Культура
![]() Республика кунне уявланине Наци телекуравӗ пӗлтӗр те тӳрӗ эфирта кӑтартнӑччӗ. Кӑҫал юбилей – 100 ҫулхи. Кӑшӑлвирус ӑна малтан шухӑшланӑ пек анлӑн уявлама кансӗрлерӗ. Массӑллӑ мероприятисене ҫурла уйӑхне куҫарнӑ. Апла пулин те ыранхи кун хӑш-пӗр пулӑмпа асра юлӗ. Хӑшӗсене онлайн йӗркелӗҫ, хӑшӗсене Чӑваш Ен Наци телекуравӗ кӑтартӗ. 9 сехет те 30 минутра Хӗрлӗ Чутайӗнче Ҫӗнӗ урамра аллея тата Ҫӗнтерӳ лапамӗ уҫӗҫ. 21 сехетре Шупашкарти Хӗрлӗ лапама юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн уҫӗҫ, ҫутӑ фонтанӗ те ӗҫлесе кайӗ. 15 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен Аслӑ экономика канашӗн ларӑвне кӑтартӗҫ. Мероприятисене YouTube видеохостингра та курма май килӗ. Наци радиовӗпе Тӑван радио та тӳрӗ эфира тухма палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа Раҫҫей халӑх артисчӗ Надежда Бабкина саламланӑ. Ку хыпара Чӑваш Ен Культура министерстви Инстаграмра хыпарланӑ. «Хаклӑ Чӑваш Ен, Чӑваш Енре пурӑнакансем, ҫӗр ҫулхипе чӗререн саламланине йышӑнсамӑр», – тесе пуҫланӑ халӑх артистки салама. Чӑваш Ене Надежда Бабкина питӗ хитре тесе каланӑ. Унӑн ҫутҫанталӑкне, ял-хулине илемлӗ тесе ырланӑ вӑл. Надежда Бабкина культурӑна тимлӗх уйӑрма чӗнсе каланӑ. Хутшӑнури культура пирки сӑмах пырать унта. «Юрлани, ташлани ҫеҫ мар. Тавлашнӑ чух та культура, тавлашу культури», –тенӗ вӑл. «Хӑвӑр хӑш ҫӗр ҫинче ҫуралнине асра тытӑр», – тенӗ Раҫҫей халӑх артистки Надежда Бабкина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Раҫҫейре
![]() sempravo.com сайтри сӑн Паян ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин тухса калаҫнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ валли лайӑх хыпар – 16 ҫул тултарман кашни ачашӑн каллех укҫа парӗҫ. Ку тӳлев хальхинче пурин валли те пӗр пек пулӗ – 10 пин тенкӗ. Унччен 3 тултарман ачасене виҫӗ уйӑх 5-шер пин тенкӗ панӑ, 3-16 ҫулсенчи ачасене – 10 пин тенкӗ. Ҫемье унчченхи тӳлеве ҫӗртме уйӑхӗнче илнӗ пулсан заявлени тепре ҫырмалла мар, укҫа ахалех куҫӗ. Ыттисен Патшалӑх пулӑшӑвӗ паракан порталта заява памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай, Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗмӗр 75 ҫул, Чӑваш Автономийӗ 100 ҫул тултарнине халалласа, поэзие юратакансене хӑйӗн «Тӑван яла кайӑк пулса эп килтӗм» ҫӗнӗ кӗнекине парнелерӗ. Кӗнеке виҫӗ пайран тӑрать. Пӗрремӗш пайне, вӑл «Чӑвашшӑн чӑваш — чи хаклӑ юлташ!..» ятлӑ, паллӑ сӑвӑҫ чӑвашлӑх темипе тӗрлӗ ҫулсенче ҫырнӑ сӑвӑсем кӗнӗ. Кӗнекен иккӗмӗш пайӗ «Вунсаккӑрта алла пӑшал эп тытрӑм» ятлӑ. Вӑл Валери Туркай юлашки вӑхӑтра ҫарпа патриотизм темипе ҫырнӑ хайлавсенчен тӑрать. Виҫҫӗмӗш пая тӗрлӗ халӑхсен паллӑ поэчӗсем, тӗпрен илсен фронтовик-поэтсем, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине халалланӑ сӑвӑсем кӗнӗ. Вӗсене пурне те чӑвашла Валери Туркай куҫарнӑ. Ку ярӑмри сӑвӑсенчен уйрӑмах Расул Гамзатовӑн «Тӑрнасем» сӑввипе Владимир Харитоновӑн «Ҫӗнтерӳ кунӗ» сӑвви палӑрса тӑраҫҫӗ. «Тӑван яла кайӑк пулса эп килтӗм» кӗнекене вулакан патне ҫитерме Геннадий Шурбинпа Андрей Головин предпринимательсем, «Комплекс» строительство фирмини директорӗ Валерий Гордеев тата Шупашкар хулин нотариусӗ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орден кавалерӗ Анатолий Шагаров воин-интернационалист пулӑшнӑ. | ||
Каллех сивӗтетҪутҫанталӑк
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ӗнер ҫӗрле 6-7 градус ҫеҫ ӑшӑ пулнӑ. Кунашкалли ҫулла пуҫланнӑранпа пулманччӗ-ха. Ыран ӑшӑтӗ, 19-24 градуса ҫитӗ, ҫумӑр ҫумӗ. Юнкун валли вара ҫӗрле кӑштах ҫумӑр ҫукалӗ. Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫак кун ҫанталӑк та сивӗтӗ. Юнкун ҫӗрле 3-5 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Кӑнтӑрла та ӑшах мар: 15-17 градус. Ҫитменнине, пӗлӗтленӗ, хӗвел таврана ӑшӑтаймӗ. Эрне вӗҫӗнче ӑшӑ килӗ. Ун чухне 20-25 градус таран ӑшӑтӗ. Канмалли кунсенче ҫумӑр ҫума пултарӗ. Уйӑх вӗҫӗнче каллех сивӗтӗ, кӑнтӑрла 8-13 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуллахи ӑшӑ ҫанталӑк утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сывлӑх
![]() zastavki.com сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран тепӗр ҫын вилнӗ. Унччен 2 ҫын инфекцие парӑнтарайманни пирки пӗлтернӗччӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашкинчен вилнӗ пациент, арҫын, 34 ҫулта ҫеҫ пулнӑ. Вӑл – Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран вилнӗ чи ҫамрӑк пациент. Унччен маларах вилнӗ икӗ пациент 45-ре тата 86 ҫулта пулнӑ. Юлашки талӑкра республикӑра 71 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Пӗтӗмпе 4612 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 2030-шӗ сипленеҫҫӗ, 2558-шӗ сывалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() tp.tver.ru сайтри сӑн Паян ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ирттернӗ планеркӑра Шупашкарти пульницӑра ҫӗрле ҫутӑ сӳнсе ларни пирки ыйтӑва хускатнӑ. Унта кӑшӑлвируспа чирлӗ 200 яхӑн пациент сипленет, вӗсенчен хӑшӗ-пӗри ӳпкене сывлаттармалли аппарат айӗнче выртать. «Кунашкал объектсене резервлӑ энерги ҫӑлкуҫӗпе тивӗҫтересси пирки шутламалла», - тенӗ Олег Алексеевич. Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Вениамин Петров ун пеккисене кашни пульницӑрах пӑхса хӑварнине каланӑ. «Пысӑк авари пулсан, ку чылай учреждение пырса тивет тӗк, энерги ҫӑлкуҫӗ пулмаллах. Сӳтсе явӑпӑр, сире пӗлтерӗпӗр», - тенӗ Вениамин Петров. Электроэнергипе ҫыхӑннӑ авари Хулари клиника центрӗнче пулнӑ. Кӑштахран йӑлтах йӗркене кӗртнӗ, пациентсенчен никам та шар курман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекицйӗн уйрӑм батальонӗн взвочӗн командирӗн ҫумӗ Максим Ломоносов паттӑрлӑхӗ пирки РФ Шалти ӗҫӗсен министерстви хыпарланӑ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӑл М-7 федераци трасси ҫинче, Хыркасси ялӗ патӗнче, дежурствӑра тӑнӑ. Каҫхи ултӑ сехет тӗлӗнче полицейски пӗр пӳртрен хура тӗтӗм тухнине асӑрханӑ. Вӑл унта васканӑ. Икӗ хутлӑ пӳрт умӗнче ҫулланнӑ хӗрарӑм тӑнӑ. Вӑл унӑн хӗрӗ икӗ ачипе е картишӗнче, е пӳртре пулнине пӗлтернӗ. Ҫулӑм алхаснипе пӳрт патне пыма йывӑр пулнӑ. Апла пулин те полицейски ҫухалса кайман — кӳршӗсен карти урлӑ каҫса кӗнӗ. Унта вӑл хӗрарӑм пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнине илтнӗ. Ҫав вӑхӑта хӗрарӑмӑн упӑшки те пырса ҫитнӗ. Инкеке ҫакланнӑ амӑшӗпе ачисене иккӗшӗ пӗрле пулса пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Улатӑрта пурӑннӑ 29 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ. Ҫӑлавпа шырав слжбин ӗҫченӗсем унӑн виллине Улатӑр юханшывӗ тӗпӗнчен кӑларнӑ. Ку инкек ӗнер, вырсарникун, пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 29-ти арҫын юханшыв урлӑ ишсе каҫма тӑнӑ. Унпа пӗрле тусӗ те пулнӑ. Арҫын ӳсӗр пулнӑ. Шел те, вӑл тепӗр ҫыран хӗррине ҫитеймен, вӑйӗ пӗтсе ҫитнӗ. Палӑртмалла: кӑҫал Чӑваш Енре 10 ҫын путса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() m.minval.az сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Раҫҫей ҫыннисене Узбекистанран Раҫҫее илсе килнӗ. Хусанта анса ларнӑ самолетра пирӗн республикӑри ҫын та пулнӑ. Чӑваш Ен Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин, массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑри 265 ҫын чикӗ леш енне тӑрса юлнӑ. Ҫав шутра — ҫул ҫитмен 35 ача. Виҫӗ ҫӗршывра уйрӑмах йышлӑ: 35 ҫын — Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче, 34-ӑн — Таиландра, 14-ӑн — Италире. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн федераци тата регион ертӳҫисем пулӑшнипе 131 ҫын тӑван тӑрӑха таврӑннӑ: 26-ӑн — Индирен, 24-ӑн — АПШран, 15-ӗн — Таиландран, 6-шер ҫын — Испанирен, Индонезирен, Узбекистанран,5-шер ҫын — Турцирен, Вьетнамран, Германирен тата Китайран, 4-ӑн – Италирен, 3-ӗн – Францирен, 2-шер ҫын – Мексикӑран, Кӑнтӑр Африкӑран, Грецирен, Кипртан, Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсенчен, Великобританирен, Аргентинӑран, 1-ер ҫын – Кӑнтӑр Корейӑран, Латвирен, Португалирен, Таджикистанран, Шри-Ланкӑран, Иорданирен, Израильтен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |