Раҫҫейре
![]() 1tulatv.ru Кинотеатрсем утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен ӗҫлесе кайма пултарӗҫ. Кун пирки РФ культура министрӗ Ольга Любимова пӗлтернӗ. Министр палӑртнӑ тӑрӑх кинотеатрсене уҫасси пысӑк хулари эпидемиологи лару-тӑрӑвӗнчен килет. Хальлӗхе ҫӗршыври пур регионта та лару-тӑру йӗркеленсе ҫитмен-ха. «Паллӑ кун ҫук. Эпир утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗ пирки калаҫатпӑр хальлӗхе», - тенӗ Ольга Любимова. Палӑртмалла: кионтеатрсем пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнченпе ӗҫлеме пӑрахнӑ. Сӑмах май, Шупашкарта 5 кинотеатр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() foto.cheb.ru сайтри сӑн Вӑрмарти Чӑваш урамӗнчи 20-мӗш тата 22-мӗш ҫуртсем ҫывӑхӗнчи картишри ача-пӑча лапамӗсем Вӑрмар хула администрацийӗн балансӗ ҫинче шутланать. Анчах вӗсем шӑпӑрлансене выляма юрӑхсӑр. Прокуратура ҫав ача-пӑча лапамӗсенче йӗркене кӗртме хушнӑ, администраци тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Ведомство ҫакна мӗнле пурнӑҫланине тӗрӗслесех тӑрать. Ҫак ача-пӑча лапамӗсене пӑхса тӑманни курӑнать. Вӗсем курӑк ӑшне путнӑ. Ку кӑна мар, хӑш-пӗр лапам ҫывӑхӗнче ҫӳп-ҫап йӑванать, кирпӗч, кантӑк ванчӑкӗсем выртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре кӑшӑлвирус парӑнмасть-ха. Пӗр талӑкра унпа чирлӗ 62 ҫынна тупса палӑртнӑ. Вӑл чир алхасма пуҫлансанах пӗр ҫын тупӑннине те тем пулнӑ пек хыпарлатчӗҫ, йышӑнатчӗҫ. Ӑҫтан, кам вӑл тесе шавлама тытӑнатчӗҫ. Халӗ асӑнакан цифрӑсене ҫынсем хӑнӑхса ҫитрӗҫ пулӗ ӗнтӗ. Кӑшӑлвируспа чирлисене ҫав тапхӑрта пирӗн республикӑра пурӗ 4802 ҫынна тупса палӑртнӑ. Ку цифрӑна стопкоронавирус.рф сайтра пӗлтернӗ. Вӗсенчен хӑшӗсем (пурӗ 2767) сывалнӑ ӗнтӗ. Халӗ кӑшӑлвируспа пирӗн тӑрӑхра 2010 ҫын чирлет. Юлашки талӑкра пульницӑран 50 ҫынна кӑларнӑ. Усал вирус алхасма тытӑннӑранпа кӑшӑлвирус диагнозӗллӗ 25 ҫын вилнӗ. Ҫав вӑхӑтрах республикӑра чару мерисене кӑштах ҫемӗҫтерчӗҫ. Маска тӑхӑнма, социаллӑ инҫӗше пӗрех пӑхӑнма хушаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Владимир Михайлов тунӑ сӑн Шупашкарта кӑнтӑр хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ ҫӑкӑр савутӗнче пушар тухнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм производство корпусӗнче пулнӑ. Ку ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 17 сехетре пулнӑ. Ҫулӑм япаласемпе материалсем хӑйсем тӗллӗн хыпса илнӗрен тухнӑ. Пушар нумаях алхасман – ӑна 10 минутран сӳнтернӗ. Сӑмах май, Шупашкар районӗнчи Хыркассинче те ҫав каҫ перчетке кӑларакан предприятире ҫулӑм тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ӗнер Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитрӗ. Шел те, ӑна халӑхпа савӑнӑҫлӑн палӑртма май килмерӗ. Уява Хӗрлӗ Чутай районӗнче тата Шупашкарта палӑртнине шута илсе унта та, кунта та хӑш-пӗр кану объектне уҫрӗҫ-ха. Анчах халӑхпа мар. Тӳре-шарапа журналистсем ҫеҫ хутшӑнчӗҫ. Ҫакӑ кӑшӑлвирус лӑпланса пӗтменнипе ҫыхӑннӑ. Ӗнерех Шупашкарта Чӑваш Ен аталанӑвӗн стратегине тишкерчӗҫ. Мероприятисене Чӑваш Ен Наци телекуравӗ тӳрӗ эфирта кӑтартрӗ. Уява хутшӑннӑ тӳре-шара маскӑсӑр пулнине чылайӑшӗ асӑрхарех ӗнтӗ. Социаллӑ инҫӗше пӑхӑнмалла тенине те вӗсем ӑша хывман. Юнашар утрӗҫ, ҫуммӑн тӑрса калаҫрӗҫ. Тӳре-шара та, вӗсен мӑшӑрӗсем те, депутатсем те, журналистсем те. «Правда ПФО» ҫырнӑ тӑрӑх, самай пысӑк вырӑн йышӑнакансем хушшинчех ҫав вӑхӑтра чирлекенсем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() news.myseldon.com сайтри сӑн Улатӑрта 63 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл ҫынна вӗлерннӗ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫӗртмен 21-мӗшӗнче каҫхине Атрать юханшывӗнче арҫын виллине тупни пирки полицие пӗлтернӗ. Ҫав арҫын – 42 ҫултискер. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пуҫиле ӗҫ материалӗсенче палӑртнӑ тӑрӑх, престепление ҫӗртмен 19-мӗшӗнче тунӑ. 63-ри ӳсӗр арҫын ентешӗпе хирӗҫсе кайнӑ та ӑна пуртӑпа тапӑннӑ. Ӑна вӑл вилмеллех ҫапнӑ. Арҫын вилене икӗ кун юханшыв патне сӗтӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти каҫхи клубсенчен пӗрин хуралҫи асӑннӑ заведение канма пыннӑн ҫыннӑн аллине хуҫнӑ. Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнчи ҫӗрле пулса иртнӗ. 24 ҫулти хуралҫӑпа 30 ҫулти хӑна хушшинче харкашу сиксе тухнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, харкашӑва хуралҫӑ пуҫарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Канма пынӑ ҫынна вӑл урайне, пичӗпе аял енне тӑсса хунӑ. Аллине хыҫалалла туртса лартнӑ. Ҫавна май 30 ҫулти арҫын алли хуҫӑлнӑ. Хуралҫӑ тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 203-мӗш статйипе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ хыҫҫӑн ӑна Шупашкарти Мускав район судне ярса панӑ. Каҫхи клуб хуралҫи халӗ унта ӗҫлемест. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑрти Виктория Владимирова Чӑваш Енри ачасен правине хӳтӗлес ӗмӗтпе ҫунатланнӑ. Анчах кӑштахран вӑл хӑй шухӑшне улӑштарнӑ. Ҫавна май ку должность валли кандидатсене ҫӗнӗрен шырӗҫ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, ку хыпара кӑларӑма республикӑн Патшалӑх Канашӗнчи ҫӑлкуҫсем хыпарланӑ. Ачасен правине хӳтӗлес текенсен хӑйсен шухӑшне ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗччен пӗлтермелле. Кун пек документа Альбина Егорова спикер алӑ пуснӑ иккен. Ача-пӑча омбудсменӗн пуканӗ кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пушаннӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Виктория Владимирова ку яваплӑха илме килӗшнӗ. Анчах унӑн юридици пӗлӗвӗ пулман, мухтанмалӑх ӗҫлемен тесе тиркекенсем те тупӑннӑ. Апла пулин те хӗрарӑм ҫулне пӳлес темен, ЧР парламенчӗн депутачӗсен пысӑк йышӗ (коммунистсемсӗр пуҫне) ҫав кандидатурӑна ырланӑ. Владимирова хӑйӗн хучӗсене каялла илни унӑн кандидатурине Мускав ырламаннипе ҫыхӑнма пултарнӑ тесе шухӑшлакансем те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Трижды дипломированный трижды депутат - это вам ШУТКА МАР». Ҫакӑн пек ҫырнӑ Станислав Убасси журналист Фейсбукра. Унта Шупашкар хулин Калинин районӗн судне Виктор Воробьев депутатӑн дипломӗсене суя тесе палӑртма тавӑҫ ҫитни пирки сӑмах пырать. Ҫӗнӗ Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн депутатне 2016 ҫулта вӑйӑ усламӗ йӗркеленӗ тесе шанман. Ҫавна май унӑн хваттерне ухтарнӑ. Ҫавӑн чухне Мускаври Машиностроени университечӗн дипломне асӑрханӑ. Вӑл суя пек туйӑннӑ. ШӖМ тӗпчевҫисен экспертизи бланка «Госзнак» федерацин хысна учрежденийӗ хатӗрлеменни ҫиеле тухнӑ. Аслӑ шкула ыйтса ҫырнӑ та, Воробьев студент вӗренменни ҫиеле тухнӑ. Виктор Воробьев асӑннӑ диплома тӗпе хурса ЧПУра экономика факультетӗнче вӗреннӗ. Унтан вӑл Коопераци институтне вӗренме кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() СССР халӑх артисчӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Валерий Яковлев тепӗр чыса тивӗҫнӗ. Республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑлакан Олег Николаев ӑна «Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни» ят парасси ҫинчен калакан хушӑва ӗнер алӑ пуснӑ. Валерий Яковлев хисеплӗ ҫын ятне унччен те тивӗҫнӗ-ха. Вӑл — Шупашкар хулин тата Шӑмӑршӑ районӗн хисеплӗ ҫынни. Халӗ вара республика шайӗнче хакланӑ. Сумламалӑх, чӑн та, ӗҫӗ пур. Чӑваш сценине, чӑваш театрӗн кураканне юратнипе тӑрӑшать вӑл. Надежда Смирнова журналист хатӗрленӗ пӗр интервьюра Валерий Яковлев: «Эпӗ хальхине те, малашнехине те тӗпе хывнӑ: ман спектакльсенче пуринче те — чӑваш ҫыннин ыратӑвӗ, пурнӑҫӗ. Халӑх ӑнланӑвне, илемлӗхне, тӗнче курӑмне ӑнкарма, ӑнланма тӑрӑшнӑ», — тенӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |