Спорт
![]() «Юлашки вӑхӑтра пирӗн биатлон ҫӑлтӑрӗ Таня Акимова пирки нумай сас-хура ҫӳрет. Пӗрисем вӑл спорт гражданствине улӑштарасшӑн, Беларуҫшӑн ӑмӑртӗ тесе ҫыраҫҫӗ, теприсем – Болгаришӗн теҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗсем спорт карьерине вӗҫленине хыпарлаҫҫӗ», – тесе ҫырнӑ Михаил Вансяцкий журналист Фейсбукра. Ҫакна Татьяна Акимовӑна Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин анлӑ списокне кӗртменнипе сӑлтавлать вӑл. Михаил Вансяцкий спортсменкӑпа ҫыхӑннине Фейсбукра пӗлтернӗ. Ентешӗмӗр Беларуҫшӑн та, Болгаришӗн те ӑмӑртмӗ. Ун пирки вӑл никампа та сӑмах хускатман. Хальлӗхе. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин тренерӗсемпе те калаҫу пулман. Ҫапах та Татьяна Акимова биатлонистка ӑмӑртма ҫине тӑрса хӑй тӗллӗн кунне икӗ хутчен хатӗрленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() «Сергей Павлов хайлавӗсенчи илемлӗх тӗнчи» литература тӗпелӗ иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ӑна Чӑваш Енри халӑх юратакан ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалланӑ. Литература тӗпелне Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева ертсе пычӗ, унта филологи наукисен кандидачӗ Николай Осипов хутшӑнчӗҫ. Сергей Павлов Виталий Станьял шкулне пысӑка хурса хакларӗ, ӑна пысӑк учитель тесе каларӗ. Романтик чунӗллӗ ҫыравҫӑ хӑйне ытла тӗрӗс ҫырнӑ тесе шухӑшлать. Ҫыравҫӑ чунӗ усал япала пирки ҫырсан та ыррине шаннине палӑртрӗ. Вэскер хушма ят ӑҫтан тупӑнни пирки те калаҫу пулчӗ. Вӑл ҫыравҫӑн тӑван тӑрӑхӗнчи ҫырма ячӗ иккен. Хӑйӗн пӗтӗм хайлавне хаклӑ тет ҫыравҫӑ. Чӑн та, вӗсем ача пекех ӗнтӗ. Пӗри хура, тепри сарӑ, тепри ҫырӑ тесе хурлаймастӑн вӗт. Ҫапах та «Сӗлкӗш» романа эп чунпа ҫырнӑ, ыттисене — ӑспа», — терӗ Сергей Лукьянович. Николай Осипов филолог хальхи чӑваш ҫыравҫисене хаклани те кӑсӑклӑ пулчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енре хуткупӑсҫӑсен онлайн-фестивальне ирттерӗҫ. «Битва на Волге» (чӑв. Атӑл хӗрринчи ӑмӑрту) мероприятие Республика кунне халалланӑ. Фестивале 18 ҫултан аслӑрах хуткупӑсҫӑсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен заявкисене тата видеороликӗсене ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен кая юлмасӑр тӑратмалла. 4 минутран вӑрӑм мар роликра икӗ хайлав пулмалла. Материалсене pechnikova.08@mail.ru электрон адреспа йышӑнаҫҫӗ. Хуткупӑсҫӑсен репертуарӗнче халӑх кӗвви-ҫемми те, хальхи юрӑсем те, халӑх юрри-кӗввине илемлетнӗ хайлавсемпе такмаксем те пулма пултараҫҫӗ. Фестивале хутшӑнакансене дипломсемпе чыслама шантараҫҫӗ. Фестивале йӗркеленӗ — Чӑваш Республикин халӑх туслӑхӗн ҫурчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш наци вулавӑшӗ вулакансемпе черетлӗ хутчен онлайн-мелпе курнӑҫӗ. Иртнинче вӑл чӑваш халӑх ҫыравҫи Анатолий Кипеч ҫинчен Лидия Филиппова кӑларнӑ кӗнекен хӑтлавне ҫавӑн пек меслетпе ирттернӗччӗ. Паян 13 сехетре вулавӑш «Ютуб» каналта литература тӗпелӗ йӗркелӗ. Хальхин теми — «Сергей Павлов хайлавӗсенчи илемлӗх тӗнчи». Мероприятие чӑваш халӑх ҫыравҫи Сергей Павлов тата унӑн пултарулӑхне тӗпчекен филологи наукисен кандидачӗ Николай Осипов хутшӑнӗҫ. Ӑна ҫыравҫӑн юбилейне халалланӑ. Вӑл Канаш районӗнчи Ушанар ялӗнче 1955 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Сергей Павлова пултаруллӑ прозаик, журналист, тӗрлӗ преми лауреачӗ пек пӗлеҫҫӗ тесе палӑртать Чӑваш наци вулавӑшӗ. Калавӗсемпе повеҫӗсене Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче республикӑри «Тӑван Атӑл», «Хатӗр пул», «Ялав» журналсенче. 90-мӗш ҫулсенче унӑн кӗнекисем кун ҫути курма пуҫланӑ. Паян унӑн «Сиплӗ ҫумӑр», «Сӗлкӗш», «Тан таппи», «Авӑр», «Тӗтре», «Юрату тумхахӗсем», «Сарӑ хӑмӑш, сар хӑях», «Тӑм ӳкнӗ ир» ӗҫӗсене пӗлмен ҫын та сахал пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗ, – хӗрӳллӗ поэт-трибун Ҫеҫпӗл Мишши вилнӗ кун. Ҫамрӑкскерӗн кун-ҫулӗ Украинӑри Старогородка салинче татӑлнӑ. Пулас поэт, чӑваш поэзине силлабо-тоника сӑвӑ виҫине кӗртнӗ ӑста 1899 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Касаккасси Шӗкӗр (халӗ Ҫеҫпӗл) ялӗнче ҫуралнӑ. Ӗнер Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗ пуҫарнипе поэтӑн Шупашкарти палӑкӗ умне чечек хунӑ. Ҫеҫпӗл.Мишшине асра тытнине палӑртса ҫыравҫӑсемпе поэтсем, общество тата культура ӗҫченӗсем пухӑннӑ. Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин этноконфесси пайӗн специалисчӗ Сергей Дмитриев та хутшӑннӑ. Тухса калаҫакансем поэтӑн йывӑр шӑпи пирки калаҫнӑ, чӑвашла тата вырӑсла сӑвӑсем вуланӑ. Чӗмпӗртен унти чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Олег Мустаев та килсе ҫитнӗ. Тимӗр Тяпкин чӑваш хастарӗпе иккӗшӗ поэта асӑнса чечек хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Арсений Тарасов пьеси тӑрӑх лартнӑ «Мунча кунӗ» спектакле Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн, Пушкӑртстанри М. Гафури драма театрӗн, Мари Элти М. Шкетан ячӗллӗ наци драма театрӗн, ҫавӑн пекех Чӗмпӗрти И. Гончаров ячӗллӗ драма театрӗн сайчӗсенче онлайн мелпе кӑтартрӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн «Театр кӗперӗ. Чӑваш Ен – Пушкӑртстан», «Театр кӗперӗ. Чӑваш Ен – Мари Эл», «Театр кӗперӗ. Шупашкар – Чӗмпӗр» онлайн-гастрольсем пуҫланӗҫ. Культура мероприятине Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. «Мунча кунӗ» спектакль режиссерӗ – СССР халӑх артисчӗ, «Ылтӑн маска» театр премийӗн лауреачӗ, Шупашкар хулин тата Шӑмӑршӑ районӗн хисеплӗ ҫынни Валерий Яковлев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов ячӗллӗ Чӑваш кадет корпусӗ 6-мӗш, 8-мӗш, 10-мӗш классене вӗренме кӗрес кӑмӑллисене йыхравлать. 6-мӗш тата 8-мӗш класа вӗренме кӗрекенсен докуменчӗсене ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнӗҫ, 10-мӗш класа – ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче тытӑнса утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗччен. Кадет пулас ӗмӗтлисен вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа экзамен тытмалла, физкультура тата психологи тӗлӗшӗнчен тӗрӗслев витӗр тухмалла. Чӑваш кадет корпусӗнче пӗтӗмӗшле тӗп тата вӑтам пӗлӳ паракан программӑсемпе вӗрентеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫар е патшалӑх служби валли хатӗрлекен хушма программӑсем те пур. Кирлӗ ытти хыпарпа Чӑваш кадет корпусӗн сайтӗнче паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Чӑваш Енре руль умне ӳсӗрле ларнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Хайхискер «Форд» машинӑпа хӑйӗн туйӗнчен таврӑннӑ иккен. Салонра вара ача кӗтекен арӑмӗ ларнӑ. Ку Вӑрнар районӗнче пулнӑ. Руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн арҫын тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Машинине вара штрафстоянкӑна ӑсатнӑ. Сӑмах май, ҪҪХПИ инспекторӗсем 4 кунра кӑна руль умне эрех ӗҫсе ларнӑ 70 водителе чарнӑ. Тепӗр 26 ҫыннӑн руль умне лармашкӑн права пулман. ҪҪХПИ машина рулӗ умне ӳсӗрле ларнӑ ҫынсене курсан кун пирки ведомствӑна пӗлтерме ыйтать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() proza.ru сайтри сӑн 4112 ҫын – паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре ҫакӑн чухлӗн кӑшӑлвируспа чирленӗ. Юлашки талӑкра ку йыша 79-ӑн кӗнӗ. Паян 41 ҫынна пульницӑран кӑларнӑ – вӗсем сывалнӑ. Пӗтӗмпе ку таранччен 2197 ҫын инфекцие парӑнтарнӑ. Паянхи кун тӗлне 1897 ҫын сипленет, вӗсенчен 33-шӗ – ӳпкене сывлаттармалли аппарат айӗнче выртать. Вилнисен йышӗ улшӑнман – 18 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Раҫҫейре пӗр талӑкра 8246 ҫын чирленӗ. Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисене сиплеме 1613 койка хатӗрленине, вӗсенчен 103-шӗ ҫеҫ пушӑ пулнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "За рулем" порталти сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 15 сехет те 50 минутра Шупашкарти Алькеш поселокӗнче, Айзман урамӗнче, икӗ хӗрарӑма «ВАЗ-2107» машина ҫапса хӑварнӑ. Вӗсем ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ пулнӑ. Ҫапса хӑварнӑ хыҫҫӑн водитель вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Ӑна шыраса тупнӑ. Руль умӗнче 13-ри арҫын ача ларнӑ-мӗн. Ачан аллине машина уҫҫи мӗнле майпа лекнине халӗ тӗпчеҫҫӗ. Паллах, унӑн водитель прави те ҫук. Ҫакӑ паллӑ: «семеркӑна» вӑрлани пирки йӗрке хуралне хыпар килмен. Хӗрарӑмсене вара пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсен пурнӑҫӗпе сывлӑхӗ хӑрушлӑхра мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |