Политика
![]() regnum.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ пулас текенсен речӗ ӳссех пырать. Ӗнер ирпе Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хӑйӗн докуменчӗсене ЧР Тӗп суйлав комиссине илсе ҫитернӗччӗ. Унсӑр пуҫне Юрий Шакеев ятлӑ ҫын та документсем тӑратнӑ. Ҫавскер Шупашкарта пурӑнать, хӑй вӑл ниҫта та ӗҫлемест. Паян тата тепӗр ҫын республика ертӳҫин тилхепине тытма кӑмӑл тунине пӗлтернӗ. Ҫав ҫын — «Патриоты России» (чӑв. Раҫҫей патриочӗсем) партин регионти уйрӑмӗн пайташӗ Сергей Матвеев хушӑннӑ. Сергей Матвеев — Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ, «Аргус» компанин финанс директорӗ. 39 ҫулти арҫын виҫӗ ача ӳстерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Паян 17 сехет те 40 минутра Шупашкарта васкавлӑ медпулӑшу машини ҫаврӑнса ӳкнӗ. Авари «Терминал» базӑна хирӗҫ пулнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ сигналсем ҫутнӑ васкавлӑ медпулӑшу машини пӑрӑнма пуҫланӑ, ун ҫине ҫӑмӑл машина пырса кӗнӗ. Вӑл Кӳкеҫ енчен килнӗ, светофор симӗс ҫутӑ чухне пынӑ. Васкавлӑ медпулӑшу машини аяк ҫине ҫаврӑнса ӳкнӗ те «Ниссанпа» ҫапӑннӑ. Аварире 4 ҫын аманнӑ: «Шевроле» пассажирки, васкавлӑ медпулӑшу водителӗ тата икӗ медик. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен суранӗсем йывӑрах мар. Юрать, васкавлӑ медпулӑшу машининче пациент пулман. Тухтӑрсем шӑпах ун патне кайма тухнӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Елена Бараева архивӗнчи сӑн Ҫӗмӗрлере 15 ҫулти хӗрачана шыраҫҫӗ. Бараева Софья Дмитриевна ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫӗрле килтен тухса кайнӑ. Унтанпа ӑна никам та курман. Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл хӗрӗ патне шӑнкӑравланӑ, анчах телефонӗ унӑн сӳннӗ. Софьйӑн ҫывӑх тусӗ те вӑл ӑҫта пулнине пӗлмест. Тӑванӗсем полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Ҫухалнӑ кунхине хӗр тӗттӗм джинс шӑлавар, хура кроссовка, ҫутӑ кӑвак джинс куртка тӑхӑннӑ пулнӑ. Софья 172 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ ҫырӑ, хӗрлӗ тӗс ҫапнӑ. Софья пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан 89278689958, 89030654743 номерсемпе шӑнкаравласа пӗлтерӗр. Е полицие шӑнкӑравлама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() veved.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре тепӗр ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Хальлӗхе ҫав ҫын миҫере тата мӗнлерех пулни паллӑ мар-ха, кун пирки тӗплӗн пӗлтермен. Ҫапла майпа 25 пациент пурнӑҫпа сывпуллашнӑ. Паянхи кун тӗлне тепӗр 62 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Пӗтӗмпе республикӑра 4740 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен ҫурри ытларахӑшӗ, 2717 ҫын, сывалнӑ. Юлашки талӑкра 112 ҫын сывалнӑ. Аса илетер: республика кӑшӑлвируса пула йышӑннӑ чарусене пӑрахӑҫламалли пӗрремӗш тапхӑра кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ маркӑна ҫӳретме пуҫланӑ. Маркӑна ятарлӑ штемпельпе паллӑ тунӑ. Ҫав ӗҫе республика Элтеперӗн тивӗҫӗҫене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тата Раҫҫей Почтин Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Тимофеев пурнӑҫланӑ. Юбилей маркиллӗ конвертсене вӗсем Республика кунне уявланин датине кӑтартакан штемпельпе паллӑ тунӑ. Почта маркине 27 пин экземплярпа кӑларнӑ. Ун ҫине республика гербне, тӗррине, паллӑ вырӑнӗсене, элемӗсене ӳкерсе хунӑ. Почта марки ҫинче Чӑваш Ен пиллӗкмӗш хут ӗнтӗ сӑнарланать. Пирӗн тӑван республикӑмӑра халалланӑ маркӑсене унччен 1933, 1960, 1970 тата 2000 ҫулсенче пичетленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Вӑрнар районӗнчи каччӑ паян Мускавра иртнӗ сумлӑ парада хутшӑннӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятие кӑҫал ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирттерме кӑшӑлвирус кансӗрлерӗ. Мероприятие Владимир Путин Президент хушӑвӗпе ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшне куҫарчӗҫ. Мускавра ку вӑхӑта чару мерисене те пӑрахӑҫларӗҫ. Парада хутшӑннисем хушшинче Чӑваш Енри Егор Буданов (сӑнӳкерчӗкре) пулнӑ. 24 ҫулти каччӑ Вӑрнар районӗнчен. Унӑн пиччӗшӗ Максим республикӑри МИХсенчен пӗрне пӗлтернӗ тӑрӑх, парада хутшӑнма Егор мӗн пӗчӗкрен ӗмӗтленнӗ. Ҫар ретне ҫамрӑк пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче тӑнӑ. Службӑна вӑл Мускав облаҫӗнчи Балашиха хулинчи Дзержинский ячӗллӗ дивизие лекнӗ. Парадра чӑваш каччи Росгварди йышӗнче пулнӑ. Сӑмах май, Вӑрнар районӗнчен парада ҫавӑн пекех Вячеслав Жебелевский тата Юлиан Волков (Хапӑс ялӗнчен), Александр Федоров тата Евгений Крылов (Ярмушка ялӗнчен), Дмитрий Козлов (Нурӑс) хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паллӑ тележурналист, поэт, драматург, режиссер, сценарист Марина Карягина ӗнерхи куна Чӑваш Енӗн сумлӑ ҫыннипе Виталий Станьялпа юнашар ирттернине пӗлтернӗ. Тӗмен хулинчен килнӗ чӑваш хастарӗсемпе Чемен картинче, унти музейра пулнӑ, «халӑхӑмӑр иртнӗлӗхӗ ҫинчен хальччен пӗлменнине илтсе-курса» тӗлӗннӗ. Унтан Виталий Станьял вӗсене тӑван ялӗнчи (вӑл Шупашкар районӗнчи Ҫӳлтикассинчен) «хӑйӗн шӑнкӑрч вӗлли пек тӑпӑл-тӑпӑл кил-ҫуртне хӑнана» илсе кайнӑ. Марина Карягина Виталий Станьял республикӑн ҫӗнӗ ертӳҫисене панӑ халалне те ҫырса илнӗ. Шурсухал республикӑн хальхи ертӳҫин Олег Николаевӑн, Николай Федоровӑн тата Анатолий Аксаковӑн ячӗсене асӑннӑ. «Пуҫа лайӑх ватма, ҫамрӑк пуҫа лайӑх ҫавӑрса тӗрӗс ҫул тупса пыма» ыйтнӑ. «Ҫын хӑйшӗн тӑрӑшни лайӑх вӑл. Хӑйшӗн хӑй тӑрӑшмасан такам тӑрӑшас ҫук. Анчах хамӑршӑн тӑрӑшни вӑл хамӑр халӑхшӑн тӑрӑшнипе пӗр килтӗр. Вара халӑха та ҫӑмӑл пулӗ, ӳсӗм те пуласса шансах тӑратӑп», — ырӑ суннӑ шурсухал. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинчи Хӗрлӗ лапамра ачасем валли парк тунӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, парка Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ тӗле уҫма палӑртнӑ. Илемлӗ вырӑна хатӗрлеме республика Правительствипе Чӑваш Ен ертӳҫи Олег Николаев тата Шупашкар хула администрацийӗпе кредит организацийӗсенчен пӗри (Алексей Ладыков банк ятне каланӑ-ха, эпир рекламӑламӑпӑр. — Т.Т. асӑрхаттарӑвӗ) килӗштерсе ӗҫлени пулӑшнине те пӗлтернӗ. Хӗрлӗ лапам халӗ тата хӑтлӑланнӑ. Ҫӗнӗ паркра ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ канайӗ. Оборудованийӗ Европа шайӗнчи тесе пӗлтернӗ сити-менеджер. Юсаса ҫӗнетнӗ Хӗрлӗ лапама, сӑмах май, кӗҫӗр савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура, тӳре-шара сӑмах каласа уҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗ паян ҫӗнӗ ертӳҫӗне суйланӑ. Общество организацийӗн ертӳҫи пулма республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевӑн мӑшӑрне Наталья Николаевӑна шаннӑ. Хӗрарӑмсен канашӗн черетсӗр 29-мӗш съездӗнче организацин унчченхи ертӳҫи Алевтина Федорова ӗҫе пӗтӗмлетсе доклад тунӑ. Чӑваш Ен вӗренӳ министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшакан ҫак хӗрарӑм общество организацийӗн ертӳҫинче ӗҫлесе ӗлкӗрме йывӑррине, вӑхӑт ҫитменнине пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ ертӳҫӗ Наталья Николаева хӗрарӑмсен канашӗ унччен тунӑ ӗҫсене малалла тӑсма шантарнӑ. Кӑҫалхи ҫулталӑк кӑсӑклӑ та тӗрлӗ ӗҫпе, ҫӗнӗ проектсемпе асра юлассине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енри студента Раҫҫей хӳтӗлев министрӗ Сергей Шойгу наградӑланӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин культура училищи (техникумӗ) пӗлтернӗ. «За отличие в поисковом движении» (чӑв. Шырав юхӑмӗнче палӑрнӑшӑн) II степеньлӗ паллӑпа Дмитрий Алексеева чысланӑ. Вӑл — Вырӑс географи обществин Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗн экспедици отрячӗн ертӳҫи. Вилнӗ тата хыпарсӑр ҫухалнӑ ҫар служащийӗсене шыраса тупас енӗпе тӑрӑшнӑшӑн ӑна ҫавӑн пек чыслама йышӑннӑ. Дмитрий Алексеев Чӑваш Республикин культура училищинче «Халӑх художество пултарулӑхӗ» специальноҫа алла илет, унта вӑл хореографи ӑсталӑхне туптать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |