсатма республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев, правительство пайташӗсем, хуласемпе районсен администрацийӗсенче ӗҫлекенсем, республикӑра пурӑнакансем пуҫтарӑннӑ. Михаил Игнатьева КПСС оЧӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарӗн вил тӑприпе юнашар пытарнӑ.

Михаил Игнатьев чӗре чирне пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кӑшӑлвирус тесе хӑшӗсем сӑмах сарни ҫирӗпленмен – ҫавна ятарлӑ анализ кӑтартнӑ.

...Мӗнех, йывӑр тӑпру ҫӑмӑл пултӑр, Михаил Васильевич...

 

ҪӖР
21

Михаил Игнатьева асӑнса
 Леонид Сильвестров | 21.06.2020 08:59 |

Харпӑр шухӑш Политика

Самант тӗксӗмленчӗ

Мӗн пур Чӑвашра:

Хӗвел саншӑн сӳнчӗ,

Чуну — уҫлӑхра.

Нумай эс хӑвартӑн

Кунти пурнӑҫра.

Хӑв халӑхшӑн ҫунтӑн,

Утса тӑвалла.

Шӳте ӑнланмарӗҫ

Хӑш-пӗр юлташсем,

Пит хыт айӑпларӗҫ —

Ӑҫта чунӗсем?

Тепри, ҫаратсан та,

Лармасть тӗрмере.

Ун пурнӑҫӗ янтӑ —

Пулсан кӗсьере.

Анчах Турӑ куҫлӑ,

Йӑлтах Вӑл курать.

Парсассӑн та пурлӑх

Вӑрра каҫармасть.

Пӗр саншӑн Вӑл уҫӗ

Ҫӑтмах алӑкне,

Сана валли тупӗ

Чи ыр сӑмахне.

Манмасть тӑван халӑх

Ятна нихӑҫан.

Ӗҫӳ — чӗрӗ палӑк.

Апла эс пурнан!

 

Леонид Сильвестров

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.
 

Харпӑр шухӑш Культура

Николай Плотникова халаллатӑп: санӑн аслӑ ӗҫӳ – наци пуянлӑхӗ!

Ҫакӑнта "Нарспи" хайлавӑн тӗп вӑртӑнлӑхӗ пирки, малтан палӑртнӑ шухӑсене, схемӑллӑ ҫырса кӑтартас терӗм.

  1. Нарспи НАРӐС уйӑхӗнче ҫуралнӑ. Нарӑс уйӑхӗ — Ҫӗнӗ ҫул, ҫулталӑк пуҫламӗшне палӑртать (ҫулталӑкра 13 уйӑх пулнӑ чухне). Ҫав вӑхӑтрах (ӑнсӑртран мар(!), хайлав пуҫламӗшне те К.Кашкӑр-Иванов Ҫӗнӗ ҫул пуҫланнипе ҫыхӑнтарать: «Пуш уйӑхӑн вӗҫӗнче Хӗвел пӑхрӗ ӑшӑтса…» (ҫулталӑкра 12 уйӑх пулнӑ чухне чӑвашсен Ҫӗнӗ ҫул пуш уйӑхӑн вӗҫӗнче пуҫланмалла). Нарӑс сӑмахӗнче Хӗвел пӗлтерӗшӗ «нар» тымарӗпе ҫыхӑннӑ. Апла пулсан Нарспи ятӗнче те вӑл пурах! Тӗплӗнрех ҫакӑнта ҫырса палӑртнӑччӗ.
  2. НАРтукан пирки. Авалхи чӑвашсем кашни ҫул нартукан уявне палӑртнӑ (паянхи чӑвашсем ӑна тепӗр чухне сурхури ячӗпе паллӑ тӑваҫҫӗ). Ку уяв хӗллехи хӗвел/нар вӑранӑвӗпе, хӗвел хускалма пуҫланипе ҫыхӑннӑ. Ҫак вӑхӑтран кун ҫутти хутшӑнма тытӑнать. Паянхи астрологсем ҫак куна РАШТАВ уйӑхӗнче 21->22-мӗшӗнче (ҫӗрле 21-мӗш 22-мӗш ҫине куҫса кайнӑ вӑхӑтра) палӑртаҫҫӗ.

    Малалла...

 

Республикӑра

ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьевпа ыран Шупашкарти «Шупашкар-Арена» Пӑр керменӗнче сывпулашасси пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: сывпуллашу 9-12 сехетсенче иртет.

Кун хыҫҫӑн хулари хӑш-пӗр ҫула хупӗҫ. 12 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен транспорт ҫӳрессине чикӗлӗҫ. Богдан Хмельницкий урамӗнче Суворов урамӗ хӗресленнӗ вырӑнтан пуҫласа Юлиус Фучик урамӗ хӗресленнӗ таран ҫула хупӗҫ.

Ҫак вӑхӑтра Граждан урамӗпе тата Президент бульварӗпе кайма май пулӗ. Аса илтерер: Михаил Игнатьев ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче каҫхине нумай вӑхӑт чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн вилнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/65082
 

Хулара
lapiedradesisifo.com сайтри сӑн
lapiedradesisifo.com сайтри сӑн

Шупашкарти Эльмен урамӗнчи кӗнеке лавккинче ӗнер 16 сехет ҫурӑра пӗр арҫын ача алгебра кӗнекине вӑрлама тӑнӑ. Ӑна сутуҫӑсем ярса тытнӑ та полици чӗннӗ.

9-мӗш класра вӗренмелли алгебра кӗнеки ачана мӗн тума кирлӗ пулнӑ-ха? Вӑл шкулта панине ҫухатнӑ-мӗн, вӗренӳ ҫулӗ вӗҫӗнче вара учебнике каялла тавӑрса памалла. Кӗнеке ҫухатни пирки вӑл амӑшне каламан. Ҫавӑнпа арҫын ача кӗнекене вӑрлама шутланӑ.

Арҫын ачан амӑшӗ тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/65080
 

Страницӑсем: 1 ... 1451, 1452, 1453, 1454, 1455, 1456, 1457, 1458, 1459, 1460, [1461], 1462, 1463, 1464, 1465, 1466, 1467, 1468, 1469, 1470, 1471, ... 3877
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 21

1925
100
Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ.
1925
100
Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ.
1947
78
Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ.
1955
70
Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...