Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑри нимеҫӗсен организацийӗсен пайташӗсемпе видеоҫыхӑну мелӗпе калаҫнӑ. Республика ертӳҫи нимеҫӗсен ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ. Кӑшӑлвирус саманинче вӗсем ҫине тӑрса ӗҫленине палӑртнӑ. Чӑваш Енре нимеҫӗсен 8 организацийӗ йӗркеленнӗ. Юлашки уйӑхсенче тухтӑр-нимеҫӗсем уйрӑмах хастар пулнӑ. Ку юхӑма 1000 ытла ҫамрӑк хутшӑннӑ. Волонтерсен ӗҫне хакласа Олег Николаев «Чӑваш Республикинче волонтерлӑха аталантарнӑшӑн» паллӑна туса хурасси ҫинчен калакан указ кӑларнӑ. Ӑна вӑл нимеҫӗсемпе калаҫнӑ чух алӑ пуснӑ. Унсӑр пуҫне нимеҫӗсене Хисеп грамотипе те хавхалантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри ӗҫченӗсем Шупашкар районӗнчи коммерци организацийӗсенчен пӗрин тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 145.1 статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарма пултараҫҫӗ. Тепӗр майлӑ каласан, арҫын ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлемен тесе шухӑшлаҫҫӗ. Шалӑва вӑл хӑйӗн тӗп бухгалтерне тӳлесе татман. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, директорӑн шалу тӳлеме майӗ пулнӑ. Апла пулин те вӑл тӗп бухгалтера пӗлтӗрзи утӑ уйӑхӗнче пуҫласа раштав уйӑхӗччен 104 пин тӳлесе ҫитермен. Халӗ те вӑл парӑмпа татӑлса пӗтмен. Пуҫиле ӗҫе тӗпчевҫӗсем халӗ малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри аслӑ шкулсенчен пӗрин преподавателӗ сӗтев илнӗ тесе шухӑшланине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пуҫиле ӗҫе Шупашкарта пурӑнакан 66 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑччӗ. Вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи «Фармакологи, клиника фармакологийӗ тата биохими» кафедрӑн доценчӗ пулса ӗҫлет. Арҫын икӗ студенткӑран сӗтев илнӗ. Хӗрсем укҫана ҫын урлӑ тыттарнӑ. Преподавателе 250 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Кунсӑр пуҫне ӑна аслӑ тата ятарлӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче ӗҫлеме чарнӑ. Сӗтев паракан студенткӑсем тата вӗсенчен укҫа илсе преподавателе сӗтев панӑ ҫын тӗлӗшпе те пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Вӗсене халӗ суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче Юрий Сементерӗн «Ҫӗнтерӳ ячӗпе» кънеки пичетленнӗ. Издательство ӗҫченӗ Ольга Австрийская пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑма совет халӑхӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул, Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Кӗнекери сӑвӑсене тӗрлӗ ярӑма: сӑмахран, «Ҫӗнтерӳ ячӗпе», «Вӑрҫӑ ачисем»,«Кӗмӗл хӗлӗх», «Хӗвеллӗ симфони» — пӗрлештернӗ. Чӑваш халӑх поэчӗн ҫӗнӗ кӗнекине ытти кӑларӑмра пичетленмен сӑвӑсемпе поэмӑсем кӗнӗ. «Мамай сӑртламӗ» поэмӑра, тӗслӗхрен, вӑрҫа хутшӑннӑ поэтсене аса илсе кашнине сӑвӑ халалланӑ. Редакторӗ – В.Н. Алексеев, ӳнерҫи – С.А. Бритвина. Кӗнеке тиражӗ – 500 экземпляр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енре ҫамрӑксен премине кама парассине палӑртма пуҫтарӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ. Ҫамрӑксен патшалӑх премине парассипе ӗҫлекен комисси ларӑвне Сергей Яковлев министр ертсе пынӑ. Министр каланӑ тӑрӑх, 2019 ҫулшӑн преми илме 61 ҫын 34 ӗҫ тӑратнӑ. Комисси 29 ҫыннӑн ӗҫӗсене тишкерсе Чӑваш Ен Элтеперне пӑхса тухма ярса панӑ. Ҫамрӑксен патшалӑх премине пирӗн республикӑра 19996 ҫултанпа параҫҫӗ. Вӑл пултаруллӑ ҫамрӑксене палӑртса вӗсене пулӑшма май парать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Преми лауреачӗн ятне ӑслӑлӑхра, техникӑпа производствӑра, литературӑра, культурӑпа ӳнерте, вӗрентӳре, воспитани парас тата ҫамрӑксен политики енӗпе, журналистикӑра, сывлӑха сыхлассинче, патриотизм тата спорт енӗпе, нимеҫӗсен ретӗнче тӑрӑшакансем тивӗҫеҫҫӗ. Пӗр преми виҫи 50 пин тенкӗпе танлашать. Ӑна 10 сферӑри ҫамрӑка параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Паян Чӑваш Республикин тата РСФСР халӑх артистки, Вӑрмар районӗн хисеплӗ ҫынни Нина Яковлевӑна 80 ҫул тултарнӑ. Нина Яковлева – Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн паллӑ артистки. Вӑл 1940 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Eнккасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1956 ҫулта ГИТИСӑн Чӑваш студине вӗренме кӗнӗ. Унта вӑл СССР халӑх артисчӗ В.А. Орлов курсӗнче вӗреннӗ. 1961 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлет. Унта вӑл хӑйӗн мӑшӑрӗпе, пӗр курсра вӗреннӗ СССР халӑх артисчӗпе Валерий Яковлевпа, пӗр ҫул ӗҫлеме пуҫланӑ. Чӑваш сцени ҫинче ултӑ теҫетке ҫула яхӑн ӗҫлеҫҫӗ вӗсем. Нина Яковлева ҫак ҫулсенче ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулине гастрольсемпе ҫитнӗ. Куракансем унта та ӑна ӑш кӑмӑлпа йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫӑва тухсан Шупашкарти «Элара» савут умне жираф тухса тӑраканччӗ. Паллах, чӗрри мар, унӑн кӳлепи ҫеҫ. Жираф хӑйӗн вырӑнне ҫак кунсенче таврӑннӑ. Анчах хальхинче вӑл, республикӑри эпидемиологи лару-тӑрӑвне шута илсе, медицина маски тӑхӑннӑ. Кӑҫал Шупашкарти ытти палӑка та маска тӑхӑнтартнӑ. Тӗслӗхрен, кӳлмекре тӑракан арҫын кӳлеписем те ҫавнашкалах курӑннӑ. Ҫынсем медицина маскине курсан вӗсен ҫумӗнче хаваспах сӑн ӳкерӗннӗ. Сӑмах май, паян тепӗр 80 ҫын кӑшӑлвируспа чирлине палӑртнӑ. 100 ҫын сывалнӑ. Пӗтӗмпе 3475 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 1625-шӗ чире парӑнтарнӑ. 16 ҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хӗр тесе суйнӑПӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри полицейскисем Волгоград облаҫӗнчи каччӑна тытса чарнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче хӗр ячӗпе регистрациленнӗ. Хӑйӗнпе паллашас тата тӗл пулас тенӗ каччӑран укҫа ыйтнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 22 ҫулти ҫамрӑк хулари полицейскисенчен пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, тӗнче тетелӗнче ар ҫыхӑнӑвне кӗрес тӗллевпе хӗрпе паллашнӑ. Анчах унпа тӗл пулма ниепле те май килмен. Пике курнӑҫу вӑхӑтне пӗрмай куҫарнӑ. Ҫав вӑхӑтра каччӑ хӗре 51 пин тенкӗ куҫарса пама ӗлкӗрнӗ. Лешӗ укҫана тӗрлӗ сӑлтавпа ыйтнӑ. Каччӑпа паллашасшӑн хӗр пек суйса пӗлтерӳ пичетлекенни Волгоград облаҫӗнчи 18 ҫулти каччӑ пулнӑ. Ӑна Шалти ӗҫсен министерствин пуҫиле шырав ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ. Пирӗн патри йӗрке хуралҫисем ҫав тӑрӑха ятарласа кайнӑ, ҫамрӑка тытса чарнӑ. Каччӑ укҫана тавӑрса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫул-йӗр
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 17 сехет тӗлӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта велосипедист инкеке лекнӗ. Вӑл Советски урамри ҫул ҫавринчи светофорӑн хӗрлӗ ҫути ҫуннӑ чух тепӗр енне каҫма тӑнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ун ҫине «ВАЗ-21063» автомобиль пырса кӗнӗ. Икӗ урапаллӑ транспорт хуҫи суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Чӑваш Енӗн Патшалӑх автоинспекцийӗ велосипелистсене асӑрханса ҫӳреме ыйтать. Велосипед транспорт шутланать, велосипедист вара – транспорт водителӗ. Ҫапла вара велосипедпа пынӑ чух ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнмалла. Велосипедистсен права ҫукки светофорӑн хӗрлӗ ҫутипе ҫӳремеллине пӗлтермест. Велосипедистсен ҫул-йӗр правилин 24-мӗш пунктне пӑхӑнмалла. Унсӑр пуҫне вӗсен транспортӑн правилисене асра тытмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() sm-news.ru сайтри сӑн Канаш районӗнче пурӑнакан 17 ҫулти каччӑна суд тӑвӗҫ. Ӑна ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳрсе асӑрханмасӑр вӗлернӗшӗн айӑпласшӑн. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмах кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче пулса иртнӗ. 17-ри каччӑ тата 48 ҫулти арҫын пӗлӗшӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Хайхискерсем хирӗҫсе кайнӑ. Ҫамрӑкки ватӑраххине урама илсе тухнӑ та кӗлеткинчен 25 хутран кая мар тапнӑ, ҫапнӑ. Аслӑраххи тӑнне ҫухатнӑ. Каччӑ ӑна йывӑҫсем ӳсекен вырӑна сӗтӗрсе кайнӑ та типӗ курӑкпа, туратпа витнӗ. Хӑй киле кайса ҫывӑрма выртнӑ. Лешӗ вара йывӑр сурансене пула ҫавӑнта вилнӗ. 17-ри каччӑ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда пӑхса тухма янӑ. Судччен ӑна хупӑ усрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |