Культура
![]() Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗ ачасен сӑнӳкерчӗкӗсен тата ӳкерчӗксен «Пӗрле – Вместе» онлайн-конкурсне ирттернӗ. Унта хутшӑнакансен чӑваш тумне кӑтартса пама тивнӗ. Шупашкарти 50-мӗш вӑтам шкулти Илемпи Кузьминан «Современный чувашский наряд в мире красоты» (чӑв. Илем тӗнчинчи хальхи чӑваш тумтирӗ) ӗҫӗ пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. 4-мӗш лицейри Дарина Иванова наци тумне тӑхӑннӑ, асанне юмахӗсене вулакан хӗрачасене сӑнланӑ. Унӑн тӑрӑшӑвне иккӗмӗш вырӑнпа палӑртнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — 160-мӗш ача пахчинчи Валерия Волкова. 209-мӗш ача пахчинчи Николай Васильев ӗҫне куракансем кӑмӑлласа йышӑннӑ. «Ӳкерчӗк» номинацире Шупашкарти 39-мӗш шкулти Арина Николаева пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, 18-мӗш вӑтам шкулти Злата Нарицына «Эпӗ хитре чӑваш хӗрӗ» ӳкерчӗкпе — иккӗмӗшне, 3-мӗш ача пахчинчи Алексей Терехов «Манӑн Чӑваш Ен» темӑпа — виҫҫӗмӗшенче. Куракансене килӗшнӗ ӗҫ вара — 4-мӗш лицейри София Матвеевӑн. Вӑл матрёшкӑна чӑвашла тумлантарнӑ, ӗҫчен чӑваш халӑхне кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май мероприятисене ҫӗртме тата ҫурла уйӑхӗсенче ирттерӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗнче массӑллӑ мероприятисем пулмӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ҫӗнӗ темиҫе производство уҫӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Аслӑ экономика канашӗн ларӑвӗ иртӗ. Унта республикӑн ҫитес пилӗк ҫуллӑхри социаллӑ экономика аталанӑвне тишкерӗҫ. Ҫав кунах Шупашкарти юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑнхи Хӗрлӗ лапама уҫӗҫ, Хӗрлӗ Чутайра – Ҫӗнтерӳ лапамне тата ҫуран ҫӳрекенсен аллейине. Мӗнпур пулӑма Чӑваш Ен Наци телекуравӗн тӳрӗ эфирӗнче кӑтартӗҫ. Шупашкарти Наци музейӗнче «Золотая россыпь веков» (чӑв. Ӗмӗрсен ылтӑн вырӑнӗ) наци тумӗн куравӗ уҫӑлӗ. Коллекцие мода историкӗ Александр Васильев илсе килӗ. Курав Шупашкарта темиҫе уйӑх ӗҫлӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнчи чылай мероприяти: флешмобсем, фотоакцисем, конкурссем – инҫет ҫыхӑну мелӗпе иртӗ. Онлайн ирттермелли мероприятисене ҫурла уйӑхне куҫарӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Уҫӑ тӳпе айӗнчи театр ӗҫлеме тытӑнӗ. Ҫавна май «Нарспи» мюзикла пурте пӑхайӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 14 тата 15-мӗшӗнче Атӑл хӗрринче классика кӗввин фестивалӗ иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкара хӑтлӑлатма кӑҫал 502 миллион ытла тенкӗ уйӑрӗҫ. Вӑл укҫа халӑх ҫӳрекен вырӑнсене, картишсене тата территорисене илемлетме кайӗ. Максим Горький проспектӗнчи сквера хӑтлӑлатма 41,87 млн тенкӗ уйӑрӗҫ. Ӗҫсене ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Ҫӗнтерӳ лапамӗнчи парка илемлетме 32,98 млн тенкӗ тухса кайӗ. Ӑна та ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне хӑтлӑлатса пӗтермелле. Мускав ҫыранне 59,49 млн тенкӗ хывӗҫ. Ӗҫе юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Тата тепӗр икӗ объекта – «Салют» культура керменӗ патӗнчи сквера тата «Юманлӑх рашчине» – ҫитес ҫул хӑтлӑлатса пӗтерме палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал пурнӑҫламалли ӗҫсен списокне 35 картиш кӗнӗ. Спорт тата вӑйӑ лапамӗсене ҫӗнӗ йышши технологисене усӑ курса сарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ӗнер Шупашкартан самолет Мускава вӗҫме пуҫланине аэропортран инҫех мар пурӑнакансем асӑрхарӗҫех пулӗ. Ӗнер каҫхи вунӑ сехет ҫитеспе (тӗрӗсрех, вӑл 21 сехет те 45 минутра ҫула тухать) самолет Чӑваш Ен тӗп хулинчен вӗҫсе кайнине ҫак йӗркесен авторӗ те, мӗн пытармалли, хавасланса пӑхса юлчӗ. «Победа» самолечӗ вӗҫме тытӑннине Шупашкарти аэропорт ҫӗр каҫах Инстаграмри страницӑри сториса вырнаҫтарнӑччӗ. Унта вӑл кӗске виҫӗ хыпар лартнӑччӗ. Пӗрремӗшӗнчен, самолетсем вӗҫме тытӑннине пӗлтернӗччӗ. Иккӗмӗшӗнчен, аэропортра хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑннине ҫирӗплетсе паракан видео лартнӑччӗ. Виҫҫӗмӗшӗнчен, самолет тулли пулнине хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: Шупашкартан самолетсем Мускава хальлӗхе кун урлӑ вӗҫеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫӗрпӳре ӗнер Чӑваш Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пулнӑ. Вӑл паллашнӑ объектсенчен пӗри – хулара туса лартнӑ 240 вырӑнлӑх ача пахчи. Ӑна хӑпартма «Демографи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн укҫа уйӑрнӑ. «Кун пек проектсене ҫулталӑк та пилӗк уйӑхра, ҫулталӑк та сакӑр уйӑхра тӑваҫҫӗ. Пирӗн строительсем калӑпӑшлӑ ҫак проекта ултӑ уйӑхра туса пӗтерчӗҫ. Паян эпир ача пахчине уҫма хатӗрленетпӗр. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче уҫасшӑн», – тенӗ Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер. Ҫӗнӗ учрежденире спорт тата музыка залӗсем, компьютер класӗ, психологи пӳлӗмӗ, LEGO-cтуди, мультстуди, агролаборатори, столяр мастерскойӗ тата бассейн пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Манӑн ачамсем виҫҫӗрен ытларах, анчах сирӗн чухлӗ ҫук», – ҫапла каланипе пуҫланӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев нумай ачаллӑ Шишовсемпе йӗркеленӗ видеоҫыхӑнӑва. Асӑннӑ ҫемьен ҫичӗ ача иккен, халӗ вӗсем саккӑрмӑшне кӗтеҫҫӗ. Ҫемьене республика ертӳҫи Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кунпа саламланӑ. «Эсир хӑвӑр тӗслӗхӗрпе мӗнле пурӑнмаллине, мӗнле юратмаллине тата пурнӑҫӑн кашни самантне епле йышӑнмаллине кӑтартса паратӑр», – тенӗ Олег Николаев. Сергей тата Ольга Шишовсем 17 ҫул ӗнтӗ туслӑ ҫемьере пурӑнаҫҫӗ. «Кашни ачапа ҫӗнӗ вӑй хушӑнать, эпир вӑйлӑрах пулса тӑратпӑр», – каласа кӑтартнӑ нумай ачаллӑ ашшӗ Сергей Шишов. Ҫемьене Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа кӑларнӑ медальпе чыслама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансем кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ лару-тӑру лайӑхланасса тем пекех кӗтеҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче республикӑри район-хуласене ятарлӑ ушкӑнсем тухса кайӗҫ. Вӗсем кӑшӑлвирус тӑрӑмне, ӑна хирӗҫ епле мерӑсем йышӑннине вырӑна тухса тӗрӗслӗҫ. Кун пирки республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян пӗлтернӗ. Тӗрӗслеве вӑл депутатсене, прокуратурӑра, ШӖМ тата Роспотребнадзор тытӑмӗнче ӗҫлекенсене хутшӑнма чӗнсе каланӑ. Каланине итлесен, кирлӗ мерӑсене пӑхӑнсан ҫитес эрнерен чарусене пӑрахӑҫлас шанчӑк пур. Аса илтерер: Ҫимӗкре ҫӑва ҫине кайма чарӗҫ, чиркӳсене те ҫав вӑхӑтра кайма юрамӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ridus.ru сайтри сӑн Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче чикӗ леш енчен тепӗр 6 ҫын Чӑваш Ене таврӑннӑ. Вӗсем Германире, Индонезире, Турцире, Иорданире тата Индонезире пулнӑ. Тепӗр ҫын Аслӑ Британире каннӑ, вӑл та тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. Вӗсене пурне те Мускаври «Шереметьево» аэропортне илсе килнӗ. Чикӗ леш енчен таврӑннӑ ҫынсем Чӑваш Ене ҫитсенех вӗсене обсерватора 14 кунлӑха вырнаҫтарӗҫ. Чикӗ леш енне кайнӑ республика ҫыннисем пурте таврӑнайман-ха. Тепӗр 287 ҫын ют тарӑхра, вӗсенчен 38-шӗ – ачасем. Чылайӑшӗ Таиландран, АПШран, Индирен таврӑнаймасть. Палӑртмалла: ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнченпе республикӑна 88 ҫын чикӗ леш енчен таврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() news.nashbryansk.ru сайтри сӑн Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре 2973 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Ӗнертенпе ку йыша тепӗр 88 ҫын хушӑннӑ. Ку таранччен 1272 ҫын сывалнӑ, паян пульницӑран 30 ҫын тухнӑ. Эппин, кӑшӑлвиурсран сипленекенсем паян – 1687 ҫын. Вилнисен йыше майӗпен пысӑкланса пырать – 14 ҫынна ҫитнӗ. Чӑваш Енре кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1,03-пе танлашнӑ. Эппин, хальлӗхе республикӑра йышӑннӑ мерӑсене пӑрахӑҫламӗҫ-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ Варнава вилнӗ. Вӑл 89 ҫулта пулнӑ. Унӑн ӳпки икӗ енӗпе шыҫнӑ. Вӑл пульницӑра выртнӑ. Варнава хӑйӗн ӗмӗрӗн пысӑк пайне, 43 ҫулне, Чӑваш Енре ирттернӗ. Ӑна Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ медальпе чысланӑччӗ. Ҫавӑн чухне Варнава Чӑваш Ене питӗ юратнине, кунтах куҫне ӗмӗрлӗхе хупассине каланӑччӗ. Варнава (Владимир Кедров) 1931 ҫулхи ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Рязань облаҫӗнчи Высокое ялӗнче чиркӳ ҫыннисен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1976 ҫултанпа вӑл – Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев митрополита пытарма ятарлӑ ушкӑн йӗркелеме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |