Культура
![]() Паян, Республика кунӗнче, Чӑваш Ен ялавӗ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене ҫитнӗ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ Инстаграмра хыпарланӑ. Республика ертӳҫисене АПШри Пенсильвани штатӗнче пурӑнакан Тэтчер Монтгомери пӗлтернӗ. Ҫав ҫамрӑк маларах Чӑваш Ен ертӳҫинчен Олег николевран Чӑваш Ен ялавне ыйтнӑ иккен. Америка каччи вырӑс историйӗпе культурине вӗреннине пӗлтернӗ. Халӗ вӑл Раҫҫей субъекчӗсен элемӗсемпе шкул проекчӗ хатӗрлет иккен. Ют ҫӗршыври ҫамрӑка Олег Николаев пулӑшас тенӗ. Ялава вӑл посылкӑпа ӑсатнӑ. Паян парне Питтсбург хулине ҫитнӗ. Чӑваш Республикин элемне илсен каччӑ хытах савӑннӑ. Унӑн тусӗсем тата ҫемйи те Чӑваш Енпе кӑсӑкланма пуҫланине ӗнентернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакансем хулара пристань кирлине кашни ҫулах хускатаҫҫӗ. Вӑл пулсан Атӑл тӑрӑх пӑрахутпа ҫул ҫӳреве тухнӑ туристсем хулара чарӑнса тӑрайӗҫ. Туризма аталантарни муниципалитет хыснине укҫа илсе килнине тавҫӑрма йывӑр мар. Пристань ыйтӑвӗ пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевран та ыйтса ҫыракан тупӑннӑ. Ӑна Олег Николаев Фйбсукри хӑйӗн страницинче пичетленӗ. Хуравне те ҫырнӑ. «Эпир ку ӗҫе пуҫӑннӑ. Чӑваш Ен Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, причал тума проект хатӗрлессипе ӗҫ пырать. Унтан эпир проект хатӗрлеме саккас парса патшалӑх экспертизи витӗр тухайӑпӑр. Ҫавӑн хыҫҫӑн причал тӑвакан подряд огрганизацине палӑртса ӗҫе тытӑнайӑпӑр», — ӗнентернӗ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, тӑван республикӑмӑр Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ кун, «Славься, Чувашия!» (чӑв. Мӑнаҫлан, Чӑваш Ен!) юрӑ марафонӗ вӗҫленет. Ҫав видеоролик тӑван халӑхӑмӑрӑн авалхи гимнӗпе, «Алран кайми», юрӑпа пуҫланать. Ӑна Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ артисчӗсем юрлаҫҫӗ. Марафон ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пуҫланнӑччӗ. Паллӑ кунпа ҫыхӑннӑ акцие республикӑри мӗнпур районпа хула хутшӑнчӗ, вӗсем хӑйсен гимнӗсене шӑрантарчӗҫ, тӑван тӑрӑхӗн ҫитӗнӗвӗпе кӗскен паллаштарчӗҫ. Эстафетӑна вӗсем пӗрин хыҫҫӑн теприне пачӗҫ. Ҫапла вара акцие ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ муниципалитет хушӑнса пычӗ. Пӗтӗмлетӳллӗ видеороликпа паллашас тесен ҫак каҫӑпа иртме сӗнетпӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян тӑван республикӑмӑр хӑйӗн 100 ҫулхине уявлать. Кӑшӑлвируса пула ӑна анлӑн, пысӑк йышпа палӑртма мйа килмест пулин те ку дата пирӗншӗн чӑннипех те мӑнаҫлӑх кунӗ. Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа хамӑр ҫӗршыври пултарулӑх коллективӗсем ҫеҫ мар, Эстонирен те видеосалам килнӗ. Хамӑр ҫӗршыври пултарулӑх коллективӗсене илсен саламсем Пушкӑртстанран, Тутарстанран, Красноярск тӑрӑхӗнчен, Иркутск, Ленинград, Мурманск, Чулхула, Самара, Чӗмпӗр, Тӗмен облаҫӗсенчен, Чулхула, Самара, Санкт-Петербург, Екатеринбург, Сургут, Ӗпхӳ хулисенчен ҫитнӗ. Чӑваш Ен ҫыннисене республикӑн Культура министерстви видеосаламсемсене хӑйсен страницсене #ВместеПӗрле #чувашия #100летЧувашии хештегсемпе вырнаҫтарма ыйтать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян Чӑваш Енре республика Элтеперне суйламалли суйлав кампанийӗ пуҫланнӑ. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗ пӗлтернӗ. Республика пуҫлӑхӗ пулас кӑмӑллӑ пӗрремӗш кандидатӑн докуменчӗсене Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ йышӑннӑ та ӗнтӗ. Вӑл ҫын — республика Элтеперӗн тивҫӗӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев. Вӑл суйлава пӗрремӗш хут хутшӑнмасть пулин те пӑлханӑвне пытарман. «Тепӗр енчен пӑшӑрханни лайӑх та. Ҫак туйӑм ҫынна вӑй-хала ҫирӗплетме, шухӑшсене пӗр тӗвве ҫыхма пулӑшать», — тесе ҫырнӑ маларах асӑннӑ МИХ сайтӗнче. Сӑмах май, ӗнер «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн конференцийӗ иртнӗ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗн кандидатурине (Олег Николаев ҫав парти пайташӗ. Анчах суйлава парти сӗмӗпе хутшӑнмасть, документсене хӑй тӗллӗн тӑратнӑ) унтисем ырланине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫамрӑксен патшалӑх премине парасси ҫинчен калакан хушу кӑларнӑ. 2019 ҫулшӑн преми лауреачӗн ятне ӑслӑлӑх, техника тата производство енӗпе И.Н. Уляьнов ячӗллӗ ЧПУн органика тата фармаци химийӗн кафедрин ассистенчӗ Артур Григорьев тивӗҫнӗ; вӗренӳ, воспитани тата ҫамрӑксен политики енӗпе — «Power» чирлидинг командин пайташӗсем Екатерина Коршунова, Светлана Поясова, Станислав Пчелов, Наталья Брик, Иван Аргандеев; литература, культура тата ӳнер енӗпе — ЧПУн аслӑ шкулсем хушшинчи «Абрикос пахчи» театрӗн пайташӗсем Ксения Чайкова, Иван Тихонов, Андрей Почепа, Анна Микаелян; журналистика енӗпе — Чӑваш патшалӑх ял хҫуалӑх академийӗн «Агровыбор» пресс-центрӗн ӗҫченӗсем Светлана Филиппова, Александр Мареев, Анна Степанова, Анастасия Данилова, Анна Николаева; сывлӑх сыхлас енӗпе — ЧПУн ассистенчӗ, медицина наукисен кандидачӗ Сергей Кудряшов; ҫутҫанталӑка хӳтӗлессипе — «Хӗрлӗ хӗрес» обществӑн волонтерӗ Алена Ильгачева; физкультурӑпа спорт енӗпе — В.Н. Кочков ячӗллӗ 5-мӗш спорт шкулӗн спортсменки, киокусинкай енӗпе тӗнче чемпионачӗн бронза призерӗ Елена Зайковская; волонтер ӗҫӗ-хӗлӗ енӗпе — Шупашкарти нимеҫӗсен центрӗн пайташӗсем Анастасия Тарасова, Станислав Башмаков, Софья Павлова; патриот воспитанийӗ енӗпе — ЧПУн «Георгий ленти» шырав отрячӗн пайташӗсем Виктор Сорокин, Светлана Подилкина, Владимир Никифоров; ҫамрӑксен юхӑмне аталантарассипе — «Нимеҫӗсем-медиксем» организацин пайташӗсем Елена Антонова, Марина Смирнова, Мария Белова, Ангелина Николаева, Екатерина Иванова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Онлайн
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Республики хӑйӗн 100 ҫулхи юбилейне уявлать. Эпир вара сирӗнпе пӗрле тӗрлӗ кӗтессенче пулса курӑпӑр, республикӑра ҫав уяв — кӑҫалхи юбилее лекекен Республика кунӗ — мӗнле иртни пирки каласа парӑпӑр. Аçтахар Плотников21:47
Ҫапла май паянхи онлайна вӗҫлемелле пулӗ. Ӑна тепӗр хут, анлӑрах ҫурлан виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче — официаллӑ майпа Шупашкар хула кунӗнче палӑртма шантарнӑччӗ-ҫке — ҫутатӑпӑр. Тепӗр хут сире Республика пӗр ӗмӗр тултарнӑ ятпа саламлатпӑр! Ӳстӗр пирӗн патшалӑх, чечеклентӗр! Халӑха ырлӑх кӳтӗр, тӗнче шайӗнче тивӗҫлӗ вырнӑ тупма пултартӑр! Аçтахар Плотников21:32
Шырарӑм-шырарӑм... Урӑх ҫук пулас. Республика кунне мар, темле область юбилейне паллӑ тӑватпӑр тейӗн. Шел, намӑс-симӗс те ҫук ҫак ҫынсен вӗт-ха! Наци телекуравӗ чӑвашлӑхран питӗ инҫе тӑнине ҫакӑ тепӗр хут ҫирӗплетсе парать ӗнтӗ. Аçтахар Плотников21:29
Рунӑллӑ ҫырулӑх пирки каласа панине вырнаҫтарчӗҫ... Унта та пулин хамӑр чӗлхемӗр пирки Алмантай суварист вырӑсла каласа парать. Аçтахар Плотников21:27
Наци телекуравӗн Ютубри каналӗнче паян пире уява онлайн кӑтартма шантарчӗҫ. Пӗр купа видео вырнаҫтарчӗҫ. Пурте вырӑсла. Титул ӳкерчӗк ҫине пысӑк саспаллисемпе «УЯВЛАТПӐР» тесе ҫырнӑ пулин те. Чӑвашлине шырас та килместчӗ — ҫавах та Олег Мустаевӑнне пӑхса илесех терӗм. Чӑвашла. Маттур. www.youtube.com/watch?v=0b4sI03XC3g Аçтахар Плотников15:11
![]() Чӑваш автономине туса хунаранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа Фёдор Мадуров хӑйӗн килӗнче галерея уҫрӗ. Таисия Ташней12:54
![]() Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа «Спортивная Чувашия. Из прошлого в будущее» документлӑ фильм ӳкернӗ. Ӑна ЧР Спорт министерствипе «ЮТВ» телеканал хатӗрленӗ. Таисия Ташней12:29
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа тӑван республикӑмӑра Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин, Раҫҫей Федераци Канашӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Николай Федоров, Раҫҫей Президенчӗн Федерацин Атӑлҫи округӗнчи полпречӗ Игорь Комаров саламланӑ. Саламлӑ сӑмахсене Чӑваш Ен влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Аçтахар Плотников11:26
Малалла хуланалла тухса ҫаврӑнмалла пуль тетӗп. Фотосем кӗтӗр :) Аçтахар Плотников11:23
www.youtube.com/watch?v=OnAL5KPww6A — Олег Николаев Республика кунӗпе саламлани (вырӑсла). Аçтахар Плотников11:04
![]() Чӑваш чӗлхи лабораторийӗнчен те республикӑмӑра парне пултӑр — «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» паянтан 500 пин ытла пуплевӗш! Ку ӳсӗме Сергей Баруздинӑн «Пӗр ҫулпах» романӑн (чӑвашла Александр Галкин куҫарнӑ) сыпӑкне кӗртнӗ хыҫҫӑн ҫитрӗмӗр. Аçтахар Плотников10:54
Леонид Сильвестров юбилей ячӗпе юрӑ хайланӑ. Ӑна вӑл пире ярса пачӗ: Тӑван ШупашкарЧӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллатпӑр
Атӑл шӳлкеми – пирӗн Шупашкар Шурӑ акӑш пек курӑнать. Ӗлӗк-авалтан чӑвашпа тутар, Вырӑс та кунта пурӑнать. Тахҫанах йышра мӑкшӑпа ирҫе, Ҫармӑспа пушкӑрт – юнашар. Тӗрлӗ халӑхсен туслӑ ҫемйинче Чун-чӗре курать пархатар.
Хушса юрламалли: Мӗншӗн-ха, туссем, инҫете каяс, Ҫӗр ҫинче пулсан Шупашкар? Телее кунтах, хамӑрах туптас – Чӗрере хӗмлентӗр кӑвар!
Кӑвак ҫутӑллах хула вӑранать, Ҫӗн куна васкать тӗл пулма. Ыр сунса хӗвел пире ачашлать, Ҫӳллӗрен ҫӳле хӑпарса. Таврара юхать кайӑксен юрри – Чӑн симфони пек янӑрать, Ҫывӑхра ҫавах машшинсен сасси: Ӗҫ кӗвви чуна тыткӑнлать.
Хушса юрламалли.
Ентешсем ӗҫчен, хастар пулнӑран Шупашкар ӳсет ҫулсерен. Ан мансам, тӑван, килсе хӑналан – Тарават эпир ӗмӗртен. Санпала утар каҫхи урампа: Кун пекки ниҫта эс курман. Киленсе сывлар шерпет сывлӑшпа, Ҫӑкасем чечек кӑларсан!
Хушса юрламалли. Леонид Сильвестров Аçтахар Плотников10:12
Чӑваш Республики — чӑваш халӑхӗн хальхи вӑхӑтри патшалӑхӗ. Унччен маларах пирӗн мӑн асаттесем Аслӑ Пӑлхар патшалӑхне, Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне йӗркелеме пултарнӑ. Историре уйрӑмах Атӑлҫи Пӑлхар тарӑн йӗр хӑварнӑ. Тутар-монголсем тапӑнса килсен пирӗн мӑн асаттесем пӗрремӗш хут вӗсене ҫапса ҫӗмӗрме пултарнӑ. Хальхи патшалӑхӑн тымарӗсем 1920 ҫултанпа вӑй илме пуҫланӑ. Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче В.И. Ленин «Чӑваш автономи облаҫӗ ҫинчен» декрета алӑ пуснӑ. Унта ҫавӑн пекех ВЦИК председателӗн Михаил Калининӑн тата ВЦИК секретарӗн Авель Енукидцен алӑ пуснисем пулнӑ. 1925 ҫулхи акан 21-мӗшӗнче Чӑваш автономи облаҫӗнчен Чӑваш АССР йӗркеленӗ. 1992 ҫултанпа Чӑваш Республики ята илнӗ. Аçтахар Плотников09:38
![]() Паян Светлана Асамат та хӑйӗн ҫуралнӑ кунне уявлать. Саламлатпӑр! Пӗрре — Республика кунӗ ячӗпе, тепре — Ҫуралнӑ кунпа. Ҫавӑн пекех ҫак кун паллӑ актриса Ольга Ырсем те 1892 ҫулта ҫуралнӑ. Аçтахар Плотников09:17
Кану кунӗ паян, сӑмах май, республикӑмӑрта ҫеҫ мар, Раҫҫейӗпех. Сӑлтавӗ вара — ҫак кун Ҫӗнтерӳ парадне ирттерме шут тытнинче. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӑна ирттерме кӑшӑлвирус чӑрмантарнӑ, халь вара ирттерме май пур тесе шутланӑ. Пирӗн республикӑра вара Ҫӗнтерӳ парачӗ пулмӗ — ӑна ирттерме шӑп ҫав вирус чӑрмантарать те ӗнтӗ. Аçтахар Плотников09:10
Юбилейлӑ ҫул пулин те кӑҫал уява паллӑ тума чӑрмантаракан сӑлтав та пур — ку вӑл кӑшӑлвирус. Ҫавах та, республикӑри влаҫ органӗсем пире уява онлайн мелӗпе кӑтартма шантараҫҫӗ. Наци телекуравӗн Youtube каналӗнче пӑхмалла теҫҫӗ: www.youtube.com/channel/UCI7nCDhnZV9B2O5KbzTUV2Q //шел те, хальлӗхе унта нимӗнле онлайн та асӑрхамарӑмӑр-ха. Аçтахар Плотников09:01
Чи малтанах республика Элтеперӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Николаевӑн салам сӑмахӗсене илсе кӑтартар: Хаклӑ ентешсем! Сире Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа чун-чӗререн саламлатӑп. Ҫак уяв тӑван ене юратакан, унӑн хӑйне евӗрлӗ кун-ҫулӗпе, ӑс-хакӑлӗпе культурин паха еткерлӗхӗпе мӑнаҫланакан мӗнпур ҫынна пӗрлештерет. Чӑваш халӑх историйӗ кӑсӑк та пуян, вӑл нумай-нумай ӗмӗре тӑсӑлать. Ҫапах та чӑваш патшалӑхӗн кун-ҫулне уйрӑммӑн илсен, унӑн юлашки 100 ҫулхи тапхӑрӗнче пирӗн аслӑ ҫӗршывӑмӑрта мӗн пулса иртни туллин те уҫӑмлӑн сӑнарланнӑ. Малалла ҫирӗппӗн аталанма пулӑшакан вӑй пирӗншӗн хуть хӑҫан та халӑхӑмӑрӑн ӗҫченлӗхӗ пулса тӑрать. Вӑрҫӑчченхи ҫулсенче Чӑваш Ен хут пӗлменлӗхе пӗтерес енӗпе малта пыракан автономисенчен пӗри шутланнӑ. Республика ҫав тапхӑрта хытӑ сийлӗ ҫулсем тӑвас енӗпе малта пынӑ, ҫавӑншӑн ӑна Ленин орденӗпе чысланӑ. Чӑваш Ен ывӑлӗсемпе хӗрӗсем Ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ, вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче Тӑван ҫӗршыва аркануран чӗртсе тӑратнӑ, тӗнче уҫлӑхне ҫул хывнӑ. Халӗ Чӑваш Республики умӗнче ҫӗнӗ майсем уҫӑлаҫҫӗ. Вӗсене пурнӑҫа кӗртме географи тӗлӗшӗнчен лайӑх вырӑнта вырнаҫни, пирӗн питӗ ырӑ та уҫӑ чунлӑ халӑхӑмӑр, культурӑпа ӗҫ тата ӑслӑлӑх йӑли-йӗркисем пулӑшаҫҫӗ. Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарнине эпир ҫӑмӑлах мар лару-тӑрура, анчах та тивӗҫлӗ кӑтартусемпе кӗтсе илетпӗр. Малта — ҫӗнӗ инҫетсем, ҫӗнӗ тӗллевсемпе ҫитӗнӳсем. Кулленхи ӗҫӗмӗре тата кашнин професси ӑсталӑхне пула пирӗн тӑван ҫӗрӗн вӑй-халӗпе пуянлӑхӗ ӳсет. Сире ырӑ пуҫарусенче ҫитӗнӳсем тума, ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх тата хастарлӑх сунатӑп. Чӑваш халӑхӗн ҫитӗнӗвӗсемпе тивӗҫлипе мухтанар тата вӗсене ӳстерсе пырар! Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Николаев |
Политика
![]() Паян «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн пухӑвӗ иртнӗ. Парти пайташӗсем Олег Николаев Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавне хутшӑнассине ырланӑ. Сасӑлав авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртмелле. Партин XXX конференцийӗ ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ. Унта партин Аслӑ Канашӗн секретарӗ Андрей Турчак, РФ Федераци Канашӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Николай Федоров, Чӑваш Республикин Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хутшӑннӑ. Конференцире партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн секретарьне те суйланӑ. Ку тивӗҫе РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова чыслӑн пурнӑҫласса шаннине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Сергей Ефимов Ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Раҫҫейре Пирогов орденне ҫирӗплетнӗ. Медицина ӗҫченӗсен кунӗнче унпа тухтӑрсене чысланӑ. Ҫак ордена Ҫӗнӗ Шупашкар хула пульницин тӗп тухтӑрӗн ҫумӗ Вера Алексеева тата Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницин инфекци уйрӑмӗн заведующийӗ Сергей Ефимов тивӗҫнӗ. Сергей Ефимов асӑннӑ пульницӑра 35 ҫул ӗҫлет, инфекци уйрӑмне 19 ҫул ертсе пырать. Вера Алексеева тӑрӑшнипе пульницӑра кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫынсем валли 75 койка хатӗрленӗ. Вӑл унти тухтӑрсене пандеми вӑхӑтӗнче ӗҫлеме вӗрентнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта хоккей центрӗ тума палӑртнӑ. Ӗнер Кочетов ячӗлӗ кадет корпусӗнче хоккей енӗпе регион центрӗ уҫӑлнӑ. Шӑпах ҫавӑнта пӗлтернӗ кун пирки ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев. «Ҫӗнӗ хулара» та ҫавнашкалах центр тӑвасшӑн. Халӗ проектировани ӗҫӗ вӗҫленсе пырать. Сӑмах май, кадет корпусӗ ҫумӗнчи хоккей центрӗ – «Демографи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Енре тунӑ чи пысӑк спорт объекчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |