Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫул-йӗр
 ru-travel.net сӑнӳкерчӗкӗ
ru-travel.net сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑшӑлвирус самани транспорт ӗҫ-хӗлне те витӗм кӳчӗ. Халӗ лару-тӑру майӗпен йӗркене кӗрсе пырать теме пулать. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Мускава самолетсем вӗҫме пуҫланине эпир хыпарланӑччӗ-ха. Малтанхи вӑхӑтра пӗр кун урлӑ вӗҫнӗскерсем халӗ ҫӗршывӑн тӗп хулине Шупашкарпа кашни каҫах ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ытти направленипе те самолетсем ҫӳреме пуҫлаҫҫӗ.

Раҫҫей чукун ҫулӗсен корпоратив ҫыхӑнӑвӗ енӗпе ӗҫлекен службин специалисчӗ Алена Чернышева ҫак йӗркесен авторне ырӑ хыпар пӗлтерчӗ. Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шупашкартан Питӗре каякан пуйӑс хутлама пуҫлӗ. Алена Чернышева ӑнлантарнӑ тӑрӑх, эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ ырӑ енне улшӑннӑран тата ку направлени пассажирсене кирлӗрен пуйӑссене ҫӳретме тытӑнас тенӗ.

 

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Тискер чӗр чунсенчен урнӑ чире сараканнисем чи малтанах – тилӗсем. Пӗлтӗр 2275 тилле шута илнӗ. Чӑваш Енре вӑрмансенче урнӑ чиртен пулӑшакан вакцинӑсем хурса тухнӑ. Пӗтӗмпе – 26 пин доза.

Тискер чӗрчунсене ҫулталӑкра икӗ хутчен вакцинацилеҫҫӗ: ҫуркунне тата кӗркунне. Ҫуркунне валли 26 пин доза килнӗ.

Вакцинӑсене чӗрчунсен шӑтӑкӗ тӗлне хурса хӑвараҫҫӗ. Брикет шӑрши чӗрчунсене илӗртет. 1 тӑваткал километр ҫине 20-25 брикет хураҫҫӗ. Чӗрчун вакцинӑна ҫисен 21 кунран ҫулталӑклӑха иммунитет пулать.

Чӑваш Енре вакцинӑсене ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче хурса пӗтернӗ.

 

Сывлӑх
anna-news.info сайтри сӑн
anna-news.info сайтри сӑн

Чӑваш Енре тепӗр 3 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ҫапла майпа вилнисен йышӗ 21 ҫынна ҫитнӗ.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 87 ҫулти пациент Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче сипленнӗ. 81 ҫулти тата 68 ҫулти хӗрарӑмсем Хулари клиника центрӗнче тата Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче выртнӑ. Виҫҫӗшӗн те вӑраха кайнӑ йывӑр чирсем пулнӑ.

Республикӑра 28 ҫын ӳпкене сывлаттармалли аппарат айӗнче выртать. Паянхи кун тӗлне 4259 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Юлашки талӑкра ку йыша 73 ҫын хушӑннӑ. Обсерватора 65 ҫынна вырнаҫтарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/65022
 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 20 сехет ҫурӑра Муркаш районӗнчи Сентимер ялӗ ҫывӑхӗнче трактор кювета чӑмнӑ.

ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Беларус 82.1» руль умӗнче 57 ҫулти арҫын ларнӑ. Вӑл трактора итлеттереймен – кювета чӑмнӑ. Шел те, тракторист вилнӗ.

Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, трактор пысӑк хӑвартлӑхпа пынӑ. Руль умӗнче ларнӑ арҫын урӑ пулнӑ-и? Ҫакна судмедэкспертиза палӑртӗ.

 

Хулара
arspress.ru сайтри сӑн
arspress.ru сайтри сӑн

Шупашкарти Анне палӑкӗ умӗнче Чӑваш Ен карттине курма пулать. Ӑна чечексенчен хатӗрленӗ. Композицие Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Чечексене «Зеленстрой» лартнӑ. Клумбӑна хатӗрленӗ чухне наци символикин тӗп тӗсӗсемпе усӑ курнӑ: сарӑ тата хӗрлӗ сарӑ, хӗрлӗ, шурӑ, кӑвак.

Варринче – циферблат. Ҫавӑнтах «Пӗрле», «Вместе» тесе ҫырнӑ. 180 тӑваткал метрлӑ клумбӑна пӗр ҫул ӳсекен 15051 чечек лартнӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Юлашки виҫӗ уйӑхра республикӑра ҫӗр ҫине нӳрӗк нормӑран 75 процент ытларах ӳкнӗ. Ҫанталӑк йӗпе тӑнӑран ака кӑҫал 2-3 эрне мар, 2,5 уйӑха тӑсӑлнӑ. Ҫапах тухӑҫ пӗлтӗрхинчен 4,5 процент ытларах пулассине палӑртаҫҫӗ.

Йӗпе-сапа пулнӑран ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӑшӑрханать. Ку ҫӗрулмине пырса тивет. Ӑна 4,8 пин гектар ҫинче лартнӑ. Ку – 75 процент кӑна. Ҫӗрулми лартас ӗҫ малалла пырать, тепӗр 150 гектар лартӗҫ. Ыттине ӗлкӑӗреймӗҫ. Халӗ специалистсем тӑкака шутлаҫҫӗ. Вӑл 5 млн тенкӗрен иртсен инкеклӗ лару-тӑру режимне йышӑнӗҫ.

Ҫумӑр ҫунӑран утӑ хатӗрлес ӗҫ те вӑрах пырать. 16 район утӑ ҫулма пуҫланӑ, 7 пин гектар ҫулнӑ, ку пӗлтӗрхинчен 4 хут сахалрах.

 

Политика

«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин генсовечӗ ӗнер ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче иртекен регионсен ертӳҫисен суйлавне хутшӑнакан кандидатсене тишкернӗ.

Сӑмах кунта хӑйсен кандидатурине хӑйсем тӗллӗн тӑратакансем пирки пырать. Генсовет сӳтсе явнисем хушшинче – Олег Николаев (Чӑваш Республики), Игорь Кобзев (Иркутск облаҫӗ), Владимир Солодов (Камчатка тӑрӑхӗ), Владимир Уйба (Коми Республики) тата Дмитрий Махонин (Пермь тӑрӑхӗ).

Партин генсовечӗн секретарӗ Андрей Турчак парти асӑннӑ регионсен ертӳҫисемпе территорие аталантарас ыйтупа пӗр шухӑшлӑн ӗҫлес кӑмӑллине пӗлтернӗ.

Олег Николаев кандидатурине ырлас ыйтӑва «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин республикӑри уйрӑмӗ ҫывӑх вӑхӑтра пӑхса тухмалла.

 

Спорт

Чӑваш Енӗн спорт аэробикин федерацийӗ 4 ҫултан пуҫласа 90-а ҫитичченхисене спортӑн ҫак енӗпе туслаштарма шухӑшланӑ. Ҫавна май вӑл ятарлӑ проект ҫырса хатӗрленӗ. Унпа Раҫҫей Президенчӗн грантне тивӗҫнӗ.

Асӑннӑ федерацие Мускавран 2 миллион тенкӗ ытла укҫа парӗҫ. «Кӗмӗле» «Аэробика – это просто! От 4-х до 90-а!» (чӑв. Аэробика — вӑл ансат! 4-ран пуҫласа 90-а ҫитиччен!) проекта пурнӑҫлама тӑкаклӗҫ.

Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсенче тата Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗсенчи ялсенче аэробика занятийӗсем, семинарсем, ӑсталӑх сехечӗсем, «Ҫӑлтӑрпа зарядкӑсем», спорт фестивалӗсем йӗркелӗҫ. Вӗсене шӑпӑрлансенчен пуҫласа шур сухалсем таран хутшӑнайӗҫ. Сывлӑх тата кӑмӑл пулсан.

 

Культура

«Ачисем патне ҫитрӗ тет амӑшӗн чунӗ,

Итлесе тӑчӗ тет пӗр кана алӑкран.

Куҫҫульпех йӗрсе ячӗ тет амӑшӗн чунӗ

Хваттерте ун чӗлхи, ун сӑмахӗ ҫукран».

Ку йӗркесем — Юрий Сементерӗн «Амӑшӗн чунӗ» сӑввинчен. Ӑна тата ыттисене те вуларӗҫ паян Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ чӑваш халӑх поэчӗн «Ҫӗнтерӳ кунӗпе» кӗнекин хӑтлавне онлайн-мелпе ирттернӗ май.

Юрий Сементер калеме паян та алӑран яман. Вӑл Чӑваш кӗнеке издательствипе туслӑ ҫыхӑну тытать. Тӗрлӗ халӑх хайлавӗсене чӑвашла куҫарать. Сӑмах май каласан, вӑл «День Победы» юрра чӑвашла куҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Юрий Сементерпе йӗркеленӗ паянхи калаҫӑва тӗнче тетелӗнче пӑхакансем хушшинче юратнӑ поэт кам тесе ыйтакан та тупӑнчӗ. Халӑх поэчӗ чӑваш поэчӗсене: Константин Иванова, Ҫеҫпӗл Мишшине, Петӗр Хусанкая, Яков Ухсая — килӗштернине пӗлтерчӗ.

Кӗнеке хӑтлавне Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗн ертӳҫи Лидия Филиппова, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Галина Матвеева, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева хушӑнчӗҫ

 

Экономика

Чӑваш Енри «Энергия» предприяти туса кӑларакан ӗҫ перчеткисем Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене ӑсаннӑ. Пӗрремӗш партие тӗрӗслемелле мелпе унта тиесе те янӑ ӗнтӗ.

Ҫуркунне Чӑваш Енри пӗчӗк предприятипе Нью-Йоркри тавар туянакан ҫыхӑннӑ. Унпа экспорт контрактне алӑ пуснӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр парти АПШна ӑсанмалла.

«Энергия» тулли мар яваплӑ общество трикотаж перчеткене Калининградран пуҫласа Кӑнтӑр Сахалинск таран сутать. Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑскерте 50 ытларах рабочи ӗҫлет. Икӗ производство цехӗнче уйӑхра 1 миллион та 200 пин мӑшӑр перчетке кӑлараҫҫӗ.

Чӑваш перчеткисем Казахстана, Беларуҫе, Армение, Кӑркӑстана, Нидерланда, Германие ӑсанаҫҫӗ. Итали, Франци тата Великобритани ҫӗршывӗсемпе те ӗҫлӗ ҫыхӑнӑва йӗркелесшӗн.

 

Страницӑсем: 1 ... 1455, 1456, 1457, 1458, 1459, 1460, 1461, 1462, 1463, 1464, [1465], 1466, 1467, 1468, 1469, 1470, 1471, 1472, 1473, 1474, 1475, ... 3877
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 21

1925
100
Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ.
1925
100
Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ.
1947
78
Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ.
1955
70
Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...