Ҫутҫанталӑк
![]() photogorky.ru сайтри сӑн Паян – ҫӗртмен 1-мӗшӗ. Анчах урамра пӗрре те ҫулла пек туйӑнмасть-и? Ан пӑшарханӑр: синоптиксем кӗҫех ӑшӑ ҫанталӑк килессине пӗлтереҫҫӗ. Ыран сивӗ пулӗ-ха, аслати кӗмсӗртетме пултарӗ, сывлӑш температури 13-18 градус таран ҫеҫ ӑшӑнӗ. Эрне варринче ҫумӑр ҫумӗ, Казахстан енчен ӑшӑ килме пуҫлӗ. Ҫӗрмен 5-6-мӗшесенче вӑйлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫимӗкре те ҫумӑр ҫӑвӗ, 20-25 градус ӑшӑтӗ. Ҫӗртмен 8-10-мӗшӗсенче вара 30 градус шӑрӑх килмелле. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗнчи пӗрремӗш декада нормӑпа килӗшӳллӗн пулӗ – сывлӑш температури вӑтамран 16 градус ӑшӑ тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() shop.p-el.ru сайтри сӑн Ӗнер республикӑра аслатиллӗ ҫумӑр вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫунӑ. Ҫурҫӗр енчи районсенче аслати ытлах кӗмсӗртетмен. Кӑнтӑр енче вара пӑр та ҫукаланӑ. Ҫынсем пӑрҫа пысӑкӑш пӑр ҫунине халӑх тетелӗсенче ӳкерсе лартнӑ. Комсомольски районӗнчи Урмаелте вара пӗр ҫурт аҫа ҫиҫӗмрен шар курнӑ. Унта каҫхи 6 сехетре аслати кӗмсӗртетнӗ, кирпӗч ҫурта аҫа ҫапнӑ. Ҫуртра пушар тухнӑ. Ӑна сӳнтернӗ-ха, анчах пӳртӗн стенисем хуралса ларнӑ, телевизор ҫунса кайнӑ. ЧР Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар аҫа ҫапнӑран тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() tavanen.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре хваттер ҫуннӑ. Усал хыпара тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. «Совет урамӗнчи 78-мӗш ҫуртра пушар тухнӑ. Виҫҫӗмӗш подъездри пӗрремӗш хутри пӗр пӳлӗмлӗ хваттер тӗпӗпех тенӗ пек ҫуннӑ. Пушара сӳнтерекенсем инкек вырӑнне васкаса килнӗ. Подъездри пӗтӗм ҫынна урама кӑларнӑ, пушара сӳнтернӗ. Хваттер хуҫи — эрехпе иртӗхекен ҫын. Халӑха тата депутатсене унпа тимлӗ пулма чӗнсе калас килет. Вӑл ҫын ыттисемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать!!! Вӑл хваттерте ун пек лару-тӑру пӗрремӗш хут мар. Унта пушар тухни, газ тухса тӑни пӗрре ҫеҫ мар пулнӑ», — тесе ҫырнӑ. Пост авторӗ ҫурт сирпӗнсе каясран хӑранине пӗлтернӗ. Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫат сайтӗнче пушар пирки пӗлтернӗ тӑрӑх, кил хуҫин ӳсӗр ывӑлӗ балкон ҫинче пирус туртнӑ чух асӑрханманнипе инкек тухма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Раҫҫей почтин Чӑваш Енри тӗп филиалӗнче, 42800-мӗш уйрӑмра, «Чӑваш тӗрри» маркӑна ҫӳретме пуҫланӑ. Ҫавна ҫирӗплетсе почта ӗҫченӗсем ятарлӑ штемпельпе паллӑ тунӑ. Раҫҫей почтин Чӑваш Енри тӗп филиалӗн халӑхпа ҫыхӑну тытакан пайӗн пуҫлӑхӗ Оксана Иванова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, маркӑна Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ. Сӑмах май каласан, юбилея халалласа каярах тата тепӗр марка ҫӳреме тытӑнӗ. Вӑл Чӑваш Ен гербӗллӗ пулӗ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнче, ҫӳретме тытӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Лиза Алерт» сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнче пурӑнакан Яковлева Елизавета Леонидвнӑна ҫу уйӑхӗн 180-мӗшӗнченпе шыраҫҫӗ. 64 ҫулти хӗрарӑм ӑҫталла тухса кайни паллӑ мар. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хӗрарӑм 156 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ хӗрлӗ сарӑ (ӑна сӑрланӑ), куҫӗ сӑрӑ тӗслӗ. Тухса кайнӑ кун вӑл ҫутӑ кӗрен тӗслӗ куртка, тӗттӗм джинс шӑлавар тӗттӗм кӑвак тапочка тӑхӑннӑ пулнӑ. Эсир ҫак хӗрарӑма курнӑ-и? Ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр-и? Апла 8(800)700-54-52 е 112 (Роман), 89053435033 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Канаш районӗнче 9 ҫулти арҫын ачана шыранӑ. Вӑл асламӑшӗпе (е кукамӑшӗпе) ҫӑва ҫине кайнӑ. Лешӗ вилтӑприне майланӑ вӑхӑтра арҫын ача вӑрман еннелле утнӑ та утнӑ. Ачча ялӗ ҫӑви ҫинче пулса иртнӗ пӑтӑрмах пирки Канаш районӗнчи ШӖМе пӗлтернӗ. Полицейскисем вырӑна пӗр тӑхтамасӑр ҫитнӗ. Районти пай пуҫлӑхӗ Александр Шакшин та пӗрле пулнӑ. Персей ятлӑ нимӗҫ овчарки ача йӗрне ҫӑва ҫинчи сак патӗнче тупнӑ та ӑна малалла йӗрленӗ. Михаил Андриянов кинолог ун хыҫҫӑн пынӑ. Арҫын ача 1 ҫухрӑм ҫурӑ кайма ӗлкӗрнӗ. 9-ти ача шывлӑ вырӑна лекнӗ, пилӗкӗ таран шурлӑхра тӑнӑ. Унӑн сывлӑхӗ йӗркеллех, ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Акӑ, Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ҫу уйӑхӗнчи ӗҫне те хак пама вӑхӑт ҫитрӗ. Пысӑках ҫитӗнӳсем тума май килмерӗ пулин те иртнӗ уйӑхри кӑтартуран иртме май килчӗ-килчех. Иртнӗ уйӑхра пирӗн лаборатори пурӗ 37 014 ҫӗнӗ мӑшӑр хатӗрлеме пултарчӗ. Тен, ку кӑтарту пысӑкрах та пулӗ пулӗччӗ, анчах та кӑшӑлвирус ӗҫлеме чӑрмантарни ҫав-ҫавах пирӗн ӗҫре те палӑрчӗ. Ҫавах та, наци вулавӑшӗ ӗҫлеменнине пула кӗнекесем тупма йывӑрланчӗ пулин те эпир вӗсене тупкаларӑмӑр — ҫапла май кӑтартусем те пӗчӗкех пулмарӗҫ. Кӑшӑлвируса пула каннӑ вӑхӑтра пирӗн алла ытларах енӗпе Аркадий Гайдарпа Иван Тургенев хайлавӗсем лекрӗҫ. Аркадий Петрович хӑйӗн повеҫӗсене сыпӑксем ҫине пайлама юратманни пирӗн ӗҫе кӑшт йывӑрлатрӗ ҫав: калӑпӑшлӑ хайлавсене мӑшӑрлама ҫӑмӑлах мар. Ҫавах та ку ӗҫе эпир турӑмӑрах — «Параппанҫӑ кун-ҫулӗ», «Тимурпа унӑн команди» паянхи куна илсен мӑшӑрланнӑ. Хальхи вӑхӑтра «Вӑрҫӑ секречӗ» мӑшӑрланать (унта 3 пин ытла пуплевӗш). Наци вулавӑшӗ майӗпен ӗҫлеме пуҫланине кура эпир те ҫӗнӗ кӗнекесемпе ӗҫлеме пуҫларӑмӑр. Пирӗн умра халь Николай Островскийӗн «Хурҫӑ мӗнле хӗрнӗ» тата «Тӑвӑлпа ҫуралнисем» хайлавӗсем, Иван Тургеневӑн «Умӗн» тата «Ҫурхи шывсем» кӗнекисем выртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш АССР халӑх артисчӗ Петр Иванов (1920 – 1983) ҫуралнӑранпа ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитнӗ. Вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ пулса ӗҫленӗ. Пулас актер Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кивӗ Тукай ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти театр училищин гримпа парикмахер тата актер уйрӑмӗсенче, Мускаври ГИТИСра актер уйрӑмӗнчи чӑваш студийӗнче вӗреннӗ. Профессири ӑсталӑха туптассине вӑл Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче гримерпа актертан пуҫланӑ. 1947–1983 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче ӗҫленӗ. Шупашкарти музыка училищинче «Грим» дисциплинине 1950–1983 ҫулсенче вӗрентнӗ. Сцена ҫинчи 40 ҫулта Петр Иванов 100 ытла роль калӑпланӑ. Унӑн ячӗпе тӑван ялӗнчи урамсенчен пӗри хисепленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Ен вӗренӳ министрӗ Сергей Яковлев ачасен сывлӑхне ҫирӗплетмелли ҫуллахи кампани епле ӗҫлесси пирки Роспотребнадзор ӑнлантарни тӑрӑх уҫӑмлатнӑ. «Уйлӑхсене вӑл е ку хатӗрсемпе тивӗҫтермелли пирки уҫӑмлӑ каланӑ. Ҫав шутра – пӳлӗмсенче сывлӑша сиенсӗрлетмелли хатӗрсем кирли ҫинчен те. Кашни уйлӑхра икӗ медӗҫченрен кая мар пулмалла. Кашни отрядра ятарлӑ термометрсем кирлӗ. Уйлӑхсенче ачасен йышӗ проектпа пӑхнин 50% иртмелле мар», — тенӗ министр. Апат хатӗрлекен блоксемпе апат турттаракан автомобильсем тӗлӗшпе те ятарлӑ требованисем пулӗҫ. Уйлӑхсене маскӑсемпе, перчеткесемпе, дезинфекци хатӗрӗсемпе тивӗҫтерӗҫ. Уйлӑхсенче ӗҫлекенсене смена вӑхӑтӗнче территорирен тухма чарӗҫ, ашшӗ-амӑшӗн ачисем патне кайма юрамӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() altai-republic.ru саййтри сӑн Ыран – Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун. Паллах, кӑшӑлвируса пула массӑллӑ мероприятисем иртмӗҫ. Ҫапах уявра лавккасенче эрех-сӑра сутма чарӗҫ. Ку чару Шупашкара пырса тивет. Хулара ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче эрех-сӑра сутма юраманни пирки ЧР Министрсен Кабинечӗ йышӑну тунӑ. Сӑмах май, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, юлашки шӑнкӑрав уявӗнче те лавккасенче эрех-сӑра сутма чараҫҫӗ. Кӑҫал шкул ачисен уяв онлайн мелпе кӑна пулнӑ пулин те лавккасенче «ҫуттине» туянма чарнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |